Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Туслӑ йыш – лайӑх ӗҫӗн кӑтартӑвӗ

Автор: Светлана ЧИКМЯКОВА

Ҫӑлкуҫ: Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Хушнӑ: 2019.07.25 01:43

Пуплевӗш: 38; Сӑмах: 420

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пӑртасри почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗн коллективӗ почта машини ҫитессе кӗтет. Вӑр та вар ӗҫлеҫҫӗ вӗсем – хӑйсене кирлӗ корреспонденципе тавара хӑвӑрттӑн пушатаҫҫӗ. Кашни минут шутра-ҫке, почта машинин расписанипе маршрутӑн ытти точкисене те вӑхӑтра ҫитмелле.

Почтальонсем ӗҫленине пӑхма кӑмӑллӑ – почта сумкине пичет изданийӗсене типтерлӗн чикеҫҫӗ, тепӗр алла халӑха сӗнме тавар йӑтаҫҫӗ.

Кӑҫал пӑртассем район хаҫатне ҫырӑнтарассипе чи кӑтартуллӑ ӗҫленӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулне» халӗ Пӑртас поселенийӗпе 214 экземпляр илсе тӑраҫҫӗ. Почтальонсем – Елена Захарова, Марина Семенова тата Ольга Владимирова – район хаҫачӗ ытларах та ытларах ҫемьене килсе тӑтӑр тесе чунтан тӑрӑшаҫҫӗ.

«Пирӗншӗн кашни ҫын хаклӑ. Хаҫатӑн Пӑртас тӑрӑхӗнчи аудиторийӗ ҫирӗпленнӗ ӗнтӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулне» ҫырӑнакансем пурнӑҫран та юлмаҫҫӗ, ӑс-хакӑла та ҫивӗчлетеҫҫӗ, вӑя кӗрекен ҫӗнӗ саккунсемпе йӗркесене те вӑхӑтра пӗлеҫҫӗ», – теҫҫӗ вӗсем.

Хаҫат тусӗсем хушшинче ҫамрӑкрах ӑру ҫав тери сахаллишӗн коллектив хытӑ пӑшӑрханать. Алӑри издани Интернетри «пурнӑҫран» аванрах пулнине аван ӑнланать вӑл. Паллах, Пӑртас тӑрӑхӗнче ырӑ тӗслӗх кӑтартакансем чылаййӑн. Леонид Волков, Иустиния Данилова, Михаил Иванов, Мария Викторова, акӑ, 4–5-шер хаҫат ҫырӑнса илеҫҫӗ.

– Эп хам та, пирӗн кӳршӗсем те «Ҫӗнтерӳ ҫулне» юратса вулаҫҫӗ. Район пурнӑҫне туллин ҫутатни килӗшет. Вулама хӑнӑхнӑ та – унсӑр пурӑнаймастӑп, район хаҫатне Шупашкартан куҫса килнӗренпех, вунӑ ҫул ытла, ҫырӑнса илетӗп, – терӗ почта уйрӑмне квитанцисем тӳлеме килнӗ Ираида Михайловна Леонтьева.

Вӑл почта уйрӑмӗн коллективӗ пирки ырласа калаҫрӗ. Ӑна Алевтина Васильевна Скворцова 4-мӗш ҫул ертсе пырать. Унччен вӑл, Санкт-Петербургри ҫыхӑну техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, 27 ҫул Ҫӗмӗрлере ҫыхӑну операторӗнче тимленӗ. Коллектив туслӑ, ӗҫтешсем пӗр-пӗрне пулӑшса пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ ӗнтӗ лайӑх ӗҫӗн тӗп кӑтартӑвӗ.

Почтальонсене хӑйсен участокӗсенче чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Елена Захаровапа Марина Семенова ку ӗҫре тӑватӑ ҫул ытла тимлеҫҫӗ. Вӗсем Пӑртас халӑхне хаҫат-журналпа туслаштараҫҫӗ.

Ольга Владимирова пилӗк яла ҫитет – Ҫарӑклӑна, Волонтера, Пӗнер Айкӑша, Вӑрман Шӑхале тата Кӗперлӗ Кӳлхӗррине. Почта ӗҫне кӳлӗннӗренпе ун тӑхӑр ҫул иртнӗ. Пекарьнӑра вӑй хунӑскер, ӑна хупсан стаж ҫитменнипе килнӗ кунта Ольга Семеновна. Халӑхпа калаҫас, вӗсене усӑ кӳрес ӗҫ килӗшнӗ ӑна. Ҫӳреме инҫе тесе водителе те вӗренсе тухнӑ вӑл, халӗ ӗҫе куллен машинӑпа ҫӳрет.

Ир-ирех ура ҫинче вӑл. Юратнӑ ӗҫе тухса кайиччен килте те тар тӑкмалӑх пур, ӗҫчен хӗрарӑм вунӑ пуҫ выльӑх-чӗрлӗх усрать.

Ольга Семеновна хӑйӗн участокӗнчи ялсем ватӑлса пынишӗн ҫав тери кулянать. Вӗсенче ҫамрӑксем ҫукпа пӗрех иккен.

Почтальонсен тӗп тивӗҫӗ – периодика пичетне халӑх патне ҫитересси. Анчах та паян вӗсен хулпуҫҫийӗсем ҫине хушма тивӗҫтерӳсем те тиеннӗ: хаҫат-журнал ҫырӑнтарнисӗр пуҫне коммуналлӑ, сотовӑй ҫыхӑнушӑн тӳлевсене йышӑнни тата ытти те. Паян ялсенчи почта ӗҫӗ-хӗлӗ сахал тупӑшлӑ, ҫавӑнпах ӗнтӗ кунта вак суту-илӗве те йӗркеленӗ.

Почтальонсен сумки, чӑн та, йывӑр. Анчах та Пӑртас почтальонӗсене кунтан та ытларах пӑшӑрхантараканни – хӑшпӗр ҫынсем йыттисене кӑкармасӑр тытни, вӗсем тапӑнни. Ҫак тата кӑмӑл-туйӑма пӑсакан ытти сӑлтавсене пӑхмасӑр почтальонсем кунсерен ҫула тухаҫҫӗ, ҫынсемпе калаҫса, вӗсенчен килекен ырӑлӑха туйса ӗҫлеме хавхаланаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех