Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн калаҫӑвӗнче Кавказ акценчӗ пӑртак пуррине эпӗ халиччен асӑрхаман пулнӑ.Я впервые заметила, что он говорит с легким кавказским акцентом.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Юлашки кунсенче эпӗ килте пуларах патӑм, ӗлӗкрех асӑрхаман япаласене асӑрха пуҫларӑм.Я эти дни подолгу бывала дома и узнала о некоторых вещах, которых прежде не замечала.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ ӑна малтан асӑрхаман та, мӗншӗн тесен ӗнерхине, симӗссине, кӗтнӗ.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Халиччен вӑл мана асӑрхаман та, ахӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эпӗ паян хамӑн секунданта сирӗн пата яма тивӗҫлӗ пулатӑп, — хушса хутӑм эпӗ, питӗ те кӑмӑллӑн пуҫа тайса тата вӑл тарӑхнине асӑрхаман пек туса.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эп ун патне пынӑ чух Грушницкие сӳрӗккӗн итлетчӗ вӑл, лешӗ юри ҫутҫанталӑкпа савӑнатчӗ пулас, анчах хӗр мана курчӗ те, асӑрхаман пек пулса, хыттӑн кулма тытӑнчӗ (питех те вырӑнлӑ пулмарӗ).
Майӑн 29-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Княжна амӑшӗпе алла-аллӑн тытӑнса ман умран темиҫе хут та иртсе кайрӗ, вӗсемпе пӗрле пӗр пӗчӗк ухсах старик ҫӳрет; хӗрӗ ман ҫине темиҫе хутчен те кӳреннӗ пек пӑхкаласа илчӗ: хӑйне ҫапах та мана асӑрхаман пек тытасшӑн пулчӗ…
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Печорин ӑна асӑрхаман пек тӑвать; эпӗ сӑмаха урӑх еннелле пӑрма тӑрӑшатӑп, вӑл пур — куҫ кӗретех пирӗн сӑмаха Казбич лаши ҫинех сулӑнтарать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ашкӑннине хам асӑрхаман пулин те, таврара ӑна шансах пӗтерместчӗҫ.Подозрений на него было много, хоть он ни в какой шалости не был замечен.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Алексей хӑлхисем пӗҫерекен пуличченех хӗрелсе кайрӗҫ, вара юриех машинӑна асӑрхаман пек пулса, туйипе ҫӗре чакалама тытӑнчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кунта хула ҫыннисем тӗрлӗ ҫӳпӗ-ҫапӑ килсе тӑкнӑ вырӑн пулнӑ; уйӑх ҫутинче кантӑк ванчӑкӗсем, консерва банкисем, чӳлмек катӑкӗсем ҫуталса выртнӑ; пӗр-пӗринпе калаҫса пынипе, вӗсем ҫав тери илемсӗр вырӑна килсе тухнине те асӑрхаман.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексее асӑрхаман пек пулса, вӑл сӗтелӗнче нумайччен чакаланчӗ, хут папкисене кӑларса хӑй умне саркаласа хучӗ, такам патне телефонпа шӑнкӑртаттарчӗ, хӗрарӑм-секретарьпе «личнӑй ӗҫсене» мӗнле номерласа пырасси ҫинчен тӗплӗн калаҫрӗ, унтан таҫта тухрӗ те час таврӑнмарӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах Алексей хӑй ӑна асӑрхаман пек пулчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак йӗкӗт тӗлӗнмеллерех утнисӗр пуҫне вӗсем урӑх нимӗн те асӑрхаман, — ку вара вӗсене пуринчен те ытларах тӗлӗнтерчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл алхасакан ҫамрӑк хӗр ҫине вутлӑ-хӗмлӗ пӑхнӑ, анчах лешӗ, ун пирки калаҫассине урӑх вӑхӑта хӑварса, мисс Жаксон ҫилленнине нимӗн чухлӗ те асӑрхаман пек пулса тӑнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Унӑн ывӑлӗ хӑйӗн шутлӑ курӑнакан ашшӗ кӑмӑлсӑр пулнине те, хӑйӗнпе хӑй кӑмӑллӑ пулса пурӑнакан англоман савӑнӑҫлӑ калаҫнине те асӑрхаман; вӑл, халиччен хуҫа хӗрӗ ҫинчен темӗн чухлех илтнӗскер, ӑна курассине тем пекех кӗтнӗ; чӑн, унӑн чӗрине, эпӗр пӗлетпӗр, урӑххи ҫавӑрса илнӗ пулнӑ, анчах та ҫамрӑк хитре хӗр ҫинчен вӑл кирек хӑҫан та шухӑшлама пултарнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ӑна курнӑ чух Дефорж хӑйне епле именерех тытнине, ҫӳҫенсе илнине тата сасси улшӑннине те Маша асӑрхаман.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл Ковалев ҫине пит те тинкерсе пӑхрӗ, Ковалев вӑрттӑн кулнине асӑрхаман пек пулма тӑрӑшрӗ.Он пытливо всматривался в лицо Ковалёва, стараясь найти в нём выражение скрытого лукавства.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Анчах ҫав вӑхӑтрах оруди расчечӗ ҫаксене пӗртте асӑрхаман пекех пулнӑ.А между тем орудийный расчёт ничего этого как будто не замечал.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Салтаксем вӑл паллӑсене хӑйсем ку таранччен ытла та ҫывӑх пулнӑ пирки кӑна асӑрхаман.Cолдаты на них не обратили внимания именно потому, что эти подробности были так близко.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948