Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: V

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.17 12:16

Пуплевӗш: 355; Сӑмах: 3711

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пӑрлӑ поход вӑхӑтӗнче Евгений Листницкий икӗ хутчен аманчӗ: малтан Усть-Лабински станицӑшӑн пынӑ ҫапӑҫура, унтан — Екатеринодара штурмлама кайсан. Суранӗсем иккӗшӗ те ҫӑмӑлскерсем пулчӗҫ, вӑл вара каллех строя таврӑнчӗ. Анчах май уйӑхӗнче Добровольчески ҫар, кӑштах канса илме тесе, Новочеркасск патӗнче чарӑнса тӑрсан, Листницкий, халтан кайнине туйса, пӗр эрнелӗх отпуск ыйтса илчӗ. Килне тем пек каясси килчӗ пулин те, вӑл ҫул ҫинче ҫӳресе вӑхӑт ирттересрен Новочеркасскрах юлма шутларӗ.

Взводри юлташӗ ротмистр Горчаков та унпа пӗрлех отпуска тухрӗ, Листницкие хӑй патӗнче пурӑнма сӗнчӗ.

— Ачам-пӑчам ҫук ман, арӑм тесен, вӑл сана курма хавас пулӗ. Вӑл пӗлет сана ман ҫырусенчен.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче, ҫуллахи пек вӗри те шурӑ янкӑрлӑ кун, вӗсем вокзалла юнашар урамри пӗр кивӗ ҫурт умӗнче чарӑнчӗҫ.

— Ҫакӑ-ха ман ӗлӗк пурӑннӑ резиденци, — терӗ хура мӑйӑхлӑ, тӑрнаккай туналлӑ Горчаков, хыпаланса утнӑ май Листницкий ҫине пӑха-пӑха илсе.

Унӑн кӑвакраххӑн йӑлтӑртатакан ҫаврака хура куҫӗ телейлӗ пӑлханупа ҫуталса нӳрелчӗ, грексенни пек тачка сӑмси айӗпе ӑшӑ кулӑ шӑвӑнса иртрӗ. Урисене вӑрӑммӑн ярса пусса, симӗс шӑлаварӗн сӗркеленсе якалнӑ кивӗ сӑранне типпӗн кӑштӑртаттарса, Горчаков пӳрте кӗчӗ. Пӳлӗм тӳрех салтак пурнӑҫӗн хӗрхӳ шӑршипе тулса ларчӗ.

— Леля ӑҫта? Ӑҫта Ольга Николаевна? — кӑшкӑрса ыйтрӗ вӑл хаваслӑ кулӑпа ҫуталса кухньӑран хыпаланса тухакан хӗрарӑм-тарҫӑран. — Садра-и? Каяр унта.

Садри улмуҫҫисем айӗнче — тигр тирӗ пек сарӑ йӑрӑмлӑ мӗлкесем; утар шӑршипе шӑрӑхра типсе кайнӑ ҫӗр шӑрши кӗрет. Хӗвел пайӑркисем, Листницкин пенсне кӗленчи ҫине ӳксе, шрапнель пек тӗпренсе тӑкӑнаҫҫӗ. Таҫта лере, чукун ҫул ҫинче, ҫӑткӑнла выҫлӑхланса, пӑравус хытӑ сасӑпа мӗкӗрет; ҫав пӗр майлӑн йынӑшакан мӗкӗрешӗве таткаласа ҫурнӑ пек, Горчаков кӑшкӑрса чӗнчӗ:

— Леля! Леля! Ӑҫта ҫав эсӗ?

Шӑлан ҫырли тӗмӗ хыҫӗнче мӗлтлетсе илсе, юнашар аллейӑран шупка сарӑ платье тӑхӑннӑ ҫӳллӗ хӗрарӑм чӑмса тухрӗ.

Вӑл, аллапписене кӑкӑрӗ ҫумне шиклӗн те илемлӗн чӑмӑртаса тытса, самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, кӑшкӑрса ячӗ, унтан, аллисене малалла кӑнтарса, вӗсем патне ыткӑнчӗ. Хӗрарӑм питӗ хытӑ чупса килнӗрен Листницкий унӑн юбки айӗнче мӗлтлетекен ҫаврака чӗркуҫҫийӗсен мӑкӑрӑлчӑкӗсене, ансӑр пушмак сӑмсисене, каялла ывӑтнӑ пуҫ тӳпинче варкӑшса вӗҫекен ҫӳҫӗн ылтӑн пайӑркисене ҫеҫ курчӗ.

Хӗрарӑм, чӗрне вӗҫҫӗн ҫӗкленсе, хӗвел ҫинче хӗрелнӗ ҫара аллисене упӑшкин хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те ӑна тусанпа вараланнӑ питӗнчен, сӑмсинчен, куҫӗнчен, тутинчен, хӗвелпе хуралнӑ мӑйӗнчен чуптӑва-чуптӑва илчӗ. Чуптунӑ чух чаплатнӑ сасӑ пулеметран пенӗ пек илтӗнсе тӑчӗ.

Листницкий, пенснине шӑлкаласа, хӑй йӗри-тавра ҫӑран варкӑшакан вербена шӑршине ҫӑтрӗ, — ҫакна ӑнлансах питӗ айванла та хивре кулӑпа йӑлкӑшса кулчӗ.

Кӗтмен савӑнӑҫ хумӗ кӑштах тамалсан, Горчаков арӑмӗн явакласа тытнӑ пӳрнисене мӑйӗ ҫинчен асӑрханса, анчах ҫирӗп шухӑшлӑн вӗҫерсе илчӗ те, хулпуҫҫийӗнчен ыталаса, хуллентереххӗн юлташӗ енне ҫавӑрса тӑратрӗ.

— Леля… манӑн тус Листницкий.

— Ах, Листницкий! Питӗ хавас! Сирӗн пирки мана упӑшкам… — Вӑл, пӳлӗнчӗклӗн сывлакаласа, савӑнӑҫ курми тунӑ, кулакан куҫне ҫиелтен шутарса, ун ҫинелле пӑхрӗ.

Вӗсем юнашар утса кайрӗҫ. Горчаков арӑмне хӗрӗнни пек ҫинҫе пилӗкӗнчен чӗрре кӗнӗ хура чӗрнеллӗ ҫӑмламас аллипе ыталаса тытнӑ. Листницкий утнӑ ҫӗртех ҫав алӑ ҫине куҫне чалӑштарса пӑхрӗ, вербена шӑршипе хӗвел хӗртсе ӑшӑтнӑ хӗрарӑм ӳчӗн шӑршине ҫӑтнӑ май, хӑйне пӗчӗк ача пек телейсӗр те такам тӗрӗс мар, йывӑр кӳрентернӗн туйрӗ. Вӑл Ольга Николаевнӑн ыраш улӑмӗ пек йӑлтӑркка сарӑ ҫӳҫ пайӑркипе витӗннӗ шупка хӗрлӗ хӑлхи ҫине, хӑйӗнчен пӗр аршӑнри питҫӑмартисен пурҫӑн тӗслӗ ӳчӗ ҫине сӑнаса тинкерчӗ; куҫӗпе ерипенех платйӗн кӑкӑр тӗлӗнчи катӑкӗ патнелле калта пек шуса кӗрсе кайрӗ те, вӑл хӗрарӑмӑн пысӑках мар, ӗне ырри пек сарӑрах шурӑ чӗччине тата аялалла усӑннӑ хӑмӑр пуҫлӑ чӗчӗ вӗҫне курчӗ. Хушӑран Горчакова та ҫутӑ кӑвак куҫӗпе ун ҫине ачашшӑн та туслӑн йӑлкӑшса пӑхса илчӗ, анчах ҫав куҫсемех Горчаковӑн хура пичӗ ҫинелле ывтӑннӑ чухне йӑлтах урӑхла ҫутӑ сӑрхӑнтарнине курнипе Листницкий чӗри темле ҫӑмӑллӑн та кӳренӳллӗн ыратса килчӗ…

Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче тин Листницкий хуҫа арӑмне лайӑххӑн тӗсесе пӑхма пултарчӗ. Унӑн килӗшӳллӗ пӗвӗ-сийӗнче те, сӑнӗ-питӗнче те вӑтӑрмӗш кӗр пурӑнса ирттернӗ хӗрарӑмӑн сӳнсе пыракан чиперлӗхӗ уҫӑмсӑррӑн ҫуталса ҫунать. Анчах ҫын ҫине тӑрӑхланӑ пек пӑхакан сивлекрех куҫӗпе кӗлетки-ҫурӑмӗнче ҫаплах-ха сӗтеклӗ ҫамрӑклӑхӑн чӗрӗ хӑвачӗ тапса тӑрать. Ольга Николаевнӑн черчен те килӗшӳллех мар, илӗртӳллӗ сӑн-сӑпатӗнче, тен, ытлашши чиперри нимӗн те ҫук пулӗ. Пӗр тӗлӗнмелле контраст кӑна куҫа ярт курӑнса каять: унӑнни пек ҫӳхе те хӑмӑртарах хӗрлӗ вӗри тута ытларах чухне кӑнтӑр енчи хура ҫӳҫлӗ хӗрарӑмсен пулать; питҫӑмартисем урӑхларах, шупкарах хӗрлӗн ҫуталаҫҫӗ, куҫ харшисем вара тӗксӗм сарӑ тӗслӗ. Куласса чӗреренех кулать-ха, анчах ҫӑра та касса тикӗслетнӗ пек вӗтӗ шӑлӗсене кӑтартнӑ чухне вӑл темле юри ҫавӑн пек кулма хӑнӑхнӑн туйӑнса каять. Унӑн хулӑн сасси янӑравсӑр та пӗр майлӑ илтӗнсе тухать. Сӗтӗрӗнчӗк пурнӑҫпа пурӑнса начарланса кайнӑ сестрасемсӗр пуҫне икӗ уйӑх хӗрарӑм курман Листницкие Ольга Николаевна калама ҫук чипер пек туйӑнчӗ. Вӑл унӑн йывӑр ҫӳҫ тӗвви пусарах тӑракан, мӑн кӑмӑллӑн каҫӑртнӑ пуҫӗ ҫине пӑхрӗ, ыйтусене хирӗҫ мӑк-маккӑн хуравларӗ, унтан кӗҫех, ывӑнни ҫине персе, хӑйне валли уйӑрнӑ пӳлӗме кайрӗ.

…Акӑ ӗнтӗ тутлӑ ӗмӗтсемпе, тунсӑхлӑ шухӑшсемпе ӑшчикке тӗмсӗлтерсе вӑркаттаракан кунсем пуҫланчӗҫ.

Кайрантарах ҫав вӑхӑта Листницкий ӑшшӑн хумханса аса илчӗ-ха, анчах ун чухне ача пекех ӑссӑр та айванла асаплансаччӗ. Горчаковсен шӑкӑл-шӑкӑл мӑшӑрӗ унран пӑрӑнса, улаххӑн пурӑнма тӑрӑшрӗ. Хӑйсем выртса тӑракан пӳлӗмпе юнашартан ӑна, ремонт ҫине ярса (кун пирки Горчаков, мӑйӑхне ӗмкелесе, ҫамрӑкланнӑ, хырӑнса якалнӑ пӑрван пит-куҫне ӑшӑ кулӑпа йӑлкӑштарса каларӗ), кӗтесри пӳлӗме куҫарчӗҫ. Листницкий хӑй тусне чӑрмантарса пурӑннине ӑнланчӗ, анчах темшӗн паллакан ҫынсем патне куҫас шут тумарӗ. Вӑл япала чӗркемелли япӑх хут ҫине пичетленӗ хаҫатсем вулакаласа, тӑна-пуҫа урӑлтарман йывӑр ыйхӑпа ҫывӑрса, кунӗ-кунӗпе улмуҫҫи айӗнчи сарӑ тусанлӑ сулхӑнра выртрӗ. Унпа пӗрле хӑмӑр ҫӑмлӑ, пӑч-пач шурӑ паталлӑ пойнтер та халтан каясла тунсӑхларӗ. Ҫак хӑйне кура илемлӗ йытӑ хуҫине арӑмӗ ҫумне шӑппӑн вӗчӗрхенсе кӗвӗҫрӗ, Листницкий патне кайрӗ, хашлатса сывласа, юнашар выртрӗ. Листницкий ӑна ҫурӑмӗнчен шӑлса ачашларӗ, йыттӑн хуйхине ӑнланнӑ пек, хуллен пӑшӑлтатрӗ:

Ӗмӗтленех… Сан ҫутӑ куҫусем
Кунран-кун сӳрӗлсе, сӳнсе пыраҫҫӗ…

Вӑл Бунинӑн чапӑр пылӗ пек ҫӑра та тутлӑ шӑршӑ сӑрхӑнтаракан йӗркисене пуҫра тытӑнса юлнисене пурне те аса илсе тухрӗ. Унтан каллех тӗлӗрсе кайрӗ…

Ольга Николаевна хӗрарӑм кӑна пӗлекен чун сисӗмӗпе Листницкие мӗн тӑвӑнтарса тертлентернине сисрӗ. Хӑйне унччен те типтерлӗ тыткаланӑскер, унпа калаҫнӑ чух вӑл пушшех те асӑрханакан пулчӗ. Пӗр каҫхине ҫапла, хула садӗнчен килме тухсан, вӗсем иккӗшӗ пӗрле утса пычӗҫ (Горчакова палланӑ офицерсем хапха патӗнче чарса юлнӑччӗ). Листницкий Ольга Николаевнӑна хулӗнчен ҫавӑтрӗ, чавсине ҫӑтах хӑй ҫумне чӑмӑртанипе ӑна ирӗклӗн утма чӑрмантарчӗ.

— Мӗн эсир ун пекех пӑхатӑр? — ыйтрӗ Ольга Николаевна йӑл кулса.

Унӑн хулӑнрах сасси Листницкие ашкӑнчӑклӑн вылянса тухнӑ пек илтӗнчӗ. Ҫавӑнпа ҫеҫ вӑл (ку кунсенче ӑна поэзи — такамӑн юрласа шӑранакан чун ыратӑвӗ — тытса илчӗ) салхуллӑ сӑвӑ строфипе ҫӑмӑлттайла курнӑҫланса илме хӑйрӗ.

Вӑл пуҫне пӗкрӗ, ҫемҫен кулкаласа пӑшӑлтатрӗ:

Ҫунса асаплӑ ӗмӗтпе
Пит ҫывӑхран сана сӑнатӑп —
Курап асамлӑ инҫете,
Асамлӑ ҫырана куратӑп.

Ольга Николаевна хулне ун аллинчен майӗпен вӗҫертрӗ те хавасланнӑ сасӑпа каларӗ:

— Евгений Николаевич, эпӗ кирлӗ таранах… Эсир ман ҫине мӗнле пӑхнине эпӗ курмасӑр пултараймастӑп… Намӑс та мар-и сире? Тӑхтӑр-ха, тӑхтӑр эсир! Эпӗ сире кӑшт… урӑхларах тесе шутланӑччӗ. Эппин, хӑварӑр куна. Унсӑррӑн темле уҫӑмсӑр та ултавлӑ пулса тухать… Эпӗ унашкал экспериментсемшӗн юрӑхлӑ объект мар. Ҫыпҫӑнса пӑхас килчӗ-и? Апла, эппин, туслӑ пулма пӑрахар мар, ухмахла хӑтланма чарӑнӑр. Эпӗ вӗт «палламан пике-хӗр» мар-ҫке-ха. Ӑнланатӑр-и? Юрать? Кӳрӗр, эппин, аллӑра?

Листницкий вӑйӑрханнӑ пекрех пулчӗ, анчах, Ольга Николаевнӑна кура, чӑтаймарӗ, ахӑлтатса кулса ячӗ. Хӑйсене Горчаков хӑваласа ҫитнӗ хыҫҫӑн Ольга Николаевна пушшех хавасланса кайрӗ. Анчах Листницкий шӑпланчӗ, киле ҫитичченех хӑйне хӑй ҫилӗллӗн туллашса пычӗ.

Ҫавӑн пек калаҫса илнӗ хыҫҫӑн хӑйсем туслӑ юласса Ольга Николаевна чӗререн ӗненчӗ. Листницкий ҫиелтен ҫак шанчӑка тӳрре кӑларам пекех турӗ-ха, анчах ӑшӗнче Ольгӑна курайми пулас вӗҫнех ҫитрӗ. Тепӗр темиҫе кун иртсен вара вӑл, унӑн ӑсӗ-кӑмӑлӗпе сӑнӗ-питӗнчи юрӑхсӑр енсене шыраса асапланнӑ май, хӑй чӑн-чӑн пысӑк туйӑм чиккинче тӑнине ӑнланса илчӗ.

Йӳҫсе хӑпарайман ҫӗпре пек иккӗленчӗк шухӑшсем хӑварса, отпуск кунӗсем пӗтсе пычӗҫ. Ҫӗнӗрен вӑйланнӑ тата канса илнӗ Добровольчески ҫар хӗрлисем ҫине сасартӑк тапӑнма хатӗрленчӗ; центртан таракан вӑйсем ӑна Кубань еннелле туртрӗҫ. кӗҫех вара Горчаковпа Листницкий те Новочеркасскран кайрӗҫ.

Ольга ӑсатрӗ вӗсене. Хура пурҫӑн платйи унӑн сӳне пуҫланӑ илемне пушшех те ытларах палӑртса тӑчӗ. Хӑй вӑл макӑрса йӗпеннӗ куҫӗпе кулкаларӗ; килӗшӳсӗр кӳпчесе тӑртаннӑ тути пит-куҫне темле ачаллӑрах та ӑша вӑркаттармалла хурлӑхлӑ кӑтартрӗ. Ҫавӑн пек кӗрсе юлчӗ те вӑл Листницкий асне. Вӑл вара тӳссе ирттернӗ тертлӗ кунсен юнӗпе пылчӑкӗ хушшинче унӑн сӳне пӗлми сӑнарне вӑрахчен типтерлӗн аса илсе пурӑнчӗ, ӑна чӗринче акӑш-макӑш хитре те ӑслӑ, тӗнчере нимрен ытла юратса хисеплеме тивӗҫлӗ пирӗшти вырӑнне упрарӗ.

Июнь уйӑхӗнче Добровольчески ҫар ҫапӑҫусене кӗме пуҫларӗ. Виҫӗ дюймлӑ снаряд ванчӑкӗ малтанхи тытӑҫурах ротмистр Горчаковӑн пырши-пакартине сиктерсе кӑларчӗ. Ӑна аяккалла сӗтӗрсе тухрӗҫ. Тепӗр сехетрен вӑл, урапа ҫинче юнпа шӑк кӳллентерсе выртаканскер, Листницкие ҫапла каларӗ:

— Эпӗ шутламастӑп вилетӗп тесе… Мана кӗҫех операци тӑваҫҫӗ… Хлороформ ҫук, теҫҫӗ-ха… Вилме кирлӗ мар. Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн?.. Ӑнсӑртран тем ан пултӑр тесе ҫеҫ… Ӑс-тӑн чипер чухне… Евгений, ан пӑрах эсӗ Лельӑна… Манӑн та, унӑн та тӑванӗсем ҫук. Эсӗ — ултавсӑр та лайӑх кӑмӑллӑ ҫын. Ил ӑна качча… Кирлӗ мар-им?..

Горчаков Евгений ҫине тинкерсе те кураймасӑр пӑхрӗ. Унӑн хырӑнманнипе кӑвак сӑн ҫапнӑ питҫӑмартийӗсем вӗттӗн туртӑнса чӗтрерӗҫ. Вӑл епресе тӑракан чарӑлчӑк хырӑмне юнпа тата ҫӗрпе вараланнӑ аллипе хуллен пусса тытрӗ, тути ҫинчи шупка хӗрлӗ тара ҫулласа илсе, шӑппӑн каларӗ:

— Паратӑн-и сӑмах? Ан пӑрах эсӗ ӑна… Хӑвна вырӑс салтакӗсем… ак ҫапла хитрелетсе ямасан… Пӑрахмастӑн-и? Чӗнместӗн? Вӑл лайӑх хӗрарӑм, — Горчаков питне-куҫне асаплӑн туртӑнтарса чалӑштарчӗ. — Тургенев кӗнекисенчи пекки. Халӗ ҫук ун йышшисем… Чӗнместӗн?

— Юрать, шантаратӑп!

— Ну, уттар апла пулсан!.. Сывӑ пул!..

Вӑл Листницкий аллине чӗтрекен аллипе ҫатӑрласа чӑмӑртарӗ те, темле мелсӗррӗн те тӑвӑнчӑклӑн кармашса, ӑна хӑй патнелле туртрӗ; вӑйран термекленнипе пушшех шурса кайнӑскер, йӗпе куҫне кӑштах ҫӗклесе, типсе кушӑрханӑ вӗри тутипе Листницкий алли ҫумне тӗршӗнчӗ. Унтан вӑл, шинель, аркипе пуҫ ҫийӗн витӗнсе, хыпалансах тепӗр майлӑ ҫаврӑнса выртрӗ; хӑраса сехри хӑпнӑ Листницкий вара ҫак самантра Горчаковӑн тути тӑрӑлтатса чӗтренине, пичӗ тӑрӑх тӗссӗр йӗпе йӗр йӑрласа аннине асӑрхаса юлчӗ.

Икӗ кунтан Горчаков вилчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тата тепӗр кун иртсен, сулахай аллипе пӗҫҫинчен йывӑр аманнӑ Листницкие Тихорецки станицине леҫрӗҫ.

Кореновски станици патӗнче вӑрах та вӑйлӑ ҫапӑҫусем пычӗҫ. Листницкий хӑйсен полкӗпе пӗрле икӗ хут атакӑпа контратакӑна кӗчӗ. Унтан вӗсен батальонӗ виҫҫӗмӗш хут ҫапӑҫӑва ҫӗкленнӗ. Рота командирӗ: «Ан выртӑр!», «Малалла, ӑмӑрткайӑксем!», «Корнилов ӗҫӗшӗн — малалла!» тесе хӗтӗртнипе хӗрсе кайнӑскер, вӑл сулахай аллинчи сапер кӗреҫине пуҫӗ тӗлне тытса, сылтӑммипе винтовкине чӑмӑртаса, ҫулман тулӑ пуссипе йывӑррӑн лакӑштатса чупрӗ. Пуля ҫинҫен чвиклетсе пӗр хутчен кӗреҫен валак пек ҫаврака лупашкине шӑйӑрса иртрӗ. Листницкий ҫавӑнтах кӗреҫе аврине тӳрлетсе тытрӗ, хаваслӑ шухӑшпа ҫиҫсе ҫуталчӗ: «Лекмерӗ!» Унтан сасартӑк аллине темскер карт кӑна питӗ вӑйлӑн аяккалла ывтӑнтарса янине туйрӗ. Кӗреҫине ӳкерчӗ, хӗрсе кайнӑскер, пуҫне хӳтӗлеменнипех, тепӗр вунӑ чалӑш пек чупса кайрӗ. Винтовкине кӑкӑрӗ умнелле майлаштарса тытасшӑнчӗ, анчах пултараймарӗ аллине ҫӗклеме. Кашни шӑмӑ сыппи тӑхлан шӑратса янӑ пек йывӑррӑн ыратса килчӗ. Суха йӑранӗ ҫумне лӑпчӑнса выртрӗ, ыратнине чӑтаймасӑр, темиҫе хут йывӑррӑн йынӑша-йынӑша ячӗ. Унтан пуля ӑна, выртаканскернех, пӗҫҫинчен сӑхса кайрӗ те, Листницкий вӑраххӑн та тертлӗн тӑнне ҫухатрӗ.

Тихорецкинче унӑн аманнӑ аллине татрӗҫ, пӗҫҫинчи шӑмӑ ванчӑкне касса кӑларчӗҫ. Чунӗ тӑвӑннипе, ыратнипе, тунсӑх пуснипе асапланса вӑл унта икӗ уйӑх выртрӗ. Кайран ӑна Новочеркасска куҫарчӗҫ. Каллех вӑтӑр талӑк лазаретра тертленсе иртрӗ. Перевязкӑсем, сестрасемпе тухтӑрсен йӑлӑхтарса ҫитернӗ сӑнӗсем, сӑмсана кӳ! ҫапакан йодпа карболка шӑрши… Сайра хутра Ольга Николаевна пырса кайрӗ. Унӑн питҫӑмартисене халӗ темле симӗсрех-сарӑ тӗс ҫапнӑ. Траур тумӗ пушанса юлнӑ куҫӗсен йӗрсе пӗтермен хуйхине пушшех те йывӑрлатса кӑтартать. Листницкий вӑрахчен ӑна тӗссӗрленнӗ куҫӗнчен тинкерсе пӑхрӗ, шӑпӑрт шарламасӑр выртрӗ, намӑсланнипе, пушӑ кӗпе ҫаннине вӑрӑ пек утиял айнелле пытарчӗ. Ольга Николаевна ирӗксӗртен тенӗ пек упӑшки вилӗмӗ ҫинчен ыйткаларӗ, куҫӗ койкӑсем тӑрӑх шурӗ, сӑмахсене хӑй сӳрӗккӗн тӑнларӗ. Лазаретра выртса тухсан, Евгений Николаевич ун патне кайрӗ. Ольга ӑна крыльца умӗнче кӗтсе илчӗ, Лисницкий кӗске кастарнӑ шурӑрах ҫӑра ҫӳҫлӗ пуҫне пӗшкӗртсе аллинчен чуптунӑ чух питне аяккалла пӑрса тӑчӗ.

Евгений Николаевич яп-яка хырӑннӑ; симӗсрех тӗслӗ шукӑль френчӗ ун ҫинче килӗшӳллӗ ларать; ҫапах та пушӑ ҫанӑ ӑна канӑҫ памасӑр асаплантарчӗ, — бинтпа ҫыхнӑ пӗчӗкҫӗ алӑ татӑкӗ ҫанӑ ӑшӗнче шӑнар туртнӑ чухнехи пек хуллен хускалкаласа илчӗ.

Вӗсем пӳрте кӗчӗҫ, Листницкий лармасӑрах калаҫма пуҫларӗ.

— Борис вилес умӗн ыйтрӗ… ӑна эпӗ сире пӑрахмӑп тесе сӑмах патӑм…

— Эпӗ пӗлетӗп.

— Ӑҫтан?

— Унӑн юлашки ҫырӑвӗнчен…

— Вӑл пире пӗрле пулма сунса хӑварчӗ… Паллах, эсир килӗшсен, сире инвалидпа пӗрлешни ҫырлахтарать пулсан… Ӗненсемӗр… туйӑмсем ҫинчен калаҫни халь… Анчах эпӗ сире пӗтӗм чунтан ырӑ сунатӑп.

Листницкин сӑнӗ, ҫыхӑнусӑр та хумханса тухакан сӑмахӗсем Ольга Николаевнӑн чӗрине ҫемҫетсе ячӗҫ.

— Эпӗ шухӑшланӑ ун ҫинчен… Эпӗ килӗшетӗп…

— Эпир атте именине каятпӑр.

— Аван.

— Ыттине юрать-и кайрантарах майлаштарма?

— Ӑхӑ.

Листницкий унӑн фарфор пек ҫӑмӑл алли ҫумне тутипе сӗртӗнчӗ те, парӑнса пӑхакан куҫӗсене ҫӗклесен, Ольга тути тӑрӑх кулӑ мӗлки шӑвӑнса иртнине курчӗ.

Юратнипе тата хӗрарӑм ҫумӗнче чӑтӑмсӑррӑн ачашланас килнипе Листницкий пӗрмаях Ольга патне туртӑнчӗ. Вӑл кашни кун ун патӗнче пулма пуҫларӗ. Ҫапӑҫусенче ӗшенсе ҫитнӗ чӗре юмах патне туртрӗ. Вӑл вара пӗччен чухне классикӑлла роман геройӗ пек шухӑшларӗ, унччен хӑйне ахаль аскӑнас килни ҫеҫ илӗртнӗ самантсене мӗнпе те пулин витсе илем кӳрес тесе-тӗр, хӑйӗн ӑшчиккинче нихҫан никам патне пулман пархатарлӑ та вӑйлӑ туйӑмӗпе асапланса шырарӗ. Анчах юмах хӑрах ҫунаттипе чӑн пурнӑҫа перӗнсе тӑчӗ: хӗрарӑмпа ҫыврас килни ҫеҫ мар, тата темӗнле куҫа курӑнман ҫип Листницкие пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ӑнсӑртран тухса тӑнӑ ҫак хӗрарӑм ҫумне ҫыхса хучӗ. Вӑл хӑйне канӑҫ паман шухӑшсене тӗтреллӗн ӑнланчӗ, пӗрине кӑна — хӑйсемпе, чӑлахланса юлнӑ тата стройран тухса ӳкнӗ ҫынсемпе, «мана пурте юрать» текен этемле мар тискер инстинкт хистевлӗн хуҫаланнине — уҫҫӑн туйса тӑчӗ. Ҫав тери йывӑр ҫухатӑвӑн хуйхи-суйхине Ольга хӑйӗн ӑшӗнче ҫуралман ача пек йӑтса ҫӳренӗ хурлӑхлӑ кунсенче те Листницкий вилнӗ Горчакова ниҫта кайса кӗрейми кӗвӗҫрӗ, ӑнтан кайсах Ольга патне пырасшӑн хыпӑнчӗ… Урӑм-сурӑм пӗтӗрӗнсе тӑракан авӑр пек пӑтранса кӑпӑкланчӗ пурнӑҫ. Тар шӑрши шӑршласа курнӑ, иртсе кайнӑ ӗҫсем курми-илтми тунӑ ҫынсем талпӑнса та ҫӑтӑхса пӗртен-пӗр паянхи кунпа пурӑнчӗҫ. Ҫавӑнпа мар-и, эппин, хӑй ҫӑлса хӑварас тесе вилӗме кӗнӗ ӗҫ пурпӗр путланасса тӗтреллӗн ӑнланса мар-и, тен, Евгений Николаевич хӑйӗннипе Ольга пурнӑҫне пӗр тӗвве ҫыхса хума васкарӗ.

Хӑй авланасси, унтан кӗҫех арӑмӗпе пӗрле Ягоднӑя пырса ҫитесси ҫинчен ашшӗне вӑл тӗплӗн ҫырса пӗлтерчӗ.

«…Эпӗ хамӑнне пӗтертӗм. Пӑлхава ҫӗкленнӗ йӑх-яха, унӑн инкеклӗ шӑпи пирки вуншар ҫул вырӑс интеллигенцийӗ макӑрса сӗлекине юхтарнӑ (ҫав ылханлӑ «халӑха», эпӗ хӑрах алӑпа та татах пӗтернӗ пулӑттӑм-ха, анчах, чӑннипе, халӗ ку мана хӑрушла ухмахланнӑ пек ҫеҫ туйӑнать… Краснов Деникинпа килӗштереймест; икӗ лагерӗнче те — пӗр-перин пирки вӑрттӑн элек, интрига, ирсӗр те намӑссӑр сӑмахсем. Тепӗр чухне чун сӳлетсе каять манӑн. Мӗн пулӗ-ши малашне? Халӗ эпӗ хамӑн пӗртен пӗр аллӑмпа сире ыталама, кӗрешӳ мӗнле пынине сирӗнпе пӗрле аякран сӑнаса пурӑнма киле пыратӑп. Тек ӗнтӗ эпӗ салтак мар, ӳт-пӳпе шухӑш-кӑмӑл енчен сусӑрланса юлнӑ чӑлах ҫеҫ. Эпӗ ывӑнтӑм, парӑнатӑп. Ахӑртнех, эпӗ авланса «лӑпкӑ кӗтес» тупма шутлани те пӑртакҫӑ ҫавӑнтан килчӗ пулӗ», — салхуллӑн тӑрӑхласа вӗҫлерӗ вӑл ҫырӑвне.

Новочеркасскран тепӗр эрнерен кайма палӑртрӗҫ. Тухса каяс умӗн темиҫе кун малтан Листницкий Горчакова патне пурӑнмаллах куҫрӗ. Пӗр-пӗринпе ҫывӑхланнӑ ҫӗр хыҫҫӑн Ольга темле ырханланса сӑнран ӳкрӗ. Листницкий анӑратнине вӑл ун хыҫҫӑн та хирӗҫ пулмарӗ-ха, анчах ҫак пурнӑҫ ӑна ҫав тери тӑвӑнтарса тертлентерчӗ, чунне ыраттарса хурлантарчӗ. Хӑйсене ҫыхӑнтаракан юратӑва тӗрлӗ виҫепе, курайманлӑха вара пӗр виҫепе виҫнине те пӗлмерӗ Листницкий, те пӗлесшӗн те пулмарӗ.

Хулана каяс умӗн Евгений Аксинья пирки кӑмӑл туртмасӑр, хутран-ситрен шухӑшлакаларӗ. Ҫав шухӑшсенчен хӗвелтен алӑпа картласа хӳтӗленнӗ майлах мӗнле те пулин хӑпма хӑтланчӗ. Апла пулин те ҫав ҫыхӑну пирки асаилӳсем кӑмӑла пӑхмасӑр, чуна канӑҫ памасӑр, пуҫа ҫутӑ пайӑркисем пек сӑрхӑнса кӗме, ӑша вӑркаттарма пуҫларӗҫ. Пӗр вӑхӑтра шухӑшланӑччӗ те Евгений: «Пӑрахмастӑп унпа пурӑнма. Вӑл килӗшетех», тенӗччӗ. Анчах йӗркелӗх туйӑмӗ ҫӗнтерсе илчӗ-илчех — килне таврӑнсан вӑл Аксинйӑпа калаҫса пӑхма тата, май тупӑнсан, унпа татӑлма шут туса хучӗ.

Ягоднӑйне тӑваттӑмӗш кунне каҫалапа ҫитрӗҫ. Ватӑ пан ҫамрӑксене именирен пӗр ҫухрӑмра хирӗҫ тухса кӗтсе илчӗ. Евгений аякранах ашшӗ кӗске кашталлӑ кӳмеллӗ урапа ларкӑчӗ урлӑ урисене йывӑррӑн ҫӗклесе аннине асӑрхарӗ, ҫӗлӗкне хыврӗ.

— Хаклӑ хӑнасене кӗтсе илме тухрӑмӑр. Ну, кӳрӗр-ха, курам сире… — хулӑннӑн калаҫма пуҫларӗ старик, кинне мелсӗррӗн ыталаса, чӗлӗм шӑрши ҫапнӑ симӗсрех кӑвак мӑйӑх тӑпкисемпе унӑн питне перӗнсе.

— Ларӑр пирӗн пата, атте! Ямшӑк, уттар! Э, Сашка мучи-ҫке, сывӑ-и! Чӗрех? Ларӑр ман вырӑна, атте, эпӗ ак кунта, ямшӑк ҫумне, вырнаҫӑп.

Старик Ольгӑпа юнашар ларчӗ, мӑйӑхне тутӑрпа шӑлса илчӗ те васкамасӑр, маттуррӑн курӑнма тӑрӑшса, ывӑлне сӑнаса пӑхрӗ.

— Ну, мӗнле, тусӑм?

— Тем пекех хавас сире курма!

— Инвалид, тетӗн апла?

— Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ? Инвалид.

Ашшӗ Евгений ҫине юри патварланса пӑхрӗ, ывӑлне хӗрхеннине сивлек сӑн айне пытарма хӑтланчӗ, куҫне унӑн пиҫиххи айне хутлатса чикнӗ пушӑ мундир ҫанни ҫинчен тартма тӑрӑшрӗ.

— Аптрамасть, хӑнӑхрӑм. — Евгений хулпуҫҫине сиктерсе илчӗ.

— Паллах, хӑнӑхатӑн, — хыпаланса калаҫма пуҫларӗ старик, — пуҫ ҫеҫ сывӑ пултӑр. Чиперех вӗт-ха… а? Е мӗнле? Чиперех таврӑнтӑн, тетӗп. Тата тыткӑна илнӗ хитре хӗр-пикепе те акӑ?

Евгений ашшӗн япшар, кӑштах кивелме пуҫланӑ ҫепӗҫлӗхӗпе савӑнса пычӗ. «Ну, старик мӗнле?» — куҫӗпе ыйтрӗ вӑл Ольгӑран, унтан арӑмӗн хаваслӑ куллинчен, куҫӗ ӑшшӑн пӑхнинчен вӑл ӑна килӗшнине ӑнланчӗ.

Сӑрӑ кӑвак тӗслӗ ҫурма пысӑк утсем кӳмеллӗ урапана вӗҫнӗ пек хӑвӑрт анаталла туртса пычӗҫ. Тӑвайкки хӗрринчен хуралтӑсем, сарлака ҫилхеллӗ пӗчӗк вӑрман шурӑ стеналлӑ ҫурт, чӳречесене хупласа илнӗ вӗренесем курӑнса кайрӗҫ.

— Мӗн тери лайӑх! Ах, лайӑх! — хӗпӗртесе ӳкрӗ Ольга.

Картишӗнчен, пуҫӗсене ывтӑнтарса, хура вӗшлесем вӑркӑнса тухрӗҫ, кӳмене сырса илчӗҫ. Сашка мучи урапа ҫинелле сикнӗ пӗр вӗшлине чӑпӑрккипе туртрӗ те тарӑхса кӑшкӑрса тӑкрӗ:

— Кустӑрма айне кӗретӗн, му-у-ур! Хӗт!

Евгений лашасем еннелле ҫурӑмпа ларса пычӗ; утсем хушӑран тулхӑркаласа илчӗҫ, ҫил вӗтӗ сирпӗнчӗксене каялла хӑваларӗ, ун мӑйӗ ҫинелле пӗрхӗнтерчӗ.

Евгений ашшӗ ҫине, Ольга ҫине, пучахсемпе витӗннӗ ҫул ҫине, сӗвеккӗн ҫӗкленсе инҫетри ту хысакӗпе пӗлӗт хӗррине хупласа тӑракан сӑрт тӗмески ҫине кулкаласа пӑхса пычӗ.

— Мӗн тери улах вырӑн! Мӗн пек лӑпкӑ…

Ольга ҫул ҫийӗн чӗмсӗррӗн вӗҫсе иртекен кураксене, хыҫалалла тарса юлакан армутипе саймӑрша тӗмӗсене сӑнӗпе ӑшшӑн йӑлкӑшса ӑсатрӗ.

— Пире кӗтсе илме тухрӗҫ. — Пан куҫӗсене хӗстерсе пӑхрӗ.

— Камсем?

— Тарҫӑсем.

Евгений ҫаврӑнса пӑхрӗ те урама тухнӑ ҫынсене сӑнран уйӑрса иличченех унти хӗрарӑмсенчен пӗри Аксинья пулнине туйрӗ, хӑмач пек хӗрелсе кайрӗ. Вӑл Аксинья пӑлханса ӳкӗ тесе кӗтнӗччӗ, анчах хӳме хыттӑн кӑлтӑртатса хапхапа танлашсан, чӗтрене ернӗскер, сылтӑмалла пӑхрӗ те, Аксинйӑн виҫеллӗ хаваслӑхпа ҫуталса кулакан сӑнне курсан, тӗлӗнсех кайрӗ; уншӑн ҫакӑ ӗнси ҫинчен темле йывӑр япала анса ӳкнӗпе пӗрех пулчӗ, вӑл лӑпланчӗ, Аксинйӑна пуҫӗпе хирӗҫ сулса саламларӗ.

— Мӗн тери аскӑнчӑк илем! Кам вӑл?.. Ытла пит чипер, ҫапла-и? — Ольга ытараймасӑр пӑхакан куҫӗсемпе Аксинья ҫине кӑтартрӗ.

Анчах Евгений хӑйне алла илсе ҫитерчӗ ӗнтӗ, лӑпкӑн та сивлеккӗн килӗшрӗ:  — Ҫапла, чипер хӗрарӑм. Пирӗн горничнӑй вӑл.

* * *

Ольга пурри килте-ҫуртра пур ҫӗрте те сисӗнсе тӑчӗ. Унччен килӗнче кун каҫичченех каҫхи кӗпе вӗҫҫӗн тата ҫыхса тунӑ аялти ӑшӑ йӗм тӑхӑнса ҫӳренӗ ватӑ пан арчасенчен нафталин шӑрши ҫапнӑ сюртукӗсемпе генералсем тӑхӑнакан шалпар шӑлаварӗсене кӑларма хушрӗ. Унччен ҫи-пуҫ енчен тирпейсӗр пулнӑскер, халӗ якатнӑ кӗпе-йӗм ҫинчи кашни хутланчӑкшӑн Аксинйӑна хӑтӑрса тӑкакан, ирсерен йӑлтӑртатиччен тасатман атӑ пырса парсан, куҫне-пуҫне хӑрушла чарса пӑрахакан пулчӗ. Пан сӑнӗпе юсанса кайрӗ, питне яп-яка хырса ҫӳресе Евгение савӑнтарчӗ.

Аксинья, тем ырӑ мара сиснӗ пекех, ҫамрӑк арӑма юрама тӑрӑшрӗ, йӑшлтатса калаҫрӗ, ӑна мӗн кирлине пурне те виҫесӗр вӗткеленсе турӗ. Лукерья, апат тутлӑрах пӗҫерсе ҫитерес тесе, ларма-тӑма пӗлмерӗ, калама ҫук селӗм тутӑллӑ соуссемпе подливкӑсем шутласа тупас тӗлӗшпе вӑл ӗнтӗ хӑйӗнчен хӑй ирттерчӗ. Ҫын ӗренкинчен тухма пуҫланӑ тата ытла та хӑвӑрт ватӑлса кайнӑ Сашка мучие те Ягоднӑйра пулса иртнӗ улшӑнусем тӗкӗнмесӗр хӑвармарӗҫ. Пӗррехинче ӑна пан крыльца умӗнче тӗл пулчӗ, уринчен пуҫласа пуҫ тӳпи таран тӗсесе пӑхрӗ те пӳрнипе ҫилӗллӗн кӑчӑк туртса чӗнчӗ.

— Эсӗ мӗн капла, йытӑ аҫи? Э? — Пан куҫӗсене хӑрушла мӗкӗлтеттерсе илчӗ. — Йӗмӳ мӗн майлӑ сан, э?

— Мӗн майлӑ? — чурӑссӑн хуравларӗ Сашка мучи, — анчах хуҫа кӗтмен ҫӗртен ҫапла хӑр-харрӑн тӗпчеме тытӑнни те, унӑн чӗтрекен сасси те ӑна пӑртакках иментерсе ячӗ.

— Килте ҫамрӑк хӗрарӑм, эсӗ мӗн, мана тупӑка хурасшӑн-и, путсӗр? Мӗншӗн йӗмне тӳмелемесӗр ҫӳретӗн, шӑршлӑ качака? Ну?!

Сашка мучин таса мар пӳрнисем йӗм катине перӗнчӗҫ те, сассӑр купӑс пускӑчисене хыпашласа тухнӑ пек, шултра тӳмесен вӑрӑм речӗ тӑрӑх чупса кайрӗҫ. Вӑл хуҫана татах темскер чӑрсӑр сӑмах каласшӑн пулчӗ, анчах пан ҫамрӑк чухнехилле урипе пӗррех ҫӗре тӑрӑслаттарса тапрӗ те, ӗлӗкхи ӗлкепе ҫӗлетнӗ, шӗвӗр сӑмсаллӑ атӑ тӗпӗ те ҫӑварне карса илчӗ, — старик хаяррӑн кӑшкӑрса тӑкрӗ:

— Кай витене! Марш! Лукерйӑна сана вӗри шывпа вӗтӗлентерме хушса яратӑп! Кирӗкне хырса тӑк, ут пыйти!

Евгений канса пурӑнчӗ, тип вар тӑрӑх пӑшалпа сулланса ҫӳрерӗ, ҫулса пӑрахнӑ ҫаран ути ҫывӑхӗнче хир чӑххисене печӗ. Пӗр ыйту асаплантарчӗ ӑна: Аксинйӑпа мӗн тӑвасси. Анчах ашшӗ пӗррехинче, каҫ пулас умӗн, ӑна хӑй патне чӗнсе илчӗ; алӑк ҫинелле шиклӗн пӑхкаласа тата куҫне ывӑлӗн куҫӗсемпе тӗл пуласран тартса калаҫма пуҫларӗ:

— Эпӗ, мӗнле калас-ха… Эсӗ хӑвӑн хушша кӗнӗшӗн каҫаратӑн ӗнтӗ мана. Ҫапах та пӗлес килет ман: эсӗ мӗн тума шутлатӑн Аксиньӑпа?

Евгений пӑлханса кайни вӑл хыпӑнса ӳксе пирус чӗртнинчен курӑнчӗ. Вӑл халӗ каллех Ягоднӑя килнӗ кунхи пек хӗрелсе кайрӗ, унтан, хӑй хӗремесленнине туйса, тата ытларах хӗрелчӗ.

— Пӗлместӗп… Ним калама пӗлместӗп… — пӗр пытармасӑр йышӑнчӗ вӑл.

Старик ҫирӗппӗн татса каларӗ:

— Эпӗ пӗлетӗп ак. Халех эсӗ унпа кайса калаҫ. Хӑвӑр хушшӑрта пулни-иртнишӗн укҫа сӗн, — ку тӗлте вӑл мӑйӑх вӗҫӗпе кулса илчӗ, — кайма кала кунтан. Эпир урӑх та кама та пулин тупатпӑр.

Евгений ҫавӑнтах тарҫӑсен пӳртне кайрӗ.

Аксинья, ҫурӑмне алӑк еннелле туса, чуста ҫӑрса тӑрать. Унӑн валак пек лупашкаланса анакан ҫурӑмӗ ҫинче хул калаккисем сике-сике хускалаҫҫӗ. Ҫаннисене чавса таран тавӑрса хӑпартнӑ кӗре ӳтлӗ тачка аллисенче шӑнӑрсем выляҫҫӗ. Евгений унӑн мамӑк пек ҫемҫе те шултра ҫӳҫ тӗввисемпе витӗннӗ мӑйӗ ҫине пӑхса илчӗ, каларӗ:

— Эпӗ сире минутлӑха тухма ыйтатӑп, Аксинья. Аксинья хӑвӑрт ун еннелле ҫаврӑнчӗ, хӗпӗртенипе ҫуталса кайнӑ пичӗпе хӑйне мӗн хушасса кӗтнӗ пек, ҫав хушӑрах сӳрӗк те сивлек сӑнлӑ пек курӑнма тӑрӑшрӗ. Анчах та Евгений вӑл ҫаннисене антарнӑ чух пӳрнисем чӗтренине асӑрхарӗ.

— Халех эп. — Вӑл кухарка еннелле шиклӗн куҫ ывӑтса илчӗ те, савӑнӑҫне пытарма пултараймасӑр, Евгений патнелле телейлӗ те тӗмсӗлӳллӗ кулӑпа йӑлкӑшса утса пычӗ.

— Сада каятпӑр. Калаҫмалли пур, — терӗ Евгений, крыльца ҫине тухсан.

— Каяр, — хӗпӗртесе те тараватлӑн килӗшрӗ Аксинья, ҫакна хӑйсен ӗлӗкхи ҫыхӑнӑвӗсен пуҫламӑшӗ тесе.

Ҫула май Евгений шӑппӑнраххӑн ыйтрӗ:

— Пӗлетӗн-и, ҫана мӗншӗн чӗнтӗм?

Аксинья, тӗттӗмре кулкаласа, ӑна аллинчен тытрӗ, анчах Евгений аллине картах вӗҫертсе илчӗ те, вӑл вара пӗтӗмпех ӑнланчӗ. Чарӑнса тӑчӗ.

— Эсир мӗн каласшӑнччӗ, Евгений Николаевич? Урӑх каймастӑп эпӗ.

— Юрать. Эпир кунта та калаҫма пултаратпӑр. Пире никам та илтмест… — Евгений хыпаланса, сӑмахсен куҫа курӑнман ҫыххинче чӑлханса калаҫрӗ. — Эсӗ ӑнланма тивӗҫлӗ мана. Халӗ эпӗ ӗлӗкхи пек пултараймастӑп санпа… Пултараймастӑп эпӗ санпа пурӑнма… Ӑнланатӑн-и эс? Халӗ эпӗ авланнӑ-ҫке-ха. Ҫавӑнпа та хам тӳрӗ чунлӑ пулнӑ ҫӗртех ирсӗрле хӑтланаймастӑп… Намӑса пӗлни чарать… — терӗ вӑл, хӑйӗн тивӗҫсӗр хитре каланӑ сӑмахӗсемшӗн чӑтма ҫук намӑсланса.

Тӗттӗм хӗвелтухӑҫӗнчен тин ҫеҫ каҫ сӗмӗ килсе ҫапрӗ.

Анӑҫра ҫаплах-ха анса ларнӑ хӗвел чӗртсе хӑварнӑ пӗлӗт лаптӑкӗ йӑмӑх хӗрлӗ тӗспе кӑварланса ҫунать. Йӗтем ҫинче, хунарсен ҫутинче, «ҫанталӑкӗ лайӑхшӑн» авӑн ҫапаҫҫӗ, — машина чӗри унта сулмаклӑн та хӗрсе кайса тапать, рабочисем шавласа калаҫаҫҫӗ; выҫкӑн молотилкӑна ывӑнма пӗлмесӗр тӑрантаракан барабанщик, хӑйӑлти те телейлӗ сасӑпа вӗҫӗмех: «Тавай! Тавай! Та-ав-а-ай!» — тесе ҫухӑрашать. Садра хускалми шӑплӑх тӑрать. Вӗлтӗрен, тулӑ, сывлӑм шӑрши кӗрет.

Аксинья чӗнмерӗ.

— Эсӗ мӗнле шутлатӑн? Ма нимӗн те чӗнместӗн, Аксинья?

— Ман ним каламалли те ҫук.

— Эпӗ сана укҫа паратӑп. Сан каяс пулать кунтан. Эсӗ килӗшетӗн пулӗ тетӗп… Мана йывӑр пулать сана куҫ умӗнче ялан курма.

— Тепӗр эрнерен шӑп ман уйӑх тулать. Унччен юрать-и юлма?

— Паллах, ара!

Аксинья пӗр хушӑ шӑпӑрт та шарламарӗ, унтан темле хӑяккӑн, хӗнесе тӑкнӑ пек хӑюсӑррӑн Евгений ҫумнерех пырса тӑчӗ те каларӗ ӑна:

— Мӗнех ӗнтӗ, каятӑп… Эппин, юлашки хут та шеллемӗн-и мана? Эпӗ нушапа ҫапла намӑссӑрланса кайрӑм… Ывӑнса ҫитрӗм эпӗ пӗччен пурнӑҫпа… Эсӗ ан ятла мана, Женя.

Аксинья сасси янӑравлӑн та типпӗн тухрӗ. Евгений кӑлӑхах вӑл чӑнласа е шӳт туса каланине ӑнланса илесшӗн пулчӗ.

— Эсӗ мӗн?

Вӑл кӳренчӗклӗн ӳсӗрсе илчӗ те унтан каллех Аксинья хӑйӗн аллине шиклӗн хыпашласа шыранине туйрӗ…

Тепӗр пилӗк минутран Евгений уҫӑ шӑршӑллӑ йӗпе хурлӑхан тӗмӗ хыҫӗнчен тухрӗ, хӳме патне ҫитрӗ те пирускине мӑкӑрлантарнӑ май, чӗркуҫҫисем тӗлне сӗтеклӗ курӑкран симӗс тӗс ҫапнӑ шӑлаварне вӑрахчен сӑмса тутрипе сӑтӑркаласа тӑчӗ.

Крыльца ҫине улӑхсан, вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Тарҫӑсен пӳртӗнче, чӳречерен сӑрхӑнакан сарӑ ҫутӑра, Аксинйӑн яштака кӗлетки курӑнать: вӑл, аллисене хыҫалалла тытса, ҫӳҫне майлать, хӑйҫути ҫинелле кулкаласа пӑхать…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех