Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 22

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.24 21:03

Пуплевӗш: 81; Сӑмах: 1013

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Вершинин кино курса ларнӑ чухне такамӑн хулӑн сасси, фильм шавӗпе музыкине хупласа, тӗттӗмре илтӗнсе кайрӗ:

— Вершинин юлташа телефон патне чӗнеҫҫӗ! Куракансем ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗҫ, залра: «Вершинин! Кам кунта Вершинин? Телефон патне!» — тесе темиҫе хут чӗнчӗҫ.

Вӑл ура ҫине сиксе тӑчӗ те, ҫын ури ҫине таптас мар тесе, халӑха кансӗрленӗшӗн именсе, тӑвӑр та ансӑр рет хушшинчен васкавлӑн тухма пуҫларӗ.

— Ну ӗҫ те! Кино курма та памаҫҫӗ ҫынна! — терӗ такам хӗрхенсе.

Вершинин директор кабинетне кӗчӗ, сӗтел ҫинче выртакан трубкӑна илчӗ, хӑйӗн ятне каларӗ те ҫавӑнтах Коробинӑн кӑмӑлсӑр сассине илтрӗ:

— Тӗлӗнетӗп эпӗ сиртен, Егор Владимирович! Мӗнле кайма пултартӑр-ха эсир паян кинона?

— Мӗн пулнӑ вара?

— Эсир тата ыйтса таратӑр пулать? — Коробин сассинче чӑннипех тулашни сисӗнчӗ. — Обкомӑн пӗрремӗш секретарӗ пирӗн районта вӗт! Эсир таҫта мурта ҫӳретӗр.

— Мӗн тумалаччӗ вара манӑн? Кабинетра алла усса лармалаччӗ-и? Вӑхӑт ҫитсен пурте саланчӗҫ, эсир те ҫукчӗ…

— Ҫитет тӳрре тухма, халех райкома килӗр! Кун пек вӑхӑтра районти ответлӑ работникшӗн кино питӗ майлӑ вырӑнах мар, ҫавна ӑнланса илме ытла та ҫамрӑк пулас-ха эсир. Тата хӑвӑрӑн плана илсе килме ан манӑр, тен, кирлӗ пулӗ.

«Мӗн иртенех вашакланать-ши — ӑнланмастӑп! — шухӑшларӗ Вершинин кинотеатртан тухнӑ май. Вӑл ҫумӑр пӗрӗхкелекен сӗмлӗхелле утрӗ. — Аслӑ ҫын темелле, анчах никама кирлӗ мар шӑв-шав пуҫарать. Облаҫри пуҫлӑхсенчен кам та пулин килсен, пурне те ахалех турткалама тӑрӑшасси мӗнле йӑла-ха вӑл?»

Райком бюровӗ Вершинина Приреченски МТС зонинчи секретарь ӗҫӗнчен хӑтарнӑ хыҫҫӑн вӗсем юлашки кунчченех Сергей Яковлевичпа туслӑ килӗштерсе ӗҫленӗ, нихҫан нимӗн ҫинчен те тавлашман. Вершинин Коробина хисепленӗ, унӑн опычӗпе ӗҫченлӗхне хакланӑ, вӑл калакан кашни сӑмахра ҫирӗп ӗненӳлӗх палӑрнипе савӑннӑ. Ӑна ҫак ҫын нихҫан та иккӗленмен пек туйӑннӑ, уншӑн пурте яланах паллӑ пулнӑ пулмалла, хӑй мӗне те пулин шанман вӑхӑтра та хӑйӗн вӑйсӑрлӑхне, хӑй пӗлменнине ҫынсем умӗнче палӑртас йӑла пулман унӑн.

Ҫапах, ҫак пахалӑхсем пулнӑ пулин те, вӑл хӑйне час-часах пачах та ӑнланмалла мар тыткаланӑ. Хуть те акӑ халӗ вӑл телефонпа аса илтернӗ планах илер. Коробин ӑна малтанхи кунсенчех, Вершинин хӑйӗн ҫӗнӗ ӗҫне хӑнӑхма пуҫласанах, тума хушнӑччӗ. Малтан вӑл пӗтӗм район пурнӑҫӗпе паллашиччен, колхозсенче пуличчен мӗнле те пулин план тума килӗшмесӗр тӑнӑччӗ, анчах Коробин унпа килӗшмен. «Абстрактлӑ шухӑшлама пӗлес пулать, — тенӗ вӑл, — план вӑл пур парти работникӗшӗн те ӗҫе пуҫарса, йӗркелесе ямалли япала, чӑннипе ӗҫлес килмен ҫын ҫеҫ ӑна хакламасӑр тӑма пултарать».

Малтан мӗн пур условисене тӗпчесе пӗлмесӗр план тума хӑтланни пустуй тесе шутланӑ пулин те, Вершинин иртнӗ ҫулхи тӗрлӗ плансенче виҫӗ кун хушши ҫине тӑрса чакаланнӑ, вӗсенчен уйрӑм параграфсемпе пайӗсене ҫырса илнӗ, хӑйӗнчен мӗн те пулин хушма тӑрӑшнӑ. Вӑл хӑйпе мӗнле ухмахла япала пулса тухнине ӑнланнӑ: темӗнле тӑрлавсӑр ӗҫ туса, ун шӑпах ҫак пурнӑҫран инҫе тӑракан ҫӗре хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартса, хӑйӗн малашне райкомра ӗҫлеме тивӗҫ пуррине ҫирӗплетсе памалла пулнӑ.

Ҫак малтанах кӑмӑлсӑр пулнине шутламасан (ун ҫинчен Вершинин Коробина уҫҫӑн каламан), ытти тӗлӗшпе вӗсем Коробинпа начар мар килӗштернӗ, анчах юлашки вӑхӑтра Сергей Яковлевич унпа пачах пекех канашлама пӑрахнӑ, Вершинин шухӑшӗпе интересленмен, ӑна конкретлӑ заданисем панипе ҫырлахнӑ. Унӑн ӗҫ питӗ нумайран вӑл калаҫма ерӗҫеймен пулас. Ҫапах та, пӗтӗм районти ӗҫсемшӗн ответ тытассине хӑй ҫине илсе, хӑй вӑйӗ ҫине ҫеҫ шанма пултарайман вӗт-ха вӑл Коробин.

Вершинин райком умӗнчи площадь хӗррине ҫитсе тӑнине те сисмерӗ, райком ҫуртӗнче пур ҫӗрте те ҫутӑ ҫуннине курса, ирӗксӗрех ерипентерех утрӗ. Унтан хыпаланса утма пуҫларӗ. Вӑл, ҫул ҫине тухмасӑрах, площадь урлӑ каҫрӗ, крыльца патӗнче, кӳленчӗксене чӑлтлаттарса, пылчӑк лачӑртаттарса, ӑна газик хуса ҫитсе иртсе кайрӗ. Шофер машинӑна варт ҫавӑрчӗ те аялти картлашка ҫумнех ҫитсе чарчӗ. Газик алӑкне уҫса, унтан ҫӳлӗ те кӗрнек ҫын тухрӗ — хӑрах аллине шлепке тытнӑ, тепӗр алли ҫине кӗрхи пальто уртса янӑ.

— Мӗншӗн вара праҫник чухнехи пекех? — Вершинина сывлӑх сунса, чӳречесем еннелле пуҫне сӗлтсе, ыйтрӗ вӑл. — Сирӗн районта урӑхла йӗрке-им?

Вершинин Пробатова тӳрех палласа илчӗ, обком секретарьне ним калама пӗлмесӗр, аптраса тӑчӗ, анчах ӑна Коробин хӑтарчӗ. Вӑл крыльца ҫине, чӳречерен ҫутӑ ӳкнӗ лаптӑк ҫине тухса тӑчӗ, хӑй яланхи пекех тӑпӑл-тӑпӑл тумланнӑ, хӑйне ҫирӗппӗн тыткалать. Питне ниме те пӗлтермен, ҫав вӑхӑтрах канӑҫсӑррӑн кӗтнине палӑртакан кулӑ тухнӑ.

— Тархасшӑн, Иван Фомич! — терӗ вӑл, Пробатова чӗннӗ май, аллипе шалалла кӑтартса. — Эпӗ пур сотрудниксене те пухӑнма хушрӑм, тен, район ҫинчен мӗнле те пулин сведенисем кирлӗ те, эпир кунта вырӑнтах тӗрӗслӗпӗр.

— Пурне те киле ярӑр, Сергей Яковлевич, — терӗ Пробатов хуллен. — Темӗнле пӗр цифрӑшӑн ҫынсене суптарас мар, темиҫе сехет ытлашши ӗҫлеттерес мар. Тата эпир кирек мӗнле цифрӑна та яланах телефон тӑрӑх та пӗлме пултаратпӑр.

Райкомӑн пӗрремӗш секретарӗн кабинетӗнче вӗсене чылай ҫулсенчи, кӑшт курпунтарах, хресчентен тухнине пӗлтерекен ҫилпе кушӑрканӑ хӗрлӗ питлӗ, йӑваш та именчӗк ҫын — районти ӗҫ тӑвакан комитет председателӗ Синев кӗтнӗ. Вӑл Пробатов аллине васкамасӑр тытса чӑмӑртарӗ, кӗтесри, ҫунман шкап хыҫӗнчи, вешалкӑ ҫине кӑтартрӗ.

— Чей пирки мӗнле, хирӗҫ мар-и? — интересленчӗ вӑл.

— Пыратчӗ те, — никама та чӑрмантарас мар, ҫынсене ахалех хӗвӗштерсен лайӑх мар тенӗ евӗр Пробатов ун ҫине ыйтуллӑн пӑхса илчӗ. — Йывӑр мар пулсан?

— Нимӗн те мар, халех тӑватпӑр! — терӗ Синев, обком секретарӗ килӗшнипе савӑннӑ пек йӑл кулса. Унӑн ывӑннӑ кӑвак куҫӗсем тавра хаваслӑ пӗркеленчӗксем пуҫтарӑнчӗҫ. — Эпир сире хамӑр патӑрта чей ӗҫтереймесен, мӗнле хуҫасем пулатпӑр-ха вара?

Кабинетра районти ӗҫ тӑвакан комитет председателӗ пулни Вершинина килӗшрӗ, унпа чухне вӑл хӑйне яланах темӗнле ҫирӗпрех те ирӗкрех тытнӑ, калаҫура Сергей Яковлевич пуҫ пулнӑ чухне нихҫан та уҫҫӑн калаҫма май килмен.

— Чей хатӗрленӗ вӑхӑтра, тен, райкомпа утса тухар та кӑшт та пулин работниксемпе паллашар, э? — ыйтрӗ Пробатов. — Хуть ҫынсем хӑйсене ахаль чӗнмен тесе шутлаччӑр.

Вӑл пальтопа шлепкине хывса ҫакрӗ, кӑвак ҫӳҫне ывӑҫ тупанӗпе кӑшт якатрӗ те хӑйӗн умӗнче тӳп-тӳрӗ тӑракан Коробин ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ.

— Хӑш пайран пуҫлатпӑр, Сергей Яковлевич?

— Хӑшинчен кӑмӑллатӑр, Иван Фомич, — терӗ Коробин хулленрех, темскер аса илнӗ пек. — Ман шутпа, пуринпе те паллашма юрать, — инструкторсем те, пайсен заведующийӗсем те сирӗнпе калаҫма хавас пулӗҫ: обком секретарӗсене эпир хамӑр патӑрта ытла час-часах курмастпӑр.

— Астӑвӑр, кайран йӑлӑхтарам мар эпӗ сире! — Пробатов шӑппӑн кулса ячӗ. — Мана Приреченски район раснах хытӑ туртать.

— Эпир телейлӗ пулӑттӑмӑр кӑна! — хуравларӗ Коробин ӑна хирӗҫ. — Эпӗ агитаципе пропагандӑ пайӗн заведующийӗ Иннокентий Павлович Анохина уйрӑмах йӳпсӗнме ыйтнӑ ҫеҫ пулӑттӑм.

— Эсир райком секретарьне сӗннисенчен пӗри-и вӑл?

— Ҫавӑ. Мана вӑл юрӑхлӑ пек туйӑнать. Ҫамрӑк, хастар, политикӑна лайӑх ӑнланать, — ҫырса хатӗрленӗ характеристикӑна вуласа панӑ пек, татса каларӗ Коробин. — Тӑватӑ ҫула яхӑн инструкторта ӗҫлерӗ, райхаҫат редакторӗ пулнӑ, халӗ пропагандӑпа агитаци пайне ертсе пырать, ман шутпа, хӑйӗн ӗҫне начар тумасть.

«Анчах Сергей Яковлевич мӗншӗн пирӗнпе пӗрре те канашламан-ха? — ирӗксӗрех Синев ҫине пӑхса илсе, шухӑшларӗ Вершинин. — Мӗншӗн пытармалла-ха куна?»

— Ну, мӗн, юлташсем, — терӗ Пробатов шӳтлесе. — Тен, апла-тӑк, сирӗн ӗҫри вӑйсене пӑхма пуҫлар?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех