Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Хӑрушсӑрлӑх вӗрентӗвӗ

Автор: Николай Ишентей

Ҫӑлкуҫ: Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 6 с.

Хушнӑ: 2020.04.22 21:54

Пуплевӗш: 50; Сӑмах: 249

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Компьютерпа вӑрҫӑлла выляттӑмччӗ. Пускӑчсем шӑкӑртатаҫҫӗ кӑна. Манӑн пушка тӗл пенӗрен тӑшман самолёчӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри пере-пере анатчӗҫ. Кӗтмен ҫӗртен такам шари! кӑшкӑрни илтӗнчӗ. Мӗн пулнӑ-ши? «Пушка йӗтри экрана шӑнӑҫаймасӑр чӳречерен вӑркӑнса тухмарӗ-ши?» — шартах сикрӗм эпӗ.

Йӑпӑр-япӑр урама чупса тухрӑм. Пӑхатӑп — Артур йӗрсе тӑрать. Пӗчӗк-ха вӑл, шкула та ҫӳремест.

— Мӗн пулчӗ, Артур? — ыйтатӑп унран.

— У-у-жастик ҫыртрӗ! — ӗсӗклет шӗвӗркке. — У-у!

— «Жастик»? Ӑҫта вӑл? — Шикленсе ун-кун пӑхкаларӑм эпӗ. Ҫывӑхра йытӑ курӑнмасть-ши? Тӳрех шкулта вӗрентни аса килчӗ: «Ҫапкаланчӑк йыт качкаран асӑрханӑр. Урнӑскер тӗлне пулсан ҫыртса та илӗ».

— Йытӑ мар вӑл! Ужастик-мужастик! Мультик-пуль-тик! — хӑй пӗлнӗ пек ӑнлантарчӗ Артур ӗсӗклеме чарӑнаймасӑр.

Тинех тавҫӑрса илтӗм. Хӑрушӑ кино пӑхнӑран Артурӑн сехре хӑпнӑ иккен. Ҫӑлӑнӑҫ шыраса урама сиксе тухнӑ пӗчӗкскер.

— Ан шиклен, Артур, урӑх программӑпа лайӑх вӑйӑ выляма вӗрентӗп сана, — лӑплантартӑм ачана.

Сасартӑк урам леш енче алӑк шалтӑрт! уҫӑлчӗ те пӑшал кӗпҫи курӑнчӗ, унтан — такамӑн тӑрмаланчӑк пуҫӗ. Артурпа иксӗмӗр хӑранипе пӳрт умӗнчи йывӑҫ тӗмӗ хыҫне пытантӑмӑр.

— Ха-ха-ха! Кам хирӗҫ тӑрать пирата! — ахӑлтатрӗ такам.

Уф! Ку Фрол-иҫ, кӳршӗ ачи! Пирӗнтен кӑшт аслӑрахскер.

— Мӗн алхасатӑн? — ятлатӑп ашкӑнчӑка.

Фрол курнӑҫланма пуҫларӗ:

— Ужастиксем пӑхса лартӑм-лартӑм та — ытла йӑваш. Нимӗн интересӗ те ҫук. Ҫавӑнпа урама пӑшалпа тухрӑм-ха. Ыттисене хӑратма. Атьӑр манпа!

Пиратла выляма пирӗн хӗҫ-пӑшал пулмарӗ.

— Эх, эсир, вӗт-шакӑр! — кӑмӑлсӑрланчӗ Фрол, тӗттӗм тӑкӑрлӑкалла пӗчченех тапса сикрӗ.

— Чарӑннӑ пул! Ан хускал! — илтӗнчӗ унӑн сасси. Такама хурах пусать ӗнтӗ пуҫтах ача.

Артура шарт сиктернӗ «жастик» мӗнле хӑратмӑш пулнине тинех тавҫӑрса илтӗм эпӗ. Ҫавӑнпа пӗчӗк тусӑма асӑрхаттартӑм:

— Артур, малашне ужастик-мужастик пӑхса вӑхӑта ан ҫухат. Унта урнӑ йытӑ пурӑнать. Уртаракан чир ерсен Фрол пек хурахланасси те часах.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех