Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахӑлтатса (тĕпĕ: ахӑлтат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах сасартӑк ман умма хам лайӑх пӗлекен ӗлӗкхи Катька сиксе тухатчӗ, вӑл ахӑлтатса кулма юрататчӗ, «тласкаланецсем ырӑ суннӑ май похода тухнӑ Фердинант Кортес тата темиҫе кунран Гонолулу хулине кӗни» ҫинчен вуланӑ хыҫҫӑн ӑнран кайнӑ пек тӗлӗнсе тӑратчӗ.

Но вдруг в ней показывалась прежняя Катька, увлекавшаяся взрывами и глубоко потрясенная тем, что «сопровождаемый добрыми пожеланиями тлакскаланцев, Фердинанд Кортес отправился в поход и через несколько дней вступил в Гонолулу».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пусма тӑрӑх аннӑ чух Кира такӑнчӗ те, ӳкесрен чӑматанӗ ҫине ларса, ахӑлтатса кулчӗ.

Кира споткнулась на лестнице, села на чемодан, чтобы не скатиться, и захохотала.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара вӑл пӗр сӑлтавсӑрах ахӑлтатса кулса ячӗ, кунта ӗнтӗ ӑна палласа илмесен май ҫукчӗ.

Потом она захохотала — и так оглушительно, и так без всякого повода, что тут уже не узнать ее было невозможно.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татах мороженӑй илсе ҫирӗм эпӗ, мана мороженӑй паракан хӗр виҫҫӗмӗш порци те илнӗ чух ахӑлтатса кулса ячӗ, эпӗ ҫапла мороженӑй нумай ҫини ун кӑмӑлне питӗ кайрӗ пулмалла, куҫкӗски патне пырса ҫӳҫне тӳрлеткеле пуҫларӗ.

Я съел ещё мороженого, и девушка, которая мне подавала, засмеялась, когда я попросил третью порцию. Должно быть, ей понравилось, что я ем так много мороженого, потому что она подошла к зеркалу и стала поправлять наколку.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ, эпӗ кашӑкпа стакана шаккаса илтӗм.

Все захохотали, и я постучал ложечкой о стакан.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

(Ҫак сӑмахсене каланӑ чухне Зурин куҫне хӗссе, тӑрӑхланӑ пек темле кӗвӗлетсе шӑхӑрса илчӗ те, ларакансем пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ, эпӗ калама ҫук иментӗм).

(При сих словах Зурин засвистел так выразительно, что все захохотали, а я совершенно смутился).

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Урамра маншӑн ҫаксем пурте кулӑшла пек туйӑнса кайрӗҫ, тен, вӗсем хӑйсем те эпӗ ахӑлтатса кулнине илтрӗҫ пулӗ.

На улице мне стало смешно, и, наверно, они слышали, как я засмеялся.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, сӗтел тулли ӗҫме-ҫиме тултарса лартнине курсан, ҫакна апат умӗн «чӗре сури тумалли» тенине илтсен, ахӑлтатса кулса ятӑм.

Что я покатился со смеху, увидев заваленный всякой снедью стол и услышав, что это называется «закусить перед обедом».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш-хӑш чухне ҫеҫ вӑл, хирӗҫ сӑмах калас вырӑнне, сасартӑк ахӑлтатса кулса ярать, пурте чӗтресе ӳкеҫҫӗ вара; Катя, хӑнӑхса ҫитнӗскер, хӑлхисене аллисемпе хупласа хурать.

Только иногда вместо возражений она начинала хохотать, и так неожиданно громко, что все вздрагивали, а Катя привычным терпеливым жестом затыкала уши.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑн пек сӑмаха никам та кӗтсе тӑманнипе, залра ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

Никто не ожидал такого предложения, и в зале раздался хохот.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юн юхать, эпӗ юриех суранӑм ыратнине пӗлтерес мар тесе, ахӑлтатса кулатӑп, сасартӑк Кораблев мана класран хӑваласа кӑларать.

Кровь течет, я нарочно громко смеюсь, чтобы показать, что мне нисколько не больно, и вдруг Кораблев выгоняет меня из класса.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш чух, ӑнсӑртран, ҫакӑн пек шухӑш та килет: таҫта-таҫта пирӗн картинӑна кӑтартаҫҫӗ, ана куракансем ахӑлтатса кулаҫҫӗ, хумханаҫҫӗ, французсем патне лекнӗ Устьӑшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ, вӑл хӑйӗн чеелӗхне пула ҫӑлӑнса тухнишӗн алӑ ҫупаҫҫӗ; ҫук, вӗсем куракан Устя ҫак вӑхӑтра задачӑпа тертленсе ларнишӗн никамӑн та хуйӑх ҫук, ӑш ҫунтармӑш икс ответпа килӗшмесӗр тинкене илнишӗн никамӑн та шухӑш ҫук…

Или вдруг мне приходило в голову, что вот сейчас где-нибудь идет наша картина, люди сидят в зале, смеются, волнуются, как Устя выберется из французского обоза, хлопают ее хитрой удаче, и никому, никому из них дела нет, что корпит сейчас эта самая Устя над задачкой, а проклятый икс никак, хоть ты лопни, не сходится с ответом…

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Расщепей ахӑлтатса кулса ячӗ.

Расщепей захохотал.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пурте ахӑлтатса ячӗҫ… вара сасартӑк сӗм тӗттӗм пулса тӑчӗ.

Все кругом захохотали… и внезапно стало очень темно.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пурте вӗсем, аптараса ӳкнӗ хӗр ачана курса, ахӑлтатса ячӗҫ.

И все они, заметив мое смущение, принялись хохотать.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӑван мар атте калаҫнӑ чухне вӑл ахӑлтатса кулса ларчӗ, халӗ ҫав тери салхулланчӗ.

Он от души смеялся, когда отчим говорил, а теперь стал очень серьезен.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ав, сутмастпӑр, теҫҫӗ, — хӑйшӗн хӑй савӑннӑ пек пулчӗ Сковородников, вӑл ахӑлтатса кулса ячӗ.

— Вот, говорят — не продается, — самодовольно сказал Сковородников и захохотал.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манран ик-виҫӗ утӑмра арҫын ушкӑнӗ тӑрать, унта чипер княжна ятне яма килӗшнӗ драгун капитанӗ те пур; вӑл темӗншӗн питӗ савӑнать, аллине сӑтӑркалать, ахӑлтатса кулать, юлташӗсене куҫ хӗсет.

В нескольких шагах от меня стояла группа мужчин, и в их числе драгунский капитан, изъявивший враждебные намерения против милой княжны; он особенно был чем-то очень доволен, потирал руки, хохотал и перемигивался с товарищами.

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вара Цицерон каларӑшле, Римри авгурсем пек куҫсенчен пӑхса, эпир ахӑлтатса кула пуҫлаттӑмӑр, унтан вара каҫа лайӑх ирттернипе савӑнса, килелле каяттӑмӑр.

Тогда, посмотрев значительно друг другу в глаза, как делали римские авгуры, по словам Цицерона, мы начинали хохотать и, нахохотавшись, расходились довольные своим вечером.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кунта хайхи эпӗ, ӑна шиклентерес тесе, хам мӗн курнине тӗпӗ-йӗрӗпех каласа патӑм, вӑл шухӑша та илмерӗ, ахӑлтатса кулса ячӗ:

И тут я очень важно пересказал ей все, что видел, думая смутить ее — нимало, она захохотала во все горло.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех