Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ: шӑпах ҫавӑн чухне ҫынсем хӑйсене пачах йӳле яраҫҫӗ, вӗсен ырри те, усалли те самантрах тан тапса, е сенкер куҫлӑ тӳпери ылтӑн-кӗмӗл хӗвеллӗн, е ырӑ шӑршлӑн, е вун икӗ пуҫлӑ аҫтахан пек пӗтермӗшле хаяр сӑнлӑн, е усал газ пек пӗрхӗнсе тухать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пырсан-пырсан ури е пӗр-пӗр тӗмескерен, е кӑкран, е йывӑҫ тымарринчен ҫакланнине пула кӑптӑркаптӑр тирӗнет те ӳкет, ҫавна пула, чунӗ темле васкатсан та, унӑн малалла асӑрхансарах, аллисене-«буферсене» чанк кӑнтарса е вӗсемпе хатарсене сирсе, «асӑрхану ҫырӑвӗ ҫыркаласа», «мозаикӑлла эрешсем эрешлекелесе» утма тиврӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫуркунне-и е хӗлле, кӗркунне-и е ҫулла, пӗр-пӗр асамлӑ кун е каҫ хӗрӗн е каччӑн чӗрине шӑппӑн ҫеҫ пырса шаккать те хуҫийӗ те сиссе иличчен чӗре ҫумне йӑпшӑнса кӗрет, ӑна пӗтӗмпех ҫавӑрса илсе тыткӑнласа лартать, ҫепӗҫ туйӑмсем ҫуратать.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тимофей Михайлович юрлӑ-пӑрлӑ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫусан та, е шартлама сивӗ, ирхине е кӑнтӑрла, каҫпа е ҫурҫӗр вӑхӑтӗнче ҫурӑм хыҫне пӑшалне ҫакса, хӑйӗн ула йыттипе палӑртнӑ вырӑна е ман пата чупса ҫитетчӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Вӗсем-мӗн иккӗш те кӑвар: Е ӑслӑлӑх, е йӑлт айванлӑх, Е пысӑк ырлӑх, е хур-шар.
XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Вӑл е сӑрт, е тайлӑк — Е хӑпаратӑн, е анан, Пулсан пӗртен-пӗр вӑй, сӑпайлӑх, — Хӑвах пӗлсе тӑр, — йӑванан.
III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Кун пек чухне Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн шанӑҫӗнчен тухмалли сӑлтав Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе коррупци факчӗсене тупса палӑртни е федераци саккунӗсемпе килӗшӳллӗн правӑна пӑсни тесе йышӑннӑ тӗслӗхсенче интерессен хирӗҫӗвне татса паманни е Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе вӑл ҫак должноҫа ларма регистрациленнӗ кандидат пулнӑ вӑхӑтра Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗн тулашӗнче вырнаҫнӑ ют ҫӗршывсен банкӗсенче счетсем (вкладсем) уҫни е тытса тӑни, алӑри укҫа-тенкӗне тата хаклӑ япаласене упрани, ют ҫӗршывсен финанс инструменчӗсене тытса тӑни тата (е) вӗсемпе усӑ курни ҫинчен калакан фактсене тупса палӑртни пулса тӑрать;
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Граждансен расине национальноҫне кура вӗсен прависене тӳррӗнех е урӑхла майпа хӗснӗшӗн, тӳррӗнех е урӑхла майпа ыттисенчен асла хунӑшӑн, ҫавӑн пекех пӗр-пӗр расӑна е нацие ыттисенчен мала е кая хурас, ун ҫине тӑшманла пӑхас шухӑша кирек мӗнле сарнӑшӑн та законпа айӑплаҫҫӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Кӗҫнерникунсемпе вырсарникунсенче тул ҫутӑлнӑ тӗлеллех лаша кӳлеҫҫӗ те вӗсем е Нурӑса, е Ишеке, е Аччана, е ытти ҫӗре те туха-туха каяҫҫӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑл е вуларӗ ӑна, е хупса хучӗ, е шухӑша кайса аллипе шӑлкаларӗ, е каллех вуласа пӑхрӗ.Он то читал ее, то захлопывал, то поглаживал задумчиво, то снова читал.
14 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӑл черетпе е пӗр-пӗр чашӑк, е ҫатма, е пӗрмай ларнипе путса кӗнӗ хӑва пукан, е тата мӗн те пулин ҫӗклесе кӑтартать.
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Мӗншӗн тесен ку журнал кулма юранисем ҫинчен е тата начальство кулса ҫырма хушнисене ҫеҫ ҫырать: пуринчен ытла еврейсем ҫинчен е тата пур тӗрлӗ «вак халӑхсем ҫинчен» — тутарсем ҫинчен, тӗрлӗрен «халат тӑхӑнаканнисем» ҫинчен, е армянсем, е хохолсем — «малороссем» ҫинчен ҫырать.
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Е — е. Е — нейлонсем, е — хими.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Сарӑ, кӑтра йӗкӗт, ярханахне янӑскер, пӗрӗн-кайӑн Фома умӗнчен, — е хулпуҫҫи ҫинче хӑма ҫӗклесе, е аллине пуртӑ тытса, — чупа-чупа иртнӗ; вӑл, выляса кайнӑ качака таки пек, сиккеле-сиккеле илнӗ, хӑй тавра янӑравлӑ кулӑ, шӳтле сӑмах, пӑрӑҫлӑ ятлаҫу сапаласа, ырми-канми ӗҫленӗ, турпаспа, йывӑҫпа тулнӑ палуба тӑрӑх хыттӑн та ҫӑмӑллӑн чупса ҫӳресе, е пӗрне, е тепӗрне ҫите-ҫите пулӑшнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавӑнтан пуҫласа, вӑл ӳсме тытӑнать — ҫӳлелле те, аялалла та каять… е пилӗк пус вырӑнне ҫӳрет, е — вунпилӗк пус вырӑнне, е ҫӗр тенкӗлӗх те пулса тӑрать… е кирек мӗнле хакран та ҫӳлерех хӑпарать…
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗчӗк ачана хистевленӗн е кӑлпассине, е сырне, е ҫӑкӑрне, е лимонадне умлӑн-хыҫлӑн иле-иле пырать вӑл арӑмӗн ҫӑварӗ ҫывӑхне.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хуҫланчӑксем тӗрлӗрен — е лаптӑк, е чӑнкӑ, е тикӗс авӑнчӑксемлӗ, е кӗтеслӗ хуҫӑксемлӗ пулаҫҫӗ.
3. Ту хуҫланчӑкӗсем мӗн ҫинчен каласа параҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Е пӗр, е тепӗр вырӑнта, тайлӑмра е ту шӑртӗнче авалхи башня е стена евӗр чул сӑрт ҫӗкленсе тӑрать.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Е вӑл фортепьяно патне пырса тухать те, тимлесех тӑрӑшнӑран пит-куҫне пӗркелентерсе, хӑй пӗлекен пӗрттен-пӗр вальса калама пуҫлать, е пӗр-пӗр романа тытать те, варринчен темиҫе йӗрке вуласа пӑхсан, ӑна пӑрахать, е ҫынсене вӑратас мар тесе, буфет патне хӑех пырса, унтан хӑяр, пӑру ашӗ илет, буфет чӳречи умӗнчех ҫав япаласене ҫисе ярать, е ӗшенчӗкскер, хуйхӑллӑскер, каллех ним тут аптраса пӳлӗмрен пӳлӗме сулланса ҫӳрет.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл яланах мӗн те пулин тӑвать: е чӑлха ҫыхать, е хӑйӗн пӳлӗмне тултарса ларакан арчасенче чакаланать, е кӗпе-йӗм шутне ҫырать тата эпӗ: «генерала тухас пулсан, ытарма ҫук хитре хӗре качча илетӗп, хам валли ҫӳрен лаша туянатӑп, кӗленче ҫурт туса лартатӑп та Карл Иваныч тӑванӗсене Саксонирен ҫырупа чӗнсе илетӗп» тенине е ҫавнашкал пули-пулми сӑмахсене итленӗ май: «ҫапла, улпутӑм, ҫапла» текелетчӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.