Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сасартӑк милици шӑхӑртни чуна ҫӳҫентерсе ячӗ, шофер машинине тӑпах чарчӗ.Вдруг позади нас раздался пронзительный милицейский свисток, и шофер резко затормозил машину.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ кайма хатӗрлентӗм, анчах вӑл мана тытса чарчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӗнеке вулама юратни мана тытса чарчӗ…
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл эпӗ чӗлхесӗрри ҫинчен каласшӑн пулчӗ, анчах хӑйне хӑй тытса чарчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мери хӑйӗн лашине туртса чарчӗ; эпир юлтӑмӑр: эпӗ калаҫманни ӑна пӑшӑрхантаратех ӗнтӗ, анчах эпӗ, мӗн пулать-ха тесе, пӗр сӑмах та каламастӑп.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Эх, нумай калаҫрӑмӑр эпир сирӗнпе, анчах ирхине манӑн каллех вӗҫмелле, — тесе чарчӗ вӑл калавне.— Эх, много мы проговорили с вами, но утром мне снова лететь, — закончил он рассказ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Силвио пуринпе те сывпуллашрӗ, анчах эпӗ тухас тенӗ минутра мана алӑран тытса чарчӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах ку таранччен вӗсене пурне те илтӗнмелле калама никам та хӑяйман Хамран опытлӑрах кӳршӗ айӑкран тӗртсе илни мана кулма чарчӗ, йӑнӑш тума памарӗ, ку сӑмахсене чӑнласах каланине систерчӗ.
«Вӑл» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Дубровский, тӑшман арканса кайнине, халех вӑл тек тапӑнма хӑяс ҫуккине шанса, хӑйӗннисене малалла кайма чарчӗ.Дубровский, полагаясь на совершенное расстройство неприятеля, остановил своих.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Кирлӗ мар пуҫтарма, ҫаплипех юлтӑр, — чарчӗ ӑна Комиссар сасси.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫапах та вӑл хӑйне ҫавӑнтах тытса чарчӗ те, чӗтрекен сассине лӑплантарма тӑрӑшса: — Йӑнӑш ку, — терӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Акӑ мӗн, — тесе чарчӗ ӑна Алексей, Варя ытти япаласем хушшине эсесовец кинжалне хума тӑрсан.– Вот что, – остановил ее Алексей, когда стала она засовывать в узелок эсэсовский кинжал.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах Варя ӑна тытса чарчӗ те каллех тӳшек ҫине вырттарчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӗттӗмленни чарчӗ ӑна.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Наум лашине тӑп чарчӗ те хыттӑнах мар, кӗвӗллӗн ятлаҫса илчӗ: — Хурӑн тӑрри хурӑнташ…Наум остановил коня, негромко, нараспев заматерился: – Твою в душеньку ма-ать…
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Ҫавӑн пек кӑмӑллӑн шӳт тунине пухӑннӑ ҫынсем пурте харӑс ахӑлтатса кулса йышӑнассине вӗсем хӑйсене хӑйсем тытма пӗлни ҫеҫ чарчӗ.
34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Чи усал пуласси тӗлне ҫитсен те, Беккин шутсӑрах вырӑнтан тӑрса унта пӗтӗмпех Альфред Темпль айӑплӑ, тесе каласси килсе кайрӗ, ҫапах та вӑл хӑйне хӑй чарчӗ те шӑп ларчӗ.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл ҫанӑ вӗҫӗнчен булавка туртса кӑларчӗ те хӑйӗн пӳрнине чикесшӗн пулчӗ, анчах Том ӑна чарчӗ: — Тӑхта!
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсене йӗркеллӗ те ватӑрах учитель чарчӗ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Джим та шуратасшӑнччӗ те, мӑнакка чарчӗ.
2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.