Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тинӗс тӗкӗр пек тикӗс чухне, чулсем хушшинче шурӑ хумсем сиккелесе выляман вӑхӑтра, Пепе пӗр-пӗр чул ҫине пырса ларать те, ҫивӗч куҫӗпе тӑрӑ шыв ҫинелле пӑхать: унта, хӗрлӗрех тӗслӗ шыв курӑкӗсем хушшинче, пулӑсем ярӑнса ишеҫҫӗ, пӗчӗк раксем хӑвӑрттӑн вӗлтлетеҫҫӗ, краб хӑяккӑн йӑраланса иртет.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Тусем пирӗн паталла силлене-силлене ҫывхарнӑн туйӑнаҫҫӗ, ак халӗ-халь пирӗн пуҫсем ҫине йӑванас пек шывалла усӑнаҫҫӗ — шурӑ хумсем пирӗн ӳт-пӗве пӗр аялалла, пӗр ҫӳлелле ывӑтаҫҫӗ, кимӗ атӑ кӗли айне пулнӑ мӑйӑр пек ҫатӑртатать, эпӗ кимӗрен уйрӑлса кайнӑ, тӑрмаланса пӗтнӗ хура ту хысакӗсене куратӑп, вӗсем ҫӗҫӗ пек ҫивӗч, хамран таҫта ҫӳлте атте пуҫне, унтан — армак-чармак чӗрнеллӗ ҫав тусем ҫинче мӑйракаллисене куратӑп.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Сарӑхнӑ лавровишня ҫулҫисем шурӑ кӑпӑклӑ Кодор шывӗнче пӗчӗк ҫеҫ ҫивӗч лосось-пулӑсем евӗр ҫаврӑнса, пӗтӗрӗнсе ишеҫҫӗ; эпӗ шыв хӗрринчи вӗтӗ чул ҫинче шухӑшласа ларатӑп: чайкӑсемпе баклансем те ҫав ҫулҫӑсене пулӑ теҫҫӗ пулас та — йӑнӑшаҫҫӗ, акӑ мӗншӗн вӗсем сылтӑм енче, лере, тинӗс хумӗсем ҫырана ҫапӑннӑ тӗлте, кӳренсе кӑшкӑраҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Пирӗн Таньӑна мӗн пулассине пӗлес килетчӗ, ҫав сисӗм пире сип-сивӗ ҫивӗч хурҫӑ ҫӗҫӗ пек касса каятчӗ…к Тане — и это новое было острым любопытством, острым и холодным, как стальной нож…
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Ҫивӗч куҫсем…
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Халӗ, Челкаш: кордонсем! — тесе пӑшӑлтатсан, Гаврила кӑртах ҫӳҫенсе илчӗ: чун-чӗри витӗр ҫивӗч, ҫунтаракан шухӑш чупса иртрӗ, иртрӗ те хытарса карӑнтарнӑ нервисене сӗртӗнчӗ — Гаврила кӑшкӑрасшӑн, хӑйне пулӑшма ҫынсене чӗнсе илесшӗн пулчӗ…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Эхе, пике хӗр, шӑлусем ҫивӗч курӑнать! — Ут ҫинчен анса, Лойко куҫне ҫиҫтерсе илчӗ.— Эге, красавица, у тебя остры зубы! — сверкнул очами Лойко, слезая с коня.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Халӗ чи йывӑрри юлчӗ: ҫавана хурҫӑ татӑкӗ ҫинче туптамалла, унӑн касакан енне бритва пек ҫӳхе ҫивӗч тумалла.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӳрӗ, ҫивӗч чӗлхеллӗ Маша ӑна чылаях кӳрентерессине те пӗлме ҫук, чӑннине те чылаях каласа тултарчӗ.И много еще обидного, а может быть, и справедливого наговорила прямая и резкая на язык Маша.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах ҫак аякран килекен вӑйсӑр сасса ачан ҫивӗч хӑлхи лайӑхах илтрӗ.Звук был отдаленный, слабый, но настороженное ухо мальчика отлично уловило его.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кил хуҫи арӑмӗ ӗҫ илсе килчӗ те йӗппине каллӗ-маллӗ тирсе туртма тытӑнчӗ, хушӑран вӑл Илья Ильич ҫине, Алексеев ҫине пӑхкаласа илчӗ, ҫивӗч хӑлхисемпе ӑҫта та пулин йӗркесӗрлӗх, шӑв-шав ҫук-ши, Захарпа Анисья кухньӑра ятлаҫмаҫҫӗ-ши, Акулина чашӑк-тирӗксем ҫӑвать-ши, тулта килхушши алӑкӗн сасси чӗриклетмерӗ-ши, тепӗр майлӑ каласан, дворник «заведение» тухса каймарӗ-ши, тесе итлерӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах ҫивӗч куҫлӑ Штольцран пытанма ҫӑмӑлах мар: Ольга ҫакна лайӑх пӗлет, ҫавӑнпа вӑл, вӑрттӑн пӑлханса, унпа тӳрӗ калаҫма хатӗрленет; тахҫан вӑл ҫапла ӑна хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен тӳрӗ каласа панӑччӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кун пирки вӗсем хушшинче ҫивӗч, тарӑхтаруллӑ тавлашусем пулкалаҫҫӗ.Между ними по этому поводу происходили живые, раздражительные сцены.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга ҫакна ӑнланчӗ: халиччен вӑл хӑйӗн туйӑмӗсене Штольцӑн ҫивӗч куҫӗсенчен пытарчӗ, унпа ӑнӑҫлӑ кӗрешрӗ, анчах вӑл ҫакна хӑй вӑйлӑран мар, Штольц нимӗн те чӗнменрен, уҫӑмлӑ пулманран ҫеҫ тума пултарчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга уйрӑлса кайма та пултарӗччӗ, тейӗпӗр, анчах ӑна чун-чӗри Штольцран уйрӑлса кайма парас ҫук: малтан вӑл Штольца тус вырӑнне ҫеҫ хуратчӗ, Штольц уншӑн, яланхи пекех, е выляса та кулса, ҫивӗч ӑслӑ калаҫакан ҫынччӗ е иккӗшин пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине, иккӗшин кӑмӑлне мӗн туртнине тӗрӗс те тӗплӗн сӑнаса пыракан ҫынччӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсир малтан ҫав тери ҫивӗч тирсе илетӗр, эпӗ, чӑнах та, хӑвӑр сӑмсӑра юбка ҫумне ҫӗлесе лартасран хӑратӑп.— Вы так живо снизу поддеваете, что я, право, боюсь, как бы вы не пришили носа к юбке.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Агафья Матвеевна хӑй те кухньӑра питӗ вӑрт-варт ӗҫлет, Акулина чӑртмаххӑн ҫаврӑнкаланине вӑл кӑйкӑр кайӑкӑнни пек ҫивӗч куҫӗпе тӳрех асӑрхать; кӑмакаран апат кӑларма, ӑшӑтмашкӑн лартма, тӑварлама кӑшкӑрса хушать; пасарта вӑл пӗрре пӑхсах е кӑшт пӳрнепе тӗртсе пӑхсах чӑх миҫе уйӑхрине, пулӑ мӗнлине, петрушкӑпа салат ҫулҫисене йӑран ҫинчен хӑҫан татнине пӗр йӑнӑшсӑрах пӗлет; — ҫавна кура вара Анисья та Агафья Матвеевнӑна хисеплеме пуҫларӗ, вӑл ӑна пӗрремӗш хут курсанах унран тӗлӗнчӗ те, кӑштах шикленчӗ те, хӑй пирки вара ҫапла шутларӗ: текех эпӗ Обломов кухнинче ӗҫлеме пултараяс ҫук ӗнтӗ, халиччен эпӗ васкаса чупкалани Захар ӳкернӗ турилккене е стакана ярса илме ҫеҫ кирлӗччӗ; Захар мана пултаруллӑ та тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн хытӑ кӗвӗҫетчӗ те хӑйӗн тӳрккес мӑнкӑмӑллӑхӗпе тарӑхтаратчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга хӑйне питӗ ҫивӗч тыткаларӗ, нумай калаҫрӗ, вылякаларӗ е сасартӑк ачаш кӑмӑлпа ҫемҫелчӗ, кайран шухӑша кайрӗ.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куҫҫулӗ тата ӑшшӑн кулни, сӑмах чӗнмесӗр алӑ тӑсса пани, унтан чӗрӗ те ҫивӗч хаваслӑх, телейлӗн васкаса ҫӳрени, унтан чылайччен-чылайччен калаҫни, иккӗшӗ ҫеҫ пӑшӑлтатни, чунсем пӗр-пӗрне шанса пӑшӑлтатни, икӗ пурнӑҫа пӗр пурнӑҫ тума вӑрттӑн килӗшсе татӑлни!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956