Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахпа (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта инҫех мар, ҫыран хӗрринче, тӗрлӗрен йӑпанмалли япаласем пур: пӗчӗк ресторан, ресторанӑн пахча пур тата кегельбан пур, тир, карусель, зельтерски шыв тата пылак япаласем сутакан будка, вӑй виҫекен автомат, пӗр сӑмахпа каласан, унта пӗчӗк ярмарка пекех.

Тут совсем недалеко, на берегу, находились различные увеселительные заведения: ресторанчик с садом и кегельбаном, тир, карусель, будки с зельтерской водой и восточными сладостями, автоматы-силомеры — словом, маленькая ярмарка.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав ҫӳлӗк ҫинчех салтаксем панӑ ҫӑкӑр выртнӑ, ӑна типесрен, нӳрлӗ тутӑр таткипе чӗркенӗ, унтах консерва банкинчен тунӑ кружка, шӑвӑҫ чашкӑ ҫинче салтаксем панӑ пӑтӑ, икӗ йывӑҫ кашӑк, шапа хуранӗ ҫинче кӑшт шултӑра кӑвак тӑвар пулнӑ, пӗр сӑмахпа каласан, ҫав ҫӳлӗк ҫинче ыйткалакан пек чухӑн ҫынсен мӗнпур пурлӑхне тирпейлӗ йӗркелесе лартнӑ.

Там же были солдатский хлеб, завернутый в сырую тряпочку, чтоб не высох, кружка, сделанная из консервной банки, жестяная мисочка с солдатской кашей, две деревянные ложки, немного крупной соли в большой синей раковине мидии — словом, все это нищее, но необыкновенно аккуратное хозяйство.

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗр сӑмахпа каласан, Петя пурӑнакан ҫурт пур енчен те лайӑх.

Одним словом, дом, где жил Петя, во всех отношениях был превосходный.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унӑн юлташӗсем, тусӗсем пур, вӑл вӗсемпе хавассӑн вылять, чупать, тӳпелешет, ҫерҫисем тытать, ҫӗмренпе перет, пӗр сӑмахпа каласан, Гаврик Одессӑри пуянах мар ҫынсен ачисем вылякан вӑйӑсене пурне те выляма юратать.

У него были друзья и приятели, с которыми он охотно играл, бегал, дрался, ловил воробьев, стрелял из рогатки и вообще занимался всем тем, чем занимались все одесские мальчики небогатых семейств.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗр сӑмахпа каласан, ҫитнӗ ир вӗсене лайӑххине нимӗн те сӗнмен, вӑл вӗсене пысӑк асаплӑ ӗҫ ҫеҫ кӳнӗ.

Просто-напросто наступившее утро не обещало ничего, кроме тяжелого труда и забот.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Перышкин директор пӗчӗк Петьӑпа асламӑш ҫинчен темшӗн пӗр сӑмахпа та пӗлтермест тата.

причём о бабушке и маленьком Пете директор Пёрышкин почему-то не упоминает ни слова.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, пӗтӗм дилижансри ҫынсем пурте пӗр чӗнмесӗр ларса пыма калаҫса татӑлнӑ пекех пулнӑ.

Словом, это был какой-то весьма странный, но единодушный заговор молчания.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗр сӑмахпа каласан, кунта пурте, юмахри пек, тӗлӗнмелле пулнӑ.

Вообще все казалось здесь заколдованным, как в сказочном лесу.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗр сӑмахпа каласан, малтан пурте ӗлӗкхи ҫулсенче пулнӑ пекехчӗ.

Одним словом, все было сначала так же, как и в прошлые годы.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унӑн пӗтӗм пӑшӑрханса тӑрассине те ҫак пирвайхи хут та юлашки хут пулса иртнӗ сӑмахпа пӗтсе ларчӗ.

Это был первый и последний разговор о том, что всю жизнь мучило и волновало её.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑслӑ ҫын вӑл, ырӑ чӗреллӗ, пӗр сӑмахпа каласан, ытарса илме ҫук!

Она умница, добрая и вообще редкая прелесть!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ура тӗрӗс мар сыпӑнать, тесе кӑтартрӗ рентген, халӗ ӗнтӗ гипса сӳсе, тата темле шӑмӑсене хуҫмалла иккен, пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗрен сипленме тытӑнмалла — ку пӗрремӗшӗ.

Во-первых, рентген показал, что нога неправильно срослась и нужно снимать гипс и ломать какие-то кости, — словом, начинать лечение сначала.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Е вӑл вилнӗ пулсан, сӑмахпа та ӗҫӗмпе те чӗрне хури чухлӗ те ман айӑпӑм ҫук!

Если он погиб, не виноват я в этой смерти ни словом, ни делом!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл тепӗр хут та Саня ҫинчен каласа пачӗ, эпӗ вара малтан пӗр сӑмахпа та асӑнманнисене тӗплӗн пӗлтӗм.

Он повторил свой рассказ, и я узнала много новых подробностей, о которых в первый раз он не упомянул ни слова.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнтӗ тем каласшӑнччӗ ҫав сӑмахпа, пӗлмерӗм, анчах эпӗ татнӑ бутерброда ирӗксӗрех турилкке ҫине хутӑм.

Не знаю, что он хотел сказать этими словами, но я невольно положила свой бутерброд на тарелку:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку ытла та кӑткӑсчӗ пулӗ, пӗлместӗп ӗнтӗ — ахальтен мар вӗт тахҫан Иван Павлович мана Саньӑна ытла кӑткӑс пӗлетӗн, терӗ, — анчах «халӗ эпир пӗр тан» ӗнтӗ — акӑ мӗнле ӑнлантӑм эпӗ унӑн ҫыруне, ун ҫинчен пӗр сӑмахпа каламанччӗ пулин те, «санӑн темле хыпар илтме те хатӗр пулмалла — урӑх эпӗ санран нимӗскер те пытармастӑп», тесе ҫырать.

Не знаю, может быть, это было слишком сложно — недаром Иван Павлыч когда-то говорил, что я понимаю Саню слишком сложно, — но «теперь мы равны» — вот как я поняла его письмо, хотя об этом не было сказано ни слова. «Ты должна быть готова ко всему — я больше ничего от тебя не скрываю».

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, Саня темӗн пӗлнӗ, начар пуласса сиснӗ, акӑ мӗншӗн вӑл «курнӑҫӑпӑрах, анчах час мар-ха» тет.

Словом, Саня что-то знал, что-то плохое, вот откуда это «непременно увидимся, но не скоро».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрне-пӗри сывлӑх сунмасӑрах уйрӑлтӑмӑр эпир, вӑл вунпӗр сехетре тухса кайрӗ, хулара ӑна курма ӗлкӗреймерӗм те, анчах ун ҫинчен вӑл ҫырӑвӗнче пӗр сӑмахпа та асӑнмасть, ку кирлех те мар ҫав.

Мы не простились, он уехал в одиннадцать, а в городе я его уже не застала, но об этом он даже не упоминал в своей записке, это было совершенно неважно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ну, пӗр сӑмахпа… тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пама юрамасть.

Ну, словом, подробности я тебе не могу говорить.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пер сӑмахпа каласан, пӗрре те хамӑр малтан шухӑшланӑ пек эффектлӑ мар.

Вообще все выглядело совсем не так эффектно, как я задумывала.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех