Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнаҫҫӗ (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑс хӗрӗсем нумайӑшӗ качча тухасси ҫинчен шухӑшласа мар, халаплӑ юратупа пурӑнаҫҫӗ.

Русские барышни большею частью питаются только платонической любовью, не примешивая к ней мысли о замужестве.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӗсем Мускавра 40 ҫулхи вичкӗн ҫынсене ҫеҫ итлесе пурӑнаҫҫӗ.

Они в Москве только и питаются, что сорокалетними остряками.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хамӑр ӑҫта чарӑннине каласа парсанах, вӑл мана «унта усал ҫынсем пурӑнаҫҫӗ!» — терӗ.

Как я ему сказал, где мы остановились, а он мне: «Здесь, брат, нечисто, люди недобрые»!

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Мӗнле пурӑнаҫҫӗ вӗсем?

Что о ними?

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Акӑ епле, — тенӗ Лиза, — улпутсем вӑрҫса пурӑнаҫҫӗ, тарҫисем пӗрне-пӗри хӑна тӑваҫҫӗ.

— Вот! — сказала Лиза, — господа в ссоре, а слуги друг друга угощают.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӗсем пӗрне пӗри сутас, сыхлас, йӗрлес, пуҫлӑхсене пӗлтерес шухӑшсемпе пурӑнаҫҫӗ, пӗрле ӗҫлекенсем пӗр-пӗрне официаллӑ йӗркепе «камарадсем» теҫҫӗ пулин те, пӗр-пӗринчен хӑраҫҫӗ; вӗсенчен чи лайӑххисем, туссемсӗр пурӑнма пултарайманнисем тата вӗсемсӗр пурӑнасшӑн та пулманнисем вӗсене… камерӑсенче шыраҫҫӗ.

Они живут в атмосфере предательства, слежки, доносов, каждый остерегается своих сослуживцев, которых официально называет «камарадами»; лучшие из них, кто не может и не хочет обойтись без друзей, ищут их… в камерах.

Ҫынсем тата II-мӗш марионеткӑсем (Панкрац) // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ыран ҫитет, унтан татах, татах ыран пулать, пиншер ҫынсем пӗтеҫҫӗ, пиншер ҫынсемшӗн «ыран» ҫук ӗнтӗ, анчах ҫӑлӑнса юлнисем пӗр шанчӑкпа пурӑнаҫҫӗ — ыран, кам пӗлет, тем пулать ыран…

«Завтра» сменяются одно за другим, тысячи людей гибнут, для тысяч нет уже больше «завтра», но уцелевшие живут одной надеждой – завтра, кто знает, что будет завтра?

Подтяжкӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ҫапах та эпир ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе тытӑнса тӑнӑ, хӑш-хӑш юлташсем ӗнтӗ пилӗк ҫула яхӑн вӑрттӑн пурӑнаҫҫӗ, анчах гестапо вӗсене тупаймасть.

И все же мы держались годы, и есть товарищи, которые почти пять лет живут в подполье, и гестапо до сих пор не смогло добраться до них.

Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Вӗсемшӗн стенасем — чӑрмав мар, стенасем те пурӑнаҫҫӗ вӗт, шакканипе калаҫаҫҫӗ.

Для этого братства стены – не преграда: ведь и стены живут и говорят условными стуками.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Анчах хӗвел ҫутинче ҫав тери сахал ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.

Но так мало людей живет в солнечном свете…

III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ҫырӑвӗнче вӑл ҫапла пӗлтерчӗ: манӑн самолётсем йышӑнас ӗҫ пӗтсе пырать, начальниксем ман майлӑ пулсан, кӗр енне е хӗле кӗрсен ҫак йӑлӑхтарса ҫитернӗ тылри кичем ӗҫрен хӑтарса фронта, полка ярасса шанатӑп, унта мана юлташсем манман-ха, эпӗ пырасса кӗтсе пурӑнаҫҫӗ, терӗ.

В письме он сообщал: работа его по приемке самолетов движется к концу, и надеется он, что начальство пойдет ему навстречу и, может быть, к осени, а в крайнем случае зимой направит его с нудной работы в осточертевшем тылу на фронт, в полк, где товарищи его не забыли и ждут.

13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Апла пулсан, ҫак вӑрмантах таҫта пурӑнаҫҫӗ вӗсем, вӑрманти харсӑр этемсем.

Значит, где-то в этом лесу жили они, отважные лесные люди.

9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Кунта тасалӑхпа илеме чун-чӗрепе туякансем пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял аталанать, малашлӑха шанать // А.МИХАЙЛОВ. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Ҫак урамсенче тӗлӗнмелле ырӑ та сӑпайлӑ, ӗҫчен ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Урам уявне ҫулленех ирттересчӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Пысӑк ӗмӗтпе пурӑнаҫҫӗ Уткинсем.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Раҫҫейре пурте мӗнле те пулсан шанӑҫпа пурӑнаҫҫӗ.

Потому что в России все живут с какой-нибудь надеждой.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ӗҫлемесӗр пурӑнаҫҫӗ, Нушине пачах курмаҫҫӗ Вӑрӑм Урасем.

Живут не работая, Совсем не знают нужды Длинные Ноги.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Итле эппин, лӗпӗшсем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ — аҫисем тата амисем, лӗпӗшсем те арлӑ-арӑмлӑ пурӑнаҫҫӗ, лӗпӗшсен те ачисем, е мӗнле вӗсен унта, ҫурисем, чӗпписем, кӗскен, пӗчӗккисем, ҫуралаҫҫӗ.

Ну, слушай, и бабочки бывают разные – самцы и самки, и бабочки сходятся между собой для продолжения рода, и у них появляются дети, или как там их, детёныши, птенцы, короче маленькие бабочки.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

— Ҫавах кайса пӑхса килер-ха, пурӑнаҫҫӗ пулсан та, ютсемех мар пулӗ, хуть аннен ҫурчӗ юхӑнса-ишӗлсе ларманнине курса ӗненсе килер.

– Давай, всё-равно съездим, посмотрим, если даже живут, наверное, не чужие, хоть убедимся, что родимый дом матери в целости-сохранности, не сгнил, не обрушился…

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫынсем те ӗмӗр тӑршшӗпех хӑраххӑн пурӑнаҫҫӗ

Да люди всю жизнь живут одинокие…

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех