Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Саккӑрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Пӗрремӗш пай. Ача чухнехи

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.08.25 22:52

Пуплевӗш: 79; Сӑмах: 753

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Петька Сковородников

Даша инке мана: «Калаҫма пуҫланӑранпа эсӗ нумай улшӑнтӑн», — тет. Эпӗ ӑна хам та сисетӗп. Иртнӗ ҫу эпӗ хамӑн юлташӑмсенчен ютшӑнакан пултӑм, ҫынран хам катӑк пулни мана пӗтӗмпех ҫыхса лартрӗ. Эпӗ тӗксӗмленсе, хуйхӑрса, никампа хутшӑнмасӑр ҫӳреме тытӑнтӑм. Халӗ ӗнтӗ кусене ӗненме питӗ хӗн.

Икӗ-виҫӗ уйӑхран эпӗ хамӑн тантӑшӑмсене хӑваласа ҫитрӗм. Вуникӗ ҫулхи Петька Сковородников манпа туслашса кайрӗ. Вӑл хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, ҫӳлӗскер, кирек мӗне те ҫине тӑрса тума пултаракан ача.

Кӗнеке таврашӗ те эпӗ хамӑн пурнӑҫра чи малтанхи хут Петька аллинче куртӑм. Кӗнеке ячӗсем ҫаплаччӗ: «Ӗлӗкхи вӑрҫӑри сунарҫӑсен пултарулӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем», «Юрий Милославский», тепри — «Ҫыру ҫырма вӗренмелли кӗнеке» ятлӑччӗ. Юлашки кӗнекин хуплашки ҫине хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ, аллине хур шӑмми тытнӑ мӑйӑхлӑ йӗкӗт сӑнне ӳкернӗччӗ, унтан кӑшт ҫӳлерех, сенкер ҫаврашкара хӗр сӑнӗ пурччӗ.

Ҫак кӗнекене вуланӑ чух юлташлантӑмӑр та ӗнте эпир. Ҫавӑнти «Юратнӑ юлташӑм», «Ырӑ кӑмӑллӑ А. государь» тенӗ сӑмахсенче темскер пытанса тӑнӑ пек туйӑнатчӗ пирӗншӗн. Мана инҫетри ҫулсене ҫӳрекен штурман ҫырӑвӗ аса килчӗ, эпӗ ҫав ҫырӑва юлташа пӗрремӗш хут пӑхмасӑр каласа патӑм.

Эпир Собор садӗнче лартӑмӑр; ҫырман тепӗр енчен пирӗн пӳрт, килкарти курӑнать, вӗсем кунтан ҫав тери пӗчӗкҫӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Акӑ Даша инке крыльца ҫине тухрӗ, пулӑ тасатма ларчӗ. Кӗмӗл пек пулӑ хупписем йӑлтӑртата-йӑлтӑртата ун ури ҫине вӗҫе-вӗҫе ӳкнине те курнӑ пек пултӑм эпӗ. Акӑ Карлуша, хулари ухмах, пӗр-вӗҫӗмрен питне пӗрсе е кулса ҫӳрекенскер, леш енчи ҫыран хӗррипе утса иртрӗ, пирӗн хапха умне чарӑнчӗ» Даша инкепе калаҫма пуҫларӗ пулас.

Эпӗ ҫырӑва вуланӑ чух пӗр-вӗҫӗмрен вӗсем ҫине пӑхрӑм. Петька ним хускалмасӑр итлесе ларчӗ.

— Интересно, — терӗ вӑл. — Эпӗ те пӗлеттӗмччӗ ӑна, анчах маннӑ. Малалла мӗнле?

— Пӗтрӗ.

— Интересно, ҫав карапа мӗн пулнӑ-ши? Ун патне пулӑшу та ҫитме пултарнӑ вӗт. Эсӗ Ник Картера вуланӑ-и?

— Вуламан.

— Унта та ҫакӑн пекех пулнӑ. Пӗр миллионера шыв тултарнӑ вырӑна пӑрахнӑ. Вӑл ҫакна сиснӗ те крана хупса лартнӑ. Садовник хайхи йывӑҫсене шӑварма тытӑнать те «мӗншӗн шыв килмест-ха» тесе шухӑшлать. Хайхи лешин чунӗ тухса каяс патне ҫитсен, пулӑшу килет. Вилетчӗ вӑл унта. Пӑхмасӑр калама лайӑх пӗлетӗн эсӗ. Нумай вӗрентӗн-и?

— Пӗлместӗп.

— Эпӗ халӗ сана кирек мӗн вуласа парас-тӑк, ҫавна пӑхмасӑр калаятӑн-и?

Вӑл вулама тытӑнчӗ:

Ответ. Ҫын тепӗр ҫынпа килӗшменнине пӗлтерет.

Ырӑ кӑмӑллӑ С. Н. государь.

Эсир ҫырса кӑтартнӑ туйӑмсене эпӗ ҫав тери кӑмӑллатӑп, анчах та эпӗ вӗсене йышӑнма пултараймастӑп, мӗншӗн йышӑнманнине сире ҫырса пӗлтерме те кирлӗ мар, мӗншӗн тесен вӑл сӑлтав сире пырса тӗкӗнмест.

Салам йышӑнӑр тата ыт. те.

Асӑрхаттарни. Пӗр-пӗрне килӗштерменнине пӗлтерекен ҫырусене питӗ ансат, яланах калакан фразӑсемпе сырмалла. Унта урӑх тӗллевсем (сума сӑватӑп тенинчен пуҫне) пачах пулмалла мар.

Эпӗ ҫак ҫырӑва малтанхи сӑмахӗнчен пуҫласа мӗн вӗҫне ҫитичченех, асӑрхаттарнине те, пӑхмасӑр каласа патӑм. Петька ӗненмесӗр сӑмсине шӑнкӑртса илчӗ.

— Вӑйлӑ! — терӗ вӑл. — Ак кӑна тата?

Вӑл пӗр чарӑнмасӑр, сывлӑш ҫавӑрмасӑр-тумасӑр ҫакна вуласа тухрӗ:

Каччӑ патне е хӗр патне ҫырнӑ ҫыру.

Ют ҫын сӑмахӗсемпе пуҫлатӑп: «Иртнине эпӗ веҫех манса кайӑттӑм, анчах та иртнине манӑҫа хӑварасси ҫав тери шел-ҫке: унта манӑн мӗлтлетсе иртнӗ телейӗм те, хуйхӑм-суйхӑм та пур». Пӗлетӗн-и, эпӗ сана мӗншӗн ҫав тери юратнине шыраса тупрӑм (мӗншӗнне кӑтартмалла). Маншӑн санран хакли, санран кӑмӑлли урӑх никам та, нимӗн те ҫук. Эп сана ҫав тери кӑмӑллатӑп, (мӗнле иккенне кӑтарт) пекех, кӑмӑллатӑп. Эпӗ санӑн чи малтанхи куҫҫуль тумламӗсене, чи малтанхи хут хамӑн алла чуптунӑ чух юлнӑ куҫҫуль тумламӗсене аса илтӗм. Акӑ эпӗ халӗ икӗ кун хушши сана курмасӑр пурнатӑп (мӗнле пурӑннине: хаваслӑ-и, кичем-и е ҫемьери хыпарсене ҫырса кӑтартмалла).

Сывӑ пул, чуптӑватӑп.

Эпӗ, кӑшт кӑна такӑнса, ку ҫырӑва та каласа патӑм.

— Вӑйлӑ! — тӗлӗнсе кайрӗ Петька. — Тӗлӗнмелле ӑс-тӑн санӑн!

Анчах та пирӗн кун пек савӑнӑҫлӑ вӑхӑтсем сайра пӗрре кӑна пулчӗҫ. Петька яланах пушӑ марччӗ: вӑл «китаецсен пирусне сутатчӗ» — ҫапла калатчӗҫ пирӗн хулара ҫак йывӑр ӗҫе. Покровск слободинче пурнакан китаецсем килтех пирус тӑватчӗҫ, ҫав пируссене сутма вара ачасене тара тытатчӗҫ. Халӗ те-ха Ли хушаматлӑ, хура-сарӑ сӑнлӑ, пӗчӗкҫӗ кӑна пӳ-силлӗ, пӗркеленчӗк питлӗ, ырӑ кӑмӑллӑ китаец манӑн куҫ умӗнчен каймасть. «Хӑна тума валли» Ли ытти сутӑҫсенчен ытларах парать, тетчӗҫ. «Хӑна тума валли» тени вӑл пирӗн ӗҫ укҫи пулать (каярах эпӗ те сутма пуҫларӑм), чӑннипех те, эпир кашнинех хӑна тӑваттӑмӑр: «Тархасшӑн, туртса пӑхӑр»; анчах та пируса илекен леш айван ҫын уншӑн пире пӗр пус таранчченех тӳлесе тататчӗ. Ку укҫа вара пирӗн кӗсьене кӗрсе ӳкетчӗ. Пируссем — «Катык», «Александр III» ятлӑччӗ. Кашни коробкинчех икҫӗр аллӑ пирусчӗ. Эпир вӗсене вокзалта, поездсем ҫинче, бульварта сутаттӑмӑр.

1917-мӗш ҫулхи кӗркунне ҫывхарсах килет, анчах та хамшӑн, пӗтӗм ҫӗршывшӑн, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗшӗн ҫав вӑхӑт мӗне пӗлтернине эпӗ туйса, сиссе е кӑшт та пулин ӑнланса тӑнӑ тесе ӗнентерме тӑрӑшсан, сире улталанӑ пулӑттӑм… Нимӗн те калайман эпӗ, нимӗн те ӑнланайман. Эпӗ ҫуркунне хам нимӗне пӗлмесӗр пӑлханнине те манса кайрӑм. Эпӗ кун ирттӗр те ҫӗр ирттӗр тенӗ пек кӑна пурӑнтӑм, пирус сутрӑм, сарӑ, симӗс, сара раксем тытрӑм, — сенкер раксем пурпӗрех пӗрре те лекмерӗҫ.

Анчах кӗҫех манӑн хам ирӗкпе пурнасси пӗтсе ларчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех