Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Шашкӑлла выляҫҫӗ

Пай: Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ –> Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Аслӑ патша

Автор: Георгий Ефимов

Ҫӑлкуҫ: Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хушнӑ: 2020.02.16 02:08

Пуплевӗш: 47; Сӑмах: 244

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пугачев шашкӑлла выляма юратнӑ. Вӑл хӑйӗн командирӗсемпе тупӑшнӑ. Ӑна тахӑшӗ Гришаткӑпа выляма ӑс панӑ.

— Чи кирли вӑл, — ӑс панӑ Пугачев, — дамкӑна тухасси. Дамка вӑл — пӗтӗм вӑйӑ хуҫи.

Паллах, малтанласа Гришатка Пугачева выляса янӑ. Кайран вӗренсе ҫитнӗ.

Пӗррехинче вӑйӑ ҫапла килсе тухнӑ. Гришатка малтан дамкӑна тухса ӗлкӗрнӗ, хӑма ҫинче те унӑн шашкӑсем нумайрах.

Хӑраса ӳкет Гришатка: «Ытах та патша кӳренсен?».

Гришатка дамкӑпа ҫиессине курман пек пулать, ҫапла унӑн дамкине фук илмелле.

Пугачев Гришатка чеелӗхне тавҫӑрать.

— Э, ҫук! — тет вӑл. — Эсӗ ан чеелен. Вӑйли умӗнче пуҫна ан пӗк. Ҫап! Ҫӑвар карса ан тӑр! шашка вӑл лайӑх япала, — калаҫма пуҫлать Емельян Иванович, — унта вӑрҫӑри пекех, эсӗ ҫарпуҫӗ евӗр пулмалла. Ӑслӑ — ҫӗнтеретӗн. Шухӑшласа ҫитереймерӗн — сана шаккаҫҫӗ. Ҫапла вӑл, Гришатка.

Ҫавах та кайран, вӑйӑ пӗтсен тата Гришатка выляса илсен, Пугачев сасартӑк каласа хурать:

— Хӑвартӑн эсӗ мана, Гришатка. Хӑвӑн патшуна хӑвартӑн. Намӑс та мар-и сана?

Аптӑраса ӳкет Гришатка, нимӗн калама та пӗлмест.

Пугачев каллех ӳпкелет:

— Хӑвартӑн, хӑвартӑн, шеллемерӗн те…

Хӗрелет Гришатка, хӗрелет. «Мӗнле ӑнланмалла капла патша-аттемӗре? — Вара сасартӑк шухӑшласа илет:  — Э, мӗн пулать темӗн килет!»

— Кунта вӑрҫӑри пекех… Ҫап! Ҫӑвара карса ан тӑр!

— Маттур, ай маттур! — кулса ярать Пугачев. Гришатка ҫине тимлӗн пӑхать те вӑл, ӑна пуҫран лӑпкаса илет. — Пуҫу пур санӑн. Эх, ырӑ вӑхӑтра пурӑнасчӗ санӑн! — Унтан Пугачев шухӑша путать. — Акӑ влаҫа алла илетӗп те, Гришатка, сана вӗренме яратӑп. Е Испание, е Голландие, е нимӗҫсем патне, е французсем патне. Вара эсӗ ӑслӑлӑхри манӑн пӗрремӗш ҫын пулатӑн. Ломоносов ҫинчен илтнӗ пулӗ вӗт? Ломоносов пулатӑн.

«Патша-аттемӗр ырӑ, — шухӑшлать Гришатка. — Ырӑ ҫын. Ахалех шашкӑлла выляса илтӗм эпӗ унран».

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех