Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: II сыпӑк

Пай: Асаплӑ вилӗм умӗнхи сӑмах

Автор: Леонид Агаков

Ҫӑлкуҫ: Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Хушнӑ: 2019.08.10 21:56

Пуплевӗш: 226; Сӑмах: 1606

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Вилсе пыни

Когда в глазах померкнет свет,
И дух покинет плоть…

Аллисене хырӑмӗсем ҫине тытнӑ икӗ ҫын чассавнин шурӑ тӗслӗ те авӑнчӑк маччисем айӗнче йывӑррӑн, вӑраххӑн утса, чиркӳри салхуллӑ юрра вӑрӑммӑн тӑсса юрлаҫҫӗ:

…Когда в глазах померкнет свет,
И дух покинет плоть,
Туда, где мрака ночи нет,
Нас призовет господь…

Такам вилнӗ. Кам-ши? Эпӗ пуҫа ҫавӑрса пӑхма тӑрӑшатӑп… Вилнӗ ҫынна кӗртсе хунӑ тупӑка тата пуҫ вӗҫӗнче ҫутса янӑ икӗ ҫурта куратӑп пулас.

…Туда, где мрака ночи нет,
Нас призовет господь…

Аран-аран ҫаврӑнтӑм. Анчах нимӗн те курмастӑп. Никам та ҫук, вӗсем тата эпӗ кӑна. Кам валли юрлаҫҫӗ-ха вӗсем ку пытару юррине?

Туда, где светится всегда Господняя звезда.

Ку панихида. Чӑн-чӑн панихида. Кама пытараҫҫӗ-ха вӗсем? Кам кунта? Вӗсем тата эпӗ кӑна. Ах, эпӗ-ҫке! Эппин, вӗсем мана пытараҫҫӗ. Итлӗр-ха, ҫынсем, ку йӑнӑш! Эп вилмен, эпӗ чӗрӗ. Куратӑр-и, эп сирӗн ҫине пӑхатӑп, сирӗнпе калаҫатӑп.

Чарӑнӑр! Ан пытарӑр мана!

Сказав последнее прости
Всем тем, кто дорог нам…

Илтмеҫҫӗ. Хӑлхасӑр-им вӗсем? Эпӗ вара ҫав териех хуллен калаҫатӑп-ши? Тен, эпӗ чӑнах та вилнӗ, ҫавӑнпа та ман сасӑ ҫитмест вӗсем патне? Манӑн шӑмшаккӑм кунта ним хускалми выртать, эпӗ хама мӗнле пытарни ҫине пӑхатӑп… Кулӑшла!

Мы с упованием свой взгляд
Подьемлем к небесам.

Эпӗ мӗн-мӗн пулса иртнине аса илетӗп. Такам мана аран-аран ҫӗклесе тумлантарчӗ, унтан мана наҫилккапа йӑтса пычӗҫ, коридорта таканланӑ атӑсемпе кӗрслеттерсе утни илтӗнчӗ… Унтан… Урӑх нимӗн те ҫук. Урӑх эпӗ нимӗн те астумастӑп.

Туда, где мрака ночи нет…

Ҫук, ку суя япала. Эпӗ чӗрӗ. Эпӗ ыратнине тата ӗҫес килнине туятӑп. Вилнӗ ҫынсен ӗҫес килмест вӗт. Эпӗ алла хускатас тесе пӗтӗм вӑя пухатӑп, вара темле ют сасӑ калани илтӗнет, ку пачах ман сасӑ мар:

— Шыв!

Тинех! Ҫынсем иккӗшӗ те йӗри-тавра утма чарӑнаҫҫӗ. Вӗсем ман пата пӗшкӗнеҫҫӗ, пӗри ман пуҫа ҫӗклесе манӑн тутасем патне шыв тултарнӑ курка илсе пырать.

— Тусӑм, санӑн мӗн те пулин ҫиес пулать. Икӗ талӑк хушши ӗнтӗ эс ӗҫетӗн те ӗҫетӗн.

Мӗн калаҫать вӑл? Икӗ талӑк? Паян мӗнле кун вара? Тунтикун.

Тунтикун! Мана эрнекун арестленӗччӗ. Чӑтма ҫук пуҫ ыратать. Тата шывӗ епле тутлӑ. Ҫывӑрас! Ҫывӑрма парӑр мана… Хӗрлӗ тумлам ҫӑлти тӑрӑ шыва пӑтратрӗ. Ку вӑл сӑртсем ҫинчи ҫӑлкуҫӗ… Пӗлетӗп эпӗ, вӑл Рокланри хуралҫӑ ҫурчӗ патӗнче… Чӑрӑшсен йӗплӗ турачӗсем хушшинче вӗтӗ ҫумӑр чашлатать… Епле тутлӑ ыйхӑ!

Эпӗ тепре вӑраннӑ чух — ытларикун каҫ. Ман пуҫ патӗнче йытӑ тӑрать. Овчарка. Вӑл ман ҫине хитре те ӑслӑ куҫӗсемпе пӑхса:
— Эс ӑҫта пурӑннӑ? — тесе ыйтать.

Ҫук, куна йытӑ ыйтмарӗ, ку такамӑн, урӑххин сасси. Ман умра тата такам тӑрать. Эпӗ пӗр мӑшӑр атӑ куратӑп… Тата тепӗр мӑшӑр, формӑллӑ шӑлавар куратӑп. анчах ҫӳлерех пӑхаймастӑп, манӑн пуҫ ҫаврӑнать, апла пулсан та ку нимӗн те мар, эсир мана ҫывӑрма парӑр…

Юнкун.

Псаломсем юрланӑ икӗ ҫын халӗ сӗтел патӗнче ларса тӑмран тунӑ тирӗксенчен апат ҫиеҫҫӗ. Халӗ эпӗ вӗсене куратӑп. Пӗри ҫамрӑкрах, тепри ватӑрах. Манахсем сӑнлӑ мар. Чассавни те чассавни мар, тӗрмери камера — ытти ҫӗршер камерӑсем пекскерех: хӑма урай, йывӑр тӗксӗм алӑк…

Ҫӑраҫҫи ӑшӗнче уҫҫи чанкӑртатать; вӗсем иккӗшӗ те тӳрленсе тӑраҫҫӗ, камерӑна икӗ эсэсовец кӗрсе мана тумлантарма хушаҫҫӗ. Кӗпе ҫаннипе йӗмпӗҫҫи ҫав тери ыраттарма пултарнине эпӗ нихҫан та шухӑшламан… Мана наҫилкка ҫине хураҫҫӗ те пусма тӑрӑх аялалла илсе каяҫҫӗ. Тимӗрленӗ йывӑр атӑсемпе кӗрслеттерсе пыни коридорта таҫта ҫитиех илтӗнет… Ку ҫулпа мана пӗрре йӑтса пынӑччӗ ӗнтӗ. Ӑҫта илсе каять ку ҫул, мӗнле шуйттан шӑтӑкне?

Арестантсене йышӑнмалли ҫурма-тӗттӗм, кичем канцелярине иккен. Наҫилккана урайне лартаҫҫӗ, вара чехӑн кӑмӑллӑ сасси нимӗҫ кӑшкӑрнине куҫарса парать.

— Пӗлетӗн-и ҫак хӗрарӑма?

Эпӗ янаха алӑпа тӗрӗнтеретӗп. Наҫилккапа юнашар ҫаврака питлӗ ҫамрӑк хӗр тӑрать. Тӳп-тӳрӗ те пуҫне ҫӳлелле ҫӗклесе мӑнаҫлӑн тӑрать; хӑйне ҫирӗп те, тивӗҫлӗ тытать. Куҫӗсемпе кӑшт аяларах, шӑп мана курса саламласа илмелӗх кӑна пӑхать.

— Ҫук, пӗлместӗп.

Эпӗ ӑна леш асар-писер каҫхине Петчек дворецӗнче кӗске вӑхӑт хушши курнӑ пек астӑватӑп. Халь эпир иккӗмӗш хут курнӑҫатпӑр. Шел — виҫҫӗмӗш хут эпир пӗр-пӗрне курас ҫук. Курнӑ пулсан, вӑл хӑйне ҫакӑн пек ҫирӗп тытнӑшӑн аллине чӑмӑртанӑ пулӑттӑм. Ку вӑл — Арношт Лоренц арӑмӗ пулнӑ. Ӑна 1942 ҫулхи осаднӑй положенин малтанхи кунӗсенчех вӗлернӗ.

— Ну, эсӗ ӑна пӗлме кирлех ӗнтӗ.

Аня Ирасек! Турӑҫӑм, Аня, эсир тата мӗнле лекнӗ кунта? Ҫук, ҫук, эпӗ сирӗн ятӑра асӑнман, эсир мана пӗлместӗр, эпӗ те сире палламастӑп. Ӑнланатӑр-и, палламастӑп!

— Ӑна та пӗлместӗп.

— Тӑн-пуҫлӑ пул!

— Пӗлместӗп!

— Юлий, ку ниме те кирлӗ мар, — тет Аня; сӑмса тутрине лутӑркакан пӳрнисем кӑшт хусканни кӑна вӑл пӑлханнине палӑртать. — Ку ниме те кирлӗ мар. Мана «палларӗҫ» ӗнтӗ.

— Кам?

— Ан калаҫ! — кӑшкӑрса пӳлеҫҫӗ те ӑна, вӑл аллине тӑсса ман паталла пӗшкӗннӗ чух, аяккалла тӗртсе яраҫҫӗ.

— Аня!

Ытти ыйтусене эпӗ илтместӗп.

Ыратнисене пачах туймасӑр, хам айккинчен пӑхса тӑракан ҫын кӑна пулнӑ пек, эпӗ хама икӗ эсэсовец камерӑна каялла ҫӗклесе пынине, наҫилккана юриех силленине, мӑйкӑчра ҫакӑнса тӑни авантарах пулнӑ пулӗччӗ ӑна, тесе кулкаласа калаҫнине илтетӗп.

Кӗҫнерникун.

Эпӗ ӗнтӗ таврара мӗн пулса иртнине ӑнланма пуҫлатӑп. Манӑн юлташсенчен пӗрне Карел тесе чӗнеҫҫӗ. Ӑслине вӑл «атте» тесе чӗнет. Вӑл хӑй ҫинчен темскер каласа кӑтартать иккен, анчах ман пуҫра пӗтӗмпех пӑтранса каять… Темле шахта, партӑсем хушшинчи ачасем… Чан сасси илтӗнет, пушар пуҫланман-ши?

Ман пата кашни кунах врач тата эсэс фельдшерӗ ҫӳреҫҫӗ пулас. Эсӗ ытла начарах мар, часах каллех маттур пулатӑн, теҫҫӗ. Кун ҫинчен мана ҫине тӑрсах «атте» калать, Карел та пӗрмаях ҫавӑн пек калаҫать. Эпӗ ӑнланатӑп: вӗсем мана лӑплантарасшӑн. Аван ҫынсем! Шел — эпӗ вӗсене ӗненме пултараймастӑп.

Кӑнтӑрла.

Камера алӑкӗ уҫӑлать те, пӗр шавсӑр, чӗрне вӗҫҫӗн утнӑ пек, йытӑ чупса кӗрет. Вӑл ман пуҫ вӗҫӗнче чарӑнса тӑрать, каллех ман ҫине тинкерсе пӑхать.

Манпа юнашар каллех икӗ мӑшӑр атӑ. Халь ӗнтӗ эпӗ ку мӗнле ҫынсем иккенне пӗлетӗп, — пӗр мӑшӑрӗ йытӑ хуҫин, Панкрацри тӗрме смотрителӗн, тепри — ҫавӑн чух ҫӗрле мана допрос тунӑ II-А-1 текен отдел начальникӗн. Акӑ тата штатски шӑлавар тӑхӑннӑ этем. Эпӗ унӑн шӑлаварӗ ҫине пӑхатӑп та ку мана арестлессине ертсе пынӑ тӑсланкӑ та ырхан гестаповец иккенне палласа илетӗп.

Начальник пукан ҫине ларса допрос тума тытӑнать:

— Эсӗ пӗрех ҫиеле тухаймарӑн, хӑвӑн ҫинчен те пулин шухӑшласа пӑх. Кала.

Вӑл мана пирус сӗнет. Манӑн туртас килмест. Эпӗ ӑна пӳрнесемпе тытма та пултарас ҫук.

— Бакссем патӗнче эсӗ нумай пурӑннӑ-и? Бакссем патӗнче! Тата ҫӗнӗ япала! Кам каласа панӑ-ха вӗсене!

— Куратӑн-и, эпир пӗтӗмпех пӗлетпӗр. Кала.

Эсир пӗтӗмпех пӗлетӗр пулсан, манӑн мӗн тума каламалла-ха? Эпӗ ку таранччен тӳрӗ ҫын пулса пурӑннӑ, малашне те, пурнӑҫ вӗҫне ҫитичченех турӗ ҫын пулма шутлатӑп.

Допрос пӗр сехет хушши пырать. Допрос тӑваканни кӑшкӑрмасть, вӑл пӗр ыйтӑвах, тӳсӗмлӗн, темиҫе хутчен парать, унтан, ответне кӗтсе илеймесӗр, иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш ыйту парать.

— Ниушлӗ эсӗ ӑнланмастӑн? Сирӗн ӗҫ пӗтрӗ, эсир пӗтӗмпех выляса ятӑр. Эсир пурте.

— Эпӗ ҫеҫ выляса янӑ.

— Эсӗ коммуна ҫӗнтерессе халӗ те ӗненетӗн-и?

— Паллах.

— Вӑл халӗ те ӗненет-и? — нимӗҫле ыйтать отдел начальникӗ, вара тӑсланкӑ гестаповец куҫарса парать:

— …вӑл Россия ҫӗнтерессе халӗ те ӗненет.

— Паллах. Урӑхла пулма пултараймасть.

Эп ывӑнтӑм. Эпӗ сыхлануллӑ пулас тесе петӗм вӑя пухрӑм, анчах халӗ ӑнтан каятӑп ӗнтӗ, ӑс-тӑн тарӑн сурантан юхса тухакан юн пекех юхса тухать. Юлашкинчен эпӗ мана алӑ тӑсса панине куратӑп, — тӗрме ҫыннисем ман сӑн ҫинче вилӗм тӗсӗ палӑрнине асӑрхаҫҫӗ пулмалла. Чӑнах та ҫав, хӑшпӗр ҫӗршывсенче палачсен суд тунӑ ҫынна вӗлерес умӗн ӑна чуптӑвас йӑла пулнӑ. Каҫ.

Аллисене хуҫлатнӑ икӗ ҫын йӗри-тавра ҫӳресе хурлӑхлӑ юрра вӑрӑммӑн тӑсса юрлаҫҫӗ:
Когда в глазах померкнет свет, И дух покинет плоть…

Эй, ҫынсем, чарӑнӑр ӗнтӗ! Тен, ку юрӑ начар та мар пулӗ, анчах паян… паян, Майӑн пӗрремӗшӗ, ҫӗр ҫинчи чи лайӑх, чи савӑнӑҫлӑ праҫник ыран тенӗ кун. Эпӗ мӗнле те пулин савӑнӑҫлӑ юрӑ юрласа яма тӑратӑп, анчах та! вӑл тата салхуллӑрах янӑрать пулмалла, мӗншӗн тесен Карел тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑрать, «атте» куҫӗсене шӑлать. Пулин тата, эпӗ пурпӗр парӑнмастӑп, малаллах вӗсем манпа пӗрле юрлама тытӑничченех юрлатӑп.

Майӑн пӗрремӗшӗнчи ир. Тул ҫутӑлать. Тӗрме башни ҫинчи сехет виҫҫӗ ҫапать. Сехет мӗнле ҫапнине эпӗ пӗрремӗш хут уҫӑмлӑн илтетӗп. Хама арестленӗ хыҫҫӑн эпе пӗрремӗш хут пурне те ӑнланатӑп. Эпӗ уҫӑ чӳрече витӗр ҫил варкӑшса кӗнине, манӑн урайӗнче выртакан тӳшек ҫине вӗрнине туятӑп, улӑм пӗрчисем манӑн кӑкӑрпа хырӑма тиреҫҫӗ. Ман шӑмшакӑн кашни уйрӑм пайӗ хӑйне майла, пин тӗслӗн ыратать. Мана сывлама йывӑр. Сасартӑк, чӳрече уҫӑлса кайнӑ пек, пуҫа шухӑш пырса кӗрет: ку — пурнӑҫ вӗҫӗ, эпӗ вилетӗп.

Час килмерӗн-ҫке эсӗ, вилӗм! Анчах эпӗ, тӗрӗссипе каласан, санпа нумай ҫулсем иртсессӗн тин тӗл пуласса, хам ирӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнса курасса, нумай ӗҫлессе, нумай юратасса, нумай юрласса, тӗнче тӑрӑх ҫӳрессе шаннӑччӗ. Эпӗ халь тин чӑннипе ӳссе ҫитрӗм-ҫке, манӑн ҫав тери вӑй нумайччӗ. Халӗ вӑй урӑх ҫук ӗнтӗ. Пӗтрӗ.

Эпӗ пурнӑҫа юратнӑ, уншӑн ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Эпӗ юратнӑ сире, ҫынсем, эсир хӑвӑр та мана ҫавӑн пекех юратнӑшӑн савӑннӑ, эсир мана ӑнланман чух асапланнӑ. Эпӗ кама кӳрентернӗ — каҫарӑр, кама савӑнтарнӑ — ан манӑр. Манӑн ятӑм никама та ан хуйхӑрттартӑр. Ку манӑн сӑмахӑм сире, атте, аннепе йӑмӑксем, сана, манӑн Густа, сире, юлташсем, кампа мана лайӑх пулнӑ — ҫавсене пурне те. Сире куҫҫульсем пулӑшаҫҫӗ пулсан — макӑрӑр. Анчах ан хӗрхенӗр. Эпӗ савӑнӑҫлӑ пурнӑҫшӑн пурӑннӑ, уншӑнах вилетӗп, ҫавӑнпа та манӑн масар ҫине хурлӑх ангелне лартни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ.

Майӑн пӗрремӗшӗ! Ҫак сехетре эпир хуласен хӗррисенче вӑранса хамӑрӑн ялавсене ҫӗклеттӗмӗр. Ҫак сехетре Мускав урамӗсенче Хӗрлӗ плошаделле каякан ҫарсен пирвайхи речӗсем утаҫҫӗ ӗнтӗ. Миллионшар ҫынсем халӗ этемлӗхе ирӗке кӑларассишӗн юлашки хут ҫапӑҫаҫҫӗ. Вӑл ҫапӑҫура пиншер ҫын пӗтет. Эпӗ вӗсенчен пӗри. Юлашки ҫапӑҫӑвӑн воинӗсенчен пӗри пуласси — питӗ аван вӑл.

Анчах вилесси пӗртте аван мар. Эпе антӑхса каятӑп. Мана сывлӑш ҫитмест. Эпӗ хамӑн пырта хӑйӑлтатса лӑкӑртатнине илтетӗп. Тем пулӗ тата — хамӑн юлташсене вӑратӑп. Пӗр ҫӑвар шыв сыпса пыра йӗпетесчӗ. Анчах та кружкӑри шыва пӗтӗмпех ӗҫсе янӑ. Манран ултӑ утӑмра, унитазра, камера кӗтессинче, шыв пур. Анчах та манӑн унта кайма вӑй ҫитӗ-ши?

Эпӗ хырӑм ҫине выртса хуллен, асӑрханса упаленетӗп, вилнӗ чух чи кирли — никама та вӑратманни пулнӑ пек. Упаленсе ҫитрӗм. Антӑхса кайса ӗҫетӗп.

Ку ӗҫ мӗн вӑхӑта пынине, каялла мӗн вӑхӑт упаленсе пынине пӗлместӗп. Эпӗ каллех ӑнтан кайма пуҫлатӑп. Хамӑн юн тымарне шыратӑп, анчах та ӑна тупаймастӑп. Чӗре пыр патнелле ҫӗкленсе питӗ хӑвӑрттӑн аялалла ӳкрӗ. Эпӗ хам та ӳкетӗп. Укнӗ чух Карел сассине илтетӗп:

— Атте, атте! Пирӗн мӗскӗн вилет!

Ирхине врач пынӑ. (Ҫакӑн ҫинчен эпӗ кайран, вӑхӑт чылай иртсен тин пӗлтӗм). Вӑл ман ҫине пӑхнӑ та, пуҫне пӑркаласа илнӗ. Унтан хӑй патне таврӑнса эпӗ вилни ҫинчен малтанах ҫырса хунӑ рапортичкӑна ҫурса пӑрахнӑ та, пӗлекен ҫын хисеплесе каланӑ пек: — Этем мар ку, лаша! — тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех