Шырав
Шырав ĕçĕ:
Такамӑн вӑрӑм урисем курӑк ӑшӗнчен курӑнса кайрӗҫ.Чьи-то длинные, вытянутые ноги мелькнули над травой, и — шлёп!
Хӑрушӑ каҫ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Такамӑн алли тулла айккинелле сирчӗ те пытанчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Сасартӑк урам леш енче алӑк шалтӑрт! уҫӑлчӗ те пӑшал кӗпҫи курӑнчӗ, унтан — такамӑн тӑрмаланчӑк пуҫӗ.Вдруг из-за калитки дома напротив показался ствол ружья, а за ним — чья-то растрёпанная голова.
Хӑрушсӑрлӑх вӗрентӗвӗ // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 6 с.
Кантӑк витӗр такамӑн салху сӑнне чуптума хушрӗҫ мана карчӑксем.Старушки велели мне поцеловать сквозь стекло чьё-то печальное лицо.
Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.
Саркайӑксем ҫеҫ унти шӑплӑха хускатаҫҫӗ, унтан тата куккуксем такамӑн пурӑнса ҫитермен ҫулӗсене ӑмӑртса шутлаҫҫӗ.Только иволги нарушают тишину да кукушки наперебой отсчитывают кому-то непрожитые года.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Такамӑн плащ-палаткипе витӗнсе ачасем те выртрӗҫ.
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Ҫав вӑхӑтра такамӑн хулӑн сасси: — Мӗн унта, Симаков? — тесе ыйтрӗ.
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Унтан вӑл алӑран алла куҫнӑ, ҫӳлерех те ҫӳлерех кайса пынӑҫемӗн такамӑн аллисене тата пичӗсене ҫуланӑ, юлашкинчен вара галеркӑна пырса лекнӗ…
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Тетка карлӑк урлӑ, унтан такамӑн хулпуҫҫийӗ урлӑ сикнӗ те, ложӑна пырса тухнӑ; тепӗр ярусне ҫитме ҫӳллӗ стена урлӑ каҫса каймалла; Тетка сикнӗ, анчах ҫитеймен те, стена тӑрӑх каялла шуса аннӑ.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Пулеметсемпе пенӗ пуля ҫумӑрӗ тӑкӑнса иртекен вырӑнсенче, такамӑн курӑнман алли окопсен хӗррипе ирӗлекен сӑрӑ кӑвак йӗр туртнӑ; майлах, ҫӳхе тусан ярӑмӗ ҫӗкленет.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Кунта… такамӑн аслӑрах-ха чирӗ!.. — хальхинче шӑл витӗр сӑрӑхтарса мӑкӑртатрӗ те казак Аксиньйӑна сасартӑк ҫӑмӑллӑн ҫӳлелле ҫӗклерӗ.— Это… чья болезня старше!.. — уже сквозь зубы бормотнул казак и вдруг легко приподнял Аксинью.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан пӗр вӑхӑт пеме чарӑнчӗҫ те, Аксиньйӑшӑн чуна эпеклесе ачашлакан ҫывӑх сасӑсен тӗнчи уҫӑлчӗ: каврӑҫсен аял енчен ҫӳхе шурӑ мамӑк витсе илнӗ ешӗл ҫулҫисемпе шӑратса кӑларнӑ пек эреш чӗнтӗрлӗ юман ҫулҫисем чӗтренчӗклӗн вӗлтӗртетсе чӑштӑртатрӗҫ; ҫамрӑк ӑвӑссен ҫӑра чӑтлӑхӗнчен вӗҫӗ-хӗррисӗр кашланӑ сасӑсем юхса тӑчӗҫ; инҫетре-инҫетре, уҫӑмсӑр та салху сасӑпа, куккук такамӑн пурӑнса ҫитермен ҫулӗсене шутларӗ; кӳлленчӗк ҫийӗн вӗҫсе иртнӗ мӑйракаллӑ текерлӗк хистевлӗн: «Чӗрӗ-и? чӗрӗ-и?» — тесе ыйтрӗ; Аксиньйӑран пӗр-икӗ утӑмра сӑрӑ кӑвак тӗслӗ темле пӗчӗк кайӑк, пуҫне каҫӑрта-каҫӑрта, куҫне евӗклӗн хӗстеркелесе, ҫул лупашкинчен шыв ӗҫрӗ; ҫемҫе мамӑклӑ, тӗссӗр сарӑ тӗкӗлтурасем нӑрлатса вӗҫрӗҫ; улӑх чечекӗсен ҫеҫкисем ҫинче хӑмӑртарах сарӑ вӑрман пыл хурчӗсем чӳхенсе ларчӗҫ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вершинин кино курса ларнӑ чухне такамӑн хулӑн сасси, фильм шавӗпе музыкине хупласа, тӗттӗмре илтӗнсе кайрӗ:
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫавӑнпа ҫеҫ вӑл (ку кунсенче ӑна поэзи — такамӑн юрласа шӑранакан чун ыратӑвӗ — тытса илчӗ) салхуллӑ сӑвӑ строфипе ҫӑмӑлттайла курнӑҫланса илме хӑйрӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кайсан-кайсан йӗр ҫӗтме пуҫларӗ, кӗрт ӑшӗнче кустӑрмасем малалла каяймасӑр пӗр вырӑнта шӑхӑрса ҫаврӑнаҫҫӗ, вӗҫекен пӑр татӑкӗсем машина ҫуначӗсене лексе чӑнкӑртатать, машина хыҫне такамӑн вӑйлӑ аллисем енчен енне ывӑтнӑн туйӑнать.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ӗнер дивизи штабӗнче эсир, такамӑн сӑтӑрла сӑмахӗсене итлесе, хӑвӑр халлӗн вакунсенчен пӑрахса кайни ҫинчен пӗлнӗ те, паян пире сирӗн халех Дно станцине таврӑнмалли ҫинчен килсе калама хушса ячӗҫ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хыҫалта тӑртанса кайнӑ Петро ӳсӗркелет, таҫта халӑх ӑшӗнче Дуняша куҫӗсем, такамӑн, палланӑскерӗн, пичӗсем тата палламаннисем мӗлтлетеҫҫӗ; урмӑш сасӑллӑ хор юрланипе дьякон вӑрӑммӑн тӑсса мемлени хӑлхана килсе ҫапӑнать.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— «Ку эпӗ, санӑн арӑму!» тесе калать ӑна такамӑн сасси.
V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кун ҫути ҫиҫсе илет, хӗвел тухать, вӑл курӑнмасть; тусем хушшинче пурӑнакан ҫынсем сайра-хутра ҫеҫ такамӑн вӑрӑм мӗлки вӗлтлетсе иртнине асӑрхаҫҫӗ, анчах тӳпе янкӑр тӑрӑ, пӗр пӗлӗт татки те шуса иртмест ун ҫийӗпе.
XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ун умӗнчи пӗлӗт ӑшӗнче такамӑн тӗлӗнмелле сӑн-пичӗ ҫутӑлса тӑрать.
X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.