Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӑхрӑм (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ тӗкӗр ҫине пӑхрӑм та, Лури ҫав тусене саламланӑ пек пулса, аллине ҫӗкленине куртӑм.

Я видел в зеркале, как Лури поднял руку, как будто поздоровался с ним.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн пит-куҫӗ темле пӗчӗк ачанни пекех кӑмӑллӑ пулса кайрӗ, эпӗ ун ҫине пӑхрӑм та ирӗксӗрех кулса ятӑм.

У него стало такое доброе, детское лицо, что я посмотрел и невольно стал смеяться:

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кӑштах астивсе пӑхрӑм та, хамӑрӑн ача ҫуртӗнчи повар Петя пичче пекех: — А, наркӑмӑш пекех! — тесе хутӑм.

Я попробовал и сказал, как наш детдомовский повар, дядя Петя: — А, отрава!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ялти хам каллех пӑрахса хӑваракан ҫурт ҫине эпӗ нумайччен ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӑм.

Долго смотрел я издали на сельский дом, опять мною покидаемый.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ, куҫҫуле юхтарса, унӑн аллисене чуптуса илтӗм те Марья Ивановна ҫине пӑхрӑм.

Я со слезами целовал его руку и глядел на Марью Ивановну.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ алӑк ҫинчи ҫӑрана е алӑкне ҫӗмӗрсе кӑларма тапӑнса пӑхрӑм, анчах, алӑкӗсем юманран пулнипе тата пысӑк ҫӑра ҫӗмӗрӗлми пулнипе, нимӗнех те тӑваймарӑм.

Я попытался сбить замок, а двери выломать, но двери были дубовые, а огромный замок несокрушим.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫӗрле эпӗ пӗр пилӗк хутчен те бинокльпе туха-туха пӑхрӑм, кашнинчех ҫав уйӑх татӑкне пӗр вырӑнтах, малтан ӑҫта пулнӑ ҫавӑнтах, куртӑм.

Ночью я раз пять выходил посмотреть в бинокль и каждый раз находил этот кусочек луны на том же месте.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шӑлтунине пӑхрӑм та унӑн цынга пуҫланнине пӗлтӗм.

Осмотрел дёсны — цинга.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫывӑрас умӗн вара эпӗ Володя ҫине, хӑрах айӑк ҫинче выртса, икӗ аллаппине те типтерлӗн пуҫ айне хурса, ҫывӑракан Володя ҫине чылайччен тинкерсе пӑхрӑм.

Я перед сном долго рассматривал Володю, который спал на боку, подложив под щёку аккуратно сложенные ладони.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫырӑва уҫса пӑхрӑм:

Я развернул письмо:

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ юлашки хут Катьӑн куҫӗсенчен тинкерсе пӑхрӑм.

Я посмотрел на нее — прямо в ее глаза, которые видел в последний раз.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Фон» ҫинчен эпӗ пин хут та шухӑшласа пӑхрӑм.

Тысячу раз я думал о «фоне».

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ шурӑ алӑк ҫине пӑхрӑм та пурне те — Николай Антоныча, карчӑка, Катьӑна, — Марья Васильевна выртакан носилка тавра тӑраканскерсене, асӑрхаса юлтӑм пулас.

Я смотрел на белую дверь и, кажется, видел, как все они — Николай Антоныч, старушка и Катя — стоят вокруг носилок, на которых лежит Марья Васильевна.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ куҫа уҫса пӑхрӑм, анчах, паллах ӗнтӗ, никамах та курмарӑм; эпӗ ӑна хамах, сасӑпа пулмасан, асӑнас мар тенӗ ҫӗртенех пуҫра каланӑ пулӗ.

Я открыл глаза, но никого, разумеется, не было; должно быть, я сам сказал это, но не вслух, а в уме.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ тӗлӗрсе те пӑхрӑм пулас, анчах пӗр минутлӑха кӑна.

Кажется, я уснул, но на одну минуту.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ун ҫине шӑтарас пек пӑхрӑм.

Я смотрел на него во все глаза.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫывхарса килекен каҫхи тӗттӗмре эпӗ мӗнпур хӑрушӑлӑхран та хӑтӑлма пултарнӑ пулӑттӑм, сасартӑк каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм та Савельич ҫуккине асӑрхарӑм.

Темнота приближающейся ночи могла избавить меня от всякой опасности, как вдруг, оглянувшись, увидел я, что Савельича со мною не было.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ, куҫа хӗссе, чӑмӑр витӗр пӑхрӑм.

Я посмотрел сперва невооруженным глазом, потом сощурившись и через кулак.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шӑла ҫыртса, пӗр чӗнмесӗр эпӗ Кораблев алли ҫине пӑхрӑм.

Стиснув зубы, я молчал и смотрел на руку Кораблева.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ун ҫине тӗлӗнсе кайса пӑхрӑм.

Я посмотрел на него с изумлением.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех