Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрах сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрах (тĕпĕ: хӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача тӳрех ман ҫине тӗллесе пӑхрӗ, хӑрах куҫне хӗснӗччӗ вӑл, питҫӑмартийӗпе приклад ҫумнерех хӗсӗннӗччӗ.

Он целился прямо в меня, даже зажмурил глаза и крепко прижался щекой к прикладу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр вуникӗ ҫулхи арҫын ача пукан умӗнче хӑрах чӗркуҫҫипе чӗркуҫленсе лара парать.

Мальчик лет двенадцати стоял на одном колене за табуретом.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах пирӗн тарӑн канав тепӗр канав патне пырать, тепри виҫҫӗмӗш патне, ҫапла майпа вӗҫне-хӗррине тухиччен куҫ та ҫавӑрса илеймест, хӑрах енӗ тӳремӗн чӑнкӑлатнӑ виҫӗ метр тарӑнӑш канавра хӗрарӑмсем ҫаплах тӑм ватаҫҫӗ, тепӗр енче тата тӑприне кӗреҫесемпе ывӑтаҫҫӗ те, ӑна ҫинчех тачкӑсемпе турттарса тӑраҫҫӗ…

Но он переходил в другой, другой — в третий, и так далеко, как достигал взгляд, женщины дробили глину в глубоких, трёхметровых, с одной стороны отвесных, с другой — покатых рвах, выбрасывали лопатами, вывозили на тачках…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Саня ҫинчен каласа патӑм, унтан кӑштах сӑмах хушмасӑр ӗҫлерӗмӗр — окоп тӗпне наҫилкке хутӑмӑр, ыттисем пирӗн наҫилкке ҫине тӑм тиерӗҫ, ӑна эпир ҫӗклесе тухрӑмӑр та окопӑн хӑрах аяккинче пушатрӑмӑр.

Я рассказала ей о Сане, и некоторое время мы работали молча — в глубине окопа ставили носилки на землю, другие девушки наваливали на носилки глину, мы тащили её наверх и опрокидывали на отвесной стороне окопа.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫирӗм ҫул хушшинче чи малтанхи хут вӑл хӑй пурӑннӑ ҫӗртен Мускавран тухса, вӑрттӑн тарса килнӗ, хӑрах аллине зонтик тытнӑ, тепринче — саквояж…

Впервые за двадцать лет она снялась с места и тайно исчезла из Москвы, с зонтиком в одной руке и полотняным саквояжем — в другой…

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эппин мӗн пулнӑ-ха, ҫапла ман кукамай Л. станцине ҫитсе антӑр та хӑрах аллине зонтик тытса, тепринче — саквояжпа, вара тӳрех пирӗн паталла утать пулсан?

Что же должно было случиться, чтобы, вдруг появившись на станции Л., моя бабушка бодро зашагала к нам, с зонтиком в одной руке и полотняным саквояжем — в другой?

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен вӑл хӑрах ҫыранлӑ ҫырма, горизонта ҫити шыв?

Река с одним берегом, вода до горизонта.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫунаканнипе юнашар пассажир вагонӗ пӑхма та хӑрушӑ — хутланса, пӗкӗрӗлсе, чӑмланӑ пек кукӑрӑлнӑ, хӑрах алӑкӗ ҫине асаплӑн кайса ӳкнӗ.

А соседний пассажирский вагон, весь погнутый и страшным образом изуродованный, боком осел на путях.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пусма тӑрӑх пӗчӗк кӑна типшӗм карчӑк анать, пит-куҫӗ шухӑшлӑ хӑйӗн, хӑрах аллинче зонтик пур, тепринче — пир саквояж.

Маленькая, сухонькая старушка спускается по лесенке с бодрым, озабоченным лицом. В одной руке у неё зонтик, в другой — полотняный кошель-саквояж.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара вӑл, хӑрах аллине сулса, хӑюллӑн малалла утрӗ.

И он бодро зашагал, отмахивая на ходу в сторону одной рукой.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл кутамкка ҫакса янӑ, тин ҫеҫ хырӑннӑ, хӑрах аллине сулкаласа утса, мана хирӗҫ килет.

Он шел с вещевым мешком за спиной, тщательно побритый, энергично размахивая одной рукой.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл ӑна хӑрах алӑпах тыткалать.

Она подняла его одной рукой.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Клиникӑра ӗҫлекен сестра кӑкӑр ачине мӗнле тыткалани ҫинчен каланӑ май, ачана хӑрах алӑ вӗҫҫӗн ҫӳле ҫӗклерӗ те, ҫавна курсан эпӗ хам та ахлатса илтем.

Я ахнула, когда, рассказывая, как нужно обращаться с грудными детьми, сестра высоко подняла его на ладони.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑрах куҫӗ унӑн хупӑннӑ пекех пулчӗ, тепринпе чалӑштарса пӑхать — ун ҫине пӑхсан сехрӳ хӑпса тухӗ ҫав.

Один глаз у него теперь был почти закрыт, а другим он косил – довольно страшная картина.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ман ҫине пӑхрӗ, пӗтӗмпех хаклас тесе, хӑрах куҫне те хупрӗ.

Он посмотрел на меня, даже закрыл один глаз, чтобы оценить во всех деталях.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пичӗ унӑн хӗрелсе кайнӑччӗ, савӑнӑҫпа ҫиҫсе тӑратчӗ, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗ хӑрах айккинелле пӑрӑнса кайнӑччӗ.

У него было такое раскрасневшееся счастливое лицо и ушанка с таким ухарским видом сбилась набок.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш-хаш чухне вӑл хӑрах куҫне хӗссе пӑхса, эпӗ ҫав ырханкка хура ача, шалпар йӗм тӑхӑннӑ, тахҫан ӗлӗк «чӑх, йӗнерчӗк, ешчӗк» сӑмахсене калакан ача иккенне ӗненмен пек пулатчӗ.

Он даже иногда прищуривал один глаз, как будто всё-таки не совсем доверял, что я — тот самый худенький чёрный мальчик в больших штанах, который когда-то твердил: «кура, седло, ящик».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла малалла кайрӑмӑр ӗнтӗ эпир, ӑна эпӗ ӗмӗрне те манас ҫук: эпир йӗркеллӗ, урасене пӗр пек улӑштарса, пурте пӗр вӑхӑтрах малалла талпӑнса, кӑкӑрсемпе лямка ҫинелле уртӑнса, хӑрах алӑпа кимӗ хӗрринчен тытса, утатпӑр.

Вот картина нашего движения, которой я никогда не забуду: мы идём мерно, в ногу, одновременно покачиваясь вперёд, налегая на лямку грудью и держась одной рукой за борт каяка.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫывӑрас умӗн вара эпӗ Володя ҫине, хӑрах айӑк ҫинче выртса, икӗ аллаппине те типтерлӗн пуҫ айне хурса, ҫывӑракан Володя ҫине чылайччен тинкерсе пӑхрӑм.

Я перед сном долго рассматривал Володю, который спал на боку, подложив под щёку аккуратно сложенные ладони.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Итлерех, пике, — терӗ железнодорожник, хӑрах куҫне кӑшт уҫҫа ярса.

— Слушайте, барышня, — сказал железнодорожник, приоткрыв на меня один глаз.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех