Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: X

Пай: Шурӑ хурӑн. 1-мӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хушнӑ: 2019.12.28 10:31

Пуплевӗш: 148; Сӑмах: 1373

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ольховкӑран иртсен, ҫул пушшех йывӑрланчӗ. Хӗвел пӑхса ҫӗре ӑшӑтса та ӗлкӗреймерӗ, пӗтӗм тӳпе кӗрлеме тытӑнчӗ: хӗвеланӑҫӗнчен пысӑк ушкӑнсемпе «юнкерссем» куҫма тапратрӗҫ. Хӑш чухне вӗсене куҫа йӑмӑхтаракан кӗрхи пӗлӗт тӳпинче куҫпа шыраса тупма та хӗн, анчах вӗсен моторӗсем салхуллӑн ҫухӑрса улани чуна ҫӳҫентерет. Бомбӑсем пӑрахма тытӑнчӗҫ. Ӗнерхи пекех, ҫӗр каллех йывӑррӑн ахлатса, чӗтрене-чӗтрене илет, ҫӗр варринчи вут-ҫулӑм ӑшӗнчен сирпӗнсе тухнӑ пекех, ӑҫта пӑхнӑ унтах тӗтӗм чӑмрашкисем сирпӗне-сирпӗне тухаҫҫӗ, — ҫил вара вӗсене, тӑкӑннӑ ҫулҫӑпа пӗрлех, хӗвелтухӑҫнелле вӗҫтерет. Ҫулсем тӗлӗпе, сасартӑк ҫинҫе сасӑпа шӑхӑрса, тискер те хыткан «мессершмитсем» ирте-ирте каяҫҫӗ, ҫынсем вара, усал кайӑк саслӑн чӑклатса ҫурӑлакан пульӑсенчен хӑтӑлас тесе, сехре хӑпнипе, ҫултан аяккалла ыткӑнаҫҫӗ.

Кӑнтӑр тӗлӗнче Лозневой батальонӗ пӗр пӗчӗк вӑрманта канма чарӑнчӗ. Ҫав вӑхӑтрах кунта хӑйӗн лачкам тара ӳкнӗ тур лашипе полк командирӗ — Волошин майор вӗҫтерсе ҫитрӗ. Волошин майорпа пӗрле унӑн заместителӗ — Озеров капитан тата пӗр ушкӑн автоматчик. Вӗсем пурте хӗвелпе пиҫсе ларнӑ маттур ҫамрӑксем. Хирӗҫ пулакан салтаксем вӗсене Лозневой ӑҫтине кӑтартса ячӗҫ, вӗсем вара, умлӑ-хыҫлӑн тӑсӑлса, хӑрӑк-харӑка ҫатӑртаттарса, хӗвеланӑҫ еннелле, вӑрман хӗрринелле ҫул тытрӗҫ.

Лозневой ҫак вӑхӑтра хӑйӗн походра ҫӳремелли ҫӑмӑл палаткинче выртнӑ-мӗн, — палаткине ҫамрӑк юман айне карнӑ. Юманӑн кукӑр-макӑр турачӗсем ҫинчи ҫулҫӑсене ҫил лӑскать. Ҫак октябрьти ҫиллӗ кун Лозневой ӑшчикӗ ӑраснах хытӑ вӑркама пуҫланӑ-мӗн. Кашни сехетре тенӗ пекех, кӗтмен-туман ҫӗртенех, пысӑк событисем пуҫланасса кӗтнӗ вӑл. Ҫавӑнпа та, васкаса чупса кӗнӗ Костя полк командирӗ килни ҫинчен пӗлтерсенех, Лозневой хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те палаткӑран тухрӗ. Хайхи событисем ҫывӑхрах иккенне ӗнтӗ вӑл лайӑх ӑнланса илчӗ.

Волошин майор пӗр алӑ ҫулалла ҫитнӗ ҫын. Юлашки ҫулсенче вӑл ытлашши мӑнтӑрланса, шыҫмакланса кайнӑ. Ҫавӑнпах-и тен, унӑн пысӑк та йывӑр кӗлетки ытла вӑр-варах ҫаврӑнкалассӑн туйӑнмасть. Ҫарта вӑл вунсаккӑрмӗш ҫулти ҫуркуннеренпе служить тӑвать. Рядовой салтак-пулемётчик пулса, Атӑл тӑрӑхӗнче вӑл белогвардеецсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, Хусана ирӗке кӑларнӑ, унтан Колчака хирӗҫ паттӑррӑн ҫапӑҫса Ҫӗпӗрелле походпа кайнӑ ҫӗрте пулнӑ. Ҫав ҫулсенче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн вӑл икӗ хутчен Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗ. Волошин салтак ҫар службине питӗ юратнӑ, ҫавӑнпа та яланлӑхах ҫарта юлма шут тытнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл, темиҫе ҫул хушши, стрелковой полк командирӗ пулса ӗҫленӗ, хӑйӗн службипе мухтаннӑ. Полкра ӑна пурте юратнӑ. Хӑйне мӑнна хуман вӑл, кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ. Ҫиленесси-тӑвасси унӑн сайра-хутра ҫеҫ пулкаланӑ. Аслӑ начальникӗсем те хисепленӗ ӑна, ӑна-кӑна чухлама пӗлекен, пултаруллӑ та ӑслӑ ҫын вырӑннех хунӑ. Анчах чи малтан ӑна пурте вӑрҫинче чапа тухнӑ герой вырӑнне хурса хисепленӗ.

Полк командирне катаран курсанах, Лозневой тӳрех пӗлчӗ: Волошин лӑпкӑ мар. «Начар пулмалла пирӗн ӗҫсем, — шухӑшларӗ Лозневой, — питӗ начар!».

Йывӑррӑн ҫӗрелле сиксе аннӑ Волошин майор рапорта итлесе те тӑмарӗ, — тарӑхнӑ пек алӑпа ҫеҫ сулчӗ. Чӗлпӗре пӑрахса, пӗтӗм ӳт-пӗвне хускатса сывласа илчӗ те вӑл, ывӑнса ҫитнӗ ҫын уттипе Лозневой палатки патнелле уттарчӗ. Утнӑ хушӑрах тӳмисене вӗҫертсе плащне йӳле ячӗ, каска козырёкӗпе хупланнӑ тарлӑ ҫамкине тата кӳпшек те кӑвакрах питҫӑмартийӗсене шӑлса илчӗ.

— Фу, мур илесшӗ! — мӑкӑртатса илчӗ вӑл. — Пӗтӗмпех ыраттарса пӗтерчӗ!

— Кунта, кунта! — чӗнчӗ Лозневой.

Юман айӗнче выртакан снаряд ешӗкӗ ҫине вырнаҫса ларсан, Волошин майор, каскине хывмасӑрах, ҫамкипе тӑнлавӗсене тепӗр хут тутӑрпа шӑлчӗ.

— Шуйттан пӗлет-и тен, мӗн пулса иртнине! — терӗ вӑл тарӑхса. — Мӗн чухлӗ приказ паратӑн — ним усси те ҫук. Мӗне пӗлтерет ку?

Пӗрер минут хушши вӑл чӗнмесӗр тӑчӗ, пирусне мӑкӑрлантарчӗ. Вӑрманта ҫил шавлать. Салтак сассисем лашасем хартлатса илни, пуртӑпа йывӑҫ касни илтӗнет тата чакаксем чаклатаҫҫӗ, — кусем ӗнтӗ пурте кӗркунне ҫинчен хыпар сараҫҫӗ. Анлӑ та ҫутӑ тӳпере куҫа курӑнман моторсем кӗрлеҫҫӗ. Таҫта, инҫетре, бомбӑсем пӑрахаҫҫӗ; ҫӗр, кӑлт-калт тукаласа, кисренсе илет, унӑн чӗри ҫапла, сикчевлӗн тапа-тапа илет тейӗн. Волошин, ӳсӗрме пуҫласа, пирусне ури айнелле пӑрахрӗ.

— Озеров, кунта! — чӗнчӗ вӑл.

Лашин ҫилхине тӳрлетсе, автоматчиксене темскер каласан, палатка патнелле йывӑртарах, анчах та ҫирӗп утӑмпа полк командирӗн заместителӗ Озеров капитан утса пычӗ. Ку та пысӑк ҫын, хӑй йӳле янӑ ваткӑллӑ куртка тӑхӑннӑ, сӑн-пичӗ кӑшт шатраллӑрах, тахҫантанпах Ҫӗпӗрте пурӑнакан ҫын евӗрлӗскер.

— Комиссара курмарӑн-и? — ыйтрӗ унтан Волошин.

— Ҫук, курмарӑм, майор юлташ!

— Пӗрмай унта-кунта ҫӳрет! — мӑкӑртаткаласа илчӗ Волошин. — Юрать, сана тӗл пултӑм хать. Питӗ кирлӗ.

— Ҫӗнӗ хыпарсем пур-и?

— Ҫапла. Картӑ пур-и?

Озеров капитан планшетне уҫрӗ. Волошин майор, картӑ илсе, хӑйӗн заместителӗпе комбата юнашар ларма чӗнчӗ. Вӗсем хӑвӑрт вырнаҫса ларчӗҫ: Озеров ещӗк ҫине, Лозневой хӑйӗн йӗнерӗ ҫине ларчӗ. Ҫав хушӑра Волошин майор шатраллӑрах сарлака сӑмси ҫине куҫлӑх тӑхӑнчӗ те йӗри-тавра пӑхса илчӗ.

— Ан хӑрӑр, — чухласа илчӗ Лозневой, — ҫывӑхра никам та ҫук.

Волошин майор куҫлӑх витӗр тӗллесе пӑхса куҫӗсене чылайччен картӑ тӑрӑх шутарса ҫӳрерӗ.

— Аха, ак ӑҫта! — Вӑл карандашне пӗчӗк ҫеҫ симӗс пӑнчӑ тӗлӗнче чарчӗ. — Эпир ҫакӑнта, ҫапла-и? Вазуза патне ҫитесси мӗн чухлӗ юлчӗ?

— Вӑтӑра яхӑн, — терӗ Озеров.

— Ҫапла пулать те пулӗ ҫав. — Волошин картӑ ҫумӗнчен уйрӑлчӗ. — Ҫапла ӗнтӗ, лару-тӑру ҫакӑн пек. Вазуза урлӑ каҫнӑ ҫӗре, куратӑр пулӗ, икӗ аслӑ ҫул пырса тухать. — Вӑл аллине малтан пӗр еннелле, унтан тепӗр еннелле тӑсрӗ. — Пӗри — кунта, тепри — ак ҫакӑнта. Ҫав ҫулсемпе нимӗҫсен икӗ пысӑк колонни пырать. Вӗсем каҫӑ патнелле васкаҫҫӗ.

— Инҫетре-и вӗсем? — тӑхтасарах та сыхлансарах, хӑйне ирӗк памасӑрах ыйтрӗ Лозневой.

— Кам пур-тӑр пирӗн ӑна пӗлекенни? — терӗ Волошин, куҫӗсемпе ҫилӗллӗн пӑхкаласа. — Дивизи штабӗнчен нарочнӑй ячӗҫ, анчах татӑклӑн пӗлтерни ҫук. Ним тӗлне те пӗлме ҫук. Йӑлтах арпашса кайнӑ. Шуйттан пӗлет-и вӗсене, тен вӗсем, кутемӗн, каҫӑ патне ҫитнӗ! Пулма та пултарать! Эпир вара… — Вӑл шӑпланчӗ, хулӑнрах тутине хускаткаларӗ. — Халь тем те пулма пултарать.

— Пит ҫӑмӑлах мар вӑл! — терӗ Озеров.

— Мӗн ҫӑмӑлах мар?

— Ют ҫӗршывпа пырасси.

— Ун пек каланине илтнӗ эпир! — кӑмӑлсӑрланчӗ Волошин. — Килеҫҫӗ ав! Таҫта ҫити килсе ҫитрӗҫ! Шухӑшлама хӑрушӑ! Темскерле шуйттанла вӑй вӑл!

— Сӗмсӗрлӗхӗ ытларах пуль, — хирӗҫ каларӗ Озеров.

— Вӑйӗ мӗнле?

— Вӑйӗ те нумай, анчах сӗмсӗрлӗхе — ытларах. Чакаканни вӑл час-часах тапӑнса килекеннин вӑйне ытлашши пысӑка хума пултарать.

— Ку ӑҫтан? — сасартӑках тӗксӗмленчӗ Волошин. — Клаузевиц каланинчен-и? Эсӗ вӗт унта, академире, пӗрмай ҫавна вуланӑ?

— Эпӗ хам ҫапла шухӑшлатӑп, майор юлташ!

— Пӑрах, ҫитӗ! — Волошинӑн сӑмси ҫине лартса янӑ куҫлӑхӗ хыттӑнах силленсе илчӗ. — Эпир те ҫапӑҫса курнӑ!.. — Хулӑнрах тутине ҫиленчӗклӗн хускаткаласа, вӑл пӗр хушӑ ним те чӗнмерӗ. — Ҫапла вӑт, пирӗн пӗтӗм дивизи ытти чаҫсем хыҫҫӑн ҫак икӗ ҫул хушшине пӗчӗк ҫулсемпе пырать, ҫӗрле пулнӑ ҫӗре вӑл, нимӗҫсенчен мала иртсе, Вазуза хӗррине пырса тухма кирлӗ. Пырса тухсан — пит лайӑх пулать. Анчах ку ҫеҫ мар-ха. Пирӗн полкӑн тӗп задачи ку мар.

Палатка карнӑ ҫӗрте, кӗрен ҫулҫӑллӑ ҫамрӑк юман патӗнчи тӗмӗсем хушшинче пӗр чун та ҫуккине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртенех, вӑл каллех йӗри-тавра шиклӗн пӑхса илчӗ. Унтан вара ҫав тери хуллен, аран ҫеҫ илтӗнмелле сасӑпа пӗлтерчӗ:
— Эпир Вазуза патне ҫитейместпӗр… — карандаш тытнӑ чӗтрекен аллине картӑ тӑрӑх шутарчӗ вӑл.
— Пирӗн полк ак ҫакӑнта чарӑнса тӑрать, — терӗ те вӑл, хӑйӗн алли чӗтренине асӑрхаса, ӑна картӑ ҫинчен илчӗ. — Каҫӑ патӗнче халӑх лӑк тулли. Чаҫсем те, беженцӑсем те, ҫав тери нумай пырса тулнӑ, тет, унта. Чӑн-чӑн тамӑк! Ҫапла ӗнтӗ, пирӗн тӗп задача вӑл — чарӑнса тӑрса, нимӗҫ колоннисен ҫулне пӳлесси, вӗсене чарса тӑрасси. Мӗнпур чаҫсем, вӑл шутра хамӑр дивизин икӗ полкӗ те, леш енне каҫса кайиччен чарса тӑрасси. Эпир хамӑр юлашкинчен ҫеҫ каҫма пултаратпӑр. Ӑнлантӑр-и эсир, пире мӗн тума хушнине? — Вӑл Озеровпа Лозневой ҫине хытӑ пӑхса илчӗ. — Виличчен тӑмалла пирӗн. Вӗҫне ҫитичченех. Вилмелле те — ыттисене ҫӑлса хӑвармалла. Ӑнлантӑр-и?

Батальонта чух Лозневой эрнипех пӗр-пӗр хӑрушӑ ӗҫ сиксе тухасса кӗтсе пурӑннӑччӗ, анчах хальхи пек пулса тухасса вӑл пӗртте кӗтменччӗ: халь ӗнтӗ вӗсен полкӗн, ытти чаҫсене ҫӑлса хӑварасшӑн, пӗтӗмӗшпех пӗтмелле. Лозневой хӑйӗн кӑкӑрӗнче темскер пӑрланса ларнӑ пек пулнине сиссе, хӑраса ӳкрӗ, — яри уҫса янӑ алӑк витӗр сивӗ пырса кӗнӗ пек, ун кӑкӑрне Ҫӗпӗрти хаяр сивӗ пырса кӗнӗнех туйӑнчӗ.

— Ҫапла, вӑл паллӑ ӗнтӗ, — терӗ вӑл, хӑйӗн сассине те илтмесӗр.

Анчах, Лозневой ответ панӑ хыҫҫӑн та, Озеров капитан темиҫе секунд хушши чӗнмесӗр тӑчӗ, — кушӑрканӑ пӳрнисемпе вӑл хӑй планшечӗн хӗррисене тӗрткелесе илчӗ.

— Кирлӗ пулсан, тӑрӑпӑр, — терӗ вӑл та юлашкинчен, планшечӗн кнопкине ҫӑт! тутарса, унтан темшӗн кӑн-кӑвак тӗслӗ пулса кайнӑ куҫӗсемпе Волошин ҫине хӑвӑрт пӑхрӗ. — Хамӑра ҫавӑн пек хыттӑн шанса тӑнине эпир тӳрре кӑларӑпӑр. Анчах вилӗм ҫинчен пирӗн ҫав териех нумай калаҫма кирлӗ-ши? Пурте пӗлеҫҫӗ: вилесси вӑл, уйрӑммӑнах вӑрҫӑра вилесси — чи ҫӑмӑл ӗҫ. Пире, большевиксене, йывӑртарах ӗҫсем ытларах кӑмӑла каяҫҫӗ.

Лозневой батальонӗн оборонӑра тӑмалли рубежӗ хӑш тӗлерех пулма кирлине кӑтартса парас тесе, Волошин майор ҫав вӑхӑтрах пӗшкӗнсе ларчӗ те хыпалансах картӑ ҫинче куҫӗсемпе шырама пуҫларӗ. Озеровӑн юлашки сӑмахӗсене илтсен, вӑл хӑвӑртах пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

— Ф-филос-софия? — темле шӑхӑртса каларӗ вӑл.

Ҫак самантра чӗрене тивекен уланӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Ку мотор сасси пулчӗ-мӗн, — сарӑ-кӑвак тӗслӗ те сӑпсанни пек ҫинҫе ҫунатлӑ нимӗҫ истребителӗ курӑнса кайрӗ. Вӑл хӗвелтухӑҫ енчен, ҫӗр ҫумӗпех кӗрлесе килет иккен.

— Ложись! — кӑшкӑрса ячӗ Озеров.

Пурте ҫӗре выртрӗҫ. Истребитель хӑйӗн ҫуначӗсемпе йывӑҫ тӑррисене перӗнес пек, вӑрман ҫийӗпе иртсе кайрӗ, унтан пӗр виҫ-тӑватӑ секундранах вӑрман хӗрринчен сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ:

— Ӳкрӗ! Ӳкрӗ!

— Йӗри-тавра шӑв-шав, ӗрлешӳ хускалчӗ. Вӑрман хӗрринчи салтаксем, пӗр-пӗрне кӑшкӑркаласа, уялла чупрӗҫ. Пӑшал сассисем илтӗнсе кайрӗҫ. Ҫывӑхри тӑвайккинче, хытхура тӑррисем хыҫӗнчен, истребитель ҫуначӗ чалӑшшӑн курӑнса выртать, унӑн шапа пек сарӑ-кӑвак тӗслӗ сӑрӗ хӗвел ҫуттинче йӑлкӑшать…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех