Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Манӑн гестаповец

Пай: Асаплӑ вилӗм умӗнхи сӑмах –> V сыпӑк

Автор: Леонид Агаков

Ҫӑлкуҫ: Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Хушнӑ: 2019.08.10 22:18

Пуплевӗш: 105; Сӑмах: 1261

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ку ӗнтӗ ҫын мар, ку кӗлетке, апла пулсан та интерессӗр мар тата ыттисенчен пысӑкрах.

Пӗр вунӑ ҫул каялла, эсир Виноградыри «Флора» ятлӑ кафере ларнӑ чух укҫапа сӗтел ҫине шаккаса «Пане врхни! Илӗр!» тесе кӑшкӑрма пикенсен, сирӗн умма хура тум тӑхӑннӑ ҫӳлӗ те ырхан ҫын тухса тӑнӑ. Шыв нӑрри пек пӗр сассӑр, ҫӑмӑллӑн, вӑл сӗтелсем хушшине шуса пынӑ та пӗр самантрах счет хатӗрлесе панӑ. Вӑл хаяр тискер кайӑк пек хӑвӑрт та шӑв-шавсӑр хускалкаланӑ, тискер кайӑкӑнни пек хӑвӑрт асӑрхаса илекен куҫӗсем пурне те курнӑ. Кельнерсене вӑл хӑех кӑтартусем панӑ: «Виҫҫӗмӗш сӗтел ҫине — пӗр стакан сӗтлӗ кофе», «Сулахая, чӳрече патне — ҫырткаламалли тата «Лидове новины». Хӑнасем ӑна лайӑх официант тесе шутланӑ, пӗрле ӗҫлекенсем — ырӑ йӗкӗт тенӗ.

Ун чухне эпӗ ӑна лайӑхах пӗлменччӗ-ха. Унпа эпир чӑнласа Елинексем патӗнче паллашрӑмӑр; вӑл аллине кӑранташ вырӑнне револьвер тытнӑччӗ, ман ҫине тӗллесе:
— Ку мана пуринчен те ытларах интереслентерет, — терӗ.

Тӗрӗссипе каласан, кайран эпир иксӗмӗр те пӗр-пӗринпе интереслентӗмӗр.

Вӑл питех ухмах пулман, хӑй ҫынсене пӗлсе чухлама пултарнипе ытти гестаповецсем хушшинче аван уйрӑлса тӑнӑ. Шырав полицинче вӑл, паллах, пысӑк вырӑна ҫитме пултарнӑ. Вӑрӑсемпе ҫынвӗлерекенсем, никампа ҫыхӑнман пӗччен преступниксем ӑна хӑйсем ҫинчен ним пытармасӑрах каласа панӑ пулӗччӗҫ: вӗсен пӗр ӗмӗт — хӑйсен тирӗсене ҫӑласси.

Анчах та политикӑллӑ полицин ун пек ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен кая юлнӑ, хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшакан ҫынсемпе сайра ӗҫлемелле пулать. Гестапора полицейскин чеелӗхӗ тӗрмене хупнӑ ҫыннӑн чеелӗхӗпе тӗл пулать кӑна мар. Ӑна хирӗҫ танлаштарма та ҫук пысӑк вӑй тухса тӑрать: тӗрмери ҫыннӑн ҫирӗп шухӑшӗсем, хӑй коллективӗн ӑс-тӑнӗх вӗт. Чеелӗхпе тата хӗненипе ҫеҫ вӗсене нимех те тума ҫук.

Ытти гестаповецсен пекех, «манӑн» гестаповецӑн ҫирӗп шухӑшсем пулман. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисен ҫирӗп шухӑшсем пулнӑ пулсан та, вӗсем ӑспа мар, теорине тата ҫынсене пӗлнипе те мар, ухмахлӑхпа ҫыхӑнса тӑнӑ. Пӗтемӗшпе Прагӑри гестапо ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ пулсан, вӑл пирӗн кӗрешӳ ытла та вӑраха кайнинчен тата пире тӑвӑр пулнинчен килнӗ. Пирӗн пӗтӗмпе те пӗртен-пӗр Прага ҫеҫ пулнӑ, унта пире сахалтан та ҫур хула пӗлнӗ тата тӑшман пӗр кӗтӳ провокатор пухма пултарнӑ. Ҫапах та эпир ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе тытӑнса тӑнӑ, хӑш-хӑш юлташсем ӗнтӗ пилӗк ҫула яхӑн вӑрттӑн пурӑнаҫҫӗ, анчах гестапо вӗсене тупаймасть. Ку вӑл эпир ӗҫре нумай вӗреннинчен килет. Кунсӑр пуҫне, тӑшман вӑйлӑ тата чее пулсан та, вӗлерес меслетсемсӗр пуҫне урӑх нимӗнле меслетсем те пӗлменнинчен килет.

II-А-1 отделра коммунистсен чи хаяр та усал тӑшманӗсем вырӑнӗнче виҫӗ ҫын шутланнӑ, вӗсем «шалти тӑшманпа кӗрешес ӗҫре тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн» хура-шурӑ-хӗрлӗ хӑюсем ҫакса ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем: Фридрих, Зандер тата «манӑн» гестаповец Иоэеф Бем. Национал-социализм ҫинчен вӗсем сахал калаҫаҫҫӗ, ун ҫинчен пӗлессе те унтан ытла пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем политикӑллӑ идейӑсемшӗн мар, кашни хӑйӗншӗн кӗрешеҫҫӗ. Ҫитменнине, кашни хӑйне майлӑ.

Зандер — пичӗ ҫине ҫарамак пуснӑ имшеркке ҫын. Вӑл полици меслечӗсемпе пуринчен те лайӑхрах усӑ курма пӗлет, анчах укҫа-тенкӗ операцисене унтан та ытларах чухлать. Пӗррехинче ӑна Прагӑран Берлина куҫарнӑ, анчах темиҫе уйӑхран вӑл тархасласах хӑйне малтанхи вырӑна куҫарттарнӑ. Виҫҫӗмӗш импери столицинче ӗҫлесси уншӑн пӗчӗк вырӑна лартни тата… пысӑк сиен кӳни пулнӑ. Африка чӑтлӑхӗсенче е Прагӑра колони чиновникӗн власгь метрополиринчен ытларах, тата хӑйӗн банкри счетне пысӑклатмалли майсем пысӑкрах. Зандер — питӗ тӑрӑшакан ҫын, час-часах вӑл, хӑй тӑрӑшнине кӑтартма, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче те допрос тӑвать. Ку ӑна хӑй ҫав тери пуясшӑн ҫуннине кӑтартма та кирлӗ. Кам ун аллине лекет — ӑна хурлӑх, анчах камӑн килте перекет кӗнеки е хаклӑ хутсем пур — ӑна тата пысӑкрах хурлӑх. Ҫав пурлӑхсен хуҫин чи кӗске вӑхӑтрах вилмелле пулать, мӗншӗн тесен перекет кӗнекисемпе хаклӑ хутсемшӗн Зандер каҫсах каять. Ку енпе… вӑл хайне пур гестаповецсенчен те пултаруллӑраххи тесе шутлать. Унӑн помощникӗ, чех, тӑлмачӗ Смола унран расна, вӑл хурах-джентльмен: укҫине туртса илсен, хуҫин пурнӑҫне ҫӑлать.

Фридрих — тӑсланкӑ, ырхан, тӗксӗм сӑнлӑ, хаяр куҫлӑ тата ҫилӗллӗн кулакан субьект. Чехословакине вӑл 1937 ҫултах гестапо агенчӗ пулса килнӗ те нимӗҫсен антифашист-эмигранчӗсене вӗлернӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Ҫынсене вӑл вӗсем вилӗ пулсан ҫеҫ юратать. Фридрихшӑн айӑплӑ мар ҫын ҫук. Унӑн кабинечӗн алӑкӗнчен кӗнӗ кашни ҫынах айӑплӑ. Фридрих ҫынсен арӑмӗсене вӗсен упӑшкисем концлагерьте вилни е вӗсене вӗлерни ҫинчен пӗлтерме юратать. Хӑш чух вӑл ещӗкрен ҫичӗ пӗчӗк урна кӑларса хӑй допрос тӑвакансене кӑтартать.

— Ҫак ҫичӗ ҫынна эпӗ хам алӑпа вӗлертӗм. Эсӗ саккӑрмӗш пулатӑн.

(Халӗ сакӑр урнӑ ӗнтӗ.)

Фридрих кивӗ «ӗҫсене» уҫкаласа пӑхса ларма юратать, унта вӗлернисен ячӗсене тӗл пулсан тулли кӑмӑлпа: «Тӗп тунӑ!» тет.

Уйрӑмӑнах вӑл хӗрарӑмсене хаваслансах асаплантарать.

Вӑл хаклӑ та паха япаласене шутсӑр юратать. Сирӗн мануфактура магазинӗ е хитре сӗтел-пуканлӑ пуянтарах хваттер пулсан, ку вара эсир вилессине самаях хӑвӑртлатать. Анчах Фридрих ҫинчен ҫитӗ.

Унӑн помощникӗ, чех Нергр, унтан ҫур пуҫ таран лутрарах. Урӑх расналӑх вӗсем хушшинче ҫук.

Бем укҫана та, вилнӗ ҫынсене те ытлашшиех юратмасть. Чӑн та, ҫынсене вӑл Зандертан е Фридрихран кая вӗлермен. Кӑмӑлӗпе вӑл авантюрист, «ҫын пуласшӑн» ҫунать. Гестапора вӑл нумайранпа ӗҫлет ӗнтӗ: «Наполеон» ятлӑ кафере официант пулнӑ, ҫав кафере Беран майлисем пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ. Гитлера Беран каласа паманнисене Бем пӗлтерсе тӑнӑ. Анчах та куна ҫынсене тытма сунара кайнипе, ҫыннӑн пурнӑҫӗпе вилӗмне алӑра тытса тӑнипе, ҫемьесен шӑпине татса парассипе танлаштарма пулать-и?

Бем провокаторсен ҫав тери кӑткӑс танатине туса хунӑ. Вӑл питӗ нумай вӗшле йытӑсем усракан сунарҫӑ. Вӑл вӗсемпе сунара ҫӳрет. Час-часах сунара ҫӳреме юратнӑ пирки кӑна ҫӳрет. Допроссем тӑвасси — вӑл ӗнтӗ кичем ӗҫ. Уншӑн нимрен те ытларах кӑмӑла каякан япала вӑл — ҫынсене арестлесси тата хӑйсене мӗн тӑвассине кӗтсе ларакансене сӑнасси.

Пӗррехинче вӑл Прагӑра трамвайсен, автобуссемпе троллейбуссен вожатӑйӗсемпе кондукторӗсене икҫӗр ҫын ытла арестлесе, вӗсене рельсӑсем тӑрӑх хӑваласа пынӑ, ҫапла майпа пӗтӗм транспорта чарса лартнӑ, урамра ҫӳреме те пулман. Ҫакӑ уншӑн калама та ҫук пысак савӑнӑҫ пулнӑ. Унтан вӑл 150 ҫынна ирӗке кӑларса янӑ та, мана ҫӗр аллӑ ҫемьере «ырӑ кӑмӑллӑ ҫын» тесе калаҫҫӗ, тесе мухтаннӑ.

Бем яланах массӑллӑ, анчах та пысӑках мар политикӑллӑ ӗҫсене туса пынӑ. Эпӗ ун аллине ӑнсӑртран лекнӗ пирки уншӑн хӑнӑхман ӗҫ пулнӑ.

— Эсӗ — манӑн чи пысӑк ӗҫ, — ним пытармасӑрах калатчӗ те вӑл мана, манӑн ӗҫ чи пысӑк ӗҫсенчен пӗри тесе шутланнӑшӑн пит те мӑнкӑмӑлланатчӗ. Тен, шӑпах ҫавӑн пирки манӑн ипурнӑҫ вӑраха тӑсӑлса пычӗ.

Эпир пӗр-пӗрне ывӑнма пӗлмесӗр суйрӑмӑр, анчах та вӑл куҫсене хупса суйни пулман. Вӑл суйнине эпӗ яланах пӗлнӗ, анчах вӑл ман пирки яланах мар. Суйни иксӗмӗршӗн те паллӑ пулсан, эпир, пӗр сӑмах каламасӑрах калаҫса татӑлнӑ пек, урӑх ыйту ҫине куҫаттӑмӑр. Ман шутпа, уншӑн фактсене тӗрӗслесе вӗсене ҫирӗплетесси мар, хӑйӗн «чи пысӑк ӗҫне» «лайӑх тӑвасси» хаклӑ пулнӑ.

Патакпа хӗненине тата сӑнчӑрланине вӑл ҫынна калаҫтармалли пӗртен-пӗр меслетсем тесе шутламан. Вӑл пуринчен ытларах ӗнентеретчӗ е хӑрататчӗ, — ку ӗнтӗ вӑл «хӑйӗн» ҫыннине мӗнле хак панинчен килнӗ. Мана вӑл нихҫан та хӗнемен — пӗрремӗш каҫхине кӑна пулнӑ пуль ку, — анчах та час-часах хӗнеттерме кама та пулин урӑххине паратчӗ.

Вӑл, паллах, ытти гестаповецсенчен интереслӗрех, кӑткӑсрах пулнӑ. Унӑн фантазийӗ пуянччӗ тата вӑл унпа усӑ курма та пӗлетчӗ. Хӑш чухне вӑл мана хулана илсе тухатчӗ, вара эпир садри пӗчӗк ресторанра ларса, хамӑр тӗлпе иртсе пыракан ҫынсен вӗҫӗмсӗр юхӑмне сӑнаса лараттӑмӑр.

— Акӑ, сана арестленӗ, — философилле калаҫатчӗ Бем, — анчах та пӑх-ха, таврара мӗн те пулин улшӑннӑ-и? Ҫынсем малтанхи пекех ҫӳреҫҫӗ, кулаҫҫӗ, тӑрӑшаҫҫӗ, эсӗ тӗнчере пулман пекех, пурте хӑйӗн черечӗпе пулса пырать. Ҫак иртсе ҫӳрекенсем хушшинче санӑн вулаканусем те пур. Саншӑн вӗсен пичӗсем ҫинче пӗр пӗркеленчӗк те пулин пулнӑ тесе шутламастӑн-и эсӗ?

Пӗррехинче, нумай сехетсем хушши допрос тунӑ хыҫҫӑн, каҫхине вӑл мана машина ҫине лартрӗ те пӗтӗм Прага урлӑ Градчаны патне илсе кайрӗ.

— Эп пӗлетӗп, эсӗ Прагӑна юрататӑн. Пӑх ун ҫине. Ниушлӗ санӑн ҫакӑнта таврӑнас килмест? Епле аван вӑл! Эсӗ ҫӗр ҫинче пулмасан та ҫавӑн пекех пулса юлать…

Вӑл ҫынна илӗртме питӗ пултаратчӗ. Ҫуллахи каҫхине, кӗркунне ҫывхарни сисӗннӗ вӑхӑтра, кӑвакрах тӗтре ӑшне путнӑ Прага пиҫсе ҫитекен виноград пекчӗ, эрех пек ӳсӗртетчӗ; ун ҫине ӗмӗр вӗҫленичченех пӑхас килетчӗ… Эпӗ ӑна хирӗҫ:
— Эсир пулмасан, тата лайӑхрах пулать вӑл, — тесе ответ патӑм.

Вӑл кулса илчӗ, анчах та хаяррӑн мар, темле салхуллӑн кулчӗ те:
— Эсӗ циник, — терӗ.

Кайран вӑл ҫак каҫхи калаҫӑва пӗрре кӑна мар аса илчӗ:

— Эпир пулмасан… Эппин, эсӗ эпир ҫӗнтерессе халӗ те ӗненместӗн-ха?

Ку ыйтӑва вӑл ӑна хӑй те ӗненмен пирки пачӗ. Пӗррехинче вӑл эпӗ Совет Союзӗн вӑйӗ тата ӑна ҫӗнтерме ҫукки ҫинчен каланине пит те тинкерсе итлерӗ. Сӑмах майӗн каласан, ку вӑл манӑн юлашки допроссенчен пӗри пулнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех