Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах пӑхатӑн, ирхи вӑхӑт иртрӗ, кун каҫ еннелле сулӑнать, унпа пӗрлех Обломовӑн хавшанӑ вӑйӗ те канма туртӑнать; ҫӗкленнӗ кӑмӑлӗ лӑпланать, пуҫӗнчи шухӑшӗсем сирӗлеҫҫӗ, юнӗ те майӗпен тапма пуҫлать, Обломов лӑпкӑн, шухӑша кайса, ҫурӑмӗ ҫине ҫаврӑнса выртать те чӳрече ҫине, пӗлӗт ҫине хурлӑхлӑн пӑхма пуҫлать, такамӑн тӑватӑ хутлӑ ҫурчӗ хыҫне мӑнаҫлӑн анакан хӗвеле хурлӑхлӑн пӑхса ӑсатать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов такамӑн хатӗр шухӑшӗсене илсе пурнӑҫлакан вак-тӗвек ҫын мар; кирлӗ шухӑшсене вӑл хӑй тупать, вӗсене хаех пурнӑҫлать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пуҫ пӑтавкка пек пулса кайрӗ, хӑлха шавлать, лӗпкере, самантлӑха та чарӑнмасӑр, тӳрккес ырату нӑйкӑшать, — калӑн, ӑна такамӑн ҫемҫе те питӗ вӑйлӑ алли хирсе хӗстерет.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Женя такамӑн тӗлӗннӗ куҫӗпе тӗл пулчӗ, унтан учительница енне ҫаврӑнчӗ.Женя поймала на себе чей-то восхищенный взгляд, затем уставилась на учительницу.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ашшӗ сулӑнса кайрӗ, анчах ӑна ӳкме памарӗҫ, такамӑн алли сюртукӑн пурҫӑн аркинчен хытӑ тытрӗ те малалла утрӗ.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Уйӑх ҫуттинче хӗрачан куҫшуррисем, юр пӗрчисем пек йӑлтӑртатнӑ, ватӑ абрикос йывӑҫҫи айӗнче тӑракан каткари шыв ҫинче унӑн ҫутти кӗмӗл пек сиккелесе такамӑн шыв ҫинче ишсе ҫӳрекен вылямалли киммине ҫутатнӑ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кӳршӗри пӳлӗм алӑкӗ уҫахчӗ, пӗтӗмпех тасаччӗ унта, ҫутӑрах сӑрӑпа та тӗттӗмрех сарӑпа килтерсе тунӑ стенасемпе сӗтел-пукансене асӑрхарӑм: диван умӗнче ҫавра сӗтел пур, диван тӗлӗнче такамӑн пысӑк портречӗ, ҫутӑрах сӑрӑ та яка рамка ашӗнче.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Уҫнӑ алӑксен ҫумӗпе такамӑн ҫӳлӗ пӗвӗ иртни курӑнчӗ, шлепкине хыврӗ, патакне хучӗ, турине кӑларса, куҫкӗски умӗнче кӑвакарнӑ мӑйӑхне турарӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Саня каланине итлетӗп те, хамӑрӑн ҫурма манӑҫнӑ ҫамрӑк ӗмӗр кинори пек умма тухса тӑрать, такамӑн сасси хӑй ҫинчен каласа панӑ пек янрать, экран ҫинче пӗлӗт юхать, йӑлӑмри анлӑ улӑх тӑрӑх тӗтреллӗ ҫырма йӑрӑмӗ ҫуталса выртать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӑнтӑркка пӗлӗтсен хушшинчен хӗвел те тухрӗ акӑ — ку вӑл ыра ҫанталӑка систерет, — эпӗ вара такамӑн куҫне эмел ярса тӑракан тухтӑра тапранма вӑхӑт ҫитни ҫинчен пӗлтертӗм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Такамӑн алли мана хулпуҫҫирен хыттӑн ярса тытрӗ.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Мӗскер тӑватӑр эсир кунта? — илтрӗм эпӗ такамӑн сассине.— Что здесь у вас происходит? — слышу я чей-то жесткий голос.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Такамӑн мӗлки, сукмак тӑрӑх шӑвӑнса, ман ура вӗҫнех ҫитрӗ.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Такамӑн алли мана чарса тӑчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Кирлӗ мар, ҫиленӗ тата, — илтрӗм эпӗ такамӑн сассине.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Плита тӗлӗнче, ҫӳлте, чейник ҫакӑнса тӑрать, унӑн мӗлки ҫине пӑхсан, вӑл пӗрре те чейник пӗк мар, такамӑн ҫав тери пысӑк сӑмси пек туйӑнать.Чайник висит над плитой, а на тени — это не чайник, а чей-то огромный перевернутый нос.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӗтӗмпе хуралса ларнӑ хура тенкелсене стена тӑрӑх лартнӑ, лӗр кӗтессинче — турӑш, тӗтӗмпе тӗксӗмленнӗ турӑш хӑми ҫинчен аран-аран кӑна такамӑн сӑнне курма пулать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах ҫав вӑхӑтрах кӑмака ҫинчен, кӑмӑлсӑр мӑкӑртатакан карчӑкӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнчен, такамӑн печӗкҫеҫ урисем курӑнчӗҫ.Но из глубины запечья, из-за спины ворчливой бабки уже показались чьи-то маленькие босые ноги.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем ман ҫине пӑхса кӑмӑллӑн йӑл кулаҫҫӗ, эпӗ вӗсем ҫине пӑхса кулатӑп, мана такам темскер пӑшӑлтатса калать, камне — пӗлместӗп, эпӗ такамӑн аллине чӑмӑртатӑп, вӑл кам алли пулнине пӗлместӗп…Они улыбаются тебе, ты им, кто-то что-то шепчет тебе, ты жмешь кому-то руку, не зная кому…
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫук, куна йытӑ ыйтмарӗ, ку такамӑн, урӑххин сасси.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953