Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сараҫҫӗ (тĕпĕ: сар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн пек анархистла хӑтланакансене ирӗк парас пулсан, вӗсем ыранах, мӗн пур начарринчен тасалатпӑр тесе, пӗр авторитета та хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ, ҫирӗпрен те ҫирӗп принципсем ҫине алӑ ҫӗклеҫҫӗ, иккӗленӳ сараҫҫӗ, дисциплинӑна аркатса яраҫҫӗ.

Дай волю вот таким анархиствующим — и завтра же под видом очищения от всего плохого они не пощадят ни одного авторитета, поднимут руку на незыблемые принципы, посеют сомнение, расшатают всякую дисциплину.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Бассем, хулӑн ҫемҫе сасӑпа салхулӑх сараҫҫӗ.

И басы стелют бархатную густую печаль:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон хӗрринчи пахчасен ҫатан картийӗсем, шурӑ пур тусанӗпе шуралнӑскерсем, шӑлт шултӑркаса ҫитнӗ те, вӗри ҫил ӑшалантарнипе сывлӑша ӗнӗк ҫапӑ шӑрши сараҫҫӗ.

Припудренные меловой пылью огородные плетни над Доном изнывали, опаленные горячим ветром, поили воздух запахом прижженного хвороста.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Мӗн шутпа-ха ҫынсем ман ҫинчен «чипер» тесе ят сараҫҫӗ? — терӗ вӑл сӳрӗкреххӗн, хӑй тӗллӗн мӗн ҫинчен те пулин калаҫас шухӑшпа ҫеҫ.

«Что людям вздумалось расславлять, будто я хороша? — говорила она, как бы рассеянно, для того только, чтобы об чем-нибудь поболтать с собою.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Салтак сассисем лашасем хартлатса илни, пуртӑпа йывӑҫ касни илтӗнет тата чакаксем чаклатаҫҫӗ, — кусем ӗнтӗ пурте кӗркунне ҫинчен хыпар сараҫҫӗ.

Раздавались голоса солдат, похрапывание лошадей, стук топора о дерево и крик сорок — они всюду разносили вести об осени.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Володя вулама аван пӗлнӗ пулсан, унта: «Шӑнасем — чир-чӗр сараҫҫӗ», «Грипп чирне ан ертӗр», тесе ҫырнине вуласа пӗлнӗ пулӗччӗ.

Если бы Володя хорошо читал, он узнал бы, что там написано: «Мухи — разносчики заразы», «Не болейте гриппом».

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Хуҫасем, кунта революци шухӑшӗсене сараҫҫӗ, аслӑ султан правительствине хирӗҫ калаҫаҫҫӗ.

— Господа, тут проповедуются революционные идеи, направленные против правительства его величества султана.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кантӑксемпе алӑксене яри уҫса пӑрахнӑ пулин те, пур классене те килти табак, спирт пекех хӑватлӑ арҫын тарӗн шӑрши тата йӳнӗ помадӑпа супӑнь шӑрши сарӑлнӑ, — ку шӑрша ӑна пӗр кӗтессе пухӑнса тӑнӑ капӑр тумлӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем сараҫҫӗ.

И сразу же во всех классах, несмотря на то что окна и двери были открыты настежь, горько и крепко запахло самосадом, мужским, спиртовой крепости потом и запахом дешевой помады и такого же мыла — от сбившихся в кучу разнаряженных девок и баб.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫак кайӑксен юрпа нӳрелнӗ тӗкӗсем, курӑксене сӗртӗнсе, армутисен тата хура армутин йӳҫӗк шӑршине сараҫҫӗ.

Влажное от снега, соприкасающееся с травой перо лучит воспринятую от травы горечь полынка и прогорклый душок чернобыла.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тармакланса кайнӑ, вараланнӑ, тарланӑ питсем, йӗп-йӗпе ҫамкине ҫыпӑҫса ларнӑ сапаланчӑк ҫӳҫ пӗрчисем, пӑхӑр тӗс ҫапнӑ ӗнсесем, мекӗрленнипе чӗтрекен хулпуҫҫисем — ҫаксем пӗтӗмпех, тата тӗрлӗрен ҫӗтӗк-ҫурӑкпа витӗннӗ ӳтсем йӗри-таврана хӗрӳ те йывӑр шӑршӑ сараҫҫӗ, вара, кӑнтӑрти шӑрӑхпа пӗрлешсе, ҫутҫанталӑка пӑчӑ сывлӑш тултараҫҫӗ.

Облитые потом, грязные и напряженные лица с растрепанными волосами, приставшими к мокрым лбам, коричневые шеи, дрожащие от напряжения плечи — все эти тела, едва прикрытые разноцветными рваными рубахами и портами, насыщали воздух вокруг себя горячими испарениями и, слившись в одну тяжелую массу мускулов, неуклюже возились во влажной атмосфере, пропитанной зноем юга и густым запахом пота.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Саркайӑксем хаваслӑ юрлаҫҫӗ; герань чечекӗ тата хушӑран ачасем граф садӗнчен илсе килекен гициант пӗчӗк пӳлӗмре тутлӑ шӑршӑ сараҫҫӗ, ҫав шӑршӑ гаван сигарӗн шӑршипе тата кил хуҫи арӑмӗ ҫанӑ тавӑрсах хытӑ тӗвекен корица е ваниль шӑршипе килӗшӳллӗ хутшӑнать.

Канарейки весело трещали; ерань и порой приносимые детьми из графского сада гиацинты изливали в маленькой комнатке сильный запах, приятно мешавшийся с дымом чистой гаванской сигары да корицы или ванили, которую толкла, энергически двигая локтями, хозяйка.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Курӑксем вӑйлӑн шӑрш сараҫҫӗ; вӗсен хушшинче чарӑна пӗлми ҫатӑртату тӑрать…

Трава сильно пахнет; из нее раздается неумолкаемый треск…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӗсем таврана тутлӑ шӑршӑ сараҫҫӗ.

Они исходили удушающе-сладким запахом.

XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах халӗ пурте ӗҫлеҫҫӗ: вырӑнсем сараҫҫӗ, минтерсене хӑпартаҫҫӗ, арчаран йывӑр, яка простыньсене кӑлараҫҫӗ, пӳлӗмрен пӳлӗме лампӑсене куҫарса ҫӳреҫҫӗ.

Но все были заняты: стелили постели, взбивали подушки, вынимали из комода тяжелые, скользкие простыни, переносили из комнаты в комнату лампы.

X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ун ҫине ҫапла ҫырнӑ: Мускава хӳтӗлеме пӗтӗм халӑх ҫӗкленнӗ, столицӑна хӳтӗлекенсем палӑртнӑ чикӗсене ҫирӗп тытаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах нимӗҫсем Мускав парӑнни ҫинчен провокациллӗ хыпар сараҫҫӗ, граждансен вӗсене ӗненмелле мар.

В ней говорилось, что весь народ встал на защиту Москвы, защитники столицы твердо стоят на своих рубежах, а фашисты распространяют ложные, провокационные слухи о падении Москвы, и граждане не должны им верить.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑлхаллӑ ҫӗлӗксем тӑхӑннӑ «пӗлӗт хӗрӗсем» ҫав-ҫавах юрлаҫҫӗ, хура пӗлӗт хупланӑ хула ҫине илемлӗ сасӑсем сараҫҫӗ.

А под облаками поют над городом молоденькие московские небожительницы в ушанках.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Программӑна хутшӑнакан организацисем пӗрлешӗве ӳсӗмлеҫҫӗ, хутшӑнакан хисепне нумайлантараҫҫӗ, Google-тан тава тивӗҫлӗ пулаҫҫӗ, хӑйӗн проект ырӑ ятне сараҫҫӗ.

Организации, принимающие участие в программе, увеличивают вклад в сообщество и количество новых участников, получают признание Google и привлекают больше внимания к своему проекту.

Кодӑн кашни йӗркипе тӗнчене лайӑхлатма пулӑш! // Google. https://github.com/ftyers/gsoc-flyers/bl ... er.chv.odt

Халь шкул урайӗсене плитасем сараҫҫӗ, маччасене, стенасене илем кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Капмаррӑн курӑнать пӗлӳ «карапӗ» // Владимир ФЕДОРОВ. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

12. Ҫапла вӗсем хӑйсем унччен сӑмах панине пӑсаҫҫӗ, ҫавӑншӑн ӗнтӗ айӑпа кӗреҫҫӗ; 13. ҫитменнине тата ӗҫсӗр пурӑннипе вӗсем килӗрен киле ҫӳреме хӑнӑхаҫҫӗ; вара ӗҫсӗр супнипе кӑна мар, кирлӗ-кирлӗ мара сӳпӗлтетеҫҫӗ, сӑмах сараҫҫӗ, калама юраманнине калаҫҫӗ.

12. Они подлежат осуждению, потому что отвергли прежнюю веру; 13. притом же они, будучи праздны, приучаются ходить по домам и бывают не только праздны, но и болтливы, любопытны, и говорят, чего не должно.

1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Сан патӑнта ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен усал ят сараҫҫӗ, ютран килнӗ ҫынна кӳрентереҫҫӗ, сан патӑнта тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма хӗсӗрлеҫҫӗ.

7. У тебя отца и мать злословят, пришельцу делают обиду среди тебя, сироту и вдову притесняют у тебя.

Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех