Шырав
Шырав ĕçĕ:
Егорушки вара унӑн сарӑ ҫӳҫне, таса пит-куҫӗпе вӑйне пӗтӗм чун-чӗрипе курайми пулса ҫитрӗ ӗнтӗ, вӑл мӗнле кулнинчен сехӗрленсе хӑрарӗ, ҫавна май асӗнче тӑрӑшсах ӑна тавӑрмалли усал сӑмахсем шырарӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Катерина Васильевна Вера Павловна ҫинчен пурне те аса илчӗ, анчах ун асӗнче Вера Павловна малтан мӗнле курни ҫеҫ юлнӑ; вӑл хӗрсе кайсах, Вера Павловнӑн сӑнӗ-пичӗ, пӗвӗ-сийӗ ҫинчен, вӑл мӗнле калаҫни ҫинчен, пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗ ҫынпа тӗл пулсан малтанах мӗн куратӑн, ҫавсене пӗтӗмпех каласа пачӗ; анчах малалла вара вӑл Вера Павловна ҫинчен ним те астумасть — асра мастерской, мастерской, мастерской та Вера Павловна мастерской ҫинчен каласа пани кӑна юлнӑ; ун ҫинчен ӑнлантарса панисене вӑл пурне те ӑнланнӑ, анчах Вера Павловнӑна хӑйне вара, тӗл пулсан кӑшт калаҫкаланӑ хыҫҫӑн, малалла ним те ӑнланман.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӑл хӑйӗн ролӗнче ытла та ӑста артист пулнӑ, унӑн Вера Павловнӑпа ташлас килмен, вӑл ҫавӑнтах ҫавна асӑрхама пултарнине ӑнланса илчӗ, ҫавӑнпа вара кӑшт иккӗленсе тӑнинчен, Вера асӗнче, — ку иккӗленӳ; Вера Павловнӑна та, никама та пырса тивмен, — пӗчӗк, чи ҫӑмӑл ыйту кӑна тӑрса юлчӗ, хӑй тӗллӗн ҫеҫ илсен, ҫав ыйту, хӑна-юрӑҫӑ пӑшӑлтатнине пӑхмасӑр, хӑех ҫавӑн пек чи пӗчӗк, ниме те тӑман ыйтусем шутсӑр нумай пӑшӑлтатнине пӑхмасӑр, ҫав хӑех ҫавӑн пек чи пӗчӗк, ниме те тӑман ыйтусем шутсӑр нумай пӑшӑлтатман пулсан та, Верӑшӑн хӑйӗншӗн те паллӑ мар пулса юлнӑ пулӗччӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Нарспи, Салампи, Селиме, Укахви ячӗсем чӗлхе ҫинче, сирӗн Ваҫиле вулакан асӗнче юласси мана иккӗлентерет.
«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html
Кайран вара, ҫынсем калаҫусенче граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи ӗҫсем ҫинчен сӑмах-юмах тапратсан, — ҫак вӑрҫӑра пулнӑ ҫынсен чӗринче те, асӗнче те ҫав ӗҫсен кӗрлевӗ-янӑравӗ ӗмӗр вилӗмсӗр пурӑнать, — Кондратько, тӳлеккӗн мӑнаҫланса, ҫапла калатчӗ: «Пирӗн Клементий, Луганск ҫынни…
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӗсем кирлӗ мана, мӗншӗн тесен геройсем ҫынсен асӗнче кӑна вилӗмсӗр!И они мне нужны, ибо только в памяти людей бессмертны герои!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Эпӗ пӑхрӑм та ун ҫине: «унӑн асӗнче тата мӗн чухлӗ юмахсемпе асаилӳсем юлчӗҫ-ши?» тесе шухӑшларӑм.Я смотрел на нее и думал: «Сколько еще сказок и воспоминаний осталось в ее памяти?»
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Обломов ӳркевлен, шухӑшламасӑр, тӗлӗкри пек, кил хуҫи арӑмӗ ҫине пӑхать, ун асӗнче таҫта курнӑ, палланӑ сӑнар ҫуралать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга кайран вак-тӗвексене манать, анчах ун асӗнче ҫав картина, сӑрсем ҫухалмаҫҫӗ, унӑн шухӑшӗсене ҫутатса тӑран ҫулӑм та сӳнмест.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн асӗнче яланах Ольга пулнӑ пирки вӑл таврара мӗн пулса иртнине те асӑрхаман.Перед ним носился образ Ольги, и он едва замечал окружающее.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга ҫырӑва мӗнле илессе, мӗнле вуласа тухса, мӗнле тӗлӗнессе, пит-куҫне мӗнле пӗркелентерессе асӗнче сӑнарларӗ вӑл.Он представлял себе, как Ольга получит письмо, как изумится, какое сделает лицо, когда прочтет.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Юрататӑп, юрататӑп, юрататӑп», — сасартӑк илтӗнчӗ те каллех ун асӗнче чӗри ӑшӑнма пуҫларӗ, анчах сасартӑк каллех кӳтсе кайрӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫаксем пӗтӗмпех унӑн асӗнче сӑнарланаҫҫӗ: унӑн пуҫӗнче кашни кунхи, кашни сехетри шухӑшсен ҫыххи, тавҫӑрса илме тӑрӑшни, малтан курса тӑни, мӗн пулассине пӗлменнипе тертленни — пурте ҫак ыйтусенчен килеҫҫӗ: вӑл паян ӑна кураять-и, кураймасть-и?
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовӑн вара ирхине вӑрансанах асӗнче пӗрремӗш сӑнар — Ольга сӑнарӗ; вӑл пӗтӗм кӗлеткипе курӑнать, аллине сирен ҫеҫки тытнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун асӗнче Ольга сӑнарӗ пулнӑ минутсенче леш сӑнарӗ те — канлӗхлӗ пурнӑҫӑн идеалӗ те — тухса тӑрать: ҫак идеал — каснӑ-лартнӑ Ольга.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл малтанах унӑн кӗлеткине тӗплӗн тинкерсе тухрӗ, асӗнче ун портретне сӑнарларӗ.Он сначала пристально занялся ее наружностью, все рисовал в памяти ее портрет.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Акӑ ҫапла: ирхине тӑрӑттӑм, — пуҫларӗ Обломов, аллине ӗнси айне хурса; унӑн пит-куҫӗнче канлӗ пурнӑҫӑн йӗрӗсем палӑрчӗҫ: вӑл хӑй асӗнче ялта пулчӗ ӗнтӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпир ватӑ улпут пурӑннӑ чухне ҫуралса ӳснӗ, вӑл сысна ҫури тесе те, хӑлхаран туртса та ятлатчӗ, анчах ҫакӑн пек сӑмаха илтмен вара, асӗнче те пулман пулӗ!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ватӑ улпутсем вилнӗ, вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсем килте юлнӑ та халӗ таҫта мачча ҫинче йӑваланса выртаҫҫӗ пулӗ; ӗлӗкхи пурнӑҫпа чаплӑ хушаматсем ҫинчен калакан халапсем манӑҫа тухсах пыраҫҫӗ, е ялта пурӑнакан ватӑсен асӗнче ҫеҫ упранаҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Асӗнче шутласа илчӗ вӑл.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951