Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майӗпен сăмах пирĕн базăра пур.
майӗпен (тĕпĕ: майӗпен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалый, унӑн вӑйне виҫнӗ пек, Давыдова ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен сӑнаса пӑхрӗ те майӗпен калаҫма пуҫларӗ:

Испытующе, как бы взвешивая силу Давыдова, Шалый осмотрел его с ног до головы, медленно заговорил:

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Разметнов хулпуҫҫисене ҫӗклерӗ те майӗпен аллисене сарса ячӗ.

Размётнов поднял плечи и медленно развел руками.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун пек хӗрупраҫсем вун ултӑ, вун ҫичӗ ҫула ҫитеҫҫӗ те кашниех хитререх тумланма, хӑйне майлӑ капӑрланма тӑрӑшаҫҫӗ, майӗпен хӑйсен вӑйне, влаҫне пирӗн ҫинче виҫсе пӑхма хӑтланаҫҫӗ, ку вӑл — факт! — шухӑшларӗ Давыдов утнӑ май.

Как только стукнет любой этакой красавице шестнадцать или семнадцать лет, так она начинает принаряжаться, всячески прихорашиваться на свой лад, силу свою и власть начинает над нашим братом потихоньку пробовать, уж это — факт! — размышлял Давыдов на ходу.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов сӑрт тӳпинче чарӑнса тӑнине курсан, Варя та чарӑнчӗ, пуҫӗнчи явлӑкне хыпаланса салтса илчӗ те майӗпен сулкалама пуҫларӗ.

Увидев остановившегося на перевале Давыдова, Варя тоже остановилась, проворно сняла с головы платок, тихонько взмахнула им.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унӑн чи хӗрринче ҫеҫ, ҫурҫӗр енчи тайлӑмра, тӑмлӑ тӑпра ҫиеле тухнӑ ҫӗрте, сарӑрах, тикӗс мар хӑю тӑсӑлать, йӑрансене тӑрӑх плуг тӗренӗсем ҫавӑра-ҫавӑра хурса ҫутатнӑ хура тӑпра касӑмӗсем тӑсӑлаҫҫӗ, вӗсен тӗлӗнче хура кураксем явӑнаҫҫӗ, хура пусӑра тата ҫеҫпӗл ҫеҫки пек кӑвак пӑнчӑ курӑнать: Варя Харламова хӑйне пачах туртма пӑрахнӑ ӗҫе пӑрахнӑ та пуҫне усса майӗпен станалла утать.

Только на самом краю ее, на северном скате, там, где близко к поверхности выходили суглинки, — тянулась неровная, рыжая с бурыми подпалинами кайма, вдоль борозд тускло блистали отвалы чернозема, выбеленные лемехами плугов, над ними кружились грачи, и, словно одинокий подснежник, на черной пахоте виднелось голубое пятно: Варя Харламова бросила утратившую для нее теперь всякий интерес работу и, понурив голову, медленно брела к стану.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов ӗнтӗ майӗпен ҫилленме тытӑнчӗ, анчах ҫапах та хӑйне тытса чарчӗ-ха.

Давыдов уже начинал понемногу злиться, но все же, сдерживая себя, сказал:

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Майӗпен хускаткалатпӑр, анчах усси сахал.

— Шевелим помаленьку, но толку мало.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсем майӗпен сухаланӑ пусӑ патнелле утаҫҫӗ, хӑмӑр кӑвак тӗслӗ пысӑк пӗлӗт хыҫне пытаннӑ хӗвел те ҫаплах майӗпен-майӗпен хӑпарать.

Они медленно шли к пахоте, и так же медленно, прячась за огромную лиловую тучу, вставало за их спиной солнце.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нагульнов паҫӑрхи пекех сулахай аллине кӑкри ҫумӗнчен илмесӗр тӑрать-ха, типсе ҫитнипе йӗп пекех чикекен хытса ларнӑ пырӗ патнелле сылтӑм алли унӑн майӗпен ҫӗкленет.

Нагульнов все так же стоял, не отнимая от груди левой руки, а правая медленно тянулась к горлу, закостеневшему в колючей суши.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тути хӗррисене майӗпен хускаткаласа, тар юхтарса, тимлӗн вуланине пула саркаланчӑк куҫхаршисене пӗрӗнтерсе, вӑл ҫурҫӗр иртсе икӗ сехет ҫурӑ ҫитичченех ларчӗ.

Медленно шевеля губами, потея и хмуря от напряжения разлатые брови, просидел до половины третьего.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл сывлӑшне тарӑннӑн, хӑрӑлтатса ҫавӑрчӗ те майӗпен пӳрнисене тӳрлетрӗ, тутин пӗр кӗтессипе йӑл кулса илчӗ:

Глубоко, с хрипом вздохнув, он медленно разнял пальцы, улыбнулся одной стороной рта.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Половцев, унччен кӑна майӗпен, хуллен калаҫаканскер, сасартӑках мӗнпур пек сассипе хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Половцев, говоривший до этого замедленно, тихо, вдруг крикнул во весь голос:

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Майӗпен варкӑшнӑ вӗри сывлӑшра вӗрттеркӗч.

Медленно колыхалось в жарком воздухе опахало.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пирӗн инициативӑна ҫыхасшӑн мар, канаш панӑ пек калать, анчах вӑл тӗрӗс вырнаҫтарса каланӑ сӑмахсене хирӗҫлеме хӑтланса пӑх-ха, — вӑл сана, ҫавӑн пекех майӗпен шӑвӑнтарса, хӑй майлӑ ҫавӑрса лартатех, факт!

Не хочет нашу инициативу вязать, будто бы советуется, а начни возражать против его правильной расстановки — он тебя так же плавно повернет на свой лад, факт!

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ирӗлессе вӑл майӗпен ирӗлет, ҫакна пула нӳрне ытларах парать.

Таять он будет степенно и влаги больше даст.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ шӑпланса тӑнӑ казаксенчен уйрӑлса утрӗ, чӑх-чӗпсемпе тулса ларнӑ картишнелле юлашки хут пӑхса илчӗ те, йывӑррӑн тухакан сывлӑшне пусарса, майӗпен, курпунне кӑларса, кӗҫӗн алӑк патнелле ҫул тытрӗ.

Он отходит от притихших казаков, в последний раз глядит на баз, полный птицей, и медленно, сутуловато идет к калитке, подавив тяжелый вздох.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӳлсе уйӑрнӑ станоксем хушшинче лашасем майӗпен кавлекелесе тӑраҫҫӗ.

В разгороженных станках мерно жуют лошади.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах хӑраса ӳкни унӑн майӗпен иртсе кайма пуҫларӗ, питҫӑмартисене сасартӑк юн килсе тӑвӑнчӗ, ӳтрен тар тапса тухрӗ, ҫамки тӑрӑх, кӑвакара пуҫланӑ мӑйӑхӗсем ҫинелле, шӑртлӑ янаххи ҫинелле шӑпӑртатса юхса анчӗ.

Он понемногу оправлялся от испуга, к лицу разом прихлынула кровь, из пор выступил пот, покатился по лбу, на седоватые усы, на колючий подбородок.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав самантрах вӑл чаршав урлӑ Давыдова курах кайрӗ, сулахай аллипе кӗпи ҫухине ерипен туртса хупларӗ те, тӳртӗн ҫаврӑнса тӑмасӑр, куҫне хӗссе, майӗпен йӑл кулса илчӗ.

И она тотчас же увидела Давыдова через занавеску, левой рукой медленно стянула ворот и, не отворачиваясь, щуря глаза, тягуче улыбалась.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл майӗпен тӳрленсе тӑма пуҫларӗ, чышкисене чӑмӑртать те пушатать, чӑмӑртать те пушатать, юлашкинчен, хырса якатнӑ тути хӗррисене ҫав тери усаллӑн чалӑштарса хучӗ те, Яков Лукич патнелле пӗр утӑм ярса пусрӗ.

Он медленно распрямлялся, сжимал и разжимал кулаки, под конец страшно скривил выбритые губы, шагнул к Якову Лукичу:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех