Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килте сăмах пирĕн базăра пур.
Килте (тĕпĕ: килте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлсех тӑрӑр, эсир пирӗн килте тӑван килӗрти пек пулмалла.

 — И должны знать, что вы у нас всегда как в родном доме.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Килте», терӗм эпӗ.

Я сказал: «Да».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑй вӑл никамран та ыйтмастчӗ, килте туса килме парса ямастчӗ.

Он никого не спрашивал, ничего не задавал на дом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вара килте юларах параттӑм.

А я все чаще оставался дома.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Килте нимӗн те ҫук та, тупкаласа килсе хатӗрлесе парӑп.

— Дома ничего нет; пойду пошарю да что-нибудь тебе изготовлю.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ҫук, атте, килте пӗччен юлма хӑрушӑрах, — тет Марья Ивановна.

— Нет, папенька, — отвечала Марья Ивановна, — дома одной страшнее.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗрре каҫпала (ку 1773-мӗш ҫулхи октябрӗн малтанхи кунӗсенчеччӗ) эпӗ килте пӗчченех, кӗрхи ҫил уланине итлесе, уйӑх ҫум-мипе чупса иртекен пӗлӗтсем ҫине кантӑкран пӑхса лараттӑм.

Однажды вечером (это было в начале октября 1773 года) сидел я дома один, слушая вой осеннего ветра и смотря в окно на тучи, бегущие мимо луны.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ерипенех килте пӗр-пӗччен ларма хӑнӑхрӑм.

Мало-помалу приучился я сидеть один у себя дома.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Иван Кузьмич килте ҫукчӗ; Василиса Егоровна килти ӗҫпе тӑрмашса ҫӳрет.

Ивана Кузмича не было дома; Василиса Егоровна занята была хозяйством.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ларасчӗ килте, турра кӗлтуса, аванрах пулӗччӗ.

Сидел бы дома да богу молился; так было бы лучше.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«Иван Кузмич килте ҫук-ха», — терӗ вӑл, «отец Герасим патне хӑнана кайсаччӗ; анчах эпӗ те ҫавах мар-и, батюшка, эпӗ унӑн хозяйки.

«Ивана Кузмича дома нет, — сказала она, — он пошел в гости к отцу Герасиму; да все равно, батюшка, я его хозяйка.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«Кӗрех, ырӑ ҫыннӑм, пирӗннисем килте», — терӗ инвалид.

«Войди, батюшка, — отвечал инвалид, — наши дома».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пирӗн килте пурте хураччӗ, пӗр йӑмӑк ҫеҫ — сарӑччӗ, куҫӗсем ун сеп-сенкерччӗ, ҫивӗт вӗҫӗсем пӗтӗрӗнсе тӑратчӗҫ.

В нашей семье все были черные, а она – беленькая, с вьющимися косичками, с голубыми главами.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хамӑн пӳлӗме питӗрӗнтӗм те каҫченех килте лартӑм.

Я до вечера просидел дома, запершись в своей комнате.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Манӑн ҫынсем те, горничнӑйсем те килте пулмаҫҫӗ.

Моих людей и горничных не будет в доме.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эпӗ ӗнер килте философи историне вуласа ларатӑп, радио калаҫать, анчах эпӗ, кенеке вуланипе, ӑна итлеместӗп.

— Я вчера сижу дома, читаю, радио включено, но я увлекся и не слушаю, что там передают.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пӗрин ҫинче, килте ӳкернӗ, сарӑхнипе палӑрми пула пуҫланӑ карточка ҫинче, ҫуллахи чечеклӗ ҫаран ҫинче ним ҫинчен шухӑшламасӑр, кӑмӑллӑн кулса ларакан хӗре аран уйӑрса илме май килчӗ.

На одной из них, на сделанной дома, от пожелтения ставшей неузнаваемой карточке, можно было еле различить сидящую в летнем лугу, беззаботно, добродушно улыбающуюся девушку.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Служу… — пӗтӗм формапа «каласа татасшӑнччӗ» Алексей, анчах командир, яланах устав йӗркисене ҫав тери ҫирӗппӗн пӑхӑнакан ҫын пулнӑ пулин те, ӑна килте калаҫнӑ чухнехи пек сасӑпа пӳлчӗ:

— Служу… — хотел было по форме «отрубать» Алексей, но командир, такой всегда придирчивый, преклонявшийся перед уставом, перебил его домашним голосом.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Бэлӑна хамӑн килте курса, чӗркӗм ҫине лартсан, унӑн хура ҫӳҫ кӑтрисене пӗрремӗш хут чуп тусан, эпӗ, айванскер, ӗнтӗ мана ӑраскалӑм хӗрхенчӗ пулӗ те пирӗшти ячӗ-ха, тесе шутланӑччӗ…

Когда я увидел Бэлу в своем доме, когда в первый раз, держа ее на коленях, целовал ее черные локоны, я, глупец, подумал, что она ангел, посланный мне сострадательной судьбою…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Чаплӑ-ҫке санӑн лашу! — тет Азамат, — енчен эпӗ килте хам хуҫа пулсан, виҫ ҫӗр лаша таран кӗтӳ тытсассӑн, сан урхамахушӑн ҫур кӗтӗвӗме панӑ пулӑттӑм, Казбич!

— Славная у тебя лошадь! — говорил Азамат, — если бы я был хозяин в доме и имел табун в триста кобыл, то отдал бы половину за твоего скакуна, Казбич!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех