Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑна сăмах пирĕн базăра пур.
хӑна (тĕпĕ: хӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алена ҫуртра хӑна ҫуртне уҫма палӑртать.

Алена планирует открыть в тереме гостиницу.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

«Манӑн мӗнпур ӗҫсен тӗп тӗллевӗ — яла ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратасси: вырӑнти пурнӑҫа хӑтлӑлатасси, ӗҫ вырӑнӗсем тӑвасси, туристсене илӗртесси. Заозерьери малашлӑха эп ҫапла куратӑп — пекарня (шушкӑсем пулмаллах, ма тесен Устинья Роскова тӗпрен илсен шушкӑ хатӗрлесе сутнипе палӑрнӑ), темиҫе кафе, хупах, хӑна ҫурчӗ» — хӑйӗн планӗсемпе паллаштарать Алена.

«Глобальная цель всех моих действий — возродить село: создать комфортное место для жизни и рабочие места, привлечь туристов. В идеальном варианте Заозерье будущего — это пекарня (обязательно баранки, так как Устинья Роскова — бараночница), несколько кафе, трактиры, несколько гостиниц», — делится Алена.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Кунта пабсем, ресторансем, каҫхи клубсем, лавккасем, ҫавӑн пекех Apex Hotels йышне кӗрекен икӗ пысӑк хӑна ҫурчӗ пур.

Здесь находится большое количество пабов, ресторанов, ночных клубов, магазинов, а также два больших отеля сети Apex Hotels.

Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82

Транзит рейсӗсем тӑвакан ют ҫӗршыври авиакомпани экипажӗсем валли ятарласа темиҫе теҫетке вырӑнлӑ хӑна ҫурчӗ тунӑ, унта кафетери те пур.

Специально для экипажей иностранных авиакомпаний, совершающих транзитные рейсы, предусмотрена гостиница на несколько десятков мест с кафетерием.

Туркменбаши (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%83%D ... %80%D1%82)

Чи малтанах 1600 м ҫӳллӗшӗнче поселок никӗсленӗ, кайран вара аталану ҫӳлелле кармашма пуҫланӑ, ҫапла май 1800, 1950 тата 2000 м ҫӳллӗшӗнче мӗнпур инфраструктурӑна вырнаҫтарса тепӗр виҫӗ хӑна комплексӗ йӗркеленӗ.

Первоначально был построен посёлок на высоте 1600 м, затем развитие пошло выше и появились ещё три гостиничных комплекса с соответствующей инфраструктурой на высоте 1800, 1950 и 2000 м.

Лез-Арк // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%80%D0%BA

Тарават кил хуҫисем те парӑмра юлмарӗҫ, вырӑнти артистсене сӗтел хушшине лартса хӑна турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/c%d0%b8%d1 ... %87%d0%b5/

— Итле-ха, Сӑпани, — терӗ вӑл сиввӗн, — эпӗ халь хӑна мар сан патӑнта, выҫӑ та мар эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑна килнӗ ятпа пурсӑра та чӗнетӗп — иртӗр шалалла.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑна илсе килетӗн иккен-ха.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шеллеместӗн пулсан, тултарса пар, — умӗнчи стаканне Кулюкка патнелле шутарчӗ хӑна.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ытла улшӑнса кайнӑ эсӗ, Кулине, — кӳреннӗ пек пулчӗ кӗтмен хӑна.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паллах ӗнтӗ, темле ют ҫӗршывран килнӗ хӑна мар та, хӑйпе пӗрле тӑлмач ертсе ҫӳреймен…

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тавах сана хӑна тунӑшӑн, Кулине.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тахҫан илсе хуни пурччӗ, хӑна килессе пӗлнӗ пекех сыхланнӑ-ха, ачамккай.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ваше сиятельство, пирӗн йӑлапа, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса иртнӗшӗн савӑнса, сире хам патӑмра хӑна тумаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хусана ҫитсен, вӗсем чаплӑ хӑна ҫуртне вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑна ҫуртне пырсан, пирӗнпе кӳршӗллӗ пӳлӗме йышӑнма тӑрӑш.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑна калаҫу пуҫарнине ӑҫта курнӑ эсӗ?

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь сире кӑштах хӑна тӑвам-ха.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫеҫ ҫамрӑксем мӗнле кӑмӑллине асӑрхайманнипе: — Куртӑр-и, эпӗ сирӗн пата мӗн таран хаклӑ хӑна илсе килтӗм! — терӗ шӑплӑха сирсе.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех