Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илӗпӗр (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлетӗн-и, Саня, эпир ӑна санран хамӑрах илӗпӗр.

А знаешь что, Саня: давай мы его у тебя купим.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӗрӗс те пулӗ, — килӗшрӗ Санька, каялла килнӗ чухне хамӑрпа пӗрле кӗреҫесем илӗпӗр.

— Это — пожалуй, — согласился Санька, — обратно поедем — лопаты захватим.

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара поэзи театрӗ мӗн тутӑ каланине те, ҫӗнӗ пусӑм тӑвас тесен урари миҫе тӑлла касса татма, ҫул ҫине тухмалли нушаллӑ сукмаксене шырама тивнине те ӑнланса илӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html

Акӑ, тура парсан, типӗ эрни хыҫҫӑнхи праҫнике кӗтсе илӗпӗр, ун чухне ҫырса ярӑн: ҫырасси ниҫта та тармасть…

Вот, Бог даст, дождемся праздника, разговеемся, тогда и напишешь; еще не уйдет…

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Карап теорине илӗпӗр.

Да вот и теория корабля.

Тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Калаҫса илӗпӗр унпа, ӑнлантарӑпӑр.

Мы с ним потолкуем, все объясним ему,

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Пӗр питӗ кирлӗ ыйтупа калаҫса илӗпӗр.

— Поговорим об одном очень важном деле.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Илӗпӗр пулӑҫа.

Возьмем рыбака.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ну, тата, турра илӗпӗр, ун ҫинчен, паллах, нимӗн калаҫмалли те ҫук, ахалех паллӑ.

Ну и, конечно, бог, о котором уже совсем нечего говорить, — все понятно.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Илӗпӗр бычоксене.

Или возьмем бычки.

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Акӑ, Хура тинӗсӗн патшине, скумбри текен хаклӑ та чаплӑ пулла илӗпӗр.

Например, благородная и дорогая рыба скумбрия, царица Черного моря.

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Часах ҫырса илӗпӗр санпа, ерчетӗпӗр.

Быстро вдвоем перепишем, размножим.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тен, кайӑпӑр паян сада ташлама, ҫаврӑнкаласа илӗпӗр?

А то, может быть, сходим сегодня на круг потанцевать?

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Акӑ чӗнӗпӗр те илӗпӗр, — терӗ вӑл хавасланнӑ ача пек, вара эпӗ Ч. ман ҫинчен те, Саня ҫинчен те каласа панине ӑнкарса илтӗм.

— Вот возьмём и вызовем, — с детским удовольствием повторил он, и я поняла, что Ч. рассказал ему обо мне и Сане.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шута илӗпӗр те урӑх ыйту ҫине куҫӑпӑр.

Примем к сведению и перейдем к другому вопросу.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ну, амӑшӗ, эсӗ пурне те пӗлетӗн пулсан, юлах, сан умрах та калаҫса илӗпӗр.

— Ну, матушка, коли ты уже все знаешь, так, пожалуй, оставайся; мы потолкуем и при тебе.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпир сана кӗтӗпӗр, вара сана тӑван ывӑла йышӑннӑ пекех йышӑнса илӗпӗр.

Мы будем тебя ждать и примем тебя как родного.

27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ҫитменнине — илӗпӗр, ытлашшине — сутӑпӑр, тетпӗр эпир Мускавра.

Если не хватит – прикупим, если останется – продадим, такая у нас в Москве поговорка.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Халь ирттерекен чӑвашлӑх йӑли-йӗркине упракан уявсен ҫимӗҫне эпир тепӗр 10-15 ҫултан тата та лайӑх туйса илӗпӗр.

Плоды праздников, проходящих нынче сберегающих обычаи чувашского мира, мы почувствуем еще лучше через 10-15 лет.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

— Апат-ҫимӗҫне пӗрле кайса илӗпӗр, — терӗ Раккасси яшӗ Николай Антонов.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех