Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗррисенче (тĕпĕ: хӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗттӗм шӑплӑхра горн сасси янраса кайрӗ, вара ҫавӑнтах площадка хӗррисенче тӗтӗмпе мӑкӑрланакан пилӗк факел ҫути курӑнчӗ.

В тёмной тишине резко зазвучал горн, и сейчас же по краям площадки вспыхнули пять дымных факельных огней.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Тӑрнапуҫсем ҫур аки хыҫҫӑн Акатуйсем иртсен утӑ хатӗрлеме тухрӗҫ, ял хутлӑхӗн канашӗ ҫырма-ҫатрасен хӗррисенче, шулӑхсен таврашӗнчи ҫарансене кашни кил-ҫурт хуҫалӑхне пайласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Шырлан хӗррисенче — пӗр енче тирпейлӗ амбарсем, ҫӑтӑ хупнӑ алӑклӑ кӗлетсем; тепӗр енче чус витнӗ пилӗк-улт хырӑ пӳрт.

Вдоль оврага — по одной стороне опрятные амбарчики, клетушки с плотно закрытыми дверями; по другой стороне пять-шесть сосновых изб с тесовыми крышами.

Ял // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 28–31 с.

Вӗсем сухаласа пӑрахнӑ пӑрлак вырӑнсенче ҫитӗнеҫҫӗ, типсе ларнӑ саймӑршан ҫатрака тӗмӗсем хушшинчен те шӑтса тухнӑ; тахҫанхи ана сыппи хӗррисенче чӗнтӗрленсе, ҫӗр тӑрӑх тӑрӑшса ӳсеҫҫӗ; вут-чуль пек хытӑ ҫерем ҫинчи пӗлтӗрхи хӑрӑк-харӑк курӑк хушшинчен те тӗнче ҫине ачанни пек ҫутӑ кӑвак куҫӗсемпе йӑлкӑшса пӑхаҫҫӗ.

Они росли на брошенной залежи, пробивались между сухими будыльями донника, цветным узором стлались по краям давнишней межи, и даже на кремнисто-крепкой целине из прошлогодней, поблекшей травы смотрели на мир их голубые, детски чистые глаза.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗчӗк те ҫӑмӑл чечекӗн ытла та черченкӗ, хӗррисенче шупка хӗрлӗ чашкинчен хӗвел вӗрилентернӗ тӑпран анӑратса яракан тӑкӑскӑ шӑрши сӑрхӑнать.

Нежнейший, розовый по краям раструб крохотного цветочка, такого прозрачно-легкого, почти невесомого, источал тяжелый плотский запах нагретой солнцем земли.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗвелпе пиҫсе хуралман шурӑ питҫӑмартийӗсем кӑштах хӗстернӗ ясар куҫӗсене уйрӑмах палӑртаҫҫӗ, сӑрламан куҫ харшийӗсен вӗҫкӗнле кӗтеслентернӗ пӗкечисемпе уҫӑмсӑр кулӑ ирӗлтернӗ тути хӗррисенче вара темскерле чӑрсӑрлӑхпа намӑса пӗлми аскӑнчӑклӑх паллисем пур.

Не тронутые загаром бледные щеки резче оттеняли жаркий блеск прищуренных ищущих глаз, а в своевольном изгибе накрашенных бровей и в складке улыбающихся губ таилось что-то вызывающее и нечистое.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кудинов полевой сумкӑран хӗррисенче юн хӑмӑрланса хытса ларнӑ сарӑ хут листи кӑларса Григорие пачӗ.

Кудинов достал из полевой сумки желтый листок бумаги с бурыми пятнами засохшей на полях крови, подал его.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӳкен тӗмӗсем пусса илнӗ тӑвайкки хӗррисенче окопсем чаваҫҫӗ.

На поросших терновником склонах гор рыли окопы.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав вак чулсен хӗррисенче, хӑмӑррӑн курӑнса, юшкӑн тӑпри йӑлтӑртатса выртать.

По краям от гальки коричневым глянцем блистал наносный ил.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юн тӗслӗрех ҫутӑ хӗрлӗ, лайӑх хырӑнӑ кӗре сӑн-пит, ҫӑт чӑмӑртанӑ ҫирӗп те ҫӳхе тута; хӑй — ҫӳллӗ, анчах кӑвакарчӑн пек йӑрӑс та тӑпӑл-тӑпӑл; пушӑ аллине ним сулламан пек утса пырать, питне-куҫне темӗн ыратнӑ пек пӗркелентернӗ, куҫ хӗррисенче — ватӑ ҫын пӗркеленчӗкӗсен каркаланчӑкӗ.

Смуглое бритое лицо с плитами кровяно-красного румянца, тонкий мужественный рот, сам — высокий, но складный, как голубь; идет, почти не махая свободной рукой, и все как-то болезненно морщится, а в углах глаз — паутина старческих морщин.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иккӗмӗш хут ялтӑртатса кайнӑ ҫиҫӗм ҫутинче Кошевой ҫур тӳпене яхӑн хупласа илнӗ хӑмӑр, хӗррисенче кӑмрӑк пек хура та хӑрушӑ ҫумӑр пӗлӗчӗпе ун айӗнче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫинче пӗр ҫӗре кӗпӗрленсе тӑнӑ пӗчӗкҫӗ лашасене курчӗ.

При свете молнии, вторично очертившей круг, Кошевой увидел ставшую вполнеба бурую тучу, по краям, обугленно-черную, грозную, и на земле, распростертой под нею, крохотных, сбившихся в кучу лошадей.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казачка пуҫне пӗшкӗртрӗ; унӑн ҫӳхе те шупкарах хӗрлӗ тути хӗррисенче ӑшӑ кулӑпа уҫӑмсӑр пӑшӑрханун йӳҫӗ йӗрӗ палӑрчӗ.

Казачка наклонила голову, тепля в углах тонких, неярко окрашенных губ улыбку и невнятную горечь сожаления.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хуҫа хӗрӗ хӑй ҫине темскер пӗлес килнӗ пек куҫӗсемпе хыпашласа пӑхнине пӗрре мар асӑрхарӗ; иккӗшӗн куҫӗсем тӗл пулсан, ҫамрӑк казачкӑн питҫӑмартийӗсем ӑна кӑштах хӗрелнӗ пек те, тути хӗррисенче вӑрттӑн кулӑ ӑшшӑн йӑлкӑшса илнӗ майлӑ та туйӑнса кайрӗ.

Он не раз встречал ее щупающий, любознательный взгляд, и даже показалось ему, что, столкнувшись с ним взглядом, порозовела в скулах молодая казачка и согрела в углах губ припрятанную усмешку.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пур ҫӗрте те хӑрушла аркату йӗрӗсем палӑраҫҫӗ: ҫул хӗррисенче ҫунса тата ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ вакунсен ванчӑкӗсем кӑмрӑкланса выртаҫҫӗ, телеграф юписем ҫинчи сахӑр пек шурӑ стакансем таткаланчӑк пралуксемпе чӑлханса явкаланнӑ.

Безмерное разрушение сказывалось на всем: по откосам углились сожженные и разломанные вагоны, на телеграфных столбах сахарно белели стаканы, перевитые оборванными проводами.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗртен пӗр шурӑ пулӑ ҫеҫ Дон тӑрӑх канӑҫа пӗлмесӗр вӑйкӑнса ҫӳрет тата выҫӑпа касӑлса ҫитнӗ шӑла пулӑ, шывҫипӗл хыҫҫӑн хӑваласа, чӑнкӑ ҫыран хӗррисенче шыва чӑмпӑртаттарса чӑмать.

Одна бель моталась по Дону, да на перемыках шарахала сула, гоняя за калинкой.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вите стенисем ҫинче ҫӳлте тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫулҫӑллӑ типӗтнӗ курӑксем ҫакӑнса тӑнӑ: ҫырути — лаша мурӗнчен, ҫӗленкуҫ курӑкӗ — хура ҫӗлен сӑхнинчен, хура хупах — ут ури пӑсӑлнинчен, кӳлӗ хӗррисенче ҫӳҫесем кутӗнче ӳсекен шур курӑк — лашасем халтан кайнинчен, тата ытти чир-чӗрсенчен сыватмалли тӗслӗрен-тӗслӗ курӑксем те темӗн чухлех.

Высоко на стенках конюшни висели сушеные пучки разнолистной травы: яровик — от запала, змеиное око — от укуса гадюки, чернолист — от порчи ног, неприметная белая травка, растущая в левадах у корней верб, — от надрыва, и много других неведомых трав от разных лошадиных недугов и хвори.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хирти чечексемпе пӗрлех шыв хӗррисенче кӗпӗрленсе лараҫҫӗ вӗсем, пуҫӗсене пӗксе, шывалла пӑхаҫҫӗ, пӑхаҫҫӗ те хӑйсен ҫутӑ сӑнне курса тӑранаймаҫҫӗ, йӑл-ял кул-каласа илеҫҫӗ, турачӗсене тайса сӑнӗсене саламлаҫҫӗ.

Они толпятся вместе с полевыми цветами к водам и, наклонившись, глядят в них и не наглядятся, и не налюбуются светлым своим зраком, и усмехаются к нему, и приветствуют его, кивая ветвями.

X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вара вӗҫӗнче ҫеҫ «приказ паратӑп» тенӗ сӑмахсем хыҫҫӑн, Рокоссовский сасси хыттӑн та чаплӑн янӑрама пуҫларӗ; вӑл приказа хӑй штабӗнче тӑракан темиҫе генерал умӗнче мар, Мускав ҫывӑхӗнчи уйсенче, вӑрман хӗррисенче, лапамсемпе сӑртсем ҫинче йӗркелесе тӑратнӑ полксем умӗнче вуланӑ пек туйӑнчӗ…

И только в конце после слов «даю приказ» голос Рокоссовского начал звенеть громко и величественно; казалось, он читал приказ не перед несколькими стоящими в штабе генералами, а перед стоящими на полях рядом с Москвой, опушках леса, низинах и холмах ровно выстроенными полками…

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пусӑ ҫаврӑнӑшӗсен чиккисене, ҫырма-ҫатрасенче, юханшывсемпе кӳлӗсен хӗррисенче йывӑҫсем лартнисӗр, урӑхла каласан, эпир палӑртакан ӗҫсене туса ирттернисӗр пуҫне нумай районсем тӑрӑх, тен пирӗн район тӑрӑх та пулӗ, государствӑн вӑрман хӳтлӗхӗн тӑрӑхӗсем иртеҫҫӗ.

Кроме того, на границе пахотных земель, по берегам оврагов, рек и озер, кроме высадок деревьев, если сказать по другому, кроме выполняемых нами работ, по многим районам, может быть, и по нашему району, пройдут государственные лесозащитные полосы.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Шурӑрах тӗтреллӗн курӑнакан хула хӗррисенче, сивӗ сывлӑшра, такама чӗннӗ пек, заводсем кӑшкӑртаҫҫӗ.

На окраинах, затянутых белесой дымкой, призывно гудели в морозном воздухе заводские гудки.

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех