Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шырланпуҫра тата ун ҫийӗнче пурнӑҫ ӗмӗрхи пекех пысӑк утӑмпа васкамасӑр утать: хутор ҫинче ҫаплах хӑш чухне шурӑ, пас тытнӑ пек туйӑнакан шупка пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ, хӑш чухне вӗсен тӗсӗ улшӑнать: кӑн-кӑвак тата аслатиллӗ ҫумӑр умӗнхи хӑмӑр тӗс пачах ҫухалать; хӑш чухне, хӗвел анас умӗн вӗсем, ыран ҫил вӑйлӑ пулассине пӗлтерсе, тӗксӗммӗн е ялкӑшса ҫунаҫҫӗ, ун пек чухне вара Шырланпуҫра пур кил картисенче те хӗрарӑмсемпе ачасем хуҫасен е хуҫа пулма хатӗрленекенсен лӑпкӑ та ӗмӗртенпех витӗмлӗ сӑмахӗсене илтеҫҫӗ:
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Павӑлӑн аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ пек хуп-хура ҫӗлӗкӗ айӗнчен тар шӑпӑр татса юхать, пичӗ-куҫӗ ҫунса тӑрать.У Павла из-под черной папахи, нависшей как грозовая туча, сыпался пот, лицо горело.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Аслатиллӗ ҫумӑр пулать, — терӗ Федя, пӗлӗт ҫинелле пӑхкаласа, пӗлӗт чӑнах та ҫӗрпе пӗрлешнӗ вырӑнта, пӗрре ҫӳлӗ башня пек, тепре пысӑк-пысӑк улӑм урисем пек курӑнать.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Июль вӗҫнелле аслатиллӗ, пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса иртрӗ, ҫавӑнпа выртнӑччӗ пирӗн тулӑ.— «В конце июля неожиданно прошел ливень с градом, и пшеница у нас полегла.
30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Переброд ҫинче паян аслатиллӗ ҫумӑр пулатех, — терӗ вӑл ӗнентерӳллӗ сасӑпа.— Быть сегодня над Перебродом грозе, — сказала она убедительным тоном.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Аслатиллӗ ҫумӑрсем хӑрушӑ мар унта, усӑллӑ ҫеҫ: яланах палӑртса хунӑ вӑхӑтра пулаҫҫӗ вӗсем, халӑх хушшинче ҫӳрекен сӑмаха мантарасшӑн пулман евӗрлӗ, юри тенӗ пекех, Илен кунне манмаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пилот аслатиллӗ пӗлӗт витӗр вӗҫсе тухнине те киленсех кӗтрӗм эпӗ, — керменсем евӗр курӑнакан ҫиҫӗм касса ҫуракан аслати пӗлӗчӗсене эпир Череповец ҫинче тӗл пултӑмӑр.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Зениткасем кӗрлеҫҫӗ, прожекторсем аслатиллӗ тӑвӑлта кисренсе тӑаракан мачтӑлӑх йывӑҫсем пек, йӑр-яр ҫутӑлса тайӑла-тайӑла каяҫҫӗ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Чӑн та ҫапла пулма кирлине тата та ҫирӗпрех ӗненет, аслатиллӗ ҫумӑр пулмасан, хӗвел хӗртнипе хӑй типсе кайма пултарнине чухлать вӑл, хӑйӗн пурнӑҫӗнче вырнаҫать, — мӗн тӑвас тенине тӑвать, хӑйне хӑй, пӗчӗк ачана тивӗҫлӗн айӑпланӑ пек, айӑпласа ӗҫе кӗртет вӑл.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпир гротра ларнӑ чухне аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пуҫларӗ те пире ҫур сехет ытлашширех тытса тӑчӗ.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Паян эпӗ нумай ҫывӑрнӑ, тӑтӑм та пусӑ патне пытӑм — ӗнтӗ никам та ҫукчӗ унта, кун шӑрӑхлансах пырать, шурӑ лӑпсӑркка пӗлӗтсем аслатиллӗ ҫумӑр пуласса систереҫҫӗ.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл ҫапӑҫу ҫинчен халӗ ҫырман пулнӑ-ха, ун ҫинчен калаҫман та, анчах та вӑл аслатиллӗ тӑвӑл ҫывхарни сисӗнсе тӑнӑ пекех, фронтсенче сасартӑк пулса тӑнӑ шӑплӑхран палӑрнӑ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Гек, аслатиллӗ ҫумӑр иртсе кайрӗ, эпӗ килелле вӗҫтеретӗп.
28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Чи малтанхи шухӑшӗ Томӑн ҫакӑн пек пулчӗ: турра тав тӑвас та часрах йӗркене кӗрес, унтан вӑл кӑштах тӑхтама шут тытрӗ: аслатиллӗ ҫумӑр тепӗр хут тӑкма пуҫласси пӗртте сисӗнмест-ха.
22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Майӗпен-майӗпенех аслатиллӗ ҫумӑр лӑпланма пуҫларӗ, вара хӑйӗн тӗп задачине пурнӑҫламасӑрах, иртсе кайрӗ.Мало— помалу все стихло, и гроза прошла, не достигнув своей цели.
22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кам та пулин пӗчӗк хурт-хӑпшанка хирӗҫ артиллери тӑратас пулсан, Том кун пирки снарядсем сая яни ҫеҫ тенӗ пулӗччӗ, анчах тӳпе Том пек хурт-кӑпшанка хирӗҫ ҫакӑн пек хакла ларакан аслатиллӗ ҫумӑр тӑкни пӗртте тӗлӗнмелле туйӑнмарӗ ӑна.
22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Юлашкинчен аслатиллӗ ҫумӑр хӑиен пӗтӗм вӑйне пуҫтарса халиччен курман вӑйпа ашкӑнма пуҫларӗ; пӗтӗм утрава вӑл татӑкӑн-татӑкӑн вакласа пӗтерсе, ӑна ҫунтарса ярас пек, йывӑҫ тӑррисем таранах шывпа тултарас пек, ҫӗр пичӗ ҫинчен те шӑлса ывӑтас пек туйӑнчӗ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Аслатиллӗ ҫумӑр вӑйлансах пычӗ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӗрремӗш революци умӗнхи аслатиллӗ аҫа-ҫиҫӗмлӗ сывлӑш вӑйсӑр сисӗнет.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.