Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1 Тим 5

Пай: Библи –> Сӑваплӑ Павел апостолӑн Тимофей патне янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.19 09:19

Пуплевӗш: 23; Сӑмах: 383

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ватӑ ҫынпа тӳрккес ан пул, унпа аҫупа калаҫнӑ пек калаҫ. Хӑвӑнтан кӗҫӗннисемпе шӑллусемпе калаҫнӑ пек, 2. ватӑ хӗрарӑмсемпе аннӳпе калаҫнӑ пек калаҫ; ҫамрӑк хӗрарӑмсемпе калаҫнӑ чухне аппу-йӑмӑкупа калаҫнӑ пек сӑпай та таса кӑмӑллӑ пул. 3. Тӑлӑх арӑмсене — пӗр пулӑшакансӑр тӑрса юлнӑскерсене — пулӑшсах тӑр. 4. Тӑлӑх арӑмӑн ачисем е мӑнукӗсем пулсан, вӗсем чи малтан Турӑ умӗнчи тивӗҫне — хӑйсен кил-йышӗшӗн тӑрӑшма, ашшӗ-амӑшне пӑхма — вӗренччӗр: Турра ҫавӑ кӑмӑллӑ. 5. Чӑн-чӑн тӑлӑх арӑм, тӑр-пӗччен тӑрса юлнӑскер, Турра шанать, кунӗн-ҫӗрӗн йӑлӑнса, кӗлтуса пурӑнать; 6. киленсе пурӑнма юратакан тӑлӑх арӑм вара чӗрӗллех вилнӗ. 7. Вӗсене ҫакна ӑнлантар — вӗсем таса пулччӑр. 8. Кам хӑй тӑванӗсемшӗн, пуринчен ытла хӑй кил-йышӗшӗн, тӑрӑшмасть, вӑл ӗнтӗ тӗне пӑрахнӑ, вӑл ӗненмен ҫынран та япӑхрах. 9. Пулӑшу памалли тӑлӑх арӑмсен йышне утмӑл ҫултан иртнисене ҫеҫ, пӗрре качча кайнисене ҫеҫ, кӗрт, 10. вӗсем хӑйсен ырӑ ӗҫӗсемпе палӑрнӑ ҫынсем — ачисене пӑхса ӳстернӗ, иртен-ҫӳрене хапӑл тунӑ, сӑваплӑ ҫынсенӗн урине ҫунӑ, чухӑнсене пулӑшса тӑнӑ, яланах ырӑ тума тӑрӑшакан ҫынсем — пулччӑр. 11. Ҫамрӑк тӑлӑх арӑмсене ан йышӑн: вӗсем, Христоса юрӑхсӑр чаплӑ пурӑнӑҫа кӑмӑлласа, качча каясшӑн пулаҫҫӗ. 12. Ҫапла вӗсем хӑйсем унччен сӑмах панине пӑсаҫҫӗ, ҫавӑншӑн ӗнтӗ айӑпа кӗреҫҫӗ; 13. ҫитменнине тата ӗҫсӗр пурӑннипе вӗсем килӗрен киле ҫӳреме хӑнӑхаҫҫӗ; вара ӗҫсӗр супнипе кӑна мар, кирлӗ-кирлӗ мара сӳпӗлтетеҫҫӗ, сӑмах сараҫҫӗ, калама юраманнине калаҫҫӗ. 14. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫамрӑк тӑлӑх арӑмсене качча кайма канаш паратӑп: ача-пӑча ҫуратчӑр, кил-ҫурт тытчӑр — вӗсене хурласа калаҫмашкӑн тӑшман нимӗнле сӑлтав та ан тупайтӑр. 15. Вӗсем ӗнтӗ хӑшӗ-пӗрисем шуйттан хыҫҫӑн кайса аташрӗҫ. 16. Христоса ӗненекен арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн хӑйсен тӑванӗсем хушшинче тӑлӑх арӑм пулсан, ӑна вӗсем хӑйсем пулӑшса тӑччӑр, ӗненекен ушкӑна (Чиркӗве) ан чӑрмантарччӑр, ӗненекен ушкӑнӑн пулӑшакансӑр юлнӑ тӑлӑх арӑмсене пулӑшмалла пултӑр.

17. Хӑй ӗҫне лайӑх туса тӑракан пресвитерсене — сӑмахпа каласа тӑрӑшса вӗрентекеннисене — ытларах хисеплемелле, ытларах тӳлемелле. 18. Ҫырура ҫапла каланӑ: «авӑн ашакан вӑкӑр ҫӑварне ан хупла» тенӗ; тата: «ӗҫлекен хӑй хакне илме тивӗҫлӗ» тенӗ. 19. Иккӗн е виҫҫӗн ҫирӗплетсе паракан пулмасан, пресвитера айӑпланине ан ӗнен. 20. Ҫылӑха кӗрекен пресвитерсене вара пурин умӗнче те питле, ыттисем хӑраса тӑмалла пултӑр.

21. Турӑ умӗнче, Иисус Христос Ҫӳлхуҫа умӗнче, суйласа илнӗ ангелсем умӗнче сана хистесе калатӑп: ҫакна астусах тӑр, саншӑн пурте тан пулччӑр, кӑмӑлу туртнӑ хыҫҫӑн ан кай. 22. Никам ҫине те аллуна хума ан васка, ҫын ҫылӑхне ан хутшӑн. Хӑвна ху таса тыт. 23. Вару ыратнӑран, хӑв тӑтӑшах чирленӗрен малашне пӗр шыв кӑна ан ӗҫ, кӑштах эрех те хутӑштарса ӗҫ. 24. Хӑш ҫыннӑн ҫылӑхӗсем палӑрсах тӑраҫҫӗ — вӗсене тӳрех айӑплама пулать, хӑшӗсен ҫылӑхӗсем вара каярахпа тин курӑнаҫҫӗ. 25. Ырӑ ӗҫсем те ҫавӑн пекех: хӑшӗсем халех курӑнаҫҫӗ; курӑнманнисем те пурпӗр палӑрмасӑр юлмаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех