Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сан сăмах пирĕн базăра пур.
сан (тĕпĕ: сан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сан ҫинчен донос ҫырнӑ-и? — куҫҫулӗсем тухрӗҫ Савельичӑн.

Я писал на тебя доносы? — отвечал Савельич со слезами.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Маша Миронова сан патна каҫалапа ҫӳретӗр тетӗн пулсан, ӑна эсӗ, черченкӗ сӑввусем вырӑнне, пӗрер мӑшӑр алка парса парнеле.

Это значит, что ежели хочешь, чтоб Маша Миронова ходила к тебе в сумерки, то вместо нежных стишков подари ей пару серег.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Мӗнле пек сан шутупа? — тесе ыйтрӑм эпӗ Швабринран, вӑл мухтаса парассине, вӑл мана тӳлеме тивӗҫлӗ парӑма кӗтнӗ пек кӗтсе.

— Как ты это находишь? — спросил я Швабрина, ожидая похвалы, как дани, мне непременно следуемой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«Ун пек йӑлана пӗтерес пулать сан», — терӗ мана Иван Иваныч.

«Такую привычку тебе нужно искоренить», — сказал мне Иван Иваныч.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ӗҫсе ярӑп-и унта, мӗн тӑвап-и, унпа сан ӗҫ ҫук.

— Пропью ли я или нет, не твое дело.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хамах пырса кӗрейрӗм-ши сан ҫие, Е ырӑ лаша унта ҫавӑрса кӗртрӗ-ши?

Что не сам ли я на тебя зашел, Что не добрый ли да меня конь завез?

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах эсӗ телейсӗр пултӑн, ҫавӑнпа та эпӗ сан вырӑнна хам телейсӗр пулма килӗшрӗм, эп ҫапла тунине эсӗ хӑҫан та пулин хака хурӑн, терӗм, хӑҫан та пулин манӑн нимӗне пӑхӑнман ачашлӑха хаклӑн, тесе шутларӑм.

Но ты был несчастлив, и я пожертвовала собою, надеясь, что когда-нибудь ты оценишь мою жертву, что когда-нибудь ты поймешь мою глубокую нежность, не зависящую ни от каких условий.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӑхмасӑрах тӳррӗн ут; унтан пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех асар-писер хӑрушлӑхсем ҫухалаҫҫӗ те, сан умӑнта тӳлек те ҫутӑ ӗшне уҫӑлать, ҫав ӗшне варринче симӗс мирт ешерет.

Надо только не смотреть, а идти прямо, — мало-помалу чудовища исчезают, и открывается пред тобой тихая и светлая поляна, среди которой цветет зеленый мирт.

Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тытӑн кӑна, — тенӗччӗ вӑл, — сан ҫине вара пур енчен те ҫав тери хӑрушӑ япаласем вӑркӑнӗҫ; тивӗҫлӗх, мӑнаҫлӑх, хисеплӗх, халӑх сӑмахӗ, тӑрӑхласси, курайманлӑх…

«Только приступи, — говорил он, — на тебя полетят со всех сторон такие страхи, что боже упаси: долг, гордость, приличие…

Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ҫапах та, кала-ха мана, сан ӗҫӳсем мӗнле пыраҫҫӗ унпа?

— Скажи мне, однако, как твои дела с нею?

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сан сӑмах ӑна йӑлӑхтарса ҫитериччен ҫеҫ кӗтсе тӑрӑп эпӗ…

— Я подожду только той минуты, когда твой разговор ей наскучит…

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Халиччен илтмен чӑрсӑрлӑх, тет ӑна вӑл; эпӗ вара, сан хутна кӗрсе, вӑл питӗ лайӑх воспитани илнӗ-ҫке, сире ним чухлӗ те кӳрентересшӗн пулмарӗ, тесе аран-аран ӗнентертӗм.

Она нашла, что это неслыханная дерзость; я насилу мог ее уверить, что ты так хорошо воспитан и так хорошо знаешь свет, что не мог иметь намерение ее оскорбить.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сан ҫинчен вӑл начар шухӑшлать…

Ты у нее на дурном замечании…

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗлетӗн-и, Печорин, княжна мӗн алать сан ҫинчен?..

А знаешь ли, Печорин, что княжна о тебе говорила?

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унта сан таврашри чи лайӑх йыш пухӑнать…

Все здешнее лучшее общество…

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ятӑра та пӗлтертӗм сирӗнне… вӑл пӗлнӗ иккен сан ятна.

Я сказал ваше имя… оно было ей известно.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Пит-куҫӗнче чунӗ ялкӑшнине курса тӑнӑ чух нимӗн чухлӗ те хускалмарӗ-и сан чуну?

— И ты не был нисколько тронут, глядя на нее в эту минуту, когда душа сияла на лице ее?

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сан илемлӗ сӑмахна хирӗҫ кулмарӗ те вӑл, питӗ шел.

Жаль, что она не улыбнулась на твою пышную фразу.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— «Эккей, вӑрттӑнскер, эпӗ вӗт сан ҫинчен пӗр япала пӗлетӗп. (Ун сӑнӗ ним чухлӗ те улшӑнмарӗ, тутине те хускатмарӗ вӑл, сӑмах ун ҫинчен пыман пекех пулчӗ.) Эсӗ ҫӗркаҫ ҫыран хӗрринче пулнине пӗлетӗп эпӗ».

«Экая скрытная! а вот я кое-что про тебя узнал». (Она не изменилась в лице, не пошевельнула губами, как будто не об ней дело). «Я узнал, что ты вчера ночью ходила на берег».

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗлетӗн-и, эпир сан улпутупа ҫав тери туслӑ пулнӑ-ҫке, пӗрле пурӑннӑ…

Да знаешь ли? мы с твоим барином были друзья закадычные, жили вместе…

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех