Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XI

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Ҫиччӗмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.03 16:30

Пуплевӗш: 101; Сӑмах: 1025

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Казак сотнисем хӑйсен тарӑн мар окопӗсенчен тухма тӑваттӑмӗш хут атакӑна ҫӗкленсе пӑхрӗҫ, тӑватӑ хутӗнче те, хӗрлисен пулемечӗсем урӑм-сурӑм вирлӗ ҫунтарнине чӑтаймасӑр, ҫӗр ҫине лӑпчӑнса выртрӗҫ. Сулахай ҫыран енчен вӑрманпа хӳтӗленнӗ хӗрлӗармеецсен батарейисем казаксен позицийӗсемпе тип ҫырмасене пуҫтарӑнакан резервсем ҫинелле шурӑмпуҫ хӑпарнӑранпах татти-сыпписӗр персе тӑчӗҫ.

Дон хӗрринчи ту-сӑртсен тӑрринче шрапнельсен сӗт пек шуррӑн ирӗлсе ҫухалакан пӗчӗкҫӗ пӗлӗчӗсем хыпа-хыпа илчӗҫ. Казаксем вырнаҫнӑ кукӑр-макӑр окопсен хӑмӑр тусанӗ ҫине пур ҫӗре те пульӑсем чвиклете-чвиклете тӑрӑнчӗҫ.

Кӑнтӑрла тӗлнелле ҫапӑҫу хӗрсе ҫитрӗ те, хӗвеланӑҫ ҫилӗ артиллери персе тӑракан сасӑсен кӗрлевне Дон тӑрӑх чылай аякка хӳтерсе кайса сапаларӗ.

Григорий ҫапӑҫу мӗнле пынине повстанецсен батарейин сӑнав пунктӗнчен бинокльпе пӑхса тӑчӗ. Офицер ротисем, ҫухатусене пӑхмасӑр вырӑнтан вырӑна чупа-чупа куҫса, хӗрлисем ҫинелле ҫине тӑрсах тапӑнса пычӗҫ. Лешсем хытӑрах пеме тапратсан, окопсем чавса выртрӗҫ, унтан каллех малалла талпӑнса ҫӗнӗ позицисем йышӑнма васкарӗҫ; сулахайра вара, мӑнастир енче, повстанецсен пехоти ниепле те наступление ҫӗкленеймерӗ. Григорий связноя Ермаков патне хут ҫырса парса ячӗ.

Тепӗр ҫур сехетрен унта ӑшша пиҫнӗ Ермаков тӗпӗртеттерсе ҫитрӗ. Вӑл батарея лашисене кӑкарса тӑратнӑ вырӑнта йӗнер ҫинчен сиксе анчӗ, — хӑшӑл-хӑшӑл сывласа, сӑнавҫӑ окопӗ патне улӑхса кайрӗ.

— Ҫӗклейместӗп казаксене! Окопсенчен тӑмаҫҫӗ! — аякранах кӑшкӑрчӗ вӑл, аллисемпе хӑлаҫланса. — Пирӗн халь ҫирӗм виҫӗ ҫын пулман та тейӗн. Куртӑн-и хӗрлисем пулеметсемпе мӗнле сӑтӑрттарнине?

— Офицерсем малалла куҫса пыраҫҫӗ, эсӗ ҫыннусене окопсенчен те кӑлараймастӑн-и? — терӗ Григорий шӑл витӗр.

— Пӑх-ха эсӗ лайӑхрах: вӗсен кашни взвод пуҫне ҫӑмӑл пулемет, патронӗсем те мӑй таранах. Пирӗн мӗн пур?!

— Ну-ну, эс ан ӑнлантар мана! Халех наступлени пуҫланӑ пултӑр, атту пуҫна касса тататпӑр!

Ермаков, киревсӗррӗн ятлаҫса, куринке ҫинчен чупса анса кайрӗ. Григорий ун хыҫҫӑн утрӗ. 2-мӗш пехота полкне вӑл хӑй атакӑна ертсе кӗме шутларӗ.

Катӑркас тураттисем айне курӑнмалла мар лайӑх пытарнӑ хӗрринчи тупӑ патӗнче ӑна батарея командирӗ чарса тӑратрӗ:

— Пӑхса савӑн, Гриторий Пантелевич, акӑлчансен ӗҫне. Халӗ вӗсем кӗпер ҫинелле пере пуҫлаҫҫӗ. Атя, куринке ҫине хӑпарса пӑхар-и?

Хӗрлӗ саперсем Дон урлӑ хунӑ понтон кӗперӗн ҫинҫе йӗрӗ бинокль витӗр кӑшт кӑна палӑрать. Кӗпер тӑрӑх вӗҫӗ-хӗррисӗр лав иртет.

Тепӗр вунӑ минутран акӑлчансен чуллӑ сӑрт хыҫӗнчи айлӑмра вырнаҫнӑ батарейи вут-хӗм тӑкма тапратрӗ. Тӑваттӑмӗш снарячӗ шӑп кӗпер варрине ӳксе шартлатрӗ. Лавсем вӑхӑтлӑха чарӑнса тӑчӗҫ. Хӗрлӗ армеецсем хыпалансах ванчӑк урапасемпе утсен виллисене Дона ҫӗкле-ҫӗкле ывӑтни курӑнчӗ.

Ҫавӑнтах сылтӑм ҫыранран саперсем ларнӑ тӑватӑ кимӗ хускалчӗ. Анчах вӗсем ваннӑ кӗпере юсаса та пӗтереймерӗҫ — акӑлчансен батарейи татах умлӑн-хыҫлӑн темиҫе снаряд кӑларса ячӗ. Вӗсенчен пӗри сулахай ҫыранри хӑйӑр сарса купаланӑ дамбӑна салатса тӑкрӗ, иккӗмӗшӗ кӗпер ҫывӑхӗнчех симӗс шыв юпи сирпӗнтерсе ҫӗклерӗ, унтан каллех вара малалла кайма пуҫланӑ лавсем кӗпер ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.

— Тӗл переҫҫӗ йытӑ ҫурисем! — терӗ савӑнса батарея командирӗ. — Халӗ ӗнтӗ ҫӗрлеччен те хӗрлисене леш енне каҫса кайма памаҫҫӗ. Ку кӗпертен нимӗн те юлмасть!

— Ху тата мӗн шарламастӑн? — бинокльтен куҫне вӗҫертмесӗр ыйтрӗ Григорий. — Пехотӑна пулӑшасчӗ. Курмастӑн-и, авӑ-иҫ пулемет йӑвисем.

— Тем пекчӗ те, пӗр снаряд та ҫук! Ҫур сехет каялла персе пӗтертӗм те, халӗ пач нимсӗр тӑрса юлтӑм.

— Эппин, ма кунта тӑратӑн? Лар та вӗҫтер тупӑсемпе ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре!

— Кадетсем патне снарядсем ыйтма ятӑм.

— Памаҫҫӗ, — татса каларӗ Григорий.

— Пӗрре кайнӑччӗ те — памарӗҫ, халӗ тепре ятӑм. Тен, хӗрхенӗҫ. Ав ҫав пулеметсене чыхлантарма пире пӗр икӗ теҫетки те ҫитетчӗ те. Шӳт-и — пирӗнне ҫирӗм виҫӗ ҫын вӗлерчӗҫ. Тата темиҫешне ҫулса пӑрахаҫҫӗ-ха акӑ? Кур, епле шӑлаҫҫӗ вӗсем!..

Григорий казаксен окопӗсем еннелле сӑнаса пӑхрӗ — вӗсем патӗнче, сӑрт тайлӑмӗнче, унчченхи пекех пульӑсем тип ҫӗре сӑхса шӑйӑраҫҫӗ. Пулеметсемпе пенӗ пуля ҫумӑрӗ тӑкӑнса иртекен вырӑнсенче, такамӑн курӑнман алли окопсен хӗррипе ирӗлекен сӑрӑ кӑвак йӗр туртнӑ; майлах, ҫӳхе тусан ярӑмӗ ҫӗкленет. Казаксем выртакан окопсем талккӑшпех ҫав тусанпа мӑкӑрланнӑн туйӑнать.

Халӗ Григорий акӑлчан батарейин снарячӗсем тӗл лекни-лекменнине сӑнама пӑрахрӗ ӗнтӗ. Пӗр хушӑ вӑл артиллерипе пулеметсем татти-сыпписӗр пенӗ сасӑсене итлесе тӑчӗ, унтан, куринке ҫинчен анса, Ермакова хӑваласа ҫитрӗ.

— Ман приказ пулмасӑр атакӑна ан кай. Артиллери пулӑшмасӑр сирпӗтсе кӑлараймастпӑр вӗсене.

— Эпӗ мӗн каларӑм сана? — терӗ ӳпкевлӗн Ермаков, сикӗпе ҫӳретнӗрен тата хӗрлисем татти-сыпписӗр пенӗрен ӑшӑрхаса кайнӑ лаши ҫине утланнӑ май.

Григорий пульӑсем айӗнче хӑюллӑн сиктерсе пыракан Ермакова куҫӗпе пӑхса ӑсатрӗ, пӑлханса шухӑшларӗ: «Мӗн шуйттанӗ тума тӳрӗрен вӗҫтерчӗ-ха вӑл? Ҫулса пӑрахаҫҫӗ ак пулеметпа! Айлӑма анмаллаччӗ те, вар-тӗпӗпе улӑхса, хамӑрӑннисем патне сӑрт тӗмески хыҫӗнчен пырса тухмаллаччӗ, ун чух ним хӑрушлӑх та пулмастчӗ». Ермаков айлӑм патне сикӗпе ӗрӗхтерсе ҫитрӗ, аялалла чӑмса ҫухалчӗ, тепӗр енче курӑнмарӗ. «Эппин, ӑнланса илчӗ! Халӗ чип-чиперех ҫитсе ӳкет», — тинех ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ те Григорий, куринке хӗррине выртса, васкамасӑр чикаркка ҫавӑрчӗ.

Тӗлӗнмелле сӳрӗклӗх пусса илчӗ унӑн чунне! Ҫук, ертсе каймасть вӑл казаксене пулемет вучӗ айне. Кирлӗ мар. Офицерсен штурмлакан ротисемех атакӑна кайччӑр. Вӗсем тытса илччӗр Усть-Медведица станицине. Шӑп ҫакӑнта вара, куринке хӗрринче выртнӑ чухне, Григорий пӗрремӗш хут ҫапӑҫӑва тӳрремӗн хутшӑнассинчен пӑрӑнма шухӑшларӗ. Хӑранӑран, вилӗмрен е усӑсӑр ҫухатусенчен шикленнӗрен мар ҫапла шутларӗ вӑл ҫав самантра. Нумай пулмасть-ха вӑл хӑйӗн пурнӑҫне те, хӑйне ертсе пыма шанса панӑ дивизири казаксен пурнӑҫне те уяса тӑмастчӗ. Халӗ ак ӑшра темскер ишӗлчӗ тейӗн… Ку таранччен пулни-иртни йӑлтах ниме тӑман юрӑхсӑр ӗҫ кӑна иккенне унччен нихҫан та вӑл ҫапла яр-уҫҫӑн туйса илменччӗ-ха. Копыловпа калаҫни-ши, е Фицхалауровпа чӗрре кӗрсе харкашни, — тен, иккӗшӗ пӗрлех те пулӗ, — унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ пӗр кӗтмен ҫӗртен улшӑннии сӑлтавӗ пулчӗҫ, ахӑр, анчах Григорий урӑхран вута кӗме шутламарӗ. Вӑл халь хӑй казаксене большевиксемпе мирлештерме пултарайманни, унтан хӑй те тата вӗсемпе мирлешме хевте ҫитерейменни ҫинчен уҫӑмсӑррӑн шухӑшларӗ, ҫав хушӑрах кӑмӑл-туйӑм енчен пачах ют, хӑй ҫине тӑшманла пӑхакан, хӑйӗнчен йӗрӗнекен, хай те ҫавӑнтан каях мар лӗкленсе йӗрӗнекен ҫынсене те, ҫав пӗтӗм Фицхалауровсене, — тек хӳтӗлесшӗн пулмарӗ, пултараймарӗ те. Унтан каллех вара унчченхи хирӗҫӳллӗ шухӑш-туйӑмсем чуна пӗр хӗрхенӳсӗр ҫивӗччӗн касса ыраттарма пуҫларӗҫ. «Ҫапӑҫчӑрах. Аякран курса тӑрам. Хамран дивизие туртса илсенех стройран тыла яма ыйтатӑп. Манран ҫитет!» — шухӑшларӗ те вӑл, Копыловпа тавлашнине аса илсе, хӑй халь шӑпах хӗрлисене тӳрре кӑлармалли сӑлтавсем шыранине туйрӗ. «Китайсем хӗрлисем патне ҫара алӑсемпе кайса вӗсем майлӑ ҫапӑҫаҫҫӗ, салтакӑн чӗрне хурине тӑман шалӑвӗшӗн кашни кун пурнӑҫпа вилӗм хушшинче сӗтӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ. Ӗҫ шалу укҫинче-ши тата? Мӗн мурӗ туянатӑн вӑл укҫапа? Картла выляса яма тесен ҫеҫ… Апла пулсан, эппин, ӗҫ кунта укҫара мар-ха, кунта темскер урӑххи пур… Союзниксем, ав, офицерсем, танксем, тупӑсем ярса параҫҫӗ, мулсем те панӑ ав! Кайран вара ҫакӑншӑн пуриншӗн те пысӑк укҫа ыйтаҫҫӗ. Акӑ ӑҫта уйрӑмлӑхӗ! Юрӗ, каҫхине тавлашатпӑрах кун пирки! Штаба таврӑнсан, аяккарах чӗнсе илетӗп те калатӑп:  — Уйрӑмлӑхӗ пур, Копылов, ман пуҫа пустуй ан минрет! — тейӗп».

Анчах тавлашасси пулмарӗ. Кӑнтӑрла иртсен, Копылов 4-мӗш полк резервра тӑракан вырӑна тухса кайнӑ та ҫул ҫинче ӑна ӑнсӑртран лекнӗ пуля вилмеллех пырса тивнӗ. Григорий кун ҫинчен тепӗр икӗ сехетрен пӗлчӗ.

Ир енне Фицхалауров генералӑн 5-мӗш дивизийӗнчи чаҫсем Усть-Медведица станцине ҫапӑҫма илчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех