Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилӗмрен (тĕпĕ: вилӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Толянпа Женя ҫине пӑхса илнипех ӑнланчӗ вӑл хӑй епле майпа вилӗмрен ҫӑлӑннине.

Он посмотрел на Толяна и Женю и понял, каким образом пришло спасение.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вилӗмрен ҫӑлтӑн мана.

Ты спас меня!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Часах манӑн та вилес черетӗм ҫитет, вилӗмрен ним чухлӗ те хӑрамастӑп эпӗ, тен вӑл пурӑнасчӗ-ха тесе вӑй-халӑм ҫитнинчен те ытларах тунипе пуль.

Скоро моя очередь, но я совершенно не боюсь смерти, очевидно потому, что сделал больше, чем в моих силах, чтобы остаться жить.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр самант тем курнӑн тимлӗн сӑнарӗ ӑна, унтан вилӗмрен ҫӑлӑнса юлнӑскерне пӗр сӑмахсӑрах Розӑна тӑсса пачӗ те хӑй ҫулӗпе утса кайрӗ.

С минуту она внимательно осмотрела ее, потом молча протянула Розе цветок, который уберегся от смерти, и пошла своей дорогой.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

«Ӗмӗтсӗр ухмах эсӗ, — терӗм эпӗ. Эпир сана вилӗмрен хӑтарнӑ. Ҫӑкӑр мар сана, кӗл тумалла ҫӑлса хӑварнӑшӑн, куран вуламалла», терӗм.

А я ему сказал: «Ты дурак жадный. Мы тебе жизнь спасал. Тебе не хлеб, тебе молиться, куран читать нада».

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вилӗмрен пуҫне, эпӗ пурне те чӑтса ирттереп.

Я все переживу, кроме смерти!

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Саня хаяр ҫил-тӑман айне пулса самолетпа ҫӗр ҫине ларнӑ чух, юмахри пек мехелпе ҫеҫ вилӗмрен хӑтӑлса, унтан вара майӗпен шӑнса вилес марччӗ тесе виҫӗ кун та виҫӗ каҫ хушши самолетрах куҫ хупмасӑр ларнине сӗметлеме те пултарайман ҫав эпӗ.

Я не могла вообразить, что это Саня, застигнутый пургой, только чудом не погиб при посадке, а потом трое суток сидел в самолёте, стараясь не спать и медленно замерзая.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анне ӑна — вилӗмрен хӑтаракан ангел, тесе ыталаса илчӗ.

Матушка обнимала его, называя ангелом избавителем.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Е эпир ҫыран хӗррине ҫитсе ӳкес пулсан, ан тив, ҫав ҫынсем — манӑн вӗсен ятне те асӑнас килмест — майӑн 29-мӗш кунне, хӑйсем вилӗмрен ҫӑлӑннӑ куна, ҫулсеренех уяв туса асӑнччӑр.

Если мы доберёмся до берега, то пусть эти люди — я не хочу даже называть их — помнят 29 мая, день своего избавления от смерти, и ежегодно чтут его.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Государыня ӑна вилӗмрен хӑтарнӑ!

Государыня избавляет его от казни!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мана вӗлерттермех тӑнӑ пулнӑ, анчах государыня, манӑн атте ваттине тата чыслама тивӗҫлине хисепе хурса, унӑн айӑплӑ ывӑлне намӑслӑ вилӗмрен хӑтарса, Сибире, инҫетри ҫӗршыва, ӗмӗрлӗхе яма ирӗк партарнӑ.

Примерная казнь должна была бы меня постигнуть, но что государыня, из уважения к заслугам и преклонным летам отца, решилась помиловать преступного сына и, избавляя его от позорной казни, повелела только сослать в отдаленный край Сибири на вечное поселение.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ Пугачевпа ҫеҫенхирте ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче паллашнине, Белогорск крепӑҫне тытса илсессӗн, мана вӑл палласа вилӗмрен хӑтарнине каласа патӑм.

Я рассказал, как началось мое знакомство с Пугачевым в степи, во время бурана; как при взятии Белогорской крепости он меня узнал и пощадил.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пурнӑҫӗ унӑн вилӗмрен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмастчӗ.

которая уже почти ничем не отличалась от смерти.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Вилӗмрен хӑтӑлчӗ, — терӗ Иван Иваныч, — анчах: ӗмӗрлӗхех анкӑ-минкӗ пулса юлма пултарать».

«Вне опасности умереть, — как сказал Иван Иваныч, — но зато в опасности на всю жизнь остаться идиотом».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ сана вилӗмрен хӑтартӑм, тет.

Он говорит, что спас мне жизнь.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак самантра хама вилӗмрен хӑтарнишӗн хӗпӗртерӗм теме пултараймастӑп, анчах ма вилмелле пулмарӗ-ши тесе ӳкӗнни пирки те калама пултараймастӑп.

В эту минуту не могу сказать, чтоб я обрадовался своему избавлению, не скажу, однако ж, чтоб я о нем и сожалел.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пур пӗрех вилӗмрен усалли нимӗн те пулас ҫук, пур пӗрех вилӗмрен хӑтӑласси те пулмасть!

Ведь хуже смерти ничего не случится — а смерти не минуешь!

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑвӑр тата княжнапа ӑна вилӗмрен хӑтарнӑ майпа ҫеҫ паллашас теттӗрччӗ.

А еще хотели не иначе знакомиться с княжной, как спасши ее от верной смерти.

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӗсем хӑйсем юратас ҫынсене тӳрӗ вилӗмрен ҫӑлса ҫеҫ паллашаҫҫӗ, урӑхла пулмалла та мар…

Они не иначе знакомятся, как спасая от верной смерти свою любезную…

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Анчах та ку — вилӗмрен хӑрани пулман.

Но это не был страх смерти.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех