Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йӗплӗ хулӑ ҫырмин тайлӑмӗнче, — эсӗ хӑвах курнӑ-ҫке, — курӑк питӗ лайӑх, анчах тӑвайккисемпе тӗрлӗ ҫырма-ҫатрасенче машинӑпа ҫулаймӑн, ҫавапа ҫулакансем бригадӑра ҫукпа пӗрех.
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тырри те ҫукпа пӗрех те… — хӑюсӑррӑн пуҫласа янӑччӗ ӗнтӗ Кӗҫӗн Аким, хӑйне ҫав тери кӗтмен ҫӗртен ҫапла килсе тапӑннипе шалтах тӗлӗнсе кайнӑскер, анчах арӑмӗ ун еннелле ҫилӗллӗ куҫӗсемпе кӑн пӑхса илчӗ те тӳрех пӳлсе хучӗ:
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пепен шӑлаварӗ ҫукпа пӗрех пулнӑ, вӑл пӗтӗмпех таткаланса-ҫуркаланса пӗтнӗ.Видеть это было трудно, — от штанов Пепе на ногах его оставалось совсем немного.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшне ҫеҫ вӑл пӗрре те кураймасть е курсан та чӳрече витӗр унӑн папкине ҫеҫ курса юлать, хӑй вӑл килте ҫукпа пӗрех, шӑп пурӑнать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Садра никам ҫукпа пӗрех; темле ватӑрах господин патваррӑн уткалать: сывлӑхне ҫирӗплетес тесе уҫӑлса ҫӳрет пулас; тата иккӗн… дамӑсем мар, хӗрарӑмсем; шӑнса кӑвакарнӑ икӗ ачапа ҫӳрекен нянька пур.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пичӗ унӑн ҫукпа пӗрех; сӑмси ҫеҫ, пысӑках мар пулин те, питӗнчен уйрӑлнӑ пек, е тӗрӗс мар лартса янӑ пек палӑрса тӑрать, кунсӑр пуҫне сӑмси вӗҫӗ каҫӑр, ҫавна пула унӑн пичӗ палӑрмасть; вӑл тӗссӗрленсе, питӗ типсе ларнӑ, ҫавӑнпа та питне асӑрхиччен малтан, сӑмсине асӑрхатӑн.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл типшӗм кӗлеткеллӗ; унӑн питҫӑмартисем ҫукпа пӗрех, урӑхла каласан, шӑмӑпа мускул ҫеҫ, самӑрланса чӑмӑрланнин палли те ҫук; пичӗ пӗр тӗслӗ, тӗксӗмрех, пӗр хӗрлӗ паллӑ та ҫук, куҫӗсем кӑшт симӗсрех, анчах шухӑш-кӑмӑлне палӑртса тӑраҫҫӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта вырӑс флочӗ ҫукпа пӗрех.
Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Трасса ҫине тухрӗҫ, унта машинӑсем ҫукпа пӗрех.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫын ҫукпа пӗрех.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тата пӗр-ик сӑмах: ҫирӗм ҫул тӑрӑшшӗ эпӗ Раҫҫее урлӑ та пирлӗ, пур еннеле те ҫӳренӗ, эпӗ пӗлмен почта ҫулӗ те ҫукпа пӗрех; ямшӑксене сыпӑкран-сыпӑка паллатӑп; эпӗ палламан, эпӗ мӗнле те пулин ӗҫпе ҫыхӑнман станца пуҫлӑхӗ сахал; хам ҫул ҫинче сӑнаса пуҫтарса пынисене эпӗ ҫитес вӑхӑтрах пичетлесе кӑларма ӗмӗтленетӗп; халӗ ҫакна анчах калас килет: станца пуҫлӑхӗсен сословийӗ ҫинчен пурте тенӗ пекех пит тӗрӗс мар шухӑшлаҫҫӗ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Унччен вырӑнти администраци яваплӑ пулнӑ та — протоколсене «тӗрки-тӗркипе ҫырнӑ», халь вара ҫак яваплӑха тӳрреммӗнех каяшсене тухса пӑрахакан ҫине куҫарнӑ — ҫакӑ, паллах, тӗрӗс, анчах айплисем тӗлӗшпе заявленисем ҫукпа пӗрех.
Каяшсемшӗн тӳлемелли парӑм – 300 млн тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2019.08.05
Килкартине нимӗҫ пырса кӗрсенех, вӑл — чартак ҫине, вара ҫукпа пӗрех — ним сасӑ та кӑлармасть.Бывало, немец – во двор, а она – на чердак и сидит там, будто ее и нет.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсенче ҫамрӑксем ҫукпа пӗрех иккен.
Туслӑ йыш – лайӑх ӗҫӗн кӑтартӑвӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
Ҫил ҫукпа пӗрех.
Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/
Ҫӗрулми ыйтакан-туянакан ҫукпа пӗрех.
Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet
Анчах та ҫӗнӗ йышши коммуникаци хатӗрӗсенче пирӗн тӑван чӗлхе ҫукпа пӗрех.Но вот в новой группе средств коммуникации родного языка всё равно что нет.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Кӑвакарчӑн ҫукпа пӗрех.
Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Халӗ вӗсен йӗрӗсем тахҫанах таптанса ҫухалнӑ ӗнтӗ, штурвалӗсен умӗнче ларнӑ ҫынсен ячӗсене астӑвакансем те ҫукпа пӗрех.
Пурччӗ тимӗрҫӗ лаҫҫи... // Александр Мокин. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09
Тӗслӗхрен, пирӗн патра республикӑри кӑларӑмсем ҫукпа пӗрех.
Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№