Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаҫат сăмах пирĕн базăра пур.
хаҫат (тĕпĕ: хаҫат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗне Мускавран «Русские ведомости» хаҫат килме чарӑннӑ.

Отец перестал получать из Москвы газету «Русские ведомости».

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Акӑ ӗнтӗ, чӑннипе каласан, ҫут тӗнчере хаҫат пурри ҫинчен пачах манса кайнӑ!

Вот уж, правду сказать, совсем забыл, что в природе существуют газеты!

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Э, хаҫат!

Ба, газета!

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Лампи кӗтесре, кивӗ хаҫат сарнӑ ҫӳлӗк ҫинче, ларать.

Лампочка стояла в углу, на полке, покрытой старой газетой.

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл хаҫат хучӗпе чӗркесе махорка туртнӑ.

Он курил махорку, закрученную в газетную бумажку.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хаҫат ҫинче мӗн ҫырнине пин хут вуласа тухрӑм эпӗ, пӑхмасӑр калатӑп.

Я прочёл заметку тысячу раз, я выучил её наизусть.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Бернгардовкӑна «Правда» хаҫат матрицисене илме пынӑ та, ман куҫ тӗлне пулнӑ машинӑпа эпӗ Литейнӑй проспекта ҫитсеттӗм.

…На случайной машине, приехавшей в Бернгардовку за матрицами «Правды», я добрался до Литейного проспекта.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш чухне ман хальхи регулировщик ача пулса тӑратчӗ, ырӑ та ҫутӑ куҫлӑ ачаччӗ, вӑл та пӗчӗк кантӑклӑ лутра пӳлӗмре хӑй вырӑнӗнчен ниҫта сикмесӗр мана пӑхса тӑратчӗ те хам пӗрре пулнӑ ҫӗрелле («Красные соколы» хаҫат кӑтартнӑ ҫӗрелле) ниепле майпа та ямастчӗ.

Иногда он превращался в мальчика с такими же удивительно светлыми глазами, и мальчик тоже твёрдо стоял на своём месте и держал меня здесь, в этой комнате с маленькими окнами и низким потолком, и ни за что не пускал туда, где (если верить газете «Красные соколы») я однажды уже успел побывать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ку хаҫат ун патне ҫитме пултарнӑ-ҫке.

 — Ведь эта заметка могла дойти до неё.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан ҫав хаҫат лучӗркенчӗкне тухса илчӗ — хам сывах иккенне хӑй куҫӗпе хӑй пӑхса ӗненчӗ.

Потом подобрал газетку — , раз уж собственными глазами он убедился в обратном.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтан эпӗ тупас тесе тӑрӑшрӑм, ҫар корреспонденчӗ урлӑ ҫав хаҫат хӑш чаҫре тухса тӑнине те пӗлтӗм.

Сперва я старалась достать, даже узнала у одного военного корреспондента, в какой части выходит эта газета.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анне хыпаланмасӑр тирӗк-чашӑксене пуҫтарчӗ, апат-ҫимӗҫе яланхи пекех хаҫат хучӗсемпе витрӗ.

Мама, не очень спеша, собирала посуду, привычно накрывала газетами еду.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Виҫҫӗмӗш сехетчӗ ӗнтӗ, сӗм-тӗттӗм пулмалли вӑхӑтчӗ, анчах эпир «Асторирен» тухсан питӗ ҫутӑччӗ, Гоголь урамӗпе иртнӗ чух юри чарӑнса хаҫат вулама тытӑнтӑм.

Был третий час, и это был самый тёмный час ночи, но, когда мы вышли из «Астории», было так светло, что я нарочно остановилась на улице Гоголя и стала читать газету.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Кам айӑплӑ?», «Св. Мария» шӑпи», «Татаринова ӑҫта шырамалла?» — ҫак статьясене вуласанах хам ача пулнӑ чухнехинчен юлнӑ хӑрушӑ куна аса илтӗм: Энскра чух анне сасартӑк ман пӳлӗме кӗрет, чаплӑ хура платйи унӑн чӑкӑртатса тӑрать, аллине хаҫат тытнӑ, эпӗ крават ҫинчен анса ун патне пӗр кӗпе вӗҫҫӗн ҫаруранах чупса пытӑм пулин те, мана асӑрхамасть вӑл.

«Кто виноват?», «Судьба «Св. Марии», «Где искать Татаринова?» — первое страшное впечатление детства вспомнилось мне при чтении этих статей: мама вдруг быстро входит в мою маленькую комнатку в Энске с газетой в руках, в своём чудном чёрном шуршащем платье, и не видит меня, хотя я говорю ей что-то, и соскакиваю с кроватки, и бегу к ней босиком, я одной рубашке.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хаҫат статйисене тӑрӑхӑн ҫыпӑҫтарса аннӑ, тӗллӗн-тӗллӗн ҫыпӑҫтарнисем те пур, сӑмахран акӑ «Татаринов экспедицийӗ.

Вырезки были наклеены вдоль во всю длину столбцами, но кое-где и поперёк, например: «Экспедиция Татаринова.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫырупа пӗрле хаҫат та тыттарчӗ.

И дал мне письмо и газету.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Столовӑйӑн уҫнӑ алӑкӗ витӗр Николай Антоныча куртӑм, вӑл ҫемҫе пукан ҫинче аллине хаҫат тытса ларать.

и через открытую дверь столовой я увидел Николая Антоныча, сидевшего в кресле с газетой в руках.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав хаҫат ҫинче пӗр япала вуласа илнӗренех ӗнтӗ эпӗ, хам та сисмерӗм — шлема, куҫлӑха хывса самолетран тухрӑм.

А в газете я увидел то, что заставило меня снять шлем и очки и вылезть из самолёта.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче ҫапла, — ҫак кун манӑн зачет тытмалли чи йывӑр вӗҫевсенчен пӗрне тумаллаччӗ, — машина ҫинче ларнӑ ҫӗрте, эпӗ хамӑн инструктор аллинче хаҫат куртӑм.

И вот однажды — мне предстоял в этот день один из трудных зачётных полётов, — уже сидя в машине, я увидел в руках своего инструктора газету.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, унсӑр пуҫне эпӗ нимӗнех те тупайман пулӑттӑм, мӗншӗн тесен эпир курнӑ япаласем вӗсем пӗр-пӗр хаҫат ҫинчи статьясем ҫеҫ пулчӗҫ.

Конечно, без него я бы ничего не нашёл, потому что всё это были отдельные статьи в газетах.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех