Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫукрах (тĕпĕ: ҫук) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савӑнмалли ҫукрах сан!

Куцый хвост у твоей радости-то!

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫапла, пулнӑччӗ вӑхӑт, халӗ ҫукрах ӗнтӗ…

Да, было время, а теперь времечко…

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫукрах пулсан, кӗрӗр хам пата, пӗр-икӗ пӑтавкка тултарса парӑп.

— А то зайдите ко мне, всыплю мерки две.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вӑл тӗрӗс, васкамалли ҫукрах пек, — терӗ Ванюша, — анчах пирӗн те сасӑлас пулать-ҫке.

— Это правда, некуда торопиться, — сказала Ванюша, — но и нам нужно проголосовать.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мухтанас йӑли те ҫукрах унӑн!

— И хвастовства у нее мало!

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Мӗн-ҫке… вӑхӑчӗ ҫукрах… ялан заняти, — мӑкӑртатса тавӑрчӗ Ромашов.

— Так… как-то… все занятия, — забормотал Ромашов.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Анчах, куратӑр-и, фаэтонра вырӑн ҫукрах.

Только, видите ли, мест нет в фаэтоне.

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хӑйне вӑл пач чирлӗ мар пек туйрӗ: ури вӑйӗсем ҫукрах та мӑйӗ таврашӗнче кӑштах халсӑрлӑх сисӗнет, ҫавсемсӗр пуҫне ӗнерхи чиртен урӑх нимӗн те юлман пек.

Самочувствие у него было прекрасное; от вчерашней болезни осталась одна только небольшая слабость в ногах и в шее.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Пӗлме ҫукрах ҫав, чӑн та, пӗлме ҫукрах, — килӗшрӗ унпа бей, — пире ҫапах та пӑтраштарма ҫук; хамӑр мӗн пӗлейменне тухтӑр хӑех пире ӑнлантарса парӗ-ха.

— Да, туманно, довольно-таки туманно, — добавил Заманов, — туманно-то оно туманно, — подтвердил бей, — но мы заставим самого доктора растолковать нам то, чего мы не поняли.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах та ҫак ҫын хӑйӗн ҫул ҫинчи юлташне питех сӑнама та пултарайман, лешӗ унпа пӗрле пӗр-икӗ сехет хушши ҫеҫ пӗрле ларса пынӑ; пӗр пӗчӗк хулара поезд ҫинчен аннӑ та пӗр ялта анса юлнӑ; ҫавӑнпа ҫак ҫын ӑна пӗтӗмӗшле сӑнласа пама ҫеҫ пултарнӑ, кунта ку шӑпах Рахметов тесе калама ҫукрах ҫавӑ: тӗрӗссипе, вӑл Рахметовах пулнӑ пек туйӑнать, анчах та кам тӗплӗн пӗлет-ха ӑна?

Но рассказчик тогда не обратил особого внимания на своего спутника, который к тому же недолго и был его спутником, всего часа два: сел в вагон в каком-то городишке, вышел в какой-то деревне; потому рассказчик мог описывать его наружность лишь слишком общими выражениями, и полной достоверности тут нет: по всей вероятности, это был Рахметов, а впрочем, кто ж его знает?

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пурӑнасса вӑл ун пек пурнӑҫпа нумай пурӑнман, виҫ ҫула яхӑн та ҫукрах.

Да и находился-то он в нем недолго, — года три, даже меньше.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ман, тем, ӑс-тӑн ҫукрах та…

— С памятью у меня плоховато…

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Ырӑ туйӑмлӑ ҫын чӗринче усал тавраш валли вырӑн та ҫукрах ҫав.

Куҫарса пулӑш

Культура ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитрӗ // Г. АНДРЕЕВА. http://www.zp21rus.ru/kultura/2515-kultu ... -45-ul-itr

Мухтанмалли ҫукрах: планпа республикӑра кӑҫал хыт хура ярса илнӗ 24,5 пин гектар ҫӗре акмалла-сухаламалла пулнӑ, 92,5% кӑна вӑй ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20

Ҫукрах вӗсем ялта.

Нет их в деревне.

Хусанта та аншлаг // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/khu ... ta-anshlag

Пирӗн вара хальлӗхе ку енӗпе опыт ҫукрах, ҫавӑнпа наци культура пӗрлӗхӗсен /республикӑра вӗсем 34, вӗсенчен 24-не регистрациленӗ/ ертӳҫисем хӑйсен умӗнче тӑракан ҫивӗч ыйтусен шутӗнче, тӗпрен илсен, йышпа пуҫтарӑнмалли пӳлӗм, вырӑн ҫукки, халӑхсен йӑли-йӗркине, тӑван чӗлхине упраса хӑварасси тӗп тӗллев тесе палӑртатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Етӗрне район тӗп больници те хулара вырнаҫнӑ, ҫакна пула унта килес текен тухтӑрсем ҫукрах.

Куҫарса пулӑш

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Анчах хӑйне тивӗҫекен пайран ытлашши илес шутли ҫукрах иккен.

Однако нет оказывается желающих брать больше своей доли.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Мадияновсем нихӑҫан та ахаль лармаҫҫӗ, тӗрӗссипе, ялта алӑ усма вӑхӑчӗ те ҫукрах.

Мадияновы никогда не сидят без дела, по правде, в деревне нет времени сидеть, сложа руки.

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Тен, кам та пулин ҫапла шухӑшлама та пултарӗ: «Муркаш сали — хула мар, ку тӑрӑхра аваллӑхпа ҫыхӑннӑ, туристсене кӑсӑклантарма пултаракан вырӑнсем ҫукрах».

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех