Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV

Пай: Ҫеҫенхир

Автор: Ваҫлей Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Хушнӑ: 2019.12.08 01:09

Пуплевӗш: 302; Сӑмах: 4007

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Кам-ши вӑл, питӗ нумай калаҫтаракан ҫав вӑрттӑн Варламов, Соломон йӗрӗнчӗклӗн курайманскер, ҫав вӑхӑтрах илемлӗ графиньӑна та кирлӗскер? Ниепле те тытма ҫук-ҫке ӑна? Ыйхӑллӑ Егорушка, ларкӑч ҫине Денискӑпа юнашар ларнӑскер, шӑпах халӗ ҫав ҫын ҫинчен шухӑшларӗ. Вӑл ӑна нихӑҫан та курман, анчах ун ҫинчен питӗ тӑтӑш илтнӗ, ҫавна май час-часах ӑна хӑйӗн ӑсӗнче сӑнарланӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Варламовӑн темиҫе вуншар та вуншар пин теҫеттин ҫӗр, питӗ нумай укҫа тата ҫӗр пине яхӑн сурӑх пур иккен, вӑл мӗн ӗҫлесе еплерех пурӑнни пирки калас пулсан, Егорушка ҫынсем ӑна вӗҫсӗр шыранине те Варламовӗ яланах «ҫак вырӑнсенче ҫаврӑнса ҫӳренине» ҫеҫ пӗлет.

Егорушка килте Драницкая графиня ҫинчен те нумай илтнӗ. Унӑн та пиншер те пиншер теҫеттин ҫӗр, нумай сурӑх, лаша завочӗ тата нумай укҫа пур иккен, анчах вӑл «ҫаврӑнса» ҫӳремест, хӑйӗн пуян усадьбинче пурӑнать — графиня патӗнче ӗҫпе пӗрре мар пулса курнӑ Иван Иванычпа хӑшпӗр ҫынсем ҫав усадьба ҫинчен тӗлӗнмелле япаласем каласа параҫҫӗ; ҫапла, сӑмахран, графиня ҫуртӗнчи хӑна пӳлӗмӗнче, Польша королӗсен пӗтӗм портречӗсене ҫакса тухнӑскерӗнче, чул ту евӗрлӗ пысӑк сехет пур имӗш, ҫав чул ту ҫинчех бриллиант куҫлӑ ылтӑн лаша чӗвен тӑнӑ, лаши ҫинче ларакан ылтӑн ҫынни вара сехечӗ кашни ҫапмассеренех сылтӑмалла та сулахаялла хӗҫӗпе сулкалашать пулать. Графиня ҫулталӑкра икӗ хутчен бал туса ирттерни ҫинчен те кала-кала параҫҫӗ, унта пӗтӗм кӗпӗрнери дворянсемпе чиновниксем, ҫав шутрах Варламов та, пыраҫҫӗ имӗш; пӗтӗм хӑна ҫавӑн чух кӗмӗл сӑмавартан чей ӗҫсе тӗлӗнмелле апат-ҫимӗҫ (сӑмахран, хӗлле Ҫӗнӗ ҫулта хӑмла ҫырлипе ҫӗр ҫырли) ҫиет имӗш, кунӗн те ҫӗрӗн пӗр чарӑнмасӑр янӑракан музыкӑпа ташлать.

«Мӗн тери хитре вӑл!» — графиньӑн пит-куҫне, ӑшӑ куллине аса илсе шухӑшларӗ Егорушка.

Кузьмичов та, ахӑртнех, графиня ҫинченех шухӑшласа пычӗ пулмалла, мӗншӗн тесен кӳме пӗр-икӗ ҫухрӑм пек кайсан, вӑл ҫапла каласа хучӗ:

— Ҫав Казимир Михайлович питӗ вӑйлӑ ҫаратать вара графиньӑна! Виҫӗмҫул, астӑватӑр пулӗ, графиньӑран эпӗ ҫӑм туянтӑм, Казимир Михайлович ҫаван чух кӗсйине пӗр виҫӗ пин чиксе хӑварчӗ.

— Ляхсенчен урӑх мӗн кӗтейӗн, — терӗ Христофор атте.

— Графиньӑшӑн пулсан, ним те мар. Ҫамрӑк, ухмах. Пуҫӗнче ҫил вылять.

Егорушкӑн темшӗн Варламовпа графиня ҫинчен ҫеҫ, уйрӑмах графиня ҫинчен, шухӑшлас килчӗ. Унӑн ыйхӑллӑ ӑспуҫӗнче кулленхи ахаль шухӑшсем мар, юмахри фантастикӑлла сӑнарсем ҫеҫ тӗтреллӗн ҫаврӑнчӗҫ; ҫавнашкал сӑнарсен пӗр лайӑх енӗ пур: вӗсем шухӑшлакан ҫынни тӑрӑшмасӑрах пуҫ мимине хӑйсем тӗллӗн ҫӑмӑллӑн пырса кӗреҫҫӗ те хӑйсем тӗллӗнех — пуҫа пӗрре лайӑхрах силле ҫеҫ — таҫта тухса кайса ҫухалаҫҫӗ; унпа ҫеҫ те мар, таврара мӗн пурри хӑех кулленхи ахаль япаласем ҫинчен шухӑшлама памасть. Сылтӑм енче авӑ сӑртлӑхсем хуралса лараҫҫӗ, вӗсен хыҫӗнче темле хӑрушӑ паллӑ мар япаласем пытаннӑ пек туйӑнать; сулахай енчи тӗнче хӗррине лапкӑшпех хӗп-хӗрлӗ тӗссем хупласа хунӑ, ӑҫта та пулин тем ҫунать-ши е уйӑх тухма хатӗрленет-ши — ӑнланма йывӑр. Инҫет кӑнтӑрлахи пекех, самай уҫӑмлӑн курӑнать-ха, анчах аякра халь ӗнтӗ каҫ сӗмлӗхӗпе витӗннӗ кӗрен тӗссем ҫук, пӗтӗм ҫеҫенхир, Мойсей Мойсеич ачисем вителӗк айӗнче пытаннӑ пек, каҫ тӗксӗмлӗхӗпе витӗннӗ.

Июль уйӑхӗнчи каҫсемпе ҫӗрсенче путенесемпе карӑшсем авӑтмаҫҫӗ, шырлак хӗрринчи тӗмсем айӗнче шӑпчӑксем юрламаҫҫӗ, чечек шӑрши те кӗмест, анчах апла пулин те ҫеҫенхир ытармалла мар илемлӗ-ха, унта тулли пурнӑҫ вӗресе тӑрать. Хӗвел ансан ҫӗр питне сӗмлӗх хупласа илтӗр ҫеҫ, кӑнтӑрлахи тунсӑх самантрах манӑҫа тухать, пуриншӗн те пурне те каҫарнӑ эсӗ, ҫеҫенхир сарлака кӑкӑрпа ҫӑмӑллӑн сывлать. Курӑк тӗттӗмре хӑй сарӑхнине курманнишӗн тенӗ пекех, ун ӑшӗнче шӑрчӑксем ҫамрӑк сасӑпа хавассӑн чӑрлатма-чӗриклетме тытӑнаҫҫӗ; ҫатӑртатни, шӑхӑра-шӑхӑра илни, чӗриклетни, ҫеҫенхирти хулӑн, ҫинҫе сасӑсем, питӗ ҫинҫен чийлетнисем — ҫаксем пурте варшӑнса-хутшӑнса кайса вӗҫсӗр-хӗрсӗр пӗр евӗрлӗн илтӗнекен сас пулса тӑраҫҫӗ те, ҫавна май аса илме, тунсӑхлама питӗ лайӑх. Пӗр тӗрлӗн вӗҫсӗр чӗриклетсе тӑни сӑпка юрри пек канлӗ туйӑнать; пыратӑн кӳмере ларса, сисмесӗрех тӗлӗре пуҫланине туятӑн, анчах таҫта ҫывӑрса каяйман темле кайӑк канӑҫсӑррӑн та кӗскен кӑшкӑрса ярать кӑна е тата такам тӗлӗнсе ӑнланмалла мар «А-а!» тенӗ евӗр кӑшкӑрнӑн туйӑнса каять ҫеҫ — каллех куҫ хупанкисем уҫӑлаҫҫӗ. Тепӗр чухне тата, калӑпӑр, тӗмсем ӳсекен пӗчӗк тип вар ҫумӗпе иртсе пыратӑн та ҫеҫенхирте пурӑнакансем ҫывра тесе ят панӑ кайӑк такама: «Ҫыврас, ҫыврас, ҫыврас!» — тесе кӑшкӑрнине илтетӗн, тепри вара ахӑлтатса кулма, антӑхса кайсах йӗме тытӑнать — ку ӗнтӗ тӑмана. Кама кӑшкӑраҫҫӗ вӗсем тата ҫак тӳремлӗхре, кам итлет вӗсене, ӑна пӗр турӑ ҫеҫ пӗлет, анчах вӗсем питӗ тунсӑхлӑн-хуйхӑллӑн, ӳпкелешсе кӑшкӑраҫҫӗ… Утӑ, типнӗ курӑк шӑрши, кая юлса ҫурӑлакан чечексен шӑрши кӗрет, анчах ҫав шӑршӑсем питӗ ҫӑра, ытлашши пылак, ачаш туйӑнаҫҫӗ…

Сӗмлӗх витӗр йӑлтах курӑнать, япаласен тӗсӗсемпе хӗррисене уйӑрса илме ҫеҫ йывӑр. Пӗр япала та хӑй евӗрлӗ мар. Пыратӑн та ларса ҫапла, ҫул хӗрринче малта сасартӑк манаха аса илтерекен мӗлке куратӑн, вӑл хускалмасть, кӗтет, аллине темскер тытнӑ… Вӑрӑ-хурах мар-и ку? Мӗлке ҫывхарсах, ӳссех пырать, акӑ вӑл кӳмепе танлашать, эсир вара ку япала этем маррине, вӑл пӗччен тӗм е пысӑк чул пулнине куратӑр. Ҫавнашкал такама кӗтсе хускалмасӑр тӑракан мӗлкесене сӑртлӑхсем ҫинче тӗл пулатӑн, вӗсем Улӑп тӑприсен хыҫне пытаннӑ, хытхура витӗр те пӑхаҫҫӗ, хӑйсем пурте ҫынна аса илтереҫҫӗ, шиклентереҫҫӗ.

Уйӑх тухсан вара тавралӑх шуранка тӗттӗммӗн курӑнма тытӑнать. Йӑсӑрланчӑк сывлӑш таҫта кайса ҫухалать. Сывлӑш таса, уҫӑ, ӑшӑ, пур ҫӗрте те халь лайӑх курӑнать, ҫул хӗрринчи хытхуран уйрӑм тунисене те уйӑрса илме май пур. Аякранах пуҫ шӑммисемпе чулсене асӑрхаятӑн. Манах евӗрлӗ кӗлеткесем, кӑштах шиклентерекенскерсем, каҫӑн ҫутӑ хӳми ҫинче тӗксӗмреххӗн палӑраҫҫӗ, йывӑррӑн пӑхаҫҫӗ. Пӗр кӗвӗллӗн чӑрӑлтатса тӑракан тавралӑхра, лӑпкӑ сывлӑша хускатса, тӑтӑшрах та тӑтӑшрах такамӑн «А-а!» тесе кӑшкӑрнӑ хайхи тӗлӗнӳллӗ сасси е тата аташса ҫӳрекен пӗр-пӗр кайӑк ҫухӑрни илтӗне-илтӗне каять. Тӳремлӗх ҫийӗн, тӳпере пӗлӗт шунӑ пек, сарлака мӗлкесем куҫса ҫӳреҫҫӗ, ӑнланмалла мар инҫетлӗхре вара, нумайччен тинкерсе пӑхас пулсан, темле тӗтреллӗ те арӑш-пирӗш сӑнарсем пӗр-пӗрин ҫине купаланса тӑнӑн туйӑнать… Шиклентерет кӑштах. Ҫӑлтӑр сапса тухнӑ пӗр хура пӑнчӑсӑр, пӗр пӗлӗтсӗр шуранка симӗс тӳпене пӑхсассӑн, сывлӑш мӗншӗн варкӑшманнине, ҫутҫанталӑк мӗншӗн хускалма хӑраса асӑрхануллӑ пулнине ӑнланса илетӗн: ӑна пурнӑҫӑн пӗр питӗ-питӗ кӗске самантне те ҫухатма шел иккен, ҫавӑншӑн вӑл чӑтма ҫук сехӗрленет, хӑрать. Тӳпен тарӑнӑшӗ мӗнле вӗҫӗ-хӗррисӗр пулнине ҫӗрле тинӗсре е ҫеҫенхирте уйӑх ҫутатнӑ чухне ҫеҫ ӑнланса илеетӗн. Ҫав тӳпе чӑтма ҫук хӑратать, вӑл питӗ илемлӗ те ачаш, хӑй патне илӗртсе туртать, ун ачашлӑхне пула пуҫ ҫаврӑнать.

Пӗр сехет каятӑн, тепӗр сехет каятӑн… Ҫул ҫинче Улӑп тӑпри е такам тахҫан чутласа лартнӑ чул кӗлетке курӑнса каять, ҫӗр ҫийӗн каҫхи кайӑк сассӑр вӗҫсе иртет, хуллен-хуллен вара сан асна ҫеҫенхир юмахӗсем, иртен-ҫӳрен каласа кӑтартнисем, ҫеҫенхирте ҫуралса ӳснӗ нянька халапӗсем, ху курнисем, хӑвӑн чун-чӗрӳ витӗр тухнӑ уйрӑм самантсем киле-киле кӗме тытӑнаҫҫӗ. Хурт-кӑпшанкӑ чӗриклетнинче, шиклентерекен кӗлеткесемпе Улӑп тӑприсенче, кӑвак тӳпере, уйӑх ҫутинче, каҫхи кайӑк вӗҫевӗнче, мӗн куратӑн, мӗн илтетӗн — ҫавсенче пуринче те сана халь ӗнтӗ илемӗн ҫӗнтерӳллӗ уявӗ, ҫамрӑклӑх, тапса тӑракан вӑй-хал, чӑтма ҫук пурӑнас килни сисӗнет; чун-чӗре ачашлӑхсӑр чаплӑ ҫӗр-шывшӑн савӑнать, ҫеҫенхир ҫийӗн каҫхи кайӑкпа пӗрле вӗҫес килет. Ҫавӑнпа пӗрлех илем уявӗнче те, телей виҫесӗр тапса тӑнинче те тунсӑхпа темле канӑҫсӑрлӑх пуррине туятӑн; хӑй пӗчченнине, хӑйӗн никама та кирлӗ мар, никам та мухтаса ҫырман пуянлӑхӗпе хавхаланӑвӗ тӗнчешӗн ахалех хӑрама кайса тӑнине ҫеҫенхир сисет-тӗр, ӑнланать-тӑр, ҫавӑнпа та хаваслӑ кӗрлев витӗр вӑл тунсӑхлӑн та шанӑҫсӑррӑн чӗннине илтетӗн: юрлӑр ман ҫинчен! юрлӑр!

— Тррр! Аван-и, Пантелей! Ӗҫсем йӗркеллех пуль?

— Турра тав, Иван Иваныч!

— Атьсем, Варламова курмарӑр-и эсир?

— Ҫук, курман.

Егорушка вӑранчӗ те куҫне уҫрӗ. Кӳме чарӑнса тӑнӑ. Сылтӑмра ҫул тӑрӑх таҫта ҫитиех лавсем курӑнаҫҫӗ вӗсем тавра темле ҫынсем кускаласа ҫӳреҫҫӗ. Пысӑк ҫӑм миххисем тиенӗ лавсем пурте ҫӳллӗ те кӑпӑш туйӑнаҫҫӗ, лашисем — пӗчӗк те кӗске ураллӑ пек.

— Апла эпир халь молокан патне каятпӑр ӗнтӗ! — хыттӑн калаҫрӗ Кузьмичов. — Жид каланӑ тӑрӑх, Варламов молокан патӗнче ҫӗр выртать. Ҫавӑнпа та, тӑвансем, сыв пулӑр, тур пулӑштӑр сире!

— Сыв пулӑр, Иван Иваныч! — хирӗҫ илтӗнчӗ темиҫе сасӑ.

— Акӑ мӗн, атьсем, — васкаса каласа хучӗ Кузьмичов ҫавӑнтах, — илӗр-ха эсир ман йӗкӗте хӑвӑр пата! Мӗн ахалех силленсе ҫӳремелле ун пирӗнпе? Пантелей, ҫӑм ҫине ларт та эс ӑна ху патна, ан тив, пытӑр сирӗнпе хуллен, эпир кайран хӑваласа ҫитетпӗр сире. Пыр, Егор! Кай, кай, темех мар!..

Егорушка ларкӑч ҫинчен анчӗ. Ӑна темиҫен ярса тытрӗҫ те ҫӳле ҫӗклерӗҫ, сывлӑмпа кӑштах нӳрленнӗ сарлака та ҫемҫе ҫӗре лартрӗҫ. Халӗ ӑна пӗлӗт ҫывӑх, ҫӗр инҫе пек туйӑнчӗ.

— Эй, ил хӑвӑн пальтуна! — таҫтан аякран кӑшкӑрчӗ Дениска.

Аялтан ывӑтнӑ пальтопа ҫыхӑ Егорушка ҫумне пырса ӳкрӗҫ. Вӑл, ним ҫинчен те шухӑшлас мар тесе, пуҫӗ айне хӑвӑрт ҫыххине хучӗ те пальтипе витӗнчӗ, урисене вӗҫне ҫитиех тӑсрӗ, вара, сывлӑмран ҫӳҫенсе, кӑмӑллӑн кулса ячӗ.

«Ҫыврас, ҫыврас, ҫыврас…» — шухӑшларӗ вӑл.

— Эсир унта, шуйттан ачисем, астӑвӑр, ан кӳрентерӗр ӑна! — илтӗнчӗ аялтан Дениска сасси.

— Сыв пулӑр, тӑвансем! Тур пулӑштӑр! — кӑшкӑрчӗ Кузьмичов. — Шанатӑп сире!

— Ан пӑшӑрханӑр, Иван Иваныч!

Дениска лашасене хӑваларӗ, кӳме чӗриклетсе илчӗ, вара малалла, анчах халь ӗнтӗ ҫулпа мар, таҫта айккинелле кустарчӗ. Пӗтӗм лав ҫывӑрса кайнӑ пекех, пӗр-икӗ минут шӑп тӑчӗ, аякра кӑна кӳме хыҫне ҫыхса янӑ витре сасси хуллен-хуллен илтӗнкелесе пычӗ. Акӑ часах лавсен пуҫӗнче такам кӑшкӑрчӗ:

— Кирюха, хуска-а-ат!

Чи малти лав чӗриклетсе хускалчӗ, ун хыҫҫӑн тепри, виҫҫӗмӗшӗ… Егорушка та хӑй выртакан лав тайӑлса илсе малалла туртӑннине, чӗриклетме тытӑннине сисрӗ. Обоз хускалчӗ. Ҫӑм миххине ҫыхнӑ пӑява ҫирӗпреххӗн тытса, Егорушка каллех кӑмӑллӑн кулса ячӗ, кӗсйинчи пӗремӗкне майлаштарчӗ, вара килте вырӑн ҫинче ҫывӑрса кайнӑ чухнехи пекех ҫывӑрма пуҫларӗ.

Вӑл вӑраннӑ тӗле хӗвел тухнӑччӗ ӗнтӗ. Ӑна Улӑп тӑпри пӳлсе тӑрать, анчах хӗвелӗ, ҫутине пӗтӗм тӗнче ҫине сапасшӑн тӑрӑшса, пайӑркисене ҫине тӑрсах тӗрлӗ еннелле сапалать, тӗнче хӗррине ылтӑнпа витет. Егорушкӑна вӑл хӑйӗн вырӑнӗнче мар пек туйӑнчӗ, мӗншӗн тесен ӗнер ҫурӑм хыҫӗнчен тухнӑччӗ, паян чылай сулахайрахран ҫӗкленет. Вырӑнӗсем те ӗнерхи пек мар. Сӑртлӑхсем текех курӑнмаҫҫӗ ӗнтӗ, пур ҫӗрте те, ӑҫта кӑна ан пӑх, вӗҫсӗр-хӗрсӗр хӑмӑр тӳремлӗх кичеммӗн сарӑлса выртать; хӑшпӗр ҫӗрте кӑна Улӑп тӑприсем тӗл пулкалаҫҫӗ, тата ӗнерхи кураксем вӗҫеҫҫӗ. Малта инҫетре темле ял чиркӗвӗн тӑрри, ҫуртсем курӑнаҫҫӗ, вырсарникун пулнӑ май хохолсем килтех лараҫҫӗ иккен, апат пӗҫереҫҫӗ — ӑна пур ҫӗрте те мӑрьесенчен тухса пӗтӗм ял ҫийӗн витӗннӗ шӗвӗ кӑвак тӗтӗм сийӗ тӑрӑх ӑнланса илме пулать. Пӳрт хушшисемпе чиркӳ леш енче кӑвак юханшыв тӑсӑлса выртнӑ, тата леререх каллех тӗтреллӗ инҫет кӑвакарать. Ҫул вара, ӗнерхипе танлаштарсан, пач урӑхла. Ҫул вырӑнне ҫеҫенхир тӑрӑх темле калама ҫук сарлакаскер, анлӑскер, улӑпласкер тӑсӑлса выртнӑ; ытти ҫулсем пекех, йӑлт такӑрланса, тусанпа витӗннӗ вӑл, анчах анлӑшӗ унӑн темиҫе вуншар хӑлаҫа та ҫитет. Вӑл мӗншӗн ҫавнашкал пулнине Егорушка ниепле те ӑнланса илеймест, тата ҫавна пулах ун пуҫӗнче юмахри пек шухӑшсем ҫаврӑнкалама тытӑнаҫҫӗ. Камсем ҫӳреҫҫӗ унпа? Кама кирлӗ ҫавнашкал сарлака ҫул? Ӑнланмалла мар, тӗлӗнмелле. Чӑнах та Руҫ ҫӗрӗ ҫинче ҫичшер ҫухрӑма ярса пусакан Илья Муромецпа Соловей Разбойник пек пысӑк-пысӑк ҫынсем тата вӗсен улӑпла лашисем пӗтмен-ши вара? Ҫул ҫине пӑхнӑ май ӑсӗнче Егорушка турӑ кӗнекисенче курнӑ пилӗк-ултӑ ҫӳллӗ урапа курчӗ; юнашар пыракан ураписене алла вӗрентмен урса кайнӑ лашасем кӳлнӗ, хӑйсен кустӑрмисемпе вӗсем пӗлӗте ҫити тусан ҫӗкленӗ, лашисене тӗлӗкре курӑнакан е юмах итленӗ чух куҫ умне тухса тӑракан ҫынсем тытса пыраҫҫӗ. Енчен те ҫав урапасемпе ҫынсем чӑнах та пулнӑ пулсан, ҫак ҫеҫенхирте, ҫак ҫул ҫинче мӗнле килӗшӳллӗ курӑнӗччӗҫ вӗсем!

Ҫулӑн сылтӑм енӗпе тӑршшӗпех икӗ пралуклӑ телеграф юпи лартса кайнӑ. Пӗчӗкленсе-пӗчӗкленсе пырса, ял патӗнче вӗсем ҫуртсемпе йывӑҫсем хушшинче ҫухалаҫҫӗ, кайран хӑмӑр кӑвак инҫетлӗхре каллех ҫӗр ҫине лартса тухнӑ кӑранташ пек пӗчӗк патак пулса курӑнаҫҫӗ. Пралукӗсем ҫинче, малалла каякан лавсем енне лӑпкӑн пӑхса, хурчӑкасем, ҫӑхансем лараҫҫӗ.

Егорушка чи кайри лав ҫинче выртать, ҫавӑнпа ӑна кунтан мӗнпур лав курӑнать. Пурӗ вӗсем ҫирӗме яхӑн, кашни виҫӗ лавне пӗр лавҫӑ пӑхса пырать. Егорушка ларса пыракан хыҫалти лав ҫумӗпе шур сухаллӑ мучи утать, Христофор атте пекех, хытанка та лутра вӑл, пичӗ кӑна хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланса ларнӑ, тата хӑй вӗҫсӗр тем ҫинчен шухӑшлать, пӗрре те кулмасть. Тен, ҫак мучи вӑл вӗҫсӗр шухӑшлакан сивлек ҫын та мар пулӗ, анчах вӑрӑм сӑмсипе хӗрелнӗ куҫ хупанкисене пула ун сӑн-пичӗ вӗҫсӗр тем ҫинчен пӗччен шухӑшлама хӑнӑхнӑ ҫын сӑн-пичӗ евӗр курӑнать. Христофор атте пекех, вӑл сарлака ҫунатлӑ ҫӳллӗ шӗлепке тӑхӑннӑ, анчах шӗлепки унӑн улпутсем тӑхӑнаканни мар, хӑмӑртарах кӗҫҫерен йӑваласа тунӑскер, тӑрри те ун тӳрӗ мар, шӗвӗрленсе пырать. Хӑй вӑл ҫара уранах. Ахӑртнех, хӗлле те вӗҫсӗрех лавҫӑра шӑнса ҫӳренӗ май йӑлана кӗнипе-ши, вӑл халӗ те утса пынӑҫемӗнех пӗҫҫисене аллисемпе ҫапса, тӑпӑртаткаласа илет. Егорушка вӑраннине асӑрхасан, ун ҫийӗ вӑл сивӗпе ӗнтӗркевӗ чухнехи пек пӑхса илчӗ те:
— А, вӑрантӑн-и-ха, маттурскер? Иван Ивановичӑн ачи-и эсӗ? — терӗ.

— Ҫук, йӑмӑкӗн ачи…

— Иван Иваныч йӑмӑкӗн-и? А эпӗ акӑ атта хыврӑм та ҫарран пыратӑп. Хӗлле шӑннипе урасем ялан сураҫҫӗ ман, капла, атӑсӑр, ҫӑмӑлрах пек… Ҫӑмӑлрах, маттурскерӗм… Атӑсӑр ҫӑмӑлрах тетӗп… Апла, йӑмӑкӗн ачи пулатӑн-ха? Хӑй вӑл лайӑх ҫын, пырать… Тур сывлӑх патӑр… Пырать… Иван Иваныч ҫинчен калатӑп-ха эп… Молокан патне кайрӗ… Ах, тур ҫырлах!

Калаҫасса та мучи питӗ сивӗ ҫанталӑкра калаҫнӑ пек калаҫрӗ — сыпӑкӑн-сыпӑкӑн, ҫӑварне йӗркеллӗн уҫмасӑр; тути шӑннӑ чухнехи евӗрлӗн, час-часах такӑнчӗ вӑл, тутапа каламалли хупӑ сасӑсене те йӗркеллӗн кӑлараймарӗ. Калаҫнӑ май хӑй пӗрре те кулмарӗ, сивлек курӑнчӗ.

Тата икӗ лав урлӑ маларахра хӗрлӗ хӑмӑр тӗслӗ вӑрӑм пальто, карттус, усӑнчӑк кунчаллӑ атӑ тӑхӑннӑ ҫын утса пырать. Ку ватӑ мар, пӗр хӗрӗх ҫулсенче. Вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхсан, Егорушка унӑн качака сухаллӑ вӑрӑм хӗрлӗ питне тата сылтӑм куҫӗ айӗнчи губка пек мӑкӑльне асӑрхаса юлчӗ. Ҫав питӗ хитре мар мӑкӑльсӗр пуҫне, ку ҫыннӑн тепӗр уйрӑм палли те тӳрех куҫа тӑрӑнать: сулахай аллине вӑл пушӑ тытнӑ, сылтӑммипе куҫа курӑнман темле хор дирижерӗ пек вӗҫсӗр сулласа утать; хушӑран вӑл пушшине хул хушшине хӗстерет, ун чухне вара икӗ аллипе те дирижер пек сулкалама тытӑнать те сӑмси витӗр юрлать.

Тепӗр лавҫи, тата маларах пыраканни, усӑк хулпуҫҫиллӗ те вӑрӑм тӳрӗ кӗлеткеллӗ, ҫурӑмӗ хӑма пек лаптака. Вӑл салтак евӗр е сывлама чарӑннӑ ҫын пек тӳрӗ тӑрса утать, аллисем те унӑн патак евӗр усӑнса аннӑ, утти темле чӗрӗ мар, вылямалли тетте салтаксен утти евӗр туйӑнать — чӗркуҫҫийӗсем пач хуҫланмаҫҫӗ, вӑл вӑрӑммӑн яра-яра пусма тӑрӑшать; губка пек мӑкӑллӗ лавҫӑпа мучи икшер утӑм тунӑ ҫӗрте вӑл пӗр утӑм ҫеҫ тума ӗлкӗрет, ҫавна май пуринчен те хулленрех тата ыттисенчен юлса утнӑ пек туйӑнать. Питне вӑл ҫӗтӗк таткипе чӗркенӗ, пуҫӗ ҫине темскер манах ҫӗлӗкӗ пекскер лартса янӑ; ҫийӗнче унӑн хохолсен чумаркипе чӑлхи ҫийӗн кӑларса янӑ кӑвак шӑлавар, уринче ҫӑпата.

Ыттисем, тата маларахрисем, мӗнлерех ҫынсем пулнине Егорушка кунтан кураймасть. Вӑл хырӑмӗ ҫине выртрӗ те михӗре, чакаласа, пӗчӗкҫӗ шӑтӑк турӗ, вара, ӗҫ ҫукран ӗҫ тенӗ пек, ҫӑмран ҫип пӗтӗрме тытӑнчӗ. Аялта утса пыракан сивлек пит-куҫлӑ мучи ытлашши чӗмсӗр ҫынах та пулмарӗ иккен. Малтан пӗрре калаҫма пуҫланӑскер, вӑл ӗнтӗ малалла та сӑмахлама пӑрахмарӗ.

— Ӑҫта каятӑн-ха эс? — тӑпӑртатса илсе ыйтрӗ вӑл.

— Вӗренме, — терӗ Егорушка.

— Вӗренме? Апла иккен… Ну, тур пулӑштӑр. Ҫапла. Пӗр ӑс лайӑх, икӗ ӑс тата лайӑхрах. Турӑ пӗр ҫынна пӗр ӑс, теприне икӗ ӑс, тата теприсене виҫӗ ӑс та парать… Виҫӗ ӑс, тӗрӗсех… Пӗр ӑсӗ амӑш ҫуратнӑ чухнехи, тепри — вӗренсе илни, виҫҫӗмӗшӗ — лайӑх пурнӑҫран килекенни. Ҫапла вара, ачам, этемӗн виҫӗ ӑс пулсан, ку ӗнтӗ питӗ лайӑх япала шутланать. Ӑна пурӑнма кӑна мар, вилме те ҫӑмӑлрах. Вилме те… Вилессе вара пурте вилетпӗр.

Мучи ҫамкине хыҫса илчӗ, хӗрлӗ куҫӗпе Егорушка ҫине ҫӳлелле пӑхрӗ, вара малалла калаҫса кайрӗ:

— Славяносербск патӗнчи Максим Николаич улпут та пӗлӗр ҫапла хӑйӗн ачине вӗренме илсе кайрӗ. Наукӑсем тӗлӗшпе мӗнлереххине пӗлеймӗп те, анчах ачи пырать пекчӗ, аванскерех. Турӑ сывлӑх патӑрах, лайӑх улпутсем. Ҫапла, вӑл та ачине вӗренме илсе кайрӗ… Славяносербскра наукӑсене вӗрентмелли заведенисем ҫук унта. Ҫук… хули вара пырать пек, аванскер… Ахаль пӗлӳ паракан шкулӗ пур, нумай вӗрентекеннисем ҫук… Ҫук, ку ӗнтӗ тӗрӗсех. Мӗн ятлӑ эсӗ?

— Егорушка.

— Апла ӗнтӗ, Егорий пулатӑн. Апрелӗн ҫирӗм виҫҫӗмӗшӗ Егорий Победоносец ҫветтуйӑн кунӗ шутланать. А манӑн ҫветтуй ятӑм Пантелей… Пантелей Захаров Холодов… Холодовсем эпӗр… Хам эпӗ Тим ялӗнче Курск кӗпӗрнинче ҫуралнӑ, тен, илтнӗ те пулӗ? Ман пиччесем-шӑллӑмсем мещене ҫырӑнчӗҫ те хулара ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ, а эпӗ мужик… Мужикрах юлтӑм. Пӗр ҫичӗ ҫул каялла кайса килнӗччӗ унта, киле ӗнтӗ, Тима. Ялта та пултӑм, хулара та пултӑм. Ун чухне, турра тав, пурте чӗрӗ-сывах пурӑнатчӗҫ-ха, халь вара пӗлместӗп. Тен, хӑшӗ те пулин вилнӗ те пуль… Вилме вара вӑхӑчӗ ҫитнӗ, мӗншӗн тесен пурте ватӑ, манран аслӑраххисем те пур. Вилӗм вӑл темех мар, лайӑх япалах, анчах ҫылӑх каҫарттармасӑр вилмелле мар. Усал вилӗм вара — чӑтма ҫук начар япала. Усал вилӗмшӗн шуйттан кӑна савӑнать. Ҫылӑхсӑр вилсе турӑ ҫуртне кӗмелле пултӑр тесен, асап тӳснӗ Варвара ҫветтуй хӗрарӑма кӗлтӑвас пулать. Вӑл пулӑшатех. Вӑл пулӑшать, ку ӗнтӗ тӗрӗсех… Турӑ ӑна пӗлӗт ҫине ятарласа ҫавнашкал вырӑна лартнӑ, ҫавӑнпа та пурин те ӑна кӗлтума ирӗк пур.

Пантелей мӑкӑртатрӗ-мӑкӑртатрӗ, Егорушка итлени-итлеменни ӑна пач пӑлхантармарӗ. Вӑл сӑмса витӗр, сассине хӑпартмасӑр та антармасӑр сӳрӗккӗн калаҫрӗ, анчах кӗске вӑхӑтрах нумай каласа пама ӗлкӗрчӗ. Мӗн каласа панисем пурте унӑн пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман татӑк-кӗсӗк калаҫусем пулчӗҫ, Егорушкӑна пачах пӑлхантармарӗҫ. Тен, ҫӗрӗпех пӗр чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн халӗ ирхине вӑл, хӑйӗн шухӑшӗсем килте е килте маррине тӗрӗслесшӗн пулса, юри ҫапла сасӑпа калаҫрӗ? Ҫылӑх каҫарттарни ҫинчен каласа пӗтерсен, вӑл каллех Славяносербск патӗнчи темле Максим Николаевич ҫинчен сӑмах пуҫларӗ:

— Ҫапла, ачине илсе кайрӗ вӑл… Илсе кайрӗ, ку ӗнтӗ тӗрӗсех…

Пӗр лавҫи, таҫта малтах пыраканни, вырӑнтан тапса сикрӗ те айккинелле чупса кайрӗ, ҫӗре пушшипе ҫапма тытӑнчӗ. Ку вӑл сарлака хулпуҫҫиллӗ сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ тӗреклӗ арҫын, вӑтӑр ҫулсенелле ҫитнӗскер, ахӑртнех, ҫирӗп сывлӑхлӑ та питӗ вӑйлӑскер пулчӗ. Унӑн хулпуҫҫийӗпе пушшин хусканӑвӗсем тӑрӑх тата вӑл мӗнле тӑрса мӗнле ҫӑткӑннӑн хӑтланнине пӑхсан, ку этем темле чӗрӗ япалана ҫапа-ҫапа хӗненине уйӑрса илме май пулчӗ. Ун патне сарлака хура сухаллӑ тепӗр лавҫӑ, лутра та платнаскер, кӗпине шӑлаварӗ ӑшӗнчен кӑларса жилетка тӑхӑннӑскер, чупса пычӗ. Вӑл ӳсӗрнӗ чухнехи пек хулӑн сасӑпа кулса ячӗ те:
— Тӑвансем! Дымов ҫӗлен вӗлерчӗ! Туршӑн та! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Хӑшпӗр ҫынсен ӑсне вӗсен сассипе кулли тӑрӑх пӗлме май пур. Хура сухаллӑ ку ҫынна шӑпах ҫавнашкал телейлӗскеррисен шутне кӗртме пулать: унӑн ухмахлӑхӗ унӑн сассипе куллинченех лайӑх курӑнать. Ҫапма чарӑнсан, сар ҫӳҫлӗ Дымов ҫӗр ҫинчен пӑяв евӗрлӗ темле япалана пушшипе ҫӗклерӗ те лавсем еннелле ывӑтрӗ.

— Ку наркӑмӑшлӑ ҫӗлен мар, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен, — терӗ тахӑшӗ.

Йывӑҫ ураллӑ ҫын пек утакан лавҫӑ, питне ҫӗтӗкпе чӗркени, вӗлернӗ ҫӗлен патне хӑвӑрт пырса чарӑнчӗ те патак евӗрлӗ аллисене ҫатлаттарса илчӗ.

— Каттӑршнӑй! — хулӑн сасӑпа йӗрес пек кӑшкӑрса ячӗ вӑл — Мӗншӗн вӗлертӗн эс хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен ҫурине? Мӗн турӗ вӑл сана? Ылханлӑ этем! Курӑр-ха, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен ҫурине вӗлерчӗ! Хӑвна сана ҫавӑн пек тусан?

— Хурӑн пуҫлӑ ҫӗлене вӗлерме юрамасть, ку ӗнтӗ тӗрӗсех, — лӑпкӑн мӑкӑртатрӗ Пантелей. — Юрамасть… Вӑл хура ҫӗлен мар. Кӗлетки ҫӗленӗн пулсан та, вӑл айӑпсӑр, лӑпкӑ чӗрчун… Этеме юратать… Хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен…

Дымовпа хура сухаллӑ лавҫӑ, ахӑртнех, аванмарланчӗҫ пулӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хыттӑн кулса ячӗҫ те, ҫынсем мӑкӑртатнине хирӗҫ чӗнмесӗр, хӑйсен лавӗсем патнелле юлхавлӑн утрӗҫ. Чи хыҫалти лав хайхи хурӑн пуҫлӑ виле ҫӗлен патне ҫитсен, питне чӗркенӗ ҫын, ҫӗлен патӗнчен кайманскер, Пантелей енне ҫаврӑнчӗ те йӗрес пек сасӑпа ыйтрӗ:

— Мучи, мӗншӗн вӗлерчӗ-ха ӗнтӗ вӑл хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен ҫурине?

Егорушка халь ӗнтӗ ҫывӑхран лайӑх курчӗ: унӑн куҫӗсем тӗссӗр те хӗсӗк иккен, пичӗ те тӗссӗр пек, сарӑхса ларнӑ, чирлӗ, янахӗ вара хӗрлӗ, хытӑ шыҫнӑн туйӑнать.

— Мучи, мӗншӗн вӗлерчӗ-ха вӑл? — Пантелейпе юнашар утнӑ май тепӗр хут ыйтрӗ лавҫӑ.

— Ухмах ҫын, алли кӗҫӗтет, ҫавӑнпа вӗлерчӗ те ӗнтӗ, — терӗ мучи. — Хурӑн пуҫлӑ ҫӗлене тивме юрамасть… Ку тӗрӗсех… Дымов вӑл, паллӑ, иртӗхме юратать, ал айне мӗн лекнине пурне те вӗлерет, Кирюха вара ӑна чармарӗ. Чармаллаччӗ, вӑл пур — ха-ха-ха та хо-хо-хо… А эс, Вася, ан тарӑх… Мӗншӗн тарӑхмалла? Вӗлерчӗҫ — вӗлерччӗр… Дымовӗ иртӗхет, Кирюхин асӗ ҫук… Темех мар… Ӑнланман, ухмах ҫынсем вӗсем — шуйттана кайччӑр. А вӑт Емельян мӗн тивмелле маррине нихӑҫан та тивмест…. Нихӑҫан та, ку ӗнтӗ тӗрӗсех… Мӗншӗн тесен ҫынни вӑл вӗреннӗскер, кусем вара ухмахскерсем… Емельян-и?.. Ҫук, вӑл тивмест.

Хӗрлӗ хӑмӑр пальто тӑхӑннӑ губка евӗр мӑкӑллӗ ҫын, куҫа курӑнман хорпа дирижерлаканскер, хӑйӗн ятне илтсен чарӑнса тӑчӗ те Пантелейпе Вася ҫитсе танлашасса кӗтрӗ, вара вӗсемпе юнашар утса кайрӗ.

— Мӗн ҫинчен пырать калаҫу? — хӑйӑлтатса тухакан пӳлӗнчӗк сасӑпа ыйтрӗ вӑл.

— Акӑ Вася тарӑхать-ха кунта, — терӗ Пантелей. — Эпӗ ӑна ан тарӑхтӑр тесе лӑплантаратӑп-ха… Эх, шӑнса пӑсӑлнӑ чирлӗ урасем! Э-эх! Вырсарникун ячӗпе, турӑ праҫникӗ ячӗпе епле сурма пуҫларӗҫ!

— Утнипе вӑл, — терӗ Вася.

— Ҫук, йӗкӗт, ҫук… Утнипе мар. Утнӑ чух ҫӑмӑлрах пек, выртса ӑшӑнатӑп ҫеҫ — вилӗм. Утма мана ҫӑмӑлрах та.

Хӗрлӗ хӑмӑр пальтоллӑ Емельян Пантелейпе Вася хушшине тӑчӗ те, лешсем юрлама хатӗрленнӗ пек, аллипе сулкалашма пуҫларӗ. Кӑштах ҫапла суллакаласа пырсан, вӑл аллине усрӗ, кӑхлатса илчӗ.

— Ҫук ҫав ман сас! — терӗ вӑл. — Хӑлхара мӗн ҫӗр каҫипех, мӗн иртенпех Мариновский патӗнче виҫӗ хут каласа венчетре юрланӑ «Господи, помилуй» илтӗнсе тӑрать; пуҫран та тухмасть вӑл, пырта та ларать пек. Тыт та юрла та яр темелле ӗнтӗ, анчах та ҫук пултараймастӑп! Сасӑ ҫук!

Вӑл, тем ҫинчен шухӑшласа, пӗр самант чӗнмесӗр пычӗ те малалла калаҫма пуҫларӗ:

— Вунпилӗк ҫул чиркӳре юрларӑм, пӗтӗм Луганск завочӗпе те манӑнни пек сасӑ ҫукчӗ пуль ахӑртне, кайран, шуйттан пуҫӗ, икӗ ҫул каялла пӗрре Донецра шыва кӗтӗм те ҫавӑнтанпах ӗнтӗ пӗр нотӑна та тасан илме пултараймастӑп. Пыра шӑнтса пӑсрӑм. Сассӑр юлнӑ маншӑн ӗҫлекен ҫын алӑсӑр юлнипех танлашать.

— Ку ӗнтӗ тӗрӗсех, — килӗшрӗ Пантелей.

— Пӗтнӗ ҫын эпӗ, урӑх нимӗн те мар, ак мӗн калатӑп хам ҫинчен халь эпӗ сире.

Ҫак вӑхӑтра Вася ӑнсӑртран Егорушкӑна курчӗ. Унӑн куҫӗсем, ҫемҫен йӑлтӑртатса, пушшех хӗсӗнсе ларчӗҫ.

— Пӗчӗк улпут та пирӗнпе пырать-ҫке! — терӗ те вӑл, вӑтаннӑ пек, сӑмсине ҫаннипе хупларӗ. — Мӗнле чаплӑ лавҫӑ! Юл эс пирӗнпе пӗрлех, лавҫӑра ҫӳрӗн ҫӑм турттарӑн.

Пӗчӗк улпут пӗр вӑхӑтрах пӗчӗк улпут та, лавҫа та пулма пултараясси ҫинчен каланӑ сӑмах ӑна питӗ ӑслӑ та ҫивчӗ, кӑсӑклӑ пулнӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа вӑл хыттӑн ихӗлтетрӗ те хӑйӗн ҫак шухӑшне малалла аталантарма тытӑнчӗ. Емельян та Егорушка ҫине ҫӳлелле пӑхса илчӗ, анчах вӑл хӑвӑрт та сиввӗн пӑхрӗ. Вӑл пӗтӗмпех хӑйӗн шухӑшӗсем ӑшне путнӑччӗ, Вася мар пулсан, Егорушкӑна асӑрхаман та пулӗччӗ. Пӗр пилӗк минут та иртмерӗ, вӑл каллех аллине суллама тытӑнчӗ, унтан каҫхине асне килсе кӗнӗ венчетре юрламалли «Господи, помилуй» юррӑн илемӗ ҫинчен хӑйӗн юлташӗсене тӗплӗн ӑнлантарса пачӗ те, пушшине хул хушшине хӗстерсе, икӗ аллине те суллама тытӑнчӗ.

Ял патне ҫитме пӗр ҫухрӑм юлсан, лавсем тарасаллӑ пус патӗнче чарӑнса тӑчӗҫ. Витрине аяла антарсан, хура сухаллӑ Кирюха хырӑмӗпе пус пури ҫине выртрӗ те, лӑсканчӑк пуҫне, хулпуҫҫийӗсене тата кӑкӑрне ҫурри таран тӗксӗм шӑтӑкалла чикрӗ, Егорушкӑна ӗнтӗ унӑн ҫӗре аран-аран перӗнсе тӑракан кӗске урисем ҫеҫ курӑнчӗҫ: пус тӗпӗнче аякра хӑй пуҫӗн мӗлкине асӑрхасан, Кирюха савӑнса кайрӗ те ухмахла хулӑн сасӑпа ахӑлтатма тытӑнчӗ, пус тӗпӗнчен ҫав сасӑсемех ӑна тепре ҫаврӑнса килсе хирӗҫ илтӗнчӗҫ; вӑл тӳрленсе тӑрсан, унӑн пичӗпе мӑйӗ хӑмач пек хӗрелсе ларни курӑнчӗ. Шыв ӗҫме чи малтан Дымов чупса пычӗ. Шывне вӑл кула-кула, витререн тӑтӑш уйрӑла-уйрӑла, ҫавна май Кирюхӑна темле шӳтлӗ япала ҫинчен каласа парса ӗҫрӗ, унтан ҫаврӑнчӗ те пӗтӗм ҫеҫенхир илтмелле хыттӑн пӗр пилӗк аван мар сӑмах каласа хучӗ. Ҫавнашкал сӑмахсен пӗлтерӗшне Егорушка ӑнланмасть, анчах вӗсем киревсӗрри уншӑн лайӑх паллӑ. Киревсӗр сӑмахсенчен унӑн тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем чӗмсӗррӗн мӗнле йӗрӗннине вӑл лайӑх пӗлет, хӑй те, мӗншӗнне чухламасӑрах, вӗсем пирки ҫавнашкалах шухӑшлать, ҫавӑнпа та ӑна ку киревсӗр сӑмахсене ӳсӗрсемпе ашкӑнчӑксем ҫеҫ калама пултараҫҫӗ пек туйӑнать. Вӑл хурӑн пуҫлӑ ҫӗлене вӗлернине аса илчӗ, Дымов мӗнле кулнине итлесе пӑхрӗ, вара ҫав ҫынна темле курайман пекех пулса тӑчӗ. Юри тенӗ пекех, Дымов ҫав вӑхӑтра лав ҫинчен анса пусӑ патне пыракан Егорушкӑна курчӗ; вӑл хыттӑн кулса ячӗ те:
— Атьсем, ҫӗрле мучи арҫын ача ҫуратса панӑ! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Кирюха хулӑн сасӑпа чыхӑна-чыхӑна кулма пуҫларӗ. Тата такам ахӑлтатни илтӗнчӗ, Егорушка вара хӗрелсе кайрӗ, Дымов пирки ним иккӗленмесӗрех вӑл чӑнах та усал ҫын тесе шухӑшлама тытӑнчӗ.

Сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ Дымов, кӗпине ярханах янӑскер, ҫара пуҫлӑскер, илемлӗ те калама ҫук вӑйлӑ ҫын пек туйӑнать; унӑн кашни хусканӑвӗнчех вӑл хӑйӗн хакне пӗлни сисӗнет, вӑйпа чӑрсӑрлӑх курӑнать. Вӑл, хулпуҫҫийӗсене хускаткаласа, пилӗкне алӑпа тытса, пуринчен те хытӑрах сасӑпа калаҫать-кулать, ун ҫине пӑхсан, вӑл хӑрах аллипе темскер питӗ-питӗ йывӑр япала йӑтса пӗтӗм тӗнчене тӗлӗнтерме хатӗрленнӗн туйӑнать. Унӑн йӗкӗлтевлӗ чарусӑр кулли, ниҫта та чарӑнса тӑмасӑр, пӗр вӗҫсӗрех кама та пулин йӑлт пӗтерсе хума, мӗнрен те пулин йӗкӗлтеме тӑрӑшса, ҫул тӑрӑх, лавсемпе пӗлӗт ҫийӗн шуса ҫӳрет тейӗн. Ахӑртнех, вӑл, никамран та хӑрамасӑр, мӗн тӑвас килнине пӗтӗмпех тӑвать пулмалла, Егорушка мӗн шухӑшлани те уншӑн ниме те тӑмасть, паллах… Егорушки вара унӑн сарӑ ҫӳҫне, таса пит-куҫӗпе вӑйне пӗтӗм чун-чӗрипе курайми пулса ҫитрӗ ӗнтӗ, вӑл мӗнле кулнинчен сехӗрленсе хӑрарӗ, ҫавна май асӗнче тӑрӑшсах ӑна тавӑрмалли усал сӑмахсем шырарӗ.

Пантелей те витре патне пычӗ. Кӗсйинчен вӑл лампадкӑн симӗс куркине кӑларчӗ, ӑна ҫӗтӗк таткипе шӑлчӗ, — витререн шыв ӑсса илсе ӗҫрӗ, вара, куркине ҫӗтӗк таткипе чӗркесе, каллех кӗсйине чикрӗ.

— Мучи, мӗншӗн эс шыва лампадкӑпа ӗҫен? — тӗлӗнчӗ Егорушка.

— Кам витререн ӗҫет, кам лампадкӑран ӗҫет, — уҫӑмлах мар хуравларӗ мучи. — Кашни хӑйне майлӑ… Эс витререн ӗҫен, ӗҫех апла пулсан тӑраниччен…

— Кӑвакарчӑнӑм, аннеҫӗм-чиперскерӗм, — ачаш та йӗрмӗш сасӑпа сасартӑк калаҫма пуҫларӗ Вася. — Кӑвакарчӑнӑм!

Вӑл таҫта аяккалла пӑхать, унӑн куҫӗсем ҫемҫен ҫулланса йӑлтӑртатаҫҫӗ, пит-куҫӗ шӑп та лӑп паҫӑр Егорушка ҫине пӑхнӑ чухнехи пек пулса ларнӑ.

— Кампа калаҫан эс? — ыйтрӗ Кирюха.

— Сар хӳреллӗ хӗрлӗ тилӗ… ҫурӑмӗ ҫине выртнӑ та йытӑ пек вылять…

Пурте аяккалла пӑхса тилле куҫпа шырама тытӑнчӗҫ, анчах нимӗн те тупаймарӗҫ. Пӗртен-пӗр Вася ҫеҫ хӑйӗн тӗссӗр кӑвак куҫӗпе тем курать, каҫса кайса савӑнать. Егорушка кайран лайӑх пӗлсе ҫитрӗ: вӑл чӑнах та тӗлӗнмелле ҫивчӗ куҫлӑ иккен. Ҫав ҫивчӗ куҫа пулах хӑмӑр пушӑ ҫеҫенхирте вӑл вӗресе тӑракан тулли пурнӑҫа курса тӑма пултарать. Аяккалла пӑхтӑр ҫеҫ, унта ҫынсенчен аякра ҫӳрекен тилле, мулкача, хир кӑрккине е урӑх мӗнле те пулин чӗрчуна курать-куратех. Чупакан мулкача е вӗҫекен кайӑка курма пулӗ-ха, анчах чупмасӑр пытанса ларакан, унталла-кунталла канӑҫсӑррӑн пӑхкаламасӑр выртакан тискер кайӑксене асӑрхамашкӑн кашни ҫын тем тесен те пултараймастех. Вася вара вылякан тилӗсене те, питне тяппипе ҫӑвакан мулкачсене те, ҫунатне сарнӑ хир кӑрккисене те, пӗр вырӑнта чӗтренсе тӑракан хирчӗксене те йӑлт курать. Ҫавнашкал ҫивчӗ куҫа пулах Васьӑн ыттисем пурте куракан тӗнчесӗр пуҫне урӑх никам та курма пултарайман тата пӗр хӑйӗн кӑна шутланакан тепӗр тӗнче пур, ахӑртнех, вӑл питӗ аванскер пулмалла, мӗншӗн тесен Вася ун ҫине мӗнле тӗлӗнсе те хавхаланса пӑхнине курса тӑнӑ май никам та лӑпкӑ юлма пултараймасть, пурте ӑмсанаҫҫӗ ӑна.

Лавсем малалла хускалса кайсан, чиркӳре, кӑнтӑр кӗллине чӗнсе, чан ҫапма пуҫларӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех