Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ял

Автор: Василий Хударсем

Ҫӑлкуҫ: Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 28–31 с.

Ҫул: 1941; Хушнӑ: 2020.05.19 20:34

Пуплевӗш: 36; Сӑмах: 462

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Июнӗн юлашки кунӗ; пин ҫухрӑм йӗри-тавра Россия — тӑван ҫӗршыв — сарӑлса выртать.

Пӗлет яр уҫӑ та кӑн-кӑвак; пӗр хура пӗлӗт татӑкки кӑна — те ишет, те ирӗлет. Ҫит таврашӗ ҫук, ӑшӑ… сывлӑш — тин ҫеҫ суна сӗт пек.

Тӑрисем юрлаҫҫӗ; тулли пӗсехеллӗ кӑвакарчӑнсем кӑвиклетеҫҫӗ, чӗкеҫсем шарламасӑр ярӑнса вӗҫеҫҫӗ; лашасем тулхӑраҫҫӗ те чӑмлаҫҫӗ; йытӑсем, хӳрисене йӑвашшӑн пӑлхаткаласа, вӗрмесӗр тӑраҫҫӗ.

Тӗтӗм шӑрши ҫапать, курӑк шӑрши те, — кӑшт тата тикӗт шӑрши, тир шӑрши кӗрет. Кантӑрсем ҫитӗнсе ҫитнӗ, халӗ вӗсем хӑйсен йывӑр, анчах та ырӑ шӑршине сараҫҫӗ.

Тарӑн, чӑнках мар шырлан. Айӑккисенче чӑмак пуҫлӑ, аялалла ҫапӑнса ӳкнӗ хӑва ҫатраки темиҫе рет. Шырлан тӑрах шыв чупать; унӑн тӗпӗнчи вӗтӗ чулсем ҫутӑ хӗвелӗн шевли витер чӗтреннӗ пек курӑнаҫҫӗ. Инҫетре, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрте, — пысӑк шывӑн кӑвакрах йӗрӗ курӑнать.

Шырлан хӗррисенче — пӗр енче тирпейлӗ амбарсем, ҫӑтӑ хупнӑ алӑклӑ кӗлетсем; тепӗр енче чус витнӗ пилӗк-улт хырӑ пӳрт. Кашни пӳрт тӑрринче шӑнкӑрчӑ йӑвин вӑрӑм кашти; кашни пӳрт ҫинче хӗҫтимӗртен касса тунӑ, вӗҫен ҫилхеллӗ лаша.

Чӳречесен тикӗс мар кантӑкӗсем кӑвакӑн-симӗсӗн курӑнаҫҫӗ. Чӳрече янаххисем ҫине кӑкшӑмсем ӑшне чечек ҫыххисем чиксе лартнӑ. Кашни пӳрт умӗнче типтерлӗ сак ларать; пӳрт ҫумӗнчи тӑпрасем ҫинче кушаксем, чӗрӗ хӑлхисене тӑратса, ҫӑмха пек чӑрканса выртнӑ; алӑксен ҫӳлӗ уратисем хыҫӗнче пӑлтӑрсем сулхӑнӑн тӗттӗмленеҫҫӗ.

Эпӗ шырлан хӗрӗнче, сарса хунӑ аҫам ҫинче, выртатӑп. Йӗри-тавра тин ҫеҫ ҫулнӑ, ырӑ шӑршлӑ ҫӗклем утӑ. Туйса илекен килхуҫисем утта пӳртсем умне пӑрахса тухнӑ; хӗвел вӑйлӑ пӗҫертнӗ ҫӗрте кӑштах типтӗр те, кайран вара вӑл утта — лупас айне. Ун ҫинче ҫывӑрма вара пит те аван пулӗ.

Кашни ҫӗклем ӑшӗнче кӑтра ҫӳҫлӗ ача пуҫӗсем курӑнаҫҫӗ; ҫӑмламас чӑхӑсем утӑ хушшинче кӑпшанкӑсемпе лӗпӗшсем шыраҫҫӗ; шурӑ туталлӑ йытӑ ҫури чӑлмакланнӑ ҫӳп-ҫап ӑшӗнче тапаланать.

Шурӑ кӗписене пиҫиххипе ҫыхнӑ, йывӑр хутлам атӑллӑ кӑтра та сарӑ каччӑсем, кӳлсе тӑратнӑ урапасем ҫине уртӑнса, ҫивӗч сӑмахсемпе калаҫса илеҫҫӗ, — шурӑ шӑлӗсене кӑтартса кулаҫҫӗ.

Чӑп-чӑмӑр питлӗ ҫамрӑк хӗрарӑм чӳрече витӗр пӑхать; вӑл те каччӑсен сӑмаххисенчен, те сарӑлса выртакан утӑ ҫинче йӑванакан ачасенчен ӑшшӑн кулать.

Тепӗр ҫамрӑк хӗрарӑмӗ вӑйлӑ аллисемпе йӗпе витрине ҫӑлтан ҫӗклесе кӑларать… Витре, чӗтренсе, силленсе, вӑрӑм та ҫутӑ тумламсем тӑкать.

Ман умра кил хуҫин тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑннӑ, ҫӗнӗ пушмаклӑ карчӑкӗ тӑрать.

Унӑн тӗксӗм, ырхан мӑйне шултӑра та тулли виҫӗ рет шӑрҫа ыталанӑ; кӑвакарнӑ ҫӳҫпе витӗннӗ пуҫне вӑл хӗрлӗ пӑнчӑллӑ сарӑ тутӑр ҫыхнӑ; унӑн тутӑрӗ тӗссӗрленнӗ куҫӗсем ҫине аннӑ.

Анчах ватӑлнӑ куҫсем кӑмӑллӑн кулаҫҫӗ; унӑн пӗркеленнӗ пичӗ те пӗтӗмпех кулать. Тен, ҫак карчӑк хӑйӗн ҫитмӗлмӗш ҫулне пурӑнса ирттерет… Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл илемлӗ хӗрарӑм пулнӑ, вӑл халӗ те курӑнать!

Вӑл сылтӑм аллипе, хӗвелпе пиҫсе саралнӑ пӳрнисене чармакласа, халӗ кӑна нӳхрепрен кӑларнӑ сивӗ сӗт чӳлмекне тытнӑ; чӳлмек ҫийӗ кӗмӗшке пек сывлӑмпа витӗннӗ; карчӑк мана сулахай аллипе пысӑк чӗлӗ ӑшӑ ҫӑкӑр парать.

— Килсе кӗнӗ хӑна, тӑраниччен ҫи, — тет унӑн кӑмӑлӗ.

Сасартӑк автан авӑтса ячӗ, ҫунаттисемпе тимлӗн ҫупса илчӗ; хупӑнса тӑракан пӑру ӑна хирӗҫ васкамасӑр ӗнӗрлерӗ.

— Ай та сӗлӗ, — илтӗнет ман кучерӑн сасси…

О, вырӑс ирӗк ялӗн ҫителӗклӗхӗ, канӑҫлӑхӗ, ытлашшилӗхӗ!

О, шӑплӑх та ырлӑх!  — Ҫапла шухӑшлатӑн кунта…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех