Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне

Автор: Надежда СМИРНОВА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хушнӑ: 2016.03.22 11:02

Пуплевӗш: 79; Сӑмах: 804

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Тен, кам та пулин ҫапла шухӑшлама та пултарӗ: «Муркаш сали — хула мар, ку тӑрӑхра аваллӑхпа ҫыхӑннӑ, туристсене кӑсӑклантарма пултаракан вырӑнсем ҫукрах». Унашкаллисем питӗ йӑнӑшаҫҫӗ: «Муркаш хутлӑхӗ — тӗлӗнмелле вырӑн. Курӑксемпе чечексен ытарайми шӑрши, пӑр пек сивӗ ҫӑлкуҫран шӑнкӑртатса юхакан шывӗ, чӑрӑшсемпе хурӑнсен пӑшӑлтатӑвӗ хӑй мӗне тӑрать. Ҫыннисем тата! Вӗсен пуян историйӗ, паттӑрлӑхӗпе чӑтӑмлӑхӗ, харсӑрлӑхӗпе ӗҫченлӗхӗ — ҫакӑн ҫинчен пӗлтермеллех! Муркашсем ҫапла тума тӑрӑшаҫҫӗ те. Сӑмахран, «2010 ҫулхи инвестици тӗлӗшӗнчен чи лайӑх проект» республика конкурсне хутшӑнса «Муниципалитетӑн чи лайӑх прокчӗ» номинацире «Муркаш районӗнче ял туризмӗн инфратытӑмне аталантарасси» проектпа пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Апла тӗплӗнрех чарӑнса тӑрар-ха ку енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки.

Ильинка-Сӗнтӗр хутлӑхӗ.

Вӑл районӑн ҫурҫӗр пайӗнче — Атӑлӑн сылтӑм енчи ҫӳллӗ ҫыранӗнче — вырнаҫнӑ. Кунти ҫут ҫанталӑк, вӑрманпа, шывпа пуянскер, ҫӑтмаха аса илтерет. Ахальтен-и ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа пек «шӑтса тухнӑ» турист, спорт базисем, санаторисем... унта. Вӗсенче канакансемпе сипленекенсем пушӑ вӑхӑтра чаплӑ вӑрманҫӑ Б.И.Гузовский лартса ҫитӗнтернӗ туя, юман, ытти йывӑҫ аллейинче уҫӑлса ҫӳреме пултараҫҫӗ. Ҫав лаптӑк «Гузовский культури» ҫут ҫанталӑк палӑкӗ шутланать. Кунтах — республикӑри чи ватӑ — 370 ҫулти — юман. Унӑн диаметрӗ — 170 сантиметр.

Район хӑйӗн шыв сиккийӗпе те мӑнаҫланать, мӗншӗн тесен унашкалли республикӑра урӑх ҫук. Шашкарвӑрри ҫывӑхӗнче вӑл. Унта пулса курнисем каланӑ тӑрӑх — ҫак тарӑн ҫырма Крым каньонӗсем пекех-мӗн.

Ильинка-Сӗнтӗр тӑрӑхӗнчи паллӑ ытти вырӑн: Каршлӑхри арҫынсен мӑнастирӗ, ун ҫывӑхӗнчи ҫветтуй ҫӑлкуҫсем, Мӑн Сӗнтӗрти Ҫветтуй Троица чиркӗвӗ.

Илья Афанасьевӑн «Илемӗ».

Пире ӑшшӑн йышӑнчӗҫ унта. Сӑмахӑм Муркашри искусствӑсен шкулӗн Мӑн Сӗнтӗрти филиалӗнчи Илья Афанасьев вӗрентекен пирки. Ҫичӗ ҫул каялла вӑл «Илем» галерея уҫнӑ. Ӑҫта тетӗр-и? Ҫук, ӳнер шкулӗнче мар, хӑйӗн вӑйӗпе, укҫи-тенкипе ҫӗклесе лартнӑ икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртра. «Картинисене сутса тунӑ пулӗ», — тейӗ тепри. Тен, сутнӑ та-и? Хӑй каланӑ тӑрӑх — укҫа ӗҫлесе илессишӗн ҫеҫ ӳкермест картинисене. Галерейӑна ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче Мускаври стройкӑсенче вӑй хунипе пуҫтарӑннӑ укҫа-тенкӗпе туса лартнӑ.

Шкул ачисемпе юнашарти ача садӗнчи шӑпӑрлансем, вырӑнти предприяти-организацире вӑй хуракансем, ял ҫыннисем куравпа паллашаҫҫӗ. Искусствӑсен шкулӗн вӗренекенӗсем валли те ӑсталӑх класӗсене ҫакӑнтах ирттерет педагог.

Юлашки ҫулсенче «Илеме» Мускавра пурӑнакан Лев Анисов писатель куҫ хывнӑ. Ҫыравҫӑн аслашшӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче Мӑн Сӗнтӗр чиркӗвӗн пачӑшки пулнӑ. Тӗне ӗненни ӑна тем тӗрлӗ инкек кӳнӗ: Ҫӗпӗрте темиҫе ҫул, тӗрмере 10 ҫул ирттернӗ. Лев Анисов аслашшӗ ҫинчен ӑнсӑртран тупса вуланӑ хыҫҫӑн /тӗрӗссипе, хӑйӗн ӗмӗрӗн тӑршшӗпех шыранӑ ӑна/ Шупашкарта, Мӑн Сӗнтӗрте темиҫе те пулнӑ. Мӑн Сӗнтӗрсен тӑванӗ искусствӑпа та питӗ ҫывӑх. Раҫҫей патшисен кун-ҫулӗ ҫинчен кӗнекесем ҫырать. Вӗсенчен пӗрне — «Семья государя» ятлине — Илья Петровича парнеленӗ. Хӑйне те пушӑ алӑпа яман — Мӑн Сӗнтӗр пейзажӗллӗ картинӑсемпе ӑсатнӑ.

Илья Афанасьев хӑй пурӑнакан хутлӑхӑн илемӗпе мӑнаҫланать, ӑна хӑйӗн ӗҫӗсене куҫарать. Чунне мӗн канӑҫсӑрлантарать? Ҫут ҫанталӑк илемне ҫӳп-ҫаппа варалани.

«Тури чӑвашсен музейӗ».

Ҫапла ятпа ҫӳреме пуҫланӑ 2011 ҫулта районти историпе таврапӗлӳ музейӗ. Сӑмах май, аваллӑх управҫи хӑй те истори пӗлтерӗшлӗ ҫуртра вырнаҫнӑ: ӑна 1905 ҫулта шкул валли хӑпартнӑ.

Музей астӑвӑм залӗпе уҫӑлать. Унпа паллашнӑ май Муркаш ҫыннисемшӗн савӑнатӑп: пур енӗпе те маттур вӗсем. Акӑ музей директорӗ Татьяна Ермолаева Орининти Ксения Григорьева ҫинчен каласа кӑтартрӗ. «Красное Сормово» колхоз доярки вӑрҫӑ ҫулӗсенче патшалӑха 12 пин тенкӗ тата 23 пӑт тырӑ панӑ. Ҫав нухратпа ҫар техники тума усӑ курнӑ. Сӑмах май, Ксения Григорьева — республикӑра вӑрҫӑччен Хисеп орденне тивӗҫнӗ пӗрремӗш хӗрарӑм.

Исетерккӗри Татьяна Николаева шӑпи те чуна пырса тивет. Сакӑр ывӑлне вӑрҫа ӑсатнӑ, тӑваттӑшне кӗтсе илеймен. Таврӑннисенчен те иккӗшӗ сурансене пула часах ҫӗре кӗнӗ. Паттӑр салтаксен амӑшӗсен сӑнарӗ пирӗн чӗрере упранӗ. Татьяна Николаевна ячӗпе тӑван ялӗнче Анне-палӑк ҫӗкленнӗ.

Этнографи залӗнчи чи «ватӑ» экспонат — чӑваш хӗрарӑмӗн XIX ӗмӗр вӗҫӗнче ҫӗленӗ кӗпи. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх — кӗпе ҫинчи тӗрӗсене илемшӗн, эрешшӗн кӑна вырнаҫтарман, вӗсем ача амӑшне усал вӑйсенчен сыхласа тӑнӑ. Сурпансем, масмаксем йӑх талисманӗсем шутланнӑ. Сурпан ҫинчи руна ҫырулӑхӗпе кӗвӗ калама та пулать-мӗн. Пӗр масмак ҫинчи тӗрре теприн ҫинче тупаймӑн. Унта — пӗр йӑх ҫинчен ҫеҫ «ҫырса» кӑтартнӑ. Ыттисен — хӑйсен шӑпи, хӑйсен тӗрри.

Тури чӑвашсен пурнӑҫне туллинрех уҫса пама вырӑнти халӑхӑн авалхи хатӗрӗсем, Петр Мазуркин алӑ ӑстин йывӑҫран касса кӑларнӑ кӗлеткисемпе савӑт-сапи, Чӑваш наци музейӗн «Чӑваш аваллӑхӗ» куҫса ҫӳрекен куравӗ пулӑшаҫҫӗ.

Сурӑм ҫӑлтӑрӗ.

Ҫапла калассӑм килет чӑвашсен пӗрремӗш «Шывармань» оперин авторӗ Федор Васильев пирки. Муркашсем хӑйсен ентешне манмаҫҫӗ. Унӑн музейӗ пилӗк ҫул каялла Вӑрманкассинчи пуҫламӑш шкул ҫуртӗнче уҫӑлнӑ. Ӑна хута яма 2010 ҫулта ЧР Президенчӗн грантне тивӗҫни пулӑшнӑ.

Палӑртса хӑвармалла: музей фондӗнчи 1290 экспонатӑн пысӑк пайӗ чӑвашсен паллӑ ӳнерҫи Николай Яковлев Панклире йӗркеленӗ историпе таврапӗлӳ музейӗнчен. Унти ҫурт кивелсе юрӑхсӑра тухнипе Вӑрманкассине куҫарма тивнӗ.

Музей ертӳҫине Надежда Яковлевӑна пӗр вӗсен ҫеҫ пур экспонат пирки каласа кӑтартма ыйтрӑмӑр. Ун пеккисем темиҫе те кунта: Федор Васильев композиторсӑр пуҫне Хурӑнкассинчи Юрий Скворцов ҫыравҫӑпа, Кивӗ Матекре кун ҫути курнӑ, Тюмень облаҫӗнче Социализм Ӗҫ Геройӗн ятне тивӗҫнӗ Поликарп Прокопьевпа, Вӑрманкасси шӑпчӑкӗпе Виталий Гордеев юрӑҫпа ҫыхӑннӑ документсем. Надежда Николаевна пире фашист пульлине те кӑтартрӗ. Тури Панклири Иван Гавриловӑн кӗлеткинче пулнӑ вӑл. Ҫапӑҫура йывӑр аманнӑскер госпитальте нумай выртнӑ, малалла сипленме ӑна тӑван килне янӑ. Шӑпах ҫӗрме пуҫланӑ суранран тухса ӳкнӗ те ҫакскер. Салтак ҫав-ҫавах ура ҫине тӑнӑ, фронта тепӗр хут тухса кайнӑ, анчах текех Панклие таврӑнайман. Хӗрӗ Елизавета Ивановна упраса хӑварнӑ та тӑшман пульлине. Халӗ вӑл та ҫук ӗнтӗ, анчах ашшӗне инкек кӑтартнӑ экспонат упранӗ. Кун пек инкек пирӗнпе урӑх нихӑҫан та ан пултӑрччӗ тесе аса илтерсе тӑрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех