Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хумсем пӗрмаях чупнӑ, шӑмпӑртатнӑ, вӗсен вӗтелсех пыракан авӑнчӑк тӑррисенче е шурӑ кӑпӑк е тарӑн кӑвак пӗлӗт ӳкерчӗкӗ, е уйӑхӑн кӗмӗл ҫутийӗ, е тата хӗрлӗ хунарсен ҫутти — вӗсене ҫӑмӑл кимӗпе ҫӳрекен темле ҫын ҫутса ҫӳренӗ — курӑна-курӑна кайнӑ.
XIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Е ҫав Анна Петровна колхозӑн пӗрлешӳллӗ пухӑвӗнче тухса калаҫса шульӑксемпе наянсене питлет, вӗсемпе пӗрлех ҫакнашкал ҫынсене хута кӗрекенсене те тӑрӑ шыв ҫине кӑларать, е шкулти йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен район хаҫатне хаяр статья ҫырса парать, е сасартӑк, ҫамрӑксем хӗрсе ташша ҫапнӑ вӑхӑтра клуба пырса кӗрет те ташша чарса, каччӑсемпе хӗрсене ҫӗрӗпех ҫӗнӗ кӗнеке вуласа парать, е тата пачах кӗтмен-туман ҫӗртен, шкул тетрадӗнчен пӗрер листа хут кӑларса илсе, диктант ҫырма лартать.
Диктант // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Хушӑран пӳрт мӑрйисенчен е пӗринчен, е тепринчен тӗтӗм палкаса тухни курӑнкаласа каять, е алӑк, е ҫӑл кустӑрми чӗриклетни илтӗнет.Изредка дымок выплывал то из одной, то из другой трубы, слышался скрип двери и колодца.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Е умывальник тӑракан пӳлӗме, е буфета, е киоска, е старик Яков патне кайса килмелле, тесе, мана пӗччен тӑрата-тӑрата хӑварчӗ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ҫав канӑҫсӑрлӑх е кӗтмен ҫӗртен телефон шӑнкӑртаттарнипе, е ҫӗрлехи почтальон пек, е кая юлнӑ хӑна пек пулса алӑка шаккать, е ӗҫрен таврӑннӑ аттен куҫӗсенче пытанса тӑрать.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Эпӗ е хамӑр дачӑн садӗнче, е Нескучнӑй паркӗнче, е застава хыҫӗнче уҫӑлса ҫӳреттӗм; хампа пӗрле пӗр-пӗр кӗнеке, сӑмахран Кайданов курсне, илеттӗм, анчах ӑна эпӗ сайра хутра ҫеҫ уҫкаласа пӑхаттӑм; ытларах эпӗ саспа сӑвӑсем вулаттӑм, вӗсене вара пӑхмасӑр калама питӗ нумай пӗлеттӗм; ман ӳтӗмре юн вылятчӗ — чӗрем тутлӑн та кулӑшла ырататчӗ; эпӗ ялан тем кӗтсе, темрен шикленеттӗм, пур япаларан та тӗлӗнеттӗм те, тем тума та хатӗрччӗ; ман ҫунатлӑ ӗмӗтӗмсем, шуҫӑм килнӗ чух шуркутсем чиркӳ тӑрри тавра явӑннӑ евӗр, пӗр япаласем тавра явӑнатчӗҫ; эпӗ шухӑша каяттӑм, тунсӑхлаттӑм, макӑраттӑм та; анчах куҫҫулӗ витӗр те, янӑравлӑ сӑвӑ е каҫ илемӗ ҫуратнӑ тунсӑх витӗр те ҫурхи курӑк евӗр тапса тухакан ҫамрӑк пурнӑҫӑн савӑнӑҫне туяттӑм.
I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Кашни чӗрчун хӑйне евӗрлӗ: пӗрисем йӑваш, теприсем хаяр, пӑхӑнакан е кутӑн, ачаш е шӑртлӑ, тасалӑха юратаҫҫӗ е лупашкара йӑваланма килӗштереҫҫӗ, шавлӑ е лӑпкӑ…
Каскӑн качака // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 31,33,35 с.
Сӑмахран, культурӑллӑ ҫынсем пурте сӑмса тутрипе усӑ кураҫҫӗ пулсан, эсӗ, ав, икӗ пӳрне пулӑшнипе сӑмсуна шӑнкартатӑн, апат ҫинӗ чух аллусене е атӑ кунчисем е ҫӳҫӳ ҫумне шӑла-шӑла илетӗн, ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн лаша ашӑкӗпе пит шӑлма та тиркесе тӑмастӑн, алӑ чӗрнисене е шӑлпа ҫыртса кӗскетен е хӗҫ вӗҫӗпе касатӑн.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Акӑ пӗр лав юлчӗ, ун ҫине лумсемпе катмаксем ҫеҫ тиенӗ; тимӗрҫ аллинчен тин кӑна тухнӑ вӗсем, вӗр-ҫӗнӗ; акӑ лутра ҫуна ҫине пӗр купа утӑ хунӑ, утӑ ҫинче пӗр ача йывӑррӑн утакан лашасене хӑратса пырать; ак икӗ лав ҫине аврисене те варалайман вӗр-ҫӗнӗ наҫилккасем тиенӗ; хӗреслетсе хунӑ ҫӑнӑхлӑ михсем шуррӑн курӑнса юлаҫҫӗ; акӑ тата лав ҫинче темле каткасем, пичкесем лараҫҫӗ, тӑварланӑ ҫимӗҫсемпе пулмалла, — ҫиелтен шултӑра сарӑ ҫӗрулми купаланӑ; е урапа ӳречи урлӑ тунсӑх куҫӗсемпе сурӑхсем пӑхса пыраҫҫӗ; е ӳпӗнтернӗ хурансем, кастрюльсем курӑнса каяҫҫӗ, ещӗксенче чашӑк-тирӗк шӑкӑртатать; е лавсем хыҫҫӑн, аран ураран ура ирттерсе, ӗнесем пыраҫҫӗ, — обоз хӑй сӗчӗпе каять; е бричкӑсем ҫине хӑмаран ҫапса тунӑ клеткӑсем икшер рет пӗрин хыҫҫӑн теприне лартса тухнӑ, клеткӑсенче туллиех чӑхсемпе хурсем ларнӑ, ытла тӑвӑртан вӗсен сивӗпе хӗрелсе кайнӑ киккирикӗсем хушӑксенчен тухса пынӑ…
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Е вӑл брезентпа витнӗ, анчах парада тухма хатӗр танкӗ ҫумӗнче тӑрать, е парада кайма тумланнӑ юлташӗсем хушшинче ҫӳрет, е ҫынпа тулнӑ Прага урамӗсемпе иртет, е генерал ӑна алӑ парса, ҫапла калать:
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Нумай ҫӗрте пирус вучӗсем йӑлтӑртата-йӑлтӑртата илеҫҫӗ, хӑш чухне шӑрпӑк е зажигалка чӗртеҫҫӗ те — хӗрлӗ сухал, е шурӑ тутӑр ҫыхнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, е йӑлтӑртатса тӑракан ҫамрӑк куҫсем, е ҫамрӑкла пӗтӗрсе янӑ мӑйӑх курӑнса каять.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл пӳрт умӗнче кунӗн-ҫӗрӗн е тачанка, е тӑватӑ кустӑрмаллӑ урапа, е икӗ кустӑрмаллӑ урапа, е йӗнерленӗ лашасем тӑчӗҫ.День и ночь, стояли то дрожки, то тачанка, то бедарка, то верховые, под седлами, лошади.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сылтӑмми чӑнкӑрах, тӗл-тӗл бузина йывӑҫӗсемпе ешерет, тӗл-тӗл сарӑ хӑйӑр выртать; сулахай ҫыранӗ лутра, унта вара лапкипех тӗрлӗ йӑрансем: е тӑп-тӑваткал сарса хунӑ тутӑр пек, е такан пек авӑнчӑк, е салтак пашникӗн хӑлхисем пек темиҫе вӗҫлӗ тӑсӑлса каяҫҫӗ, е ахаль ансӑр сукмак пек курӑнаҫҫӗ…
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Япаласене уйӑрса илме те ҫук, сасартӑк ҫатан хыҫӗнчен ҫӑмламас калпак курӑнса каять, патне пырса пӑхатӑн та — юпасем ҫинче кӑкшӑмсем ҫакӑнса тӑнине куратӑн, вӗсем хура та мар, тин ҫунакан кӑмакаран кӑларнӑ пек хӗрлӗ; е килкарти варринче ҫамрӑк хӗрарӑмӑн шурӑ тутӑрӗ курӑнса каять, тинкеререх пӑхатӑн та — тутӑр та мар, хушка пуҫлӑ ӗне тӑнине куратӑн; е вӑкӑр мӑйракисем курӑнса каяҫҫӗ, анчах мӑйракисем кӑнтӑрлахи пек сӑркка мар, слюдаран якатса тунӑ пек витӗр курӑнса тӑраҫҫӗ; е тата пӗр-пӗр крыльца ҫинче ҫӑмламас тир курӑнса каять, патнерех пыратӑн та — йытӑ выртнине куратӑн; е лупас айӗнче ларакан чӑхсем курӑнса каяҫҫӗ, вӗсем кашта ҫине шӑрҫа тирнӗ пек ларса тухнӑ.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Е Гришаткӑна вӗлернӗ пек, е вӑл вӑрмана кайнӑ та, унта ачана, упасем е кашкӑрсем кӑшласа янӑ пек туйӑннӑ, е Хлопушӑна Гришатка сасси сасартӑк илтӗне-илтӗне кайнӑ.
Тӑнне ҫухатнӑ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Пӗтӗм каҫхи апата Гришатка е чашӑк ҫине, е чаршав еннелле, е чашӑк ҫине, е чаршав еннелле пӑхса ирттерчӗ.
Галие // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Е Испание, е Голландие, е нимӗҫсем патне, е французсем патне.
Шашкӑлла выляҫҫӗ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Ӗҫсемпе, тӗрлӗ ҫӗре кайса ҫӳресе, вӑхӑт иртнӗ: е Мускава каймалла, е Чулхулана, е Урюпинскине, е тата станицӑсенчи ярмаркӑсем тӑрӑх ҫӳремелле.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Козловӑран чакнӑ кунсенче Матвей Юргин Ленӑна темиҫе хутчен те курнӑ, анчах пуринчен ытла кӗске вӑхӑта, е ӑнсӑртран кӑна: е ҫапӑҫура, е кӑштах канма ларнӑ хушӑра, е ҫул ҫинче.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак коммунистсем вӗсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе ҫеҫ пӗр-пӗринчен урӑхларах; эсӗ тӗш тырӑ ӑстаҫи, унта, авӑ, ҫеҫенхиртен чабан, е епле те пулин выльӑх-чӗрлӗх ӑстаҫи, е МТС директорӗ, е, пирӗн Савва пек, исполком председателӗ, е, ман пек, колхоз председателӗ килнӗ…
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.