Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑй ыйӑхран вӑраннине палӑртасшӑнах пулман, ҫывӑрнӑ пек туса выртсан уншӑн хаваслӑ пек туйӑннӑ.Но она не показала, что проснулась, ей было весело притворяться спящей.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӑнав хыҫҫӑн, манпа сывпуллашнӑ чух, Расщепей манран ӗлӗкхи пекех хаваслӑ, тараватлӑ юлчӗ.Прощаясь со мной после пробы, Расщепей был снова по-прежнему весел и приветлив.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хамӑн малтанхи ҫамрӑклӑхра эпӗ ӗмӗтленсе ҫӳрекен ҫын пулнӑ; эпӗ яланах хамӑн лӑплана пӗлмен вылянчӑк ӑс сӑнласа панӑ тӗксӗмпе хаваслӑ сӑн-сӑпата ачашланӑ, анчах мӗн юлчӗ вара унран ман валли?
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗвел симӗс йывӑҫ тӑррисем ҫийӗн кӑшт курӑнчӗ ҫеҫ, унӑн пайӑркисен малтанхи ӑшши каҫӑн сӳрӗлекен сиввипе пӗрлешсе темле тутлӑн ывӑнтарать пек; ту хушшине ҫамрӑк кунӑн хаваслӑ пайӑрки кӗреймен-ха; вӑл пирӗн пуҫ ҫийӗнче икӗ енӗпе те усӑнса тарӑкан чул тусен тӑррисене ҫеҫ ылтӑн сӑрпа сӑрлать.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ хама хаваслӑ тытни хӗре илӗртсех каймасть.
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ытла та кӑмӑла кайрӗ мана ҫак уҫӑ сӑнлӑ, хаваслӑ ҫын.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӗрине хаваслӑ вӑй тулнине туйса, Алексей хӑй выртакан сак ҫинчен сиксе тӑчӗ, «сталинградкӑна» ҫутса ячӗ, тетрадьрен пӗр листа ҫурса илчӗ, унтан карандаша атӑ тӗпне сӑтӑркаласа шӗвӗртрӗ те ҫырма тытӑнчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Оля ҫырӑвӗ кӗске те хаваслӑ пулнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Оля ҫыруне туртса кӑларсан хурӑн айне ларчӗ те, хӑйӗн хаваслӑ тусӗ мӗн калаҫнине итлемесӗрех, конверта ерипен уҫма тытӑнчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хаваслӑ рейд пулнӑ вӑл!
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пачах урӑхла, унӑн ҫак кулӑшла, хаваслӑ ҫынна пӗтӗмӗшпех тӗлӗнтерсе пӑрахасси килчӗ те, вӑл циркри фокусник пек пӗр харӑсах икӗ йӗмпӗҫҫине те туртса хӑпартрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн сӑнӗ, сивӗ пирки тата пӑлханнӑ пирки хӗрелсе кайнӑскер, хаваслӑ та телейлӗ пулчӗ, вӑл чӑнах та ӳсӗрӗлнӗ пек курӑнчӗ.Со счастливым, действительно пьяным каким-то лицом, пылавшим румянцем от мороза и возбуждения.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӑна хирӗҫ вӑл шӳтлесе ответ пачӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй темшӗн асра юлнӑ хаваслӑ сӑмаха пӗрмай каласа пычӗ: «Контакт пур, пур контакт».
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та Алексей, ҫав ватӑ ҫынсем хӑйсем те чӳрече умӗнчи пӗчӗк пахчари ҫимӗҫсемпе кӑна тытӑнкаласа пурӑннине, унти кашни сухана, кишӗре шутласа хунине, хӑйсен ҫӑкӑр паёкне кашни ир мӗнле пайласа ҫинине пӗлсе, вӗсем патне ҫиме каймарӗ, вӑл юриех хаваслӑ пек пулса вӗсене: апат пӗҫересси — чӑрмавлӑ ӗҫ, ҫавӑнпа та ҫиме командирсен столовӑйне ҫӳретӗп, терӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн ҫырӑвӗ хаваслӑ пулнӑ, уйрӑм йӗркесем тӑрӑх кӑна вӗсене унта, ҫеҫен хирте, мӗн тери йывӑр пулнине тавҫӑрса илме май килнӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кровать ҫине ларса, лётчик нумайччен хырсен вӑрттӑн шавне итлет, унтан тӑрук, куҫа курӑнакан тӗлӗке хӑваласа янӑ пек, пуҫӗпе сулса илет те унӑн чӗри хаваслӑ ҫирӗп вӑйпа тулать.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Каяканӗсем савӑнӑҫлӑ, хаваслӑ пулнӑ, вӗсем хӑйсене кашни пӗлӗт татӑкӗ хыҫӗнчех вилӗм сыхласа тӑнӑ ҫӗре мар, мирлӗ тӑван гарнизонсене кайнӑ пек туйнӑ; ӑсатаканнисен сӑнӗсем ҫинче вӗсем хӑйсен черечӗ ҫитменшӗн кӑмӑлсӑр пулни, кӳренни палӑрнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мускава Мересьев ку таранччен журналсемпе хаҫатсенчи фотографисем тӑрӑх, кӗнекесем тӑрӑх, кунта килсе курнӑ ҫынсен калавӗсем тӑрӑх, ҫурҫӗр вӑхӑтӗнче Кремль ҫинчи сехет вӑрӑммӑн янратса ҫапни тарӑх, кунта демонстрацисен ҫӗр тӗрлӗ хаваслӑ шавне радиопа итленӗ тӑрӑх ҫеҫ пӗлнӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950