Шырав
Шырав ĕçĕ:
Спектакле е кинона лартакан шӑпах ҫакна кӑтартасшӑн тӑрӑшнӑ пулмалла; райком секретарӗ хальхи самантра пӗтӗмпех районти хӗрӳ ӗҫе хутшӑннӑ, ҫавӑнпа ҫак минутра вӑл питех те пысӑк ӗҫ тӑвать; малтанах ҫырса хунӑ доклад ӑна килӗшмест, вӑл унта чи ҫӗнӗ цифрсене кӗртет: е сводкӑсем ҫине пӑха-пӑха илет, е папкӑра выртакан листасем ҫине васкасах темскер ҫырать; хӑйӗн тӗп шухӑшне кӑтартса парас тесе, спектакль е кино лартакан ҫакӑнтах сцена ҫине секретарь помощникне илсе кӗртет, ку — ялан пекех питех те кӑмӑллӑ та нихҫан ҫилленме пӗлмен хӗр пек пулать.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак алӑксем ҫинче, паллӑ ӗнтӗ, кашни кунах тӗрлӗ пӗлтерӳсем ҫакӑнса тӑнӑ: е куҫса ҫӳрекен кино килни ҫинчен, е ҫамрӑксен пухӑвӗ, е партбюрон анлӑ ларӑвӗ, е лекци пуласси ҫинчен, — анчах паянхи пек пӗлтерӳ ҫакӑнса тӑни хальччен пулман-ха.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хутран-ситрен блиндажа е Мещерский, е Бугорков, е Лихачёв майор, е Яркевич капитан — ӗҫрен кӑларнӑ Барашкин вырӑнне килнӗ разведкӑн ҫӗнӗ начальникӗ — кӗре-кӗре тухнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ман пек пурӑннӑ упӑшкасен пурин те е ют хӗрарӑмсемпе ҫӳремелле, е уйрӑлмалла, е ҫакӑнса вилмелле, е, эпӗ тунӑ пек, хӑйсен арӑмне вӗлермелле.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Е сан патна хӑнасем килеҫҫӗ, е санӑн хӑвӑн вӗсем патне каймалла; е пӗр-пӗр спектакль курмалла, е пӗр-пӗр артист юрланине итлемелле.То надо принимать тех и этих, ехать к тем и этим; то надо посмотреть эту, послушать этого или эту.
XVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӗсене хирӗҫ, кӑнтӑр ҫыннисене хӑйсен вуллисен шура тӗсӗпе ачашласа, е пӗччен хурӑнсем чупса иртеҫҫӗ, е тӗксӗм-сарӑ хырсен ращисем, е йывӑҫ ҫуртсем, е тӗмӗсем чупса иртеҫҫӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Такамӑн усал ирӗкне пула тенӗ пекех, пурте хӑйне хирӗҫ тӑнӑн туйӑннӑ: е юпах тихине кашкӑр туртса ҫурнӑ, е тыррине пӑр ҫапнӑ, е ӗни лачакана путса вилнӗ, е ним юлми ҫунса кайнӑ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тӑсса хунӑ аллисен пӳрнисене чӑлтлаттара-чӑлтлаттара, вӗсем пӗр-пӗрин умӗнче е пӗр ура, е тепри ҫинче ялт та ялт сикрӗҫ, хуҫлатнӑ чӗркуҫҫийӗсене чаркалантарса та пуҫ пӳрнисене хул айне чиксе хурса, хыҫалалла чака-чака кайрӗҫ, кӗлеткисене ним йӗркисӗр е малалла, е каялла тайӑлтара-тайӑлтара, купарчисене тӳрккесле ирсӗрлӗхпе вылянтарчӗҫ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Йӗнӗ чухнехи пек хурлӑхлӑн та тӑстарса хуллен юрлани, хӑлхана аран-аран кӗрекенскер, е сылтӑмран, е сулахайран, е ҫӳлтен, е ҫӗр айӗнчен илтӗнет, ҫеҫенхир ҫийӗн куҫа курӑнман асамлӑ сывлӑш вӗҫсе ҫӳресе юрлать тейӗн.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Е эсӗ, суккӑрланнӑ та, вӑл пирӗн пата кашни кун чупа-чупа килнине, ӑна та кӑна тунине, е ӗне сунине, е пахча ҫумланине-шӑварнине, е тата ҫапла мӗн те пулин тума пулӑшнине курмастӑн-и?
XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Халӗ акӑ калатӑп ӗнтӗ, тата ытларах та калатӑп: вӗсем курӑнакан ремонта ҫеҫ шута илеҫҫӗ, ну, мӗнле калас, плугсене, сухасене, пӗр сӑмахпа каласан, ӗҫ хатӗрӗсене юсанине, вӗт-шакӑр ӗҫсене вара, калӑпӑр, лаша таканланине, е такан тунине, е сӑнчӑр, е кӗлет питӗркӗчӗ, тӑпса е тата ҫавӑн пек шӑкӑр-макӑр тунине нимле те шута илмеҫҫӗ, ун ҫинчен итлесшӗн те мар.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Е тимӗрҫ лаҫҫинче кӑмрӑк ҫук, е пахчана шыв яракан машина ҫӗмӗрӗлет, е пӗри пӗр-пӗр нушапа килет, е тепри сӗтӗрӗнсе ҫитет.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кил хуҫи арӑмӗ пасарта лайӑх пӑру ашӗ туянсан е курсан, е лайӑхрах кукӑль пӗҫерсе кӑларсан, вара яланах: — Ах, Иван кунӗнче е Илле кунӗнче ҫакнашкал пӑру ашӗ е ҫакнашкал кукӑль пулинччӗ! — текелерӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов килте апатланнӑ чухне кил хуҫи арӑмӗ Аниҫйӑна пулӑшать: шарккух кӑларма вӑхӑт ҫитнине е ҫитменнине, соус ӑшне кӑштах хӗрлӗ эрех е хӑйма ямаллине, е пулӑ мӗнле пӗҫермеллине сӑмахпа каласа е пӳрнепе кӑтартса систерет…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Андрей тӑтӑшах, ӗҫрен е чаплӑ ҫынсен ушкӑнӗнчен уйрӑлса, вечертан е балран тухса кайса, Обломовӑн сарлака диванӗ ҫинче ларма, кахаллӑн иртекен калаҫура хӑйӗн пӑлханнӑ е ывӑннӑ чӗринчи йывӑрлӑха сирсе яма, лӑплантарма ун патне пынӑ, вара яланах, тӗлӗнмелле чаплӑ залӑран тӑван килне таврӑннӑ пек е кӑнтӑр ҫанталӑкӗн илемӗнчен уйрӑлса хӑй ача чухнехи выляса-кулнӑ хурӑн ращине таврӑннӑ ҫын пек, чуна лӑплантаракан туйӑма сиснӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапла вара Обломов, пӗрмаях хӑй патӗнче пулма хушнипе, Захар кӑмӑл туртнӑ пек пурӑнма памасть: ҫынсемпе пӗрле пулас килни, ӗҫсӗрлӗхе юратни тата ӗмӗрех, нихҫан чарӑнмасӑр чӑмлас килни Захара е кумӑшӗ патне, е кухньӑна, е лавккана, е хапха умне туртать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Крылов ӑна е чертежсен пӳлӗмӗнче, е слесарьсен мастерскойӗнче, е тимӗрҫӗ лаҫҫинче, е карап кӳлепине тӑвакан эллингра тӗл пулнӑ.
Вунпӗрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Е амаланать, е сӳнсе ларать пӗчӗк хунар, унӑн улшӑнакан ҫутта ҫине е савӑнӑҫ, е хуйхӑ-суйхӑмӑр ӳкет.То разгорается, то гаснет фонарик, то горе, то радость освещает его колеблющийся свет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
…Е амаланать пӗчӗк хунар, е сӳнсе ларать, унан улшӑнакан ҫутти ҫине е хуйхӑ-суйхӑ ӳкет, е савӑнӑҫ.…То разгорается, то гаснет фонарик, то горе, то радость освещает его колеблющийся свет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир вут тавра сикме пуҫларӑмӑр, е авӑна-авӑна илсе, е ҫаврӑна-саврӑна тытса, е алӑ ҫупса, е алӑран алла тытса, пӗр ура ҫинчен теприн ҫине сиксе ташларӑмӑр.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950