Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VIII

Пай: Тытӑҫу

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хушнӑ: 2019.12.15 15:43

Пуплевӗш: 290; Сӑмах: 3488

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Полк валли казармӑсем местечко хӗрринче, чукун ҫул хыҫӗнче, кӗтӳ ҫӳретмелли ҫерем текен вырӑнта, тин ҫеҫ тума пуҫланӑ-ха, унчченлӗхе вара, вӗсене вӗҫлесе пӗтериччен, вӑл хӑйӗн мӗнпур учрежденийӗсемпех уйрӑм ҫынсем патне хваттере вырнаҫнӑ. Офицерсен пухӑвӗ глаголь евӗр лартнӑ, пӗр хутлӑ, пысӑках мар ҫурта йышӑннӑ: ун вӑрӑм енче, урама тӑрӑхлинче, ташӑ залипе хӑналанмалли пӳлӗм, кӗскинче, пылчӑклӑ, таса мар картишнелле тӑсӑлса кӗнинче, — столовӑй, кухня тата килен-каян офицерсем валли «номерсем». Ҫак икӗ пай пӗр-пӗринпе темле аташтармалла пеклӗрех тӑвӑр та кукӑркаланчӑк коридорпа ҫыхӑннӑ; кашни кукӑр тепринпе алӑкпала пӗрлешет, ҫапла майпа вара пӗчӗк-пӗчӗк пӳлӗмсен речӗ пулса каять, вӗсем буфет, бильярднӑй, карточнӑй, малти пӳлӗмпе хӗрарӑмсен тирпейленмелли пӳлӗмӗ шутланаҫҫӗ. Ку пӳлӗмсене, столовӑйсӑр пуҫне, ҫынсем пит килсех ҫӳремеҫҫӗ, вӗсене нихӑҫан та уҫӑлтармаҫҫӗ, ҫавӑнпа унта яланах нӳрлӗ, йӳҫӗхсе пуланнӑ, йӗклентерекен сывлӑш тӑрать, кун ҫумне тата сӗтел-пукана сӑрнӑ кавир йышши пуставӑн хӑйне евӗр начаркка шӑрши те хутшӑнса пӑтрашӑнать.

Ромашов пухӑва тӑхӑр сехетре пычӗ. Пилӗк-ултӑ хусах офицер кану каҫне ҫитсе тӑма ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, анчах дамӑсем килейменччӗ-ха. Вӗсем хушшинче тахҫан-тахҫантанпах хайсене тытма пӗлеслӗх, сӑпайлӑх тӗлӗшпеле тӗлӗнтермӗш ӑмӑрту пырать, ҫав йӑла тӑрӑх вара бала ыттисенчен маларах пыни дамӑшӑн мӑшкӑллӑ пек шутланать. Музыкҫӑсем залӑпа нумай куҫлӑ пӗр пысӑк чӳречепе ҫыхӑннӑ кӗленче галерейӑра хӑйсен вырӑнӗсенче ларатчӗҫ ӗнтӗ. Залӑри стенасем ҫинче, чӳрече хутлӑхӗсенче, виҫшер лампӑллӑ брасем ҫунаҫҫӗ, маччаран чӗтрекен хрусталь ярапаллӑ люстра усӑннӑ. Ытла та ярт-ҫутӑран шурӑ шпалер ҫыпӑҫтарнӑ, ҫара стенасемлӗ, айккисемпе венски пукансемлӗ, чӳречесенче чӗнтӗр карӑсемлӗ ҫак пысӑк пӳлӗм пушшех те пушшӑн курӑнать.

Бильярднӑйӗнче батальонсен ик адъютанчӗ, Бек-Агамаловпа Олшар поручиксем, полкра ӑна пурте Олизар граф теҫҫӗ, пилӗк шарпа сӑралла вылятчӗҫ. Олизар — вӑрӑм, ҫинҫешке, якалса тирпейленнӗ те писевленсе тултарнӑ ҫамрӑк старик, ҫара, анчах пӗркеленчӗклӗрех, хутахайла питлӗскер, вӗҫӗмсӗрех бильярд шӳт-хайлавӗсене чӗвӗртсе, сирпӗнтерсе кӑна тӑчӗ. Бек-Агамаловӑн ӗҫ ӑнсах пымарӗ, ҫавӑнпа ҫиллес. Вӗсен вӑййине Лещенко штабс-капитан, хӗрӗх пиллӗксенчи ытла кичем ҫын, хӑйӗн пӗр сӑнӗпеленех те тӗксӗмлӗхе кӗртсе ӳкерме пултараканскер, чӳрече янахӗ ҫине вырнаҫнӑ та, пӑхса ларать; питӗнче те, кӗлеткинче те унӑн пӗтӗмпех чи-чи шанчӑксӑр меланхолипеле аялалла усӑнса ҫакӑннӑ: усӑннӑ, пӑрӑҫ хутаҫӗ пек, тӑсмака, ашлӑ, хӗрлӗ те лӗнчешке сӑмси; янах тарана ҫити уртӑннӑ ик ҫинҫе хӑмӑр ҫип евӗр мӑйӑхӗ; куҫӗ харшисем сӑмса тӗпӗнчен пуҫланнӑ та тӑнлав патне тӑсӑлса аннӑ, вӗсем вара ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех йӗнӗ сӑнлӑ кӑтартаҫҫӗ; мӗн унта, кивӗ сюртукӗ те пулин унӑн сӗвек хулпуҫҫийӗсемпе путса кӗнӗ кӑкӑрӗ ҫинче, йӑрхахра чухнехи евӗр, шалпаррӑн лӑпӑштатса тӑрать. Лещенко нимӗн ӗҫмест, картла вылямасть, табак та туртмасть. Анчах карт е бильярд пӳлӗмӗнче, вылякансен ҫурӑмӗ хыҫӗнче, е столовӑйра, ӗҫкӗ-ҫикӗ уйрӑмах хӗрсе кайнӑ вӑхӑтсенче, юпа пек хытса ирттересси уншӑн, — ыттисемшӗн ку пач ӑнланмалла мар, — питех те пысӑк киленӗҫ. Сехечӗ-сехечӗпе ларать вӑл унта, чӗмсӗр те кичемскер, пӗр сӑмах каламасӑр. Полкра куна пурте хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа пухура ним сас-чӳсӗр Лещенко пулмасассӑн, вӑйӑпа ӗҫкӗ-ҫикӗ те пулин темле сыпӑнсах каймастчӗҫ.

Виҫӗ офицерпа та сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн, Ромашов Лещенкӑпа юнашар ларчӗ, лешӗ ӑна, асӑрхануллӑн шуҫса, вырӑн пачӗ, ассӑн сывласа ячӗ те ҫамрӑк офицер ҫине салхуллӑ, йытӑнни евӗр парӑнуллӑ куҫӗсемпе пӑхса илчӗ.

— Марья Викторовна сывлӑхӗ еплерех? — ыйтрӗ Ромашов, илтмен е йывӑр ӑнкартакан ҫынпа калаҫнӑ чухнехи пек, яланчӑклӑн та сассине юриех хӑпартса; полкра унпа пуртех те, прапорщиксем таранчченех, ҫаплалла калаҫаҫҫӗ.

— Тавтапуҫ, тӑванӑм, — йывӑррӑн хашлатса тавӑрчӗ Лещенко. — Паллах, нервисем унӑн… Вӑхӑчӗ ҫавнашкал халь.

— Мӗншӗн-ха мӑшӑрӑрпа пӗрле мар эсир? Е, тен, Марья Викторовна килме кӑмӑл тумасть паян?

— Ҫук. Мӗнле тет-ха. Килет. Вӑл килетех, тӑванӑм. Анчах, куратӑр-и, фаэтонра вырӑн ҫукрах. Раиса Александровнӑпа вӗсем ҫурмалла экипаж илнӗ, ну вара, ӑнланӑр, тӑванӑм, мана калаҫҫӗ: «Аттусем санӑн таса мар, теҫҫӗ, эс пирӗн платьесене пӑсса, вараласа пӗтеретӗн».

— Краузене вӑта ҫӗре! Кӑшт ҫеҫ кастарттарса. Шара лузӑран туртса кӑлар, Бек! — кӑшкӑрчӗ Олизар.

— Эс малтан шарне кӗрт, унтан вара эп кӑларӑп, — ҫиллессӗн тавӑрчӗ Бек-Агамалов.

Лещенко мӑйӑхӗн хӑмӑр вӗҫӗсене ҫӑварне ҫавӑрттарса илчӗ те вӗсене тимлӗхлӗн кавле-кавле чӑмларӗ.

— Сирӗн пата тархаслу манӑн, Юрий Алексеич тӑванӑм, — йӑлӑнчӑклӑн та такӑнкаласа каларӗ вӑл, — паян эсир вӗт-ха ташӑсене ертсе пыраканӗ?

— Ҫапла. Шуйттан ярса илмеллеччӗ вӗсене. Палӑртнӑ. Полк адъютанчӗ умӗнче ҫаврӑнкаларӑм-ҫаврӑнкаларӑм эпӗ, чирлӗ тесе, рапорт та ҫырасшӑнччӗ-ха. Анчах унпала калаҫса татӑлма пулать-и вара? «Врачран хут парӑр», тет.

— Вӑт сиртен шӑпах ыйтасшӑн та эпӗ, тӑванӑм, — калаҫрӗ Лещенко йӑпӑлчӑклӑ сасӑпа. — Атя, мур тӗплемӗ-и те, тӑрӑшсамӑр ӗнтӗ эсир, вӑл питех ан лартӑрччӗ. Пӗлетӗр-и, юлташла ыйтатӑп сиртен.

— Марья Викторовна-и?

— Ҫавӑ-ҫке. Тархасшӑн ӗнтӗ.

— Сарӑ дуплета кӗтессе, — пӗлтерчӗ Бек-Агамалов. — Аптекӑри пекех пулӗ.

Пӑвӗ пӗчӗкрех пулнӑран ӑна выляма меллех марччӗ, унӑн ирӗксӗрех хырӑмпала бильярд урлӑ тӑсӑлма тиврӗ. Тармакланнипе пичӗ хӑйӗн хӗремесленнӗ, ҫамки ҫинче те ик юн тымарӗ, сӑмса кӑкӗ патӗнче пӗрлешекенскерсем, ижица пек, тапса, явӑнса тухнӑччӗ.

— Жамаис! — шанчӑклӑнах йӗкӗлтерӗ ана Олизар. — Кунашкалпа эпӗ хӑтланмастӑп та.

Агамалов кийӗ шар ҫийӗпе «типпӗн» ҫатлатса шуҫса иртрӗ, анчах шар вырӑнтан та тапранмарӗ.

— Кикс! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ те Олизар бильярд тавра каякан хуҫкаласа, ташласа ҫаврӑнчӗ. — Ҫывырны чох эс хырылтататын-и, чонымҫым манын?

Кийӗн хулӑн пуҫӗпе шак! тутарчӗ Агамалов урайне.

— Эс вара ал айӗнче калама хӑю ҫитернӗ ан пул! — хура куҫӗсене ялтӑртаттарса кӑшкӑрчӗ вӑл. — Эп вӑййа пӑрахатӑп.

— Ан ҫатыртат, чонымҫым, йонна пысын. Модисткӑна кӗтесе!..

Ромашов патне дамӑсене малти пӳлӗмре салтӑнма пулӑшмашкӑн дежура янӑ вестовойсенчен пӗри ҫитсе тӑчӗ.

— Сирӗн благороди, сире барыньӑсем залӑна чӗнеҫҫӗ.

Унта ӗнтӗ тин ҫех килсе ҫитнӗ виҫӗ дама васкамасӑр кӑна каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳретчӗ, виҫҫӗш те — ватӑ енне сулӑннӑскерсем. Вӗсенчен чи асли, хуҫалӑх пуҫлӑхӗн арӑмӗ, Анна Ивановна Мигунова, Ромашов енне ҫаврӑнчӗ те:
— Ромашов подпоручик, — терӗ, сӑмах вӗҫӗсене юнтармӑшлӑн тӑстарса та пуҫне аристократла мӑнаҫлӑхпа ывӑткаласа, хистевлӗ те хуҫкаланчӑк сасӑпа, — итлемешкӗн мӗн те пулин выляма хушсамӑрччӗ.
Тарха-асшӑн…

— Халех пулать-с.  — Ромашов пуҫне тайрӗ те музыкҫӑсен чӳречи патне пычӗ. — Зиссерман, — кӑшкӑрчӗ вӑл оркестр старостине, — яра пар итлемеллине!

Галерейӑн яри уҫӑ чӳречинчен «Патша пурнӑҫӗшӗнри» увертюрӑн малтанхи кӗрлевӗсем кӑрӑлтатса, кӗмсӗртетсе кайрӗҫ те, вӗсемпе пӗр харӑссӑн та килӗшӳллӗн ҫуртасен чӗлхисем ҫӳлелле тата аялалла авкаланса-явкаланса илчӗҫ.

Дамӑсем майӗпен-майӗпен килме пуҫларӗҫ. Ӗлӗктерех, ҫулталӑк каялла, калама ҫук вӑйлӑ юрататчӗ Ромашов бал умӗнхи ҫак минутсене, хӑйӗн дирижер ӗҫӗсене туса пынӑ май, ҫитсе кӗрекен дамӑсене малти пӳлӗмре пӗтӗм кӑмӑлтанах кӗте-кӗте илетчӗ вӑл. Ҫутӑпа, музыкӑпа та ташӑ пуҫланасса кӗтсе хавхаланнӑскерсен, хайхин капорӗсене, боасемпе кӗрӗкӗсене хаваслӑ хыпкалану-тӗркӗшӳпе хывнӑ чухне мӗнлерех вӑрттӑнлӑхлӑн та чеченнӗн туйӑнатчӗҫ вӗсем ӑна. Малти тӑвӑр пӳлӗм сасартӑк, ҫепӗҫ кулӑпа та янӑравлӑ пакӑлтатупа пӗрлех, тул сиввин, духисен, пудрӑсен те ҫеп-ҫемҫе сӑран перчеткесен шӑршипе тулса ларатчӗ, — капӑр тумлӑ хитре хӗрарӑмсен бал умӗнхи тытса илме ҫукла ҫав тери вӑйлӑ пӑлхантаракан шӑршипеле. Мӗнлерех юратупа ҫиҫсе ялтӑранӑн курӑнатчӗҫ ӑна вӗсен куҫӗсем тӗкӗр умӗнче хӑйсен ҫӳҫӗсене васкаваррӑн тӳрлеткеленӗ вӑхӑтра! Мӗнешкел кӗвӗпелен янӑратчӗ вӗсен юбкисем чӑшӑлтатни те чӑштӑртатни! Мӗн тери ачашлӑх сисӗнсе таратчӗ вӗсен пӗчӗк аллисен, вӗсен шарфӗсемпе веерӗсен сӗртӗнӗвӗнче!..

Халь ҫак ытарайманлӑх иртнӗ ӗнтӗ, Ромашов пӗлет, иртнӗ яланлӑхах. Пӗр вӑтанмасӑрах та мар ӑнланать вӑл халӗ: ҫав тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ япала нумай чухне французсен начар романӗсене вуланине пула пулса кайнӑ, вӗсенче вара, хуть те кирек хӑшӗнче тенӗ пекех, Густавпа Арман, вырӑс посольствине бала пырсан, вестибюль тӑрӑх еплерех утса иртнине ҫыра-ҫыра кӑтартатчӗҫ. Пӗлет вӑл ҫаплах полкри, дамӑсем, уйрӑммӑнах йӑслӑ-пӑслӑ та хӑпартлануллӑ каҫсем тӗлне мӗнле те пулин ҫӗнеткелеме те тӳрлеткелеме тӑрӑшса, пӗртен-пӗр «чаплӑ» платйине темиҫешер ҫул тӑхӑннине, перчеткисене бензинпа тасата-тасата янисене. Кулӑшла та вырӑнсӑр пек туйӑнать ӑна вӗсен тӗрлӗ эгреткӑсем, шарфсем, тем пысӑкӑш суя чулсем, тӗксемпе нумай йышлӑ хӑюсем патне пӗтӗмӗшле туртӑнӑвӗ: ҫакӑнта-ҫке-ха курӑнса, палӑрса тӑрать те ӗнтӗ килте хӑртакаланӑ ним килӗшӳсӗр ҫӗтӗк-ҫурӑк пуянлӑхӗн ытлӑх-ҫитлӗхӗ. Вӗсем ҫулӑ шураткӑҫсемпе те хӗреткӗҫсемпе сӑрланса аппаланаҫҫӗ, анчах виҫене пӗлмесӗр те айванла тӳрккеслӗхпе: хӑшӗсен ҫавна пула пичӗсем ирсӗррӗн кӑвакарса, тискерленсе каяҫҫӗ. Анчах пуринчен начарри, киревсӗрри Ромашовшӑн урӑххиччӗ — вӑл, полкри мӗнпур ҫын пекех, кашни балӑн, кашни платьӗн, кашни ейкеленчӗклӗ пуплев таранчченех темӗлле, кулис тепӗр енчи историне пӗлсе тӑратчӗ; темӗн те, темӗн те пытарӑннӑччӗ вара вӗсем хыҫӗнче: мӗскӗн чухӑнлӑх, тармаклану, чееленеслӗх, элек, пӗр-пӗрне курайманлӑх, провинцири хевтесӗр аристократлӑх вӑййи, юлашкинчен тата кичем, йӗрӗнчӗк ҫыхӑнусем…

Тальман капитан арӑмӗпе килсе ҫитрӗ: иккӗш те питӗ ҫӳллӗ, нӑкӑ-тапчам; арӑмӗ — ачаш, хулӑн, йӑмшак блондин, упӑшки хӑй — кӗре те вӑрӑ-хурахла пит-куҫлӑ, чарӑнма пӗлмен ӳслӗклӗ те хӑрӑлтатакан саслӑ. Ромашов Тальман мӗн калассине малтанах пӗлсе тӑратчӗ, лешӗ, чӑн та, хӑйӗн яланхи пуплевне хӑйӑлтатрӗ:

— А мӗн, подпоручик, карточнӑйӗнче ҫавӑрттараҫҫӗ те-и вара?

— Ҫукчӗ-ха. Пурте столовӑйра.

— Ҫук-и-ха? Пӗлетӗн-и, Сонечка, эпӗ мӗн… столовӑйне каятӑп — «инвалид» пӑхса илме. Эсир, савнӑ Ромашов, йӑпантаркалӑр ӑна… ну, мӗнле те пулин кадриленципе-и ҫавӑнта.

Унтан малти пӳлӗме, амӑшӗ ертсе пынипе, Лыкачевсен йышӗ-ушкӑнӗ вӗҫсе-пӑрӑлтатса килсе кӗчӗ — кулӑшларах та селӗпрех барышньӑсен питӗ селӗм пусалӑхӗ; кӗтӳпуҫ хӑй, пӗчӗкскер те чӗп-чӗрӗскер, хӗрӗхе ҫитнӗ пулин те, ним ывӑнми ташлать-ха тата вӗҫӗмсӗрех ача ҫуратать — «иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш кадрильсем хушшинче», тет ун пирки полкри яка чӗлхе Арчаковский.

Барышньӑсем, сӑмахсене тӗрлӗ майлӑн хуҫкаласа, кула-кула та пӗр-пӗрне пӳле-пӳле, тапӑнмаллипех тапӑнчӗҫ Ромашов ҫине:

— Мӗншӗн эсир пирӗн пата пымайӑй-ха?

— Кӑла, кӑла, кӑла!

— Ушал, ушал, ушал!

— Кӑла, кӑла!

— Сийе пӗййемӗш кадйиле ташлама йыхявлатӑп.

— Mesdames!.. Mesdames! — терӗ Ромашов, кӑмӑлӗ туртсах марччӗ пулин те, хӑйне ырӑ йӗкӗт пеклӗн кӑтартма тӑрӑшса та тӗрлӗ еннелле йӑкӑш-йӑкӑш шуҫкаласа.

Ҫав вӑхӑтра вӑл ӑнсӑртран алӑк ҫинелле пӑхса илчӗ те ун кӗленчи витӗр шӗлепки ҫийӗпе курупка евӗрлӗн тутарттарса шур тутӑр пӗркеннӗ Раиса Александровна Петерсонӑн имшеркке те хулӑн туталлӑ питне курах кайрӗ. Ромашов васкаса, йӑлт ачалла, хӑна пӳлӗмнелле ваштӑр тапса сикрӗ. Анчах мӗнле кӑна кӗске пулмарӗ пулӗ ҫак самант, Раиса асӑрхамарӗ тесе, мӗнле ҫех ӗнентересшӗн тӑрӑшмарӗ иккен хӑйне подпоручик, — ҫапах та сехӗрленӳ палӑрса, сисӗнсех тӑчӗ; еркӗнӗн пӗчӗк куҫӗсенче ӑна темӗскер ҫӗнӗ те канӑҫсӑрскерри, темле хаяр, ҫиллес те шанӑҫлӑ юнав пур пеклӗн курӑнса кайрӗ.

Вӑл столовӑйнелле иртрӗ. Унта халӑх самай йышлӑн пуҫтарӑнма ӗлкӗрнӗччӗ; клеенка витнӗ вӑрӑм сӗтел хушшинчи вырӑнсене пӗтӗмпе тенӗ пекех йышӑнса пӗтернӗччӗ. Сывлӑшра кӑвак табак тӗтӗмӗ явкаланать. Кухньӑран ҫунӑк ҫу шӑрши ҫапса тӑрать. Офицерсен икӗ-виҫӗ ушкӑнӗ ӗҫсе ҫиме те тапратнӑччӗ ӗнтӗ. Хӑшӗ-пӗрисем хаҫат вулаҫҫӗ. Ҫӑралса ларнӑ сасӑсен ула-чӑла шавӗ ҫӗҫӗсем чӑклатнипе, бильярд шарӗсем ҫапӑнса шаклатнипе те кухня алӑкӗ хупӑна-хупӑна хаплатнипе хутӑшса пӗрлешнӗ. Урасем тӑрӑх пӑлтӑртан кӗрекен сивӗ туртӑнса хӑпарать.

Ромашов Бобетинский поручика шыраса тупрӗ те ун патне пычӗ. Бобетинский, аллисене шӑлавар кӗсйисене чиксе лартнӑскер, ури пӳрнисемпе кӗлисем ҫинче виҫӗнкелесе те пирус тӗтӗмне пула куҫӗсене хӗскелентерсе, сӗтел патӗнче тӑратчӗ. Ромашов ӑна ҫаннинчен сӗртӗнчӗ.

— Мӗн? — ҫаврӑнчӗ те вӑл, хӑрах аллине кӗсйинчен кӑларса, куҫне ҫав-ҫавах хӗскелеме чарӑнмасӑр, хӗрхӗлтӗмрех мӑйӑхне йӗркелӗхе пит лайӑх пӗлекен хаклӑхпала пӗтӗрттерсе ячӗ, чавсине ҫӳлте тытнипех хӑварса, ун ҫинелле хӑяккӑн тинкерчӗ. — А-а! Эсир ку? Пэт тэ эвэн…

Гвардин ылттӑн ҫамрӑкӗсем пек тӑватӑп тесе, — хӑй ҫапла картнӑ тӑрӑх, паллах, — вӑл яланах ҫакнашкал хуҫкалантарса та эрешлентерсе калаҫать. Хӑйне вӑл лашасемпе хӗрарӑмсене пӗлекенҫӗ, питӗ лайӑх ташӑҫӑ, ҫитменнине тата калама ҫук хӳхӗм те аристократлӑхӑн чи ҫӳллӗ тӳпине хӑпарса ҫитнӗн, анчах та, ҫирӗм тӑваттӑра кӑна иккенне пӑхмасӑр, ӗнтӗ пурӑнса курма та шанчӑкне ҫухатма ӗлкӗрнӗ ҫын евӗр шутлать, хӑйне ҫав тери пысӑка хурать. Ҫавӑнпа вӑл хулпуҫҫийӗсене кирек хӑҫан та укерчӗклӗн ҫӳлелле ҫӗклеттерсе тытать, начар тухать пулин те, французла перет, елпӗрнӗ, хавшак утӑпа ҫӳрет, калаҫнӑ чухне, ывӑннӑ тейӗн, аллисене тирпейсӗррӗн сулкалать.

— Петр Фадеевич, савнӑскерӗм, дирижерласамӑрччӗ паян, тархасшӑн, маншӑн, — ыйтрӗ Ромашов.

— Ме, мон ами! — куҫӗсене айван пеклӗ туса, хулпуҫҫийӗсемпе куҫ харшийӗсене ҫӳлелле ҫӗклетрӗ Бобетинский. — Но… мой дрюг, — вырӑсла куҫарчӗ вӑл. — Мӗнле тивӗҫе пула? Пуркуа? Чӑн, эсир мана… мӗнле калаҫҫӗ-ха ҫавна?.. Эсир мана тэлэнтэрэтэр!..

— Хаклӑ ҫыннӑм, тархасшӑн…

— Тӑхтӑр… Чи малтанах, нимӗнле фэ-миль-ярлӑхсем-сӗр. Мэнэ пэлтэрэт ку — хаклӑ, эплэ-кэплэ е цетера?

— Ну, йӑлӑнса калатӑп сире, Петр Фадеич… Пуҫ ыратать… карланкӑ та… чӑн-чӑннипех пултараймастӑп.

Ромашов юлташне вӑрахчен те ӗнентермелле ӳкӗтлерӗ. Юлашкинчен вӑл йӑпӑлтатса пӑхма шут тытрӗ.

Ташӑсене Петр Фадеевич пек илемлӗн те тӗрлӗ енлӗн ертсе пыма пӗлекенни полкра никам та ҫук-ҫке, ара. Кунсӑр пуҫне, ҫакӑн пиркиех пӗр дама та ыйтнӑччӗ-ха тата…

— Дама?.. — Бобетинский питне саланса-сапаланса кайнӑ та салху пусса лартнӑ чухнехи пеклӗ туса хучӗ. — Дама?.. Тосымҫым, ман ҫулсенче… — Вӑл юриех йӳҫенчӗклӗн те ӗмӗтне ҫухатнӑн кулса илчӗ. — Мӗн вӑл хӗрарӑм? Ха-ха-ха… Юн енигм! Ну, юрать, эпӗ, пултӑрах эппин, килӗшетӗп… Эпӗ килӗшетӗп.

Ҫав шанчӑка ҫухатнӑ пек сасӑпах хушса хучӗ вӑл сасартӑк:

— Мон шер ами, ҫук-ши ҫак сирӗн… мӗнле калаҫҫӗ-ха ӑна… виҫӗ тенкӗсем?

— Шел пулин те!.. — ассӑн хашлатрӗ Ромашов.

— Пӗр тенке?

— Мм!..

— Дезагреабль-с… Ним тума та ҫук. Ну, ун пек пулсассӑн-тӑк, атьӑр, кайса ҫуттине ярар.

— Питӗ шел! Кредичӗ те ҫук, Петр Фадеевич.

— Ҫаплах-и? О, повр анфан!.. Пурӗпӗрех, кайрӑмӑр, — Бобетинский, ыр кӑмӑллине кӑтартасшӑн пулса, аллине анлӑн та тирпейсӗррӗн сулса илчӗ. — Саламлатӑп сире эпӗ.

Ҫав хушӑра столовӑйра калаҫу хӗрнӗҫем хӗрсе пырса, пурне те вӑйлӑран вӑйлӑ кӑсӑклантарса ярса, хыттӑнтарах та хыттӑнтарах янлама пуҫларӗ. Тинтерех кӑна ирӗк панӑ офицерсен тытӑҫӑвӗ пирки калаҫрӗҫ, хӑйсен вара шухӑш-кӑмӑлӗсем пӗре килмерӗҫ, уйрӑла-уйрӑла кайрӗҫ.

Калаҫӑва пуринчен ытла Арчаковский поручик ҫавӑра-ҫавӑра илчӗ — самаях иккӗленчӗклӗ этем, шулер тесен те юрамалласкер. Вӑрттӑнла чӑш-пӑш сӑмах ҫӳрет ун пирки: полка киличченех-ха, запасра тӑнӑ вӑхӑтра, почта станцийӗнче вӑл пӑхавҫӑ-тӗрӗслевҫӗ пулнӑ, ҫавӑн чухне пӗр темле ямшӑка чышкӑпа ҫапнӑ та вӗлерсе пӑрахнӑ, уншӑн, паллах, суда лекме тивнӗ.

— Дуэль вӑл гвардире лайӑх — тӗрлӗрен унта ӗҫсӗр ҫапкаланчӑксемпе фигель-мигельсемшӗн, — тӳрккессӗн калаҫрӗ Арчаковский, — пирӗн вара… Ну, юрать, эпӗ хусах… калӑпӑр, пухура эпӗ Василь Василич Липскипе ӗҫсе лартнӑ та ӑна ӳсӗр халпа хӑлхаран янклаттарса янӑ. Мӗн тумалла-ха пирӗн? Эхер те вӑл манпа перкелешме килӗшмест пулсан — тух та сирпӗн полкран; ыйтас килет: мӗн ҫисе пурӑнӗҫ унӑн ачисем? Вӑл тытӑҫӑва тухать иккен, эпӗ ӑна тытатӑп та хырӑмне пуля шаплаттаратӑп, вара каллех ачасене нимӗн ҫыртма ҫук… Ниме тӑман япала пӗтӗмпех.

— Гето… эс тӑхта… эс ан васка, — пӳлчӗ ӑна ватӑ та ӳсӗр Лех подполковник, хӑрах аллипе черкке тытнӑскер те тепӗр аллин сыппипелен сывлӑшра йӑваш хусканусем тӑваканскер, — мундир чысӗ мӗнне ӑнланатӑн-и эсӗ?.. Гето, тӑванӑмҫӑм эс манӑн, япали ку ҫа-аплалла… Чыс тени вӑл… Акӑ, астӑватӑп эпӗ, Темрюк полкӗнче пин те сакӑрҫӗр утмӑл иккӗмӗш ҫулта ӗҫ-пуҫ пулсаччӗ пирӗн.

— Ну, пӗлетӗр-и, сирӗн пулни-иртнисене итлесе пӗтереес ҫук, — яланчӑклӑн пӳлчӗ ӑна Арчаковский. — Пӑрҫа патшашӑн мӗскер пулнине каласа парсамӑр тата мӗн те пулин.

— Гето, таванӑм… ах, мӗнлерех эс чӑрсӑр… Эсӗ ача кӑна-ха, эпӗ вара, гето… Эпӗ калатӑп, ҫавӑн пек япала пулнӑ…

— Кӳренӳ намӑсне юн ҫех ҫуса яма пултарать, — вӗҫкӗнле сасӑпа хутшӑнчӗ те хулпуҫҫийӗсене автанла ҫӗклеттерсе хучӗ Бобетинский.

— Гето, Солуха прапорщик пулнӑччӗ пирӗн, — ҫаплах каласшӑн тертленчӗ Лех.

Сӗтел патне, буфетран тухса, пӗрремӗш рота командирӗ Осадчий капитан пырса тӑчӗ.

— Сирӗн калаҫӑвӗ тытӑҫусем пиркине илтетӗп эпӗ. Итлесе пӑхмашкӑн интереслӗ, — терӗ вӑл, кӗмсӗрти ман басӗпе мӗнпур сасса ҫийӗнчех хупласа лартса. — Сывлӑх сунатӑп, подполковник господин. Сывлӑх пултӑр, господасем.

— А, Родос улӑпӗ, — ӑшшӑн саламларӗ ӑна Лех. — Гето… лар эс ман ҫуммалла, палӑк эс мӑнаккай… Ҫуттине ӗҫетӗн-и манпала?

— Пӗтӗм кӑмӑлтанах, — тавӑрчӗ Осадчий кӑрӑлти октавӑпа.

Ҫак офицер Ромашовра яланах вӗчӗхӳллӗ те ӑнланмалла мар туйӑм хускатнӑ, шикленни пекрехскер те вӑл, кӑсӑкланнӑ евӗртерехскер те. Осадчий, Шульгович полковник пекех, хайӗн никамра ҫукла хӑватлӑ та ҫав тери илемлӗ сассипеле, ҫаплах тата тем пысӑкӑш пӗвӗпе те хӑраса каймалла вӑйӗпеле полкра ҫеҫ мар, пӗтӗм дивизийӗпех чапа тухнӑ. Строй службине лайӑх пӗлнипе те палӑрса тӑрать вӑл ҫаплах. Служба уссишӗн тесе, ӑна хӑш чухне пӗр ротӑран теприне куҫараҫҫӗ, вӑл вара ҫав чи-чи йӗркесӗр, пӑрахӑҫ командӑсенчен ҫур ҫул хушшинчех йӑрӑслӑх-чиперлӗх те итлеслӗх-пурнӑҫласлӑх тӗлӗшпе лайӑх ӗҫлекен пысӑк машина евӗрех туса хурать, — начальник умӗнче чӗтӗреслӗхпе витӗрех касӑлтарнӑ, тейӗн ҫав. Вӑл нихӑҫан ҫапӑҫман кӑна мар, киревсӗр сӑмахсене те сайра, тӳссе ирттерме ҫук чухне ҫех калать, ҫавна пулах ӗнтӗ ун илӗртӳллӗ ытарайманлӑхӗпе влаҫӗ юлташӗсемшӗн пушшех те ӑнланмалла мар. Ромашова унӑн кӑшт ӑмӑртарах хӳхӗм питӗнче яланах, — ӑна, ҫав ӑнланса пӗтерме ҫукла шуранка пите, кӑвактараххӑн курӑнакан хуп-хура ҫӳҫӗ тата вӑйлӑнрах тӗттӗмлетет, — темӗн тармакли, тытса тӑркӑслаканни те хаярри, мӗн-тӗр этеме мар, питӗ пысӑк та вӑйлӑ тискер кайӑка ҫеҫ тивӗҫекенни пур пеклӗн туйӑнса тӑрать. Час-часах Ромашов, ун хыҫҫӑн ӑҫтан та пулин аяккарахран систермесӗр сӑнаса, ҫак ҫын ҫилӗллӗ чух мӗнлерех пулма пултарассине хӑй ӑсӗнче сӑнарлакаласа пӑхнӑ та, ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ май вара, хӑранипе, шура-шура кайнӑ, сивӗннӗ пӳрнисене пӑчӑрта-пӑчӑрта лартнӑ. Халӗ те, акӑ, вӑл ҫав ытлашши шанӑҫлӑ, вӑйлӑ ҫын хӑйне стена ҫумнелле асӑрхануллӑн шуҫтарса панӑ пукан ҫине лӑпкӑн майлашӑнса вырнаҫнине куҫ илмесӗр пӑхрӗ.

Осадчий эрех сыпса ячӗ, редиса ҫатӑр-ҫатӑр чӑмласа ватрӗ те сӳрӗккӗн ыйтрӗ:

— Ну-с, хисеплӗ пухӑвӑн тӗп шухӑшӗ мӗнлерехчӗ-ха, эппин?

— Гето, тӑванӑмҫӑм эс манӑн, эп шӑпах каласа параттӑмччӗ халӗ… Эпӗ Темрюк полкӗнче службӑра тӑнӑ чухне пӗр ӗҫ пулсаччӗ пирӗн. Фон Зоон поручик, — салтаксем ӑна «Под-Звон» тетчӗҫ, — ҫавскер, ара, пӗррехинче ҫапла пухура…

Анчах ӑна Липский, хӗрӗхри штабс-капитан, хӗрлӗ те хулӑнскер, пӳлсе лартрӗ; ҫулӗсем самаййине пӑхмасӑр, хӑйне вӑл офицерсен обществинче мыскараҫӑлла тыткалать тата хӑй валли темӗскершӗн ачашлӑхпа иртӗхнӗ, анчах пурте юратса, юп курса тӑракан камитле ачан тӗлӗнтермӗшле те кулӑшла чӗлхине суйласа илнӗ.

— Ирӗк парсамӑр, капитан господин, эпӗ кӗскен ҫеҫ. Акӑ Арчаковский поручик калать, дуэль — ниме тӑман япала, тет. «Пирӗн бурсӑри пек туни кирлӗ, ӗнсерен патӑн та пӗрре — ӗҫӗ пӗтнӗ, квит». Унтан юн тӑкма хистекен Бобетинский поручик тавлашса илчӗ. Кун хыҫҫӑн подполковник господинсем хӑйсен ӗлӗкхи пурнӑҫӗнчен анекдот каласа парасшӑн ним уссӑррӑн тертленчӗҫ, анчах куна тума вӗсене халиччен те май килеймерӗ пулмалла-ха. Унтан, калавӗн чи пуҫламӑшӗнчех, Михин подпоручиксем шав хушшинче хӑйсен кӑмӑлӗ пирки евитлерӗҫ, анчах, пыр хӗлӗхӗсем йӑвашрах тата ҫынни мӗн ҫуралнӑранпах вӑтанаканскер пулнӑран, ун шухӑшне итлесех каймарӗҫ.

Михин подпоручик, пӗчӗк пӳллӗ, хавшак кӑкӑрлӑ яш, шатрапа та кук тӗррипе витӗннӗ кӗре питлӗскер, ачаш хура куҫӗсем хӑйӗн, хӑранӑ евӗр, хӑюсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, сасартӑк куҫҫуль тапса тухмаллах хӗрелсе кайрӗ.

— Эпӗ мӗн ҫеҫ, господасем… Эпӗ, господасем, тен, йӑнӑшатӑп пулӗ, — хӑйӗн сухалсӑр питне аллисемпе именчӗклӗн пӑчӑртаса, тытӑнчӑклӑн калаҫма пуҫларӗ вӑл. — Анчах, ман шутпа, урӑхла каласан, эп ҫаплалла шутлатӑп… кашни уйрӑм пулӑмрах виҫни-сӳтни кирлӗ. Хӑш чухне дуэль усӑллӑ, кун пирки сӑмах та ҫук, пиртен кашниех, паллах, барьер патне тухӗ. Ним калаҫмасӑрах. Анчах тепӗр чух, пӗлетӗр-и, ку… чи-чи пысӑк чыс, тен, мӗнре мар-и… ку вӑл… сӑмахсӑрах каҫарасси… Ну, эп пӗлместӗп, тата мӗнле ӗҫ-пуҫсем пулма пултарӗҫ-и те… вӑт…

— Эх, эсир, Декадент Иванович, — тӳрккессӗн ал сулчӗ ун еннелле Арчаковский, — ӗмкӗч ҫеҫ ӗммелле сирӗн.

— Гето, тӑвансем, каласа пӗтерме парӑр ӗнтӗ мана! Хӑйӗн хӑватлӑ сассипеле ҫийӗнчех мӗнпур сасса хупласа лартса, Осадчий калаҫма пуҫларӗ:

— Дуэлӗн вӗҫӗ, господасем, кирек мӗн тесен те йывӑр пулмалла, унсӑрӑн вӑл абсурд! Унсӑрӑн вӑл ухмахла шеллӳ, чаку, ҫемҫешке лӗпӗртетӳ, комеди ҫех пулса юлать. Дистанци аллӑ утӑм та пӗрер хут пересси. Эпӗ калатӑп сире: кунран пурӗ те ирсӗрлӗх ҫеҫ килсе тухать, леш хай хаҫатсенче шӑп та шай хамӑр вулакан французсен дуэлӗсем йышшискер кӑна. Пырса ҫитнӗ, пистолетсенчен шӑн-шан тутаркаланӑ, кайран вара хаҫатсенче тытӑҫу протоколне пӗлтереҫҫӗ: «Дуэль, телее пула, ӑнӑҫлӑн вӗҫленчӗ. Хирӗҫекенсем черетпелен печӗҫ, пӗр-пӗрне сиен тавраш туни пулмарӗ, анчах ҫакӑнпа пӗрлех вӗсем ҫав тери пысӑк хастарлӑх кӑтартрӗҫ. Ирхи апат вӑхӑтӗнче паҫӑрхи тӑшмансем пӗрне-пӗри туслӑн алӑ пачӗҫ». Кунашкал дуэль, господасем, ниме те тӑмасть. Пирӗн обществӑна вӑл нимӗнле ҫӗнетӳ те кӗртеймест.

Ҫийӗнчех темиҫе сасӑ тавӑрчӗ ӑна хирӗҫ. Лех, хӑй калавне ун сӑмахӗсем хушшинче вӗҫлемешкӗн пӗр хут кӑна мар хӑтланса пӑхнӑскер, каллех пуҫланӑччӗ: «Акӑ, гето, эпӗ, манӑн тӑванӑмсем… итлесемӗр-и ӗнтӗ ҫак, ӑйӑрсем эсир». Анчах ӑна итлемерӗҫ, ҫавна пула унӑн, хӗрхенекен, хӑй хутне кӗрекен шыраса, куҫӗсемпе пӗр офицер ҫинчен теприн ҫине сике-сике ӳкме, йӗркипелен черетлесе тухма тиврӗ. Тавлашупа хӗрсе кайнӑскерсем, пуртех те унран тимлӗхсӗррӗн пӑрӑнчӗҫ, ку вара йывӑрланнӑ пуҫӗпе кулянчӑклӑн ҫеҫ сулкаларӗ. Юлашкинчен вӑл куҫӗсемпе Ромашов куҫне тытса юлчӗ. Кунашкал минутсене чӑтса ирттерме питех те йывӑррине ҫамрӑк офицер хӑй опычӗ тӑрӑхах пӗлет: сӑмахсене, темиҫе хут каласа та, итлемеҫҫӗ пулсан, пулӑшусӑр вӗсем сывлӑшран ҫакӑннӑ пек кӑна юлаҫҫӗ, вӗсем патне ҫаврӑнса пырасса та темле чикекен намӑслӑх ҫине тӑрса хистенипе ҫех ним шанчӑксӑррӑн пыратӑн. Ҫавӑнпа вӑл подполковникран пӑрӑнас темерӗ, лешӗ вара, хӗпӗртесе кайнӑскер, ӑна ҫаннинчен тытсах сӗтел патнелле сӗтӗрчӗ.

— Гето… хуть эс те пулин итле мана, прапор, — кӳренӗҫлӗн калаҫрӗ Лех, — лар, ӗҫ-ха эрехне… Вӗсем, тӑванӑмҫӑм манӑн, пурте — шалыгансем. — Тавлашакан офицерсем ҫинелле ал сыппипелен йӑвашшӑн сулчӗ Лех. — Хӑм, хӑм, хӑм, опычӗ вара хӑйсен ҫуккӑ. Пирӗн мӗнлерех ӗҫ пулнине каласа парасшӑнччӗ эпӗ…

Пӗр аллипе черкке тытса, тепринпе, ирӗккипе, хор ертсе пынӑ чухнехи евӗр хӑлаҫланса та пӗшкӗртнӗ пуҫне сулкаласа, Лех хӑйӗн шутсӑр нумай калавӗсенчен пӗрне калама пуҫларӗ; вӗсем вара унӑн, чӑннипех те, питӗ нумай, кӑлпасса ӑшне ливер тултарнӑ пекех, ҫавсемпе тулса ларнӑ вӑл, анчах хӑй вӗсене, урӑх япаласем ҫине кӗре-кӗре кайнине, танлаштарусемпе сутмалли юмахсем хушса такӑнтарнипе, нихӑҫан та вӗҫне ҫити каласа пӗтереймест. Хальхинчи анекдочӗ унӑн ҫапларахчӗ: пӗр офицер теприне — ку, паллах, ӗлӗк-авал, никам астуман вӑхӑталлах пулса иртнӗ — америксен дуэльне сӗннӗ, ҫитменнине шӑпа тени вӗсемшӗн тенкӗлӗх хут укҫа ҫинчи тӗкел е хӑрах шутланнӑ. Ҫаксенчен пӗри, хайхискер, — хӑшӗ иккенне ӑнланса илме йывӑр. — Лод-Звон е Солуха, ултавпа усӑ курма хӑтланнӑ: «Гето, тӑванӑмҫӑм эс манӑн, икӗ хута тытнӑ та пӗрле ҫыпӑҫтарса хунӑ, ҫапла вара пӗр енче тӗкел те тепӗр енче хӑрах пулса тӑнӑ. Пуҫланӑ, тӑванӑмҫӑм эс манӑн, ҫавсем туртса кӑлармашкӑн… Ҫакӑ калать иккен лешне…»

Анчах подполковник ку хутӗнче те, яланхи пекех, хӑй анекдотне каласа пӗтереймерӗ, мӗншӗн тесен буфета Раиса Александровна Петерсон вылянчӑклӑн йӑкӑртатса йӑпшӑнчӗ. Столовӑй алӑкӗнче чарӑнса тӑчӗ те, шала кӗмесӗрех (кунашкал хӑтланасси халиччен пулманччӗ-ха):
— Господасем, ну мӗ-ӗне пӗлтерекен япала ку! — кӑшкӑрчӗ вӑл хаваслӑ та юнтармӑшлӑ сассипе, иртӗнчӗк, анчах пурте юратакан хӗрача евӗр.
— Дамӑсем тахҫан килсе ҫитнӗ ӗнтӗ, эсир кунта ларнӑ та хӑналанатӑр! Эпир ташлас тетпӗр!

Икӗ-виҫӗ ҫамрӑк офицер, залӑна каяс тесе, ура ҫине ҫӗкленчӗ, ыттисем якӑлти хӗрарӑм енне ҫаврӑнса та пӑхмарӗҫ, ҫав-ҫавах ларчӗҫ, ҫав-ҫавах турта-турта калаҫрӗҫ; ун вырӑнне ҫакӑн патне тӑйлӑк-тайлӑк утӑмсемпе ватӑ Лех вӗттӗн теплеттерсе пычӗ, аллисене хӗреслӗн хурса та черккинчи эрехне хӑй кӑкӑрӗ ҫине тӑка-тӑка, ӳсӗр ҫемӗҫлӗхпе кӑшкарса ячӗ:

— Тӗнче илемӗ, пирӗшти! Мӗнле кӑна ирӗк парать пулӗ начальство ҫакнашкал хитрелӗхе пурӑнма! Аал-лӑвӑра!.. Чуптуса илмешкӗн!..

— Юрий Алексеевич, — ҫаплах чӗвӗлтетрӗ Петерсон, — сире пӑлӑртнӑччӗ пулас вет-ха паяна? Лайӑх, нимех те калаймӑн, дирижер!

— Миль пардон, мадам. Се ма фот!.. Ман айӑпӑм ку! — кӑшкӑрчӗ Бобетинский, ун патнелле ыткӑнса. Ҫула майӑн вӑл, урисене хӑвӑрттӑн йӑкӑш-йӑкӑш шуҫтарчӗ, лара-лара илчӗ, кӗлеткине шайлаштара-шайлаштара тӳрӗлетрӗ, темле хаваслӑ балет ташши валли па хатӗрленӗ евӗр, усӑннӑ аллисене сулкаларӗ. — Ал-лӑра парсамӑр. Вотр мэн, мадам. Господасем, залӑна, залӑна!

Вӑл, Петерсона хул айӗнчен ҫавӑтнӑскер, пуҫне мӑнаҫлан каҫӑртса, вӗҫнӗ пекех хыттӑн вирхӗнчӗ, кӗҫех вара тепӗр пӳлӗмрен унӑн сасси, — хӑй шутланӑ пек каласан, аристократла дирижер сасси, — илтӗнсе те кайрӗ:

— Месьё, дамӑсене вальс ташлама чӗнӗр! Музыкантсем, вальс!

— Каҫарӑр, подполковник господин, тивӗҫӗмсем мана кайма хистеҫҫӗ, — терӗ Ромашов.

— Эх, тӑванӑмҫӑм эс манӑн, — йӑлт арканнӑ пек, пуҫне лӑнк усрӗ Лех. — Эсӗ те, ҫавсем явӑр, мӗнпурин йышши пӑрӑҫах-мӗн… Гето… тӑхта, тӑхта, прапорщик… Илтнӗ-и эсӗ Мольтке ҫинчен? Аслӑ чӗмсӗрҫӗ, фельдмаршал… гето… тата стратег Мольтке ҫинчен?

— Подполковник господин, чӑннипех те…

— А эсӗ ан вӗткелен… Ку хайлавӗ кӗске… Аслӑ чӗмсӗрҫӗ офицерсен пуххисене пырса ҫӳренӗ, апатланнӑ чухне… гето… ылттӑн чыхса тултарнӑ кушилккине, тӑванӑмҫӑм эс манӑн, яланах хӑй умне сӗтел ҫине кӑларса хунӑ. Пухура вӑл хуть пӗр хутчен те пулин вырӑнлӑ, йӗркеллӗ-тивӗҫлӗ сӑмах илтесшӗн те ҫак кушилккене ҫав офицера парасшӑн пулнӑ. Анчах старик, тӗнчере ҫӗр тӑхӑрвунӑ ҫул пурӑнса та, ҫаплипеленех вилнӗ, кушилкки те вара унӑн, тӑванӑмҫӑм эс манӑн, пӗр-пӗтӗм халлӗнех тӑрса юлнӑ. Мӗн? Чухларӑн-и ҫак мӑйӑрӑн тӗшшине? Ну, халь вӗҫтер хӑв ҫулупа, тӑванӑм. Кайтар, кайтар, ҫерҫи чӗппи… сиккеле…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех