Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яхӑнне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пире яхӑнне те ямасть, вӑрҫать: ан кансӗрлӗр, тет.

Нас и близко не подпускал, прося не мешать ему.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах ман пирки вӗсем час-часах кӳлешеҫҫӗ, уҫӑлма тухсан мана иккӗш икӗ енчен ҫакӑнаҫҫӗ, вожатӑй ҫумӗнчи хисеплӗ вырӑна туртса илес текенсене хӑйсен яхӑнне те ямаҫҫӗ, аллисене ман алӑсенчен вӗҫермесӗр, лешсене чавса вӗҫӗпе сирсе пыраҫҫӗ.

Но они очень ревновали меня друг к другу и на прогулках повисали на мне с двух сторон, старательно, обеими руками держа меня под руку и локтями отбивая всех других, покушавшихся на почетное место возле вожатой.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ Саньӑна яхӑнне те кӑткӑс ҫын вырӑнне хуман!

Но я вовсе не понимала его слишком сложно.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ вӑл хайхи хӑратакан, хӑйӗн яхӑнне яман чӗмсӗрлӗх!

Вот она, та самая ужасная неприступность!..

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Павлушӑпа Лабардан кӑлӑхах ӑна темӗнччен ӳкӗтлерӗҫ, канма кайма ыйтрӗҫ, вӑл яхӑнне те ямарӗ.

Напрасно Лабардан и Павлуша упрашивали, чтобы он ушел отдохнуть, он и слушать не хотел.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хамӑн пӑртак шикленесси те пур: сасартӑк Тятюк хӑйӗн илемӗпе мана тӗссӗрлетсе пӑрахӗ те, Расщепей вара манӑн сӑн-питӗме кино яхӑнне те ямалла маррине тинех ӑнланӗ…

А сама я немного боялась: вдруг Тата сразу затмит меня и Расщепей поймет, что мне с моей физиономией и соваться в кино нечего?

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Яхӑнне те пымасть!

Ничуть не бывало.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем провинцири кил-йышсем ҫине ҫав тери пӑхаҫҫӗ, хӑйсене яхӑнне ҫывӑхартман столицӑри аристократсен хӑна килӗсем ҫинчен асӑна-асӑна ахӑлтатаҫҫӗ.

Они исповедывают глубокое презрение к провинциальным домам и вздыхают о столичных аристократических гостиных, куда их не пускают.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Старик лавкка ҫӑкӑрне — «каҫуннай ҫӑкӑра» — яхӑнне те яман.

Старик не мог есть «казенный» хлеб – из магазина.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

«Юмӑҫ пӑхтарма килтӗм, — тет. — У-у. Яхӑнне те пӑхас теменччӗ. Тухса каймасть. Тикенек пек ҫыпҫӑнчӗ. Пӑхрӑм вара…»

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ҫук, яхӑнне те ямарӑм, ӗмӗрӗме тӑван ялӑмрах ирттерес терӗм.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Эмел таврашне яхӑнне те ямастӑп.

Лекарство даже не трогала.

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

6. Тӗлӗке Ҫӳлти Турӑ юри, ӑса кӗртесшӗн, яман пулсассӑн, ӑна чӗрӳ яхӑнне ан яр.

6. Если они не будут посланы от Всевышнего для вразумления, не прилагай к ним сердца твоего.

Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Мӗншӗн тесессӗн эсӗ: «манӑн шанчӑкӑм Ҫӳлхуҫа» терӗн; Ҫӳлти Турра хӑвӑн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӳ турӑн; 10. сана инкек ҫакланмӗ, ҫурту яхӑнне чир-чӗр ҫывӑхараймӗ: 11. Вӑл Хӑйӗн Ангелӗсене сан ҫинчен пӗлтерсе хурӗ — сана пур ҫулу ҫинче те сыхлама хушӗ: 12. урупа чула такӑнасран сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ; 13. аспидпа василиск ҫине урупа пусӑн; ҫамрӑк арӑсланпа аҫтаха ҫӗлене эсӗ таптӑн.

9. Ибо ты сказал: «Господь - упование мое»; Всевышнего избрал ты прибежищем твоим; 10. не приключится тебе зло, и язва не приблизится к жилищу твоему; 11. ибо Ангелам Своим заповедает о тебе - охранять тебя на всех путях твоих: 12. на руках понесут тебя, да не преткнешься о камень ногою твоею; 13. на аспида и василиска наступишь; попирать будешь льва и дракона.

Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех