Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак хура тӑпра ҫине такамӑн ӑслӑ алли е кашни вырӑна пилӗкшер икел, е вӗренен яп-яка та ветӗ вӑррисене, е тулӑ пӗрчисене ретӗн-ретӗн тӑрӑшсах хурса тухнӑ, кунта — сарӑхнӑ ҫулҫӑсем, улӑм пӗрчисем, ҫеҫкесем — инҫерен пӑхсан ҫакӑ пӗчӗк вӑрмӑн тӑрӑхӗ евӗрлӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тен, сана хӑвӑн пӗтӗм проспектсемпе, бульварсемпе, садсемпе тата ҫеҫенхирӳсемпе пӗрле такамӑн курӑнман алли ярса тытнӑ та таҫта Архангельск ҫывӑхне илсе кайса лартнӑ; сан ҫине ҫакӑ ҫӑмламас шурӑ кӗрӗке ҫакса янӑ та ҫапла каланӑ: «Кӑнтӑр хӗвелӗ айӗнче хӗрӗннипе ҫитӗ, ешӗл симӗслӗхре ачашланса лартӑн — чыса та пӗлме вӑхӑт!»
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫуртсене икӗ рете тӳп-тӳрӗ лартса тухнӑ: пӗр ҫатан та, пӗр хапха та, пӗр мӗнле пулин калитке те пулсан мала тухса тӑмасть, тӳрем рете пӑсмасть, такамӑн алли тӑрӑшсах ҫеҫенхир тӑрӑх икӗ ҫип туртса хунӑ та, вара ҫав ҫипсем тӑрӑх хуралтсене тунӑ, тата майӗпенех хутор ӳссе ларнӑ пек туйӑнать.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӑна такамӑн курӑнман алли ҫӗклесе Кондратьев патне тӑратрӗ тейӗн.Точно чья-то невидимая рука сняла его и поставила перед Кондратьевым.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак илемлӗ ҫӑкасем таҫта ращара ӳссе вӑй илнӗ курӑнать, вара вӗсене такамӑн ӑслӑ та хӑюллӑ алли кунта куҫарса лартнӑ…
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗвел айӗнче, пит ҫывӑх, пӗрре шап-шурӑ пӗлӗтсем пӑр пек, тепре кӗрен-кӑвак пӗлӗтсем мрамӑр пек капланса тухаҫҫӗ; вӗсем, пӗр-пӗрин ҫине чупа-чупа пырса сулланаҫҫӗ, ҫӗкленеҫҫӗ, тӗкленсе шыҫаҫҫӗ, — вӗсене такамӑн курӑнман алли ярӑнтарнӑ пек тата вӗсенчен чи илемлӗ япаласем тунӑ пек: е пӗр вырӑнта тӑракан хумсем пулаҫҫӗ те вӗсем тӑрӑх шурӑ юланутҫӑ шурӑ лаша ҫинче сиккипе чуптарса пырать, — акӑ вӑл малалла пӗкӗнет, ӳкет те сапаланса каять; е темӗн пысӑкӑш икӗ упа кайри урисем ҫине тараҫҫӗ те, пӗр-пӗринпе ыталашса ӳкеҫҫӗ; е ҫав тери ҫӳллӗ башня ҫӗкленет те унӑн шӗвӗр вӗҫӗнче хӗвел шевли вылять; е утӑ капанӗсем сиксе тухаҫҫӗ те, шурӑскерсем, тӗклӗскерсем, ҫунат ҫумӗпе хӑвӑрт чупса иртеҫҫӗ; е сӑрт ҫине бурка тӑхӑннӑ, пуҫне ҫӑмламас та сулланса тӑракан ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫын тухса тӑрать те инҫетелле пӑхать; е юмахри пек илемлӗ кӗпер, вӑрӑм та хӑватлӑ ҫурӑмне авса, пӗр пӗлӗтрен тепӗр пӗлӗте тӑсӑлса выртать те ҫаплах ҫирӗпленсе ларать…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл ытла шухӑша кайса выртнипе, туратсем сирӗлсе, такамӑн вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫӗ чӳречерен кӗнине те сисмерӗ.Он так размечтался, что не заметил, как раздвинулись ветки и чья-то чубастая голова полезла в окно.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Кун пек кулӑшла япалашӑн, куратӑп эпӗ, такамӑн макӑрмалла пулать.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Такамӑн усал ирӗкне пула тенӗ пекех, пурте хӑйне хирӗҫ тӑнӑн туйӑннӑ: е юпах тихине кашкӑр туртса ҫурнӑ, е тыррине пӑр ҫапнӑ, е ӗни лачакана путса вилнӗ, е ним юлми ҫунса кайнӑ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кӑнтӑрлапа дворник пыратчӗ те кил хушшине шӑлса тасататчӗ, тӗксене пуҫтарса каятчӗ, вара кунта такамӑн пурнӑҫӗ сӳнни ҫинчен никам та пӗлместчӗ.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
Сасартӑк алӑк хыҫӗнчен такамӑн ура сасси илтӗнчӗ:
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Ромашов ҫак йӑс-пас хушшинче сасартӑк хӑй таврашӗнче, ҫывӑхрах, такамӑн кӑшкӑракан чалӑш ҫӑварлӑ питне курах кайрӗ, ҫавна вӑл, ҫилӗпе ытла пӑсӑлнӑран, ирсӗрленнӗрен, ҫийӗнчех палласа та илеймерӗ.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах сасартӑк шари ҫураслах янӑраса кайрӗ такамӑн ҫивӗч, сӗмсӗр, урмӑшнӑ сасси:Но вдруг раздался чей-то пронзительный, неестественно-наглый крик:
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ку тӗлӗшпе ӑна час та часах тахҫан-тахҫанах илтнӗ е вуланӑ такамӑн кулӑшла сӑмахӗсем аса киле-киле тӑчӗҫ: этем ӗмӗрӗ темӗнле «люстрӑсене» пайланать иккен — кашни люстринчех ҫичшер ҫул, — ҫав пӗр люстра хушшинче этемӗн юнӗпе ӳт-пӳ тытӑмӗ те, шухӑшӗсемпе туйӑмӗсем те, кӑмӑл-хавалӗ те йӑлтах улӑшӑнать-мӗн.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӑйсен ротин палаткисем хыҫӗсемпе, офицерсен линийӗпе иртсе пынӑ чух такамӑн хытах мар, анчах ҫилӗллӗн тарӑхса кӑшкӑракан сасси илтӗнсе кайрӗ ӑна.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пуҫ калама ҫук вӑйлӑ шыҫса, кӳпчесе кайнӑ пек, унта вара Ромашова тӳсмелле мар хыттӑн ыраттарса, такамӑн йӑнма пӗлми, ним хӗрхенӳсӗр сасси кӑшкӑрашать:
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов илтех кайрӗ — такамӑн сӳрӗк те йӗпленчӗкле сасси чӗнет:Ромашов услышал, как чей-то равнодушно-задирающий голос окликнул:
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унтан Шульгович сасартӑк шӑпланчӗ; такамӑн чӗтӗрекен, йӑлӑнса тархаслакан сасси илтӗнчӗ, вара сасартӑк Ромашов, самантлӑх пауза хыҫҫӑн, хӑратса-хытарса яракан мӑнкӑмӑллӑхпа, тарӑхупа та йӗрӗнчӗклӗхпе каланӑ сӑмахсене, юлашки сӗм таранчченех, яр-уҫҫӑн, ҫав тери уҫҫӑн илтсе юлчӗ:
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫурӑмӗ, аллисемпе урисем, ҫара ҫанӗ тӑрӑх унан, тум айӗнче, такамӑн сивӗ-сивӗ пӳрнисем чупкалаҫҫӗ пек, пуҫӗ ҫинче ҫӳҫ пӗрчисем йӑшӑлтатаҫҫӗ, куҫӗсене савӑнӑҫ куҫҫулӗ каскалантарать.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫаплах чаркаланса пусса, Егорушка сӗтел патне иртрӗ те сак ҫине такамӑн пуҫӗ ҫумне ларчӗ.Расставя широко ноги, Егорушка подошел к столу и сел на скамью около чьей-то головы.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.