Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Застава хыҫне

Автор: Николай Григорьев

Ҫӑлкуҫ: Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Хушнӑ: 2019.11.25 12:32

Пуплевӗш: 275; Сӑмах: 2715

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Лао-цзы катемпи пек пӗр хускалмасӑр ларать.

Унӑн Гэнсан Чу ятлӑ вӗренекенӗ кӗчӗ те:
— Учитель! Каллех Конфуций килчӗ! — терӗ тарӑхса шӑппӑн.

— Чӗнсе кӗрт…

— Сывӑ-и, учитель? — ытлашшипех ҫепӗҫҫӗн пуҫ тая-тая ыйтрӗ Конфуций.

— Халичченхи пекех эп — хуравларӗ Лао-цзы. — Хӑвӑр мӗнле? Кунта пухнӑ кӗнекесене пурне те вуласа тухрӑр-и?

— Пурне те вуланӑ, леш (Мӗн апла? Конфуцин сӑн-пичӗ улшӑнчӗ, капла нихҫан та пулакан марччӗ-ҫке вӑл)… классикӑлла ултӑ кӗнекине: «Юрӑ кӗнеки», «Историлле преданисен кӗнеки», «Церемонисем», «Музыка», «Улшӑну кӗнеки», «Ҫуркуннепе кӗркунне» летопиҫе темиҫе хут та вуласа тухрӑм. Юлашкинчен те пулин ӑнлантӑмах пек туйӑнать. Ҫитмӗл икӗ патша патне визитпа кайса килтӗм, вӗсенчен пӗри те ман пӗлӳпе усӑ курмаҫҫӗ: те ҫынсене тӗрӗс ҫул ҫине кӑларма ҫав териех йывӑр вара, те «Даона» хӑйне ӑнлантарма йывӑр?

— Йӗркеллӗ патшапа тӗл пулма тӳр килмерӗ эппин сире, — терӗ Лао-цзы. — Классикӑлла ултӑ кӗнеке — ача вӑййи, вӗсем малтанхи патша ӗҫӗсен йӗрӗсем. Ҫапах та ӑҫта-ха вӗсем, ҫак йӗре хӑваракансем? Сирӗн сӑмахӑрсем те ҫав йӗрсем евӗрех. Атӑ-пушмак та йӗр хӑварать, ҫапах та йӗрпеле атӑ-пушмак пӗр япала-и вара? — Лао-цзы вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ те каллех калаҫа пуҫларӗ:  — Аистсем пӗр-пӗринпе тӗл пулсан, куҫӗсене вылятса илме те ӗлкӗреймеҫҫӗ, пӗтӗленеҫҫӗ те. Хурт-кӑпшанкӑсем епле? Аҫи ҫиле май чӗнет, ами ҫиле хирӗҫ сасӑ парать, вара ҫаплипех пӗтӗленеҫҫӗ. Икӗ арлисем те ҫапла хӑй майӗпе ӗрчеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка урӑхлатма ҫук, пӳрнӗ шӑпана улӑштарма ҫук, вӑхӑта чарса лартма ҫук. «Даона» та тытса чарма ҫук, ӑнланса илес пулать ӑна, вара пурте пулма пултарать. Хӑйне май пулса пырассине пӗтерсен, текех ним тумалли те юлмасть.

Конфуций пуҫран ҫапнӑ пекех пулса кайрӗ. Вӑл катемпи евӗр веҫех манӑҫа тухса ларчӗ.

Ҫич-сакӑр минут иртрӗ. Конфуций хаш сывласа илчӗ те сывпуллашма тесе ура ҫине тӑчӗ. Хӑйне вӗрентнӗшӗн Лао-цзыне пысӑк хисепе хурса пӗтӗм йӗркепе тав турӗ.

Ӑна чараймасӑр Лао-цзы, туйи ҫине тӗренсе, ура ҫине тӑчӗ, ӑсатса ярас шутпа пӗрле библиотекӑран тухрӗ. Конфуций кӳми ҫине кӗрсе лара пуҫласан тин Лао-цзы граммафон пластинки пек сассипе янӑратса ыйтрӗ:

— Каятӑрах-и вара? Чей ӗҫсе пӑхмасӑрах-и?

— Ҫапла, ҫапла, — тӗлсӗррӗн хуравларӗ те Конфуций кӳме ҫине кӗрсе вырнаҫрӗ. Кӳмен урлӑ хӑми ҫине таянчӗ, сывпуллашнине палӑртса, аллине чӑмӑртаса тытрӗ. Жань Ю пушшипе сулкаласа илчӗ, «кайрӑмӑр» терӗ те вӑкӑрӗсене — кӳме тапранса та кайрӗ. Лао-цзы кӳме вун-вуникӗ утӑм пек иртиччен пӑхса тӑркаларӗ те килне кӗчӗ.

Вӑл вырнаҫса ларсанах Гэнсан Чу ун умне пырса яшт! тӑсӑлса тӑчӗ те ҫапла каларӗ:

— Учитель, паян эсир пит кӑмӑллӑ пек курӑнатӑр: сахал мар пуплешрӗр эсир…

— Тӗрӗс калатӑн, — сӳрӗккӗн хуравларӗ Лао-цзы, ассӑн сывланӑ май. — Чӑн та, ытлашширех калаҫрӑм эп.

Сасартӑк вӑл тем аса илнӗ пек пулчӗ.

— Хм! Конфуций кӳрсе панӑ хур ашӗ кушӑхтарнӑскер пулчӗ мар-и ҫав. Пӑс ҫинче пӗҫер те ҫи ӗнтӗ, чӑмласа ҫемӗҫтерейрес ҫук эп ӑна, шӑлсем пӗтнӗ ман.

Гэнсан Чу тухрӗ. Лао-цзы каллех шухӑша кайрӗ, куҫне хупрӗ. Библиотека шӑплӑха путрӗ. Пӳрт тӳпине бамбук туйипе ҫапнӑ сасӑ кӑна илтӗнет, — Гэнсан Чу унта ҫакса янӑ кушӑхтарнӑ хур ашне илесшӗн тӑрмашать иккен.

Ҫак тӗлпулу хыҫҫӑн виҫӗ уйӑх иртрӗ. Лао-цзы халӗ те пӗр хускалмасӑр ларать, катемпи пекех. Гэнсан Чу темрен тӗлӗннӗ. Вӑл кӗчӗ те:
— Учитель, Конфуций килчӗ! — терӗ шӑппан.
— Чылайранпа пулманччӗ вӗт вӑл кунта. Пӗлместӗп, мӗн ӗҫпе килчӗ-ши хальхинче?

— Чӗнсе кӗрт…

Лао-цзы, яланхи пекех, ҫак сӑмаха ҫеҫ каларӗ.

— Сывӑ-и эсир, учитель? — терӗ Конфуций, ҫепӗҫҫӗн пуҫ тайнӑ май.

— Халичченхи пекех, — хуравларӗ Лао-цзы. — Чылайранпа курнӑҫманччӗ-ха санпа. Эсир питӗрӗнсе ларсах вӗрентӗр пуль ӗнтӗ.

— Мӗн эсир, мӗн эсир, — сӑпайлӑн хирӗҫлерӗ Конфуций. — Пит тухсах ҫӳремен ҫав, нумай шухӑшларӑм, кӑштах тавҫӑртӑм та: пулӑсем хӑмпӑ кӑлараҫҫӗ вӗт, ула кураксемпе чанасем чуптӑвӑшаҫҫӗ, сӑпсасем ытти хурт-кӑпшанкӑсенчен пулаҫҫӗ. Кам та пулин шӑллӗне ачашланӑ чухне ун пиччӗшӗ хуйха ӳкет. Пӗр япаларан тепӗр япалана куҫнине чылайранпа курман ӗнтӗ эп, ытти ҫынсем улшӑннине мӗнле вӗрентӗп-ха тата?

— Тӗрӗс, тӗрӗс! — килӗшрӗ Лао-цзы. — Чи кирлине ӑнлантӑр апла!

Кун хыҫҫӑн вӗсен ним калаҫмаллиех те юлмарӗ. Кӗҫех иккӗшӗ те катемпи пек чӗмсӗрленсе ларчӗҫ. Ҫич-сакӑр минут иртрӗ. Конфуций хаш сывласа илчӗ те сывпуллашма тесе ура ҫине тӑчӗ. Хӑйне вӗрентнӗшӗн Лао-цзыне хисеплесе пӗтӗм йӗркепе тав турӗ.

Ӑна чараймасӑр Лао-цзы, туйи ҫине тӗренсе, ура ҫине тӑчӗ, ӑсатса ярас шутпа пӗрле библиотекӑран тухрӗ. Конфуций кӳми ҫине кӗрсе лара пуҫласан тин Лао-цзы граммафон пластинки пек сассипе янтратса ыйтрӗ:

— Каятӑрах-и вара? Чей ӗҫсе пӑхмасӑрах-и?

— Ҫапла, ҫапла, — тӗлсӗррӗн хуравларӗ те Конфуций кӳме ҫине кӗрсе вырнаҫрӗ. Кӳмен урлӑ хӑми ҫине тайӑнчӗ, сывпуллашнине палӑртса, аллине чӑмӑртаса тытрӗ. Жань Ю пушшипе сулкаласа илчӗ, «кайрӑмӑр» терӗ те вӑкӑрӗсене — кӳме тапранса та кайрӗ. Лао-цзы кӳме вун-вунпилӗк утӑм пек иртиччен пӑхса тӑркаларӗ те килне кӗчӗ.

Вӑл вырнаҫса ларсанах Гэнсан Чу ун умне пырса яшт! тӑсӑлса тӑчӗ те ҫапла каларӗ:

— Учитель, паян эсир кӑмӑллах мар пек курӑнатӑр, пит сахал пуплешрӗр эсир…

— Тӗрӗс калатӑн, — сӳрӗккӗн хуравларӗ Лао-цзы, ассан сывланӑ май. — Ҫапах та эс ӑна чухлаймӑн: каймалла пек туйӑнать ман кунтан.

— Ма тата? — уяр кунта аслати ҫапнӑ евӗр хыпӑнса ӳкрӗ Гэнсан Чу.

— Конфуций ӑнланчӗ ӗнтӗ мана. Ӑна тӗпӗ-йӗрӗпе пӗр эп кӑна тавҫӑрасса пӗлет вӑл, ҫавӑнпа нихҫан та лӑпланса лармӗ. Текех кунта юлма аван мар мана.

— Вӗренӳре пӗр шухӑшлӑ мар-им эсир? Мӗншӗн каймалла тата?

— Ҫук ҫав, — ал сулчӗ Лао-цзы, — вӗренӳ пӗр пек мар пирӗн. Эпир унпа шӑпах пӗр мӑшӑр пушмак пек: ман пушмак куҫакан хӑйӑр ҫӗршывнелле утать, ун пушмакӗ патша дворне талпӑнать.

— Кирек мӗнле пулсан та ун вӗрентекенӗ-ҫке-ха эсир!

— Эс вӑт темиҫе ҫул хушши вӗрентӗн ман патӑмра, пурпӗр ҫаплипех юлтӑн, — кулса ячӗ Лао-цзы, — чӑн та, шухӑш-кӑмӑла урӑхлатма ҫук ӗнтӗ, пӳрнӗ шӑпана та улӑштарма ҫук. Пӗлсӗ тӑр — Конфуципе эсир иксӗр пӗр пек мар: текех килес ҫук ӗнтӗ вӑл кунта, учитель тесе те чӗнмӗ тек мана, ватсупнӑ тейӗ малашне, йӑхлатса кулӗ.

— Чӑн та, шутлама та пултарайман эп кун пирки. Ҫапах та эсир, учитель, ҫынна хаклас енӗпе нихҫан та йӑнӑшмастӑр…

— Малтанлӑха яланах йӑнӑшатӑп.

— Апла-тӑк… — кӑштах шухӑшласа тӑчӗ те Гэнсан Чу ҫапла хушса хучӗ: — Татӑлӑпӑр эпир унпа…

Лао-цзы каллех кулса ячӗ:

— Пӑх-ха, шӑл пур-и ман? — терӗ те ҫӑварне карчӗ.

— Ҫук, — хуравларӗ Гэнсан Чу.

— Чӗлхе вырӑнтах-и?

— Вырӑнтах.

— Ӑнлантӑн-и ӗнтӗ?

— Хытти тахҫанах ҫухалнӑ, ҫемҫи ҫаплипех пурӑнать-ха, тесшӗн ӗнтӗ эсир?

— Тӗрӗс. Сан хӑвӑн та арӑмупа курнӑҫма киле кайсан аванрах пулӗ тесе шутлатӑп эпӗ. Анчах малтан хура вӑкӑра лайӑхрах шӑлса тасат та йӗнере хӗвел ҫине тухса хур. Ыран тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах ҫула тухатӑп.

Лао-цзы Ханьгугуане ҫитсе кӗчӗ. Застава витӗр илсе тухакан аслӑ ҫулпа каймарӗ вӑл: чӗлпӗрне карт туртса айккинчи сукмак ҫине тухрӗ те застава стенисем хыҫӗпе тавран уттарчӗ. Стена урлӑ каҫасшӑнччӗ вӑл. Стени ҫӳлех мар. Вӑкӑр ҫурӑмӗ ҫине тӑмалла ҫеҫ, кӑшт чӗвенмелле те — пулчӗ те. Анчах вӑкӑра мӗнле каҫармалла-ха? Стена урлӑ йӑтса каҫарайрас ҫук вӗт. Ӑна илсе каҫарма йӑтакан кран кирлӗ. Эх, ун чух Лу-бань те, Мо-ди те ҫуралманччӗ-ха! Лао-цзынӗ хӑй кунашкал япала пулма пултарасса аса та илмен. Кӗскенрех каласан, пуҫра тем тӗрлӗ философилле шухӑшсене хускатсан та ним шутласа тупайман.

Айккинчи сукмак ҫине тухсанах хӑйне шпик асӑрхӗ те застава пуҫлӑхне сӗрсе кӑтартӗ тесе Лао-цзы шутламан та. Ҫавӑнпа ҫич-сакӑр чжан та каяймарӗ вӑл, темиҫе юланутҫӑ ӑна хуса та ҫитрӗҫ. Чи малта шпикӗ сиктерсе пырать, ун хыҫҫӑн — Гуан Инь-си чиновникпе тӑватӑ полицейски тата икӗ пӑхса ҫӳрекен.

— Чарӑн! — кӑшкӑрса пӑрахрӗҫ темиҫен.

Лао-цзы вӑкӑрне тӑп чарса тӑратрӗ те хӑй катемпи евӗр хытса ларчӗ.

— Ах! — Лао-цзыне курсан хӑранипе кӑшкӑрса ячӗ чиновник, ҫавӑнтах лаши ҫинчен сиксе анчӗ те:  — Кам пулма пултарӗ-ши ку тетӗп. Лао Дань библиотекин директорӗ имӗш вӑл, кӗтмен-туман ҫӗртен, э… — терӗ.

Лао-цзы вӑкӑрӗ ҫинчен анчӗ, куҫне хӗссе, чиновник ҫине пӑхса илчӗ те уҫӑмсӑррӑн мӑкӑртатрӗ:

— Ман, тем, ӑс-тӑн ҫукрах та…

— Курӑнать, курӑнать, эпӗ Гуань Инь-си иккенне маннӑ имӗш эсир, «Налук йӗркин тупсӑмӗ» енӗпе справкӑсем хатӗрлеме кӗркелеттӗм-ҫке сирӗн библиотекӑна, ун чух сирӗн патра та пулсаттӑм вӗт эп…

Ҫав вӑхӑтра пӑхса ҫӳрекен Лао-цзы вӑкӑрӗ ҫинчи йӗнере ҫавӑрса хучӗ, йӗнерӗнчи шӑтӑка тӗртсе кӑларчӗ, унта пӳрнине чиксе пӑхрӗ те, тутине ҫыртса, шарламасӑр пӑрӑнса утрӗ.

— Учитель, эсир стена ҫумӗнче уҫӑлса ҫӳреттӗрччӗ-и? — ыйтрӗ Лао-цзырен Гуань Инь-си.

— Ҫук, эп лереллех каясшӑнччӗ, уҫӑ сывлӑшра савӑнса ҫӳресшӗнччӗ…

— Э, пит аван ку, пит паха! Халь пурте гигиена ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Гигиена питӗ кирлӗ япала, ӑна вал4 ли вӑхӑт тупма ҫеҫ йывӑртарах. Учитель, эпир сире темиҫе кун хушши хамӑр заставӑра пурӑнма ыйтса пӑхасшӑнччӗ, эсир вӗрентнине итлесе пӑхас килет.

Лао-цзы сӑмах хушма та ӗлкӗреймерӗ, тӑватӑ полицейски мала сиксе тухрӗҫ, ӑна кӑпӑр-капӑр ярса тытрӗҫ те вӑкӑрӗ ҫине ҫӗклесе лартрӗҫ. Пӑхса ҫӳрекенӗ ун вӑкӑрне хыҫалтан тӗккелесе илчӗ, лешӗ хӳрине пӑтраткаларӗ, урисене сиктеркеле пуҫларӗ, вара пурте застава еннелле хускалчӗҫ.

Унта ҫитсен, хӑнана йышӑнма тӳрех пысӑк залне уҫрӗҫ. Залӗ башня варринче имӗш. Чӳречерен инҫе-инҫе сарӑлса выртакан сӑрӑ тӗслӗ тӳремлӗх кӑна курӑнать. Тӳпе те сенкер кӑвак кунта. Сывлӑшӗ чипер. Ку пархатарлӑ тамошня ту ҫинче каҫӑрӑлса ларать. Лере, стена тулашӗнче, сулахайра та сылтӑмра, тусем курӑнаҫҫӗ. Икӗ сӑрт хушшипе ҫул иртет, ҫак хушӑка питӗрсе хума пӗчӗк тӑм татӑкӗ те ҫитессӗн туйӑнать.

Хайхисем вӗри шыв ӗҫрӗҫ, пашалу ҫирӗҫ, кӑшт каннӑ хыҫҫӑн Гуань Инь-си Лао-цзыне хӑй вӗрентӗвӗ ҫинчен лекци вуласа пама ыйтрӗ. Лао-цзы, хӑй ку ӗҫрен хӑтӑлайрас ҫука сиссе, ним хирӗҫлемесӗрех килӗшрӗ. Шӑв-шав хускалчӗ, лекци итлес текенсем майӗпенех зала пуҫтарӑнса тулчӗҫ. Пуҫлӑхпа пӗрле пынӑ сакӑр ҫынсӑр пуҫне тепӗр тӑватӑ полицейски, икӗ пӑхса ҫӳрекен, пилӗк шпик, секретарь, кассир тата повар пычӗҫ. Хӑшпӗрисем чӗрсе ҫырмалли хатӗрсем, хӑма татӑксем илнӗ, лекци вуланӑ хыҫҫӑн ҫырса пыма хатӗрленсе лараҫҫӗ.

Лао-цзы вӗсем хушшинче катемпи евӗр хытса тӑрать. Пурте шӑпланчӗҫ. Лао-цзы темиҫе хут ӳсӗркелесе илчӗ. Ун шурӑ мӑйӑхӗ айӗнче тутисем сиккелерӗҫ, вара пурте, сывлама чарӑнсах тенӗ пек, итлеме пикенчӗҫ.

— «Дао» теме май килекен Дао ӗмӗрӗпех Дао пулмасть, «ят» теме май пур ят та ӗмӗрӗпех ят пулмасть, — хуллен пуҫларӗ вӑл хӑйӗн калаҫӑвне. — Ҫапла ӗнтӗ, сӑмахпа каламан япала тӳпепе ҫӗр пуҫламӑшӗ пулать. Сӑмахпа каланӑ япали вара пӗтӗм ҫутҫанталӑкӑн амӑшӗ пулать, урӑхла каласан, ҫутҫанталӑк…

Итлесе ларакансем кӑн-кан пӑхкала пуҫларӗҫ, пӗри те ҫырма тытӑнмасть-ха.

— Ҫавӑнпа та ӗмӗрӗпех ним тума туртӑм ҫуккисем хатӗр япалана ҫеҫ кураҫҫӗ, — малаллах каларӗ Лао-цзы, — е яланлӑх туртӑмлӑ пулса «Дао» чунне кураҫҫӗ. Ҫак икӗ пуҫламӑш пӗр ҫӑлкуҫранах тухаҫҫӗ, ҫапах та ячӗсем урӑхла хӑйсен. Ӑна та кӑна тивӗҫсӗр илемлетни теҫҫӗ, чи тивӗҫсӗр илемлетнинчен те тивӗҫсӗртерех илемлетсе пӗтернин пуҫламӑшӗ пулать те ӗнтӗ пур вӑрттӑнлӑха кӗрсе пӑхмалли алӑк…

Итлесе ларакансен сӑн-питӗнче ним тума аптраса ӳкни палӑра пуҫларӗ, хӑшпӗрисем алли-урисене те тыткалайми пулчӗҫ. Пӑхса ҫӳрекенсенчен пӗри хыттӑнах анасласа илчӗ, секретарӗ ҫывӑрса кайрӗ. Сасартӑк кӗмсӗр-кӗмсӗр турӗ: секретарь аллинчи хӑма татӑкӗпе чӗрсе ҫырмалли хатӗр ашӑк ҫине тухса ӳкрӗҫ.

Лао-цзы ҫакна туймӗш пулчӗ, ҫапах теме сисрӗ пулмалла хӑй, тӗплӗрех калаҫма пикенчӗ. Шӑлӗсем ҫук ун, ҫавӑнпа сӑмахӗсем те уҫӑмлах тухмаҫҫӗ: унӑн Шэньсири диалекчӗ ҫумне Хуаньри евӗр диалект хутшӑннӑ, «липе» «нине» те уйӑрса илме ҫук унне, ҫитменнине вӑл сӑмах ҫумне темле «иэ» хушса хума хӑнӑхнӑ. Итлекенсем вӑл мӗн калаҫнине ӑнланаймаҫҫӗ. Вӑхӑт шӑвать. Итлесе ларакансем халтан кайрӗҫ.

Йӗркишӗн те пулин тӳссе лармах шутларӗҫ. Анчах кӗҫех хӑйсем кам апла та кам капла тайӑлса пӗтрӗҫ. Кашниех харпӑр хӑй ӗҫӗ пирки шухӑша кайрӗҫ. Акӑ ӗнтӗ, юлашкинчен Лао-цзы ҫапла каларӗ:

— Чипер ҫын ҫулӗ — хирӗҫӳ мар, чӑн-чӑн ӗҫлев. — Вӑл ҫӑварне хупрӗ, анчах пӗри те вырӑнтан хускалакан пулмарӗ. Кӑшт тӑхтаса тӑрсан вара:
— Иэ, пӗтрӗ, — тесе хушса хучӗ.

Застава ҫыннисем тин кӑна вӑранчӗҫ, пит тутлӑ ыйха путнӑ тейӗн. Чылай хушӑ пӗр вырӑнта хускалмасӑр ларнӑран алли-урисем те ҫывӑрса кайнӑ, пӗр вӑхӑт нихӑшӗ те ура ҫине тӑраймарӗҫ. Кашнин чӗринчех савӑнӑҫ та пур, шиклӗх те, пурте ун умӗнче харпӑр хӑй айӑпне каҫарттарчӗҫ, тейӗн.

Лао-цзыне флигеле канма илсе кайрӗҫ. Темиҫе сыпкӑм вӗретнӗ шыв ӗҫрӗ те вӑл каллех катемпи евӗр хытса ларчӗ.

Шӑп ҫав вӑхӑтра заставӑрисем тавлашса кайнӑ пулнӑ та вӗсенчен тӑваттӑшӗ Лао-цзы патне кӗҫех кӗпӗртетсе те ҫитрӗҫ.

Лао-цзы питӗ васкаса вуларӗ, вӑл калаҫакан «патшалӑх чӗлхи» тасах мар, терӗҫ вӗсем пӗтӗмӗшле сӑмахсемпе. Ҫавна пула ун лекцине никам та ҫырса пыраймарӗ. Ҫырса пырайманни — мухтавлӑ япалах мар вара. Лао-цзына вӗсем хӑйсем мӗн ҫыркалани ҫумне хушса ҫыртарасшӑн пулчӗҫ.

— Эсир калаҫакан чӗлхене ӑнланаймастпӑр эпир, — терӗ кассир.

— Мӑкӑртатса тӑни сая ан кайтӑр тесе, хӑвӑрӑн лекцине хӑвӑрах ҫырса параймӑр-ши пире… э? — хушса хучӗ секретарь.

Лао-цзы та вӗсене ӑнлансах ҫитереймест, тепӗр иккӗшӗ те хӑй умне чӗрсе ҫырмалли хатӗрпе хӑма татӑкӗ пырса хурсан тин вӑл вӗсене лекци ҫырса памалла иккенне тавҫӑрчӗ. Ку ӗҫрен хӑтӑлаймасса сиссе, Лао-цзы ним хирӗҫмесӗрех килӗшрӗ. Анчах паян вӑхӑт чылай пулчӗ, ҫавӑнпа ҫырассине ырана хӑварма лекет.

Лекци ҫырса пама ыйтакансем, ун сӗнӗвӗпе килӗшсе, каялла кайрӗҫ.

Тепӗр кунне ҫанталӑк иртенпех тӗтреллӗ тӑчӗ. Лао-цзы чӗри лӑпкӑ мар, лекцине ҫырса памах тивет, заставӑран тухма васкать-ҫке-ха вӑл, унтан тухас пулсан, алҫырӑвне парса хӑвармалла. Пырса хунӑ хӑма татӑкӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхать те вӑл тата ытларах канӑҫсӑрланма тытӑнать. Ҫапла пулин те хумханнине сӑн-пичӗ палӑртмасть. Ларчӗ те вара вырнаҫса Лао-цзы майӗпен ҫырма тытӑнчӗ. Ӗнерхи сӑмахсене аса илме тӑрӑшса шухӑшлакаларӗ, ҫыра-ҫыра хучӗ. Лао-цзы хытӑ тинкерсе пӑхать, ку вӑхӑтра куҫлӑх пулман-ҫке-ха. Старикӗн ватӑ куҫӗсем питех те хӗсӗк. Кун ҫура ӗҫлесе те (пашалу ҫырткалама тата вӗретнӗ шыв ӗҫме кӑна ӗҫрен уйрӑлчӗ пулин те) пилӗк пин иероглиф ҫеҫ ҫырса хума ӗлкӗрчӗ вӑл.

«Ах, заставӑран тухма ку та ҫитет пулӗ», — шухӑшлать Лао-цзы.

Ҫапла шухӑшларӗ те кантра илсе ун ҫине хӑмисене тирсе тухрӗ, икӗ ҫыхӑ турӗ. Вара алҫырӑвне пама тата хӑйӗн часрах каяс килни ҫинчен пӗлтерме Гуань Инь-си патне кантуралла туяланса кӑштӑртатрӗ.

Гуань Инь-си калама ҫук хӗпӗртерӗ, питӗ пысӑк тав турӗ, тата тепӗр вӑхӑтлӑха юлма йӑлӑнчӗ. Анчах, Лао-цзыне текех тытса чарайрас ҫука сиссе, Гуань Инь-си питне-куҫне хурланнӑ чухнехи пек пӗркелерӗ, ӑна кӑларса яма килӗшсе, полицейскисене вӑкӑрне йӗнерлесе хатӗрлеме хушрӗ. Хӑй вӑра ҫӳлӗк ҫинчен хӑй аллипе тӑвар муклашки, кантӑр вӑрри ҫыххи, вунпилӗк пашалу илчӗ те, вӗсене пурне те шурӑ пиртен ҫӗлетнӗ хысна хутаҫҫине чиксе, Лао-цзыне сых ятне тесе ҫул ҫине пачӗ, ҫавӑнпа пӗрлех вӑл: Лао-цзы ватӑ писатель пулнӑран кӑна ҫакӑн пек чыс турӑмӑр, ҫамрӑк пулнӑ пулсан вунӑ пашалу ҫеҫ панӑ пулӑттӑмӑр, терӗ.

Лао-цзы чиновникне темиҫе хут та тав турӗ, хутаҫне илчӗ те заставӑра ӗҫлекенсемпе пӗрле башньӑн ҫӳлти хутӗнчен аяла анчӗ. Застава патне ҫитрӗҫ. Лао-цзы вӑкӑрне ҫавӑтса утасшӑнччӗ, анчах Гуань Инь-си ӑна ҫине тӑрсах утланса пыма хистерӗ. Лешӗ малтан килӗшесшӗнех марччӗ, юлашкинчен парӑнчӗ. Сывпуллашрӗ, вӑкӑрне ҫавӑрса, сӑртсем урлӑ тӑсӑлакан ҫулпа майӗпен хускалса кайрӗ.

Тепӗр вӑхӑтран вӑкӑр хытӑрах ута пуҫларӗ. Заставӑрисем ҫул-пырана хыҫран пӑхса ӑсатса ячӗҫ. Ик-виҫӗ чжан пек кайрӗ те ӗнте вӑл, ун кӑвакарнӑ ҫӳҫепе шур халачӗ, вӑкӑрӗпе шур хутаҫӗ ҫаплипех курӑнаҫҫӗ-ха. Кӗҫех вӗсен хыҫҫӑн тусан пӗлӗчӗ ҫӗкленчӗ, ҫав тусан вӑкӑр ҫинче ларса пыракана та, вӑкӑрне хӑйне те майӗпенех хупласа пычӗ. Тепӗртакран сарӑ тусан пӗлӗчӗ кӑна мӑкӑрланса тӑчӗ, унта ниме те уйӑрса илейрес ҫук.

Каялла таврӑнсан, заставӑра ӗҫлекенсем хӑйсене темле йывӑрлӑхран хӑтӑлнӑ пекех туя пуҫларӗҫ. Пурте пилӗксене тӳрлетсе карӑнса илчӗҫ, контрабандӑна тытса пӗтернӗ чухнехи пек, тутисене чаплаттарса илчӗҫ. Гуань Инь-си хыҫҫӑн ыттисем те кантуралла утрӗҫ.

— Ку мӗн, лекци алҫырӑвӗ-и? — хӑма ҫыххине йӑтса ҫӗкленӗ май ыйтрӗ кассир. — Иероглифӗсене таса ҫырнӑ вара. Ман шутпа, вӗсене пасара илсе тухмалла та сутмалла, илекен тупӑнатех ӗнтӗ.

Секретарь пычӗ те пӗр хӑмине илсе вулама тытӑнчӗ:

— «Дао» теме май килекен Дао ӗмӗрӗпех Дао пулмасть…

— Эх, веҫех леш киввисем! Чӑнахах та, пуҫ ыратать ӗнтӗ вӗсене итленипе, йӗрӗнмелле…

— Пуҫ ыратнӑ чух вӗсене итлесе ҫывӑрса кайма лайӑх, — терӗ кассир, ҫырса пӗтернӗ хӑмине вырӑнне хурса.

— Ха-ха!.. Чӑн та, ҫывӑртсах ярать ӗнтӗ! Тӗрӗссипе каласан, вӑл юрату историйӗ ҫинчен каласа кӑтартать пулӗ тенӗччӗ, килессе те ҫавӑнпа ҫеҫ килтӗм. Ҫапла лӑпӑртатасса пӗлнӗ пулсан, кунта килсе ҫур куна усӑсӑр ирттермен те пулӑттӑм…

Тӗлӗнетӗп, мӗнле йӑнӑшма пултарнӑ-ха эпир ун пирки, — терӗ йӑхлатса кулса Гуань Инь-си. — Ӑҫтан пултӑр вара ун юрату историйӗ? Юратма та пӗлес ҫук вӑл…

— Ӑҫтан пӗлетӗр эсир? — тӗлӗнсе ыйтрӗ секретарь.

— Ҫывӑрса кайнӑ та хӑвӑр, вӑл мӗн каланине, те илтмесӗр юлтӑр пулӗ. «Кам ним те ӗҫлемест — ҫав ним те тумасть», — терӗ вӗт вӑл. Ҫак ултавҫӑн, чӑн та, «чӗри тӳперен те ҫӳлӗ, пурнӑҫӗ хутран та ҫӳхе». «Веҫех туни» ҫинчен шухӑшлать, ҫавӑнпа ун ним ӗҫлемелли те юлмасть. Мӗне те пулин юратма тытӑнсанах юратма май килмен япала ҫук пек туйӑнать-ха та. Мӗнле юратӑн-ха ӑна, мӗнле хӑйӑн юратма? Пӑхӑр-ха хӑвӑрах: епле те пулин хӗре кӑна курасшӑн эсир, хитре-и вӑл е хитре мар-и, вара сирен куҫӑрсем ҫунса тухас пек ҫиҫме тытӑнаҫҫӗ. Авланӑр, вара эсир те кассир пекех йӗркеллӗ ҫын пулма пултарӑр-и тен…

Чӳречерен ҫил варкӑшса кӗчӗ, пӳлӗмре самаях сулхӑнлатрӗ.

— Ӑҫта ҫул тытать-ха ӗнтӗ ку Старик? Мӗн тума шутлать вӑл? — Гуань Инь-си калаҫӑвне татсах ыйтрӗ секретарь.

— Хӑй сӑмахӗсемпе вӑл «куҫакан хӑйӑрсен» ҫӗршывне каять-ҫке-ха — терӗ сӳрӗккӗн Гуань Инь-си. — Ҫитейрӗ-ши вара вӑл унта? «Застава хыҫӗнче» ҫӑкӑрпа тӑвар тупса ҫиме мар, шыв тупса ӗҫме те хӗн. Выҫӑхса ҫитӗ те кӗҫех каялла пирӗн пата таврӑнӗ, тетӗп эп.

— Вара каллех ҫыртарӑпӑр эпир ӑна, — хӗпӗртесе ӳкрӗ счетовод. — Анчах пашалусене ытлашширех пӗтерсе пӑрахрӑмӑр пулмалла-ха эпир. Аптрамӗ-ҫке, кӑтартусем улшӑнчӗҫ ӗнтӗ, тейӗпӗр эпир. Халь ҫамрӑк писательсем ытларах. Икӗ ҫыхӑ хӑма ҫырнӑшӑн пилӗк пашалупа та ҫитет ӑна.

— Каплах май килмӗ. Тарӑхса кайӗ те харкашма тытӑнӗ вӑл.

— Хырӑмӗ пушӑ пулин те ҫилленме пӗлӗ-ши вара?

— Ку ҫырусене вулакан тупӑнаймасран шикленетӗп-ха эп, — терӗ секретарь, аллине сулса. — Пилӗк пашалу укҫине те кӑлараймӑр. Лао-цзы, чӑн та, тӗрӗссине калать пулсан, пирӗн пуҫлӑхӑн заставӑна тытса тӑма та кирлӗ мар вара, чаплӑ ҫын калашле, «веҫех туни» ҫавӑ пулӗччӗ…

— Ну тата, ку темех мар, — терӗ кассир, — вулакан тупӑнатех. Отставкӑри чиновниксемпе манах мар ҫынсем сахал-и вара.

Ҫил варкӑшса иртрӗ, сарӑ тусан пӗлӗчӗ тӳпене хупӑрласа илчӗ. Гуань Инь-си алӑка уҫса пӑхрӗ те лектор лӑпӑртатнине тӑмсай сӑн-питпе итлесе ларнӑ полицейскипе шпиксене курах кайрӗ.

— Мӗн, анра-сухрасем пек пӑхса тӑратӑр? — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӗсене Гуань Инь-си. — Шӑпах контрабандистсене иртӗхмелли вӑхӑт мар-и вара халь? Кайӑр хураллама!

Алӑк умне пухӑнса тӑнисем чӑл-пар саланчӗҫ. Пӳлӗмре текех калаҫакан пулмарӗ. Счетоводпа секретарь кайрӗҫ. Гуань Инь-си сӗтел ҫинчи тусана ҫаннипе шӑлса пӑрахрӗ те ҫырса пӗтернӗ хӑма ҫыххисене ҫынран туртса илнӗ тавар, кантӑр вӑрри, пӑрҫа, пир-авӑр, пашалу тата ытти япаласем купаланса выртакан ҫӗре пӑрахрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех