Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Урам уявне ҫулленех ирттересчӗ

Автор: Ял ӗҫченӗ

Ҫӑлкуҫ: «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Хушнӑ: 2019.07.21 01:44

Пуплевӗш: 37; Сӑмах: 381

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Ҫапла пӗр шухӑшлӑн калаҫса татӑлчӗҫ Тӑрмӑш ялӗнчи Плехановпа Мичурин урамӗсенче пурӑнакансем черетлӗ праҫник хыҫҫӑн.

Пирӗн урам… Кашни ҫыннӑн чӗринчех ӑшӑ туйӑм ҫуратаҫҫӗ ҫак сӑмахсем. Вӗсенче ҫуралса ачалӑха ирттернӗ вӑхӑтсем те, тӑван тӑрӑха юратни те, унпа мӑнаҫланни те, савӑнӑҫлӑ пулӑмсене асра тытни те палӑрать.

Чылайӑшӗ кунтах тӗпленнӗ, ача-пӑчаллӑ пулса несӗл тымарӗсене малалла тӑсаҫҫӗ. Теприсем уява ятарласа ытти ҫӗртен килеҫҫӗ. Калаҫу ҫӑмхине сӳтсе кашниех ачалӑх-яшлӑх вӑхӑтсене куҫ умне кӑларма тӑрӑшрӗ. Кӗрекере шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларнӑ майӑн, урамсен хӑтлӑхӗшӗн тимлесе пурнӑҫламалли ӗҫсене те тишкерчӗҫ. Урам кунне ҫулсеренех утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче — Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунне халалласа ирттерессине йӑлана кӗртнӗ кунта.

Ҫак урамсенче тӗлӗнмелле ырӑ та сӑпайлӑ, ӗҫчен ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. «Савӑнӑҫне те пӗрле пайлаҫҫӗ, йывӑр вӑхӑтра та яланах юнашар пулса пӗр-пӗрне пулӑшма хатӗр», — тесе калас килет вӗсем пирки. Екатерина Григорьевна Скворцова — ҫулӗпе чи асли, 88 ҫулта пырать. Чи ҫамрӑкки — Дмитрийпе Анжелика Григорьевсен Ульяна ятлӑ хӗр ачи часах виҫҫӗ тултарать.

Урам уявне пурте пӗрле, тӗплӗн хатӗрленчӗҫ. Ялти вулавӑш ӗҫченӗ Любовь Андреева тӑван тӑрӑх историйӗ, ку тӗлӗшпе пичетленнӗ материалсем ҫинчен чарӑнса тӑчӗ, пурне те ырлӑх-сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул сунчӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Вероника Николаева ҫак урамсенчи сумлӑ ӗҫченсене ятран асӑннӑ май, хӑш-пӗр ҫемьесене Тав ҫырӑвӗсемпе палӑртрӗ. Хисепе тивӗҫнисем хушшинче — пӗртӑван Григорьевсен — Василий, Юрий тата Валерий Петровичсен ҫемйисем, Владимир Алексеевичпа Любовь Якимовна Ивановсем, Валерий Григорьевичпа Лидия Алексеевна Григорьевсем. Пурте вӗсем ял ҫинче сумлӑ, юратупа килӗшӗве хакласа пурӑнакан мӑшӑрсем. 2016 ҫулта ҫак урамри Василий Петровичпа Альбина Егоровна Григорьевсене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медаль парса хавхалантарнӑ. 40 ҫул ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса, ҫемье хаклӑхне упраса утаҫҫӗ вӗсем пурнӑҫ ҫулӗпе. 11 мӑнукпа савӑнаҫҫӗ халӗ. Иккӗшӗ те тивӗҫлӗ канура. Апла пулин те ял пурнӑҫӗнчен айккинче тӑмаҫҫӗ. Альбина Егоровна профессийӗпе ветврач, паян та ялта нумайӑшӗ унран пулӑшу ыйтать. Кирек хӑҫан та чӗнекенсем патне ҫитме васкать ӑста выльӑх тухтӑрӗ.

Ял старости А.А.Антонов ҫакӑн пек уявсем туслӑхпа тӑванлӑха, пӗрлӗхе ҫирӗплетме кирли ҫинчен каларӗ. Ҫӗршыв мӑнаҫлӑхӗ, аталанӑвӗ пӗчӗк ҫемьерен пуҫланать, терӗ.

Ӗҫре кӑна мар, ҫапла пӗрле пуҫтарӑнса туслӑн канма та пӗлеҫҫӗ Плехановпа Мичурин урамӗсенче пурӑнакансем. Ачисемпе пӗрле уява хутшӑнни те ыррине вӗрентет ҫамрӑксене.

Уява Л.Андреева йӗркелесе ертсе пычӗ. Программӑра ҫавӑн пекех тӗрлӗ халӑх вӑййисемпе кӗввисем пулчӗҫ. Ытларах вара чӑвашла илемлӗ юрӑсем шӑранчӗҫ. Кашниех хӑй хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗ.

Ҫак уявӑн тепӗр ырӑ самантне те палӑртса хӑварас килет. Упӑшкисем мӑшӑрӗсене парнелеме уйран ромашка чечекӗсем татса килнӗ. Паллах, юратнӑ ҫыннисен аллинчен чечек ҫыххисем илнӗ майӑн чиперуксен сӑн-пичӗсем ҫуталчӗҫ.

Урам кунӗ пурне те савӑк кӑмӑл парнелерӗ, вӑл дискотекӑпа вӗҫленчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех