Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑна сăмах пирĕн базăра пур.
хӑна (тĕпĕ: хӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем хӑна килнӗ ятпа кӑмӑллӑнах лайӑх кӑркка е вунӑ-вуникӗ чӗп пусаҫҫӗ, анчах апат-ҫимӗҫе пӗр иҫӗм ҫырли те ытлашши хумаҫҫӗ, ҫав хӑна хӑй ирӗкӗпе пӗр черкке эрех тултарса ӗҫсен — вӗсем шурса каяҫҫӗ.

Они с радушием заколют отличную индейку или дюжину цыплят к приезду гостя, но лишней изюминки в кушанье не положат, и побледнеют, как тот же гость самовольно вздумает сам налить себе в рюмку вина.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ытти хӑнасем Обломов патӗнче тӑтӑшах пулмаҫҫӗ, вӗсем паҫӑр килсе кайнӑ виҫӗ хӑна евӗр, минутлӑха ҫеҫ кӗрсе тухкалаҫҫӗ; вӗсемпе пуринпе те ҫыхӑну тытасси пӗтсех пырать.

Другие гости заходили нечасто, на минуту, как первые три гостя; с ними со всеми все более и более порывались живые связи.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анчах та хӑнасене йышӑнмалли пирен пӗр май ҫеҫ пур; хӑна пиртен мӗн ыйтать, эпир ӑна ҫавна памалла.

Но чтобы принять гостя, у нас имеется только один способ: отдать ему всё, что он хочет.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, Устя, ҫак тӗлӗнтермӗш хӑна кӗрлевне илтсе, вӑл мӗн хӑтланнине алӑкри ҫӑраҫҫи шӑтӑкӗнчен пӑхах тӑтӑм, халӗ акӑ, сцена ҫине тухма тумланнӑскер, гусар ҫине чаршава сире-сире пӑхатӑп, Филимон управляющи хам пата йӑпшӑнса пынине асӑрхамасӑр, хӑна ҫинчен куҫ сиктерместӗп.

А я, Устя, все время слушала, как гремел диковинный гость, и поглядывала сквозь замочную скважину в дверях, а теперь, уже одетая к представлению, гляжу на него из-за занавеса и не замечаю, как подкрался Филимон, управляющий.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Хӑна тума валли» тени вӑл пирӗн ӗҫ укҫи пулать (каярах эпӗ те сутма пуҫларӑм), чӑннипех те, эпир кашнинех хӑна тӑваттӑмӑр: «Тархасшӑн, туртса пӑхӑр»; анчах та пируса илекен леш айван ҫын уншӑн пире пӗр пус таранчченех тӳлесе тататчӗ.

«На угощенье» – это был наш чистый заработок (потом и я стал торговать), потому что мы действительно всех угощали: «Курите, пожалуйста»; но тот наивный покупатель, который принимал угощение, непременно платил за него чистоганом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗкренех эпӗ хам пата хӑнасем пуҫтарма юратмастӑмччӗ: халӗ манӑн кашни кун пӳрт тулли халӑх, кӑнтӑрла та каҫхине те вӗсем хӑна пулаҫҫӗ, картла выляҫҫӗ — манӑн шампански княжнан асамлӑ куҫ вӑйӗ илӗртнинчен те вӑйлӑрах иккен!

Я всегда ненавидел гостей у себя: теперь у меня каждый день полон дом, обедают, ужинают, играют, — и, увы, мое шампанское торжествует над силою магнетических ее глазок!

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Атӑр, килӗрех, ырӑ ҫыннӑмсем, пурте ыран каҫ ман пата хӑнана килӗр; турӑ панипе хӑна туса ярӑп тетӗп, — ҫапла каланӑ та тупӑкҫӑ, кровать ҫине кайса выртса, часах харлаттарма тытӑннӑ.

Милости просим, мои благодетели, завтра вечером у меня попировать; угощу, чем бог послал, с этим словом гробовщик отправился на кровать и вскоре захрапел.

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Господин Шульц, госпожа Шульц тата вӗсен вун ҫичӗ ҫулхи хӗрӗ Лотхен хӑнисемпе пӗрле ӗҫсе-ҫинӗ, ҫынсене хӑна тунӑ тата кухаркӑна пулӑшнӑ.

Господин и госпожа Шульц и дочка их, семнадцатилетняя Лотхен, обедая с гостями, все вместе угощали и помогали кухарке служить.

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Ахалех, тӑлӑх арӑм патӗнче паян хӑнасем пур, унӑн кулленех хӑна вӗт…

— Просто вечеринка у вдовы, как обыкновенно.

34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах лӑпах ҫав вӑхӑтра вӗсен чунӗсене пӗр кӗтмен хӑна йӑпшӑнса пырса кӗчӗ: вӑл хӑнана лайӑх мар тунӑшӑн ӳкӗнни, теҫҫӗ.

Но тут явилась незваная гостья, которую нельзя было прогнать: это была совесть.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

16. Вӑл ӑна каланӑ: пӗр ҫын каҫхи пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, йышлӑ хӑна чӗннӗ; 17. ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑчӗ ҫитсен, вӑл хӑйӗн чурине чӗнсе хӑнисем патне: «ӗнтӗ пурте хатӗр — пырӑр» тесе калама янӑ.

16. Он же сказал ему: один человек сделал большой ужин и звал многих, 17. и когда наступило время ужина, послал раба своего сказать званым: идите, ибо уже все готово.

Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Ҫав ҫулпах пӗр Самари ҫынни иртсе пынӑ, суранланнӑ ҫын тӗлне ҫитсессӗн, ӑна курсассӑн, вӑл ӑна хӗрхеннӗ; 34. вара ун патне пырса суранӗсене эрехпе ҫу сӗрсе ҫыхнӑ та ӑна хӑй ашакӗ ҫине лартса хӑна килне илсе ҫитернӗ; унта та тӑрӑшнӑ уншӑн; 35. тепӗр кунне, унтан кайнӑ чухне, вӑл хӑна килӗ хуҫине икӗ динари кӑларса панӑ та: «тӑрӑш-ха уншӑн; ку укҫаран ытла пӗтерсен, эпӗ каялла таврӑннӑ чухне сана тата тӳлӗп» тенӗ.

33. Самарянин же некто, проезжая, нашел на него и, увидев его, сжалился 34. и, подойдя, перевязал ему раны, возливая масло и вино; и, посадив его на своего осла, привез его в гостиницу и позаботился о нем; 35. а на другой день, отъезжая, вынул два динария, дал содержателю гостиницы и сказал ему: позаботься о нем; и если издержишь что более, я, когда возвращусь, отдам тебе.

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Килте — пӳрт тулли хӑна.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Упӑшкипе арӑмӗ тӑнӑ ҫӗре хӑна вырӑнӗ пушахчӗ ирхине.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑна хмлатса ларнӑ хушӑра Левен ӗҫ хатӗрӗ текен вырӑна «кӗреҫе» тесе ҫырса хурать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тек, тек… — кӑшт шутласа ларанҫи тӑвать хӑна.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗсем ҫавӑн пекех хаклӑ хӑна Китай экономикипе культури ҫинчен каласа панине те хаваспах итленӗ.

Куҫарса пулӑш

Китайри усламҫӑпа тӗл пулнӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%ba%d0 ... bb%d0%bda/

— Кӑшш! — юри кӑшкӑрать хӑна ачи.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Удинезепе» вӑйӑ ирттерес умӗн хӑна ҫурчӗн номерӗнче унӑн виллине тупнӑ.

Он был найден мёртвым в гостиничном номере перед игрой с «Удинезе».

Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

— Ҫук, ҫук, — кулса илчӗ хӑна.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех