Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтан сăмах пирĕн базăра пур.
Малтан (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Св. Мария» экспедицийӗн уссине мӗн тесен те кунта чи малтан кӑтартса панӑ.

Он первый указал на значение экспедиции «Св. Марии».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытла ӑшӑ сӑнарлӑ пулмарӑм пулас ун чух, мӗншӗн тесен Иван Павлыч малтан ун ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ, унтан ман ҫине, вара сасартӑк — вӑл мӗне пӗлтернине ҫинчен сиссе те ӗлкӗреймерӗм эпӗ, — аллине сӗтел ҫине сарса хучӗ те ун ҫине куҫпа кӑтартрӗ.

Должно быть, у меня был при этом не очень приветливый вид, потому что Иван Павлыч внимательно посмотрел сперва на него, потом на меня и вдруг — я не сразу вспомнил, что это значит, — положил руку на стол и показал на нее глазами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл чи малтан мана калаҫтарасшӑн.

Но он хочет, чтобы я сделал первый шаг.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ромашка та алӑ пачӗ, Николай Антоныч президиумрисем ҫине пӑхса илчӗ те чи малтан гороно заведующине сывлӑх сунчӗ.

И Ромашка только протянул руки. Николай Антоныч окинул взглядом президиум и прежде всех поздоровался с заведующим гороно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку вӑл Мускавра метро тума пуҫланӑ ҫулхине пулса иртнӗ, лайӑх пӗлсе тӑнӑ вырӑнсенчех урам урлӑ хӳмесем пӳле-пӳле хунӑччӗ, ҫав хӳмесен хӗррипе ура айӗнче авӑнса тӑракан хӑмасем тӑрӑх утмалла пулчӗ пирӗн, унтан вара каялла ҫаврӑнмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен хӳме шӑпах пӗр-пӗр шӑтӑк тӗлне ҫитсен хупӑнать, пӗтет, унччен пӗр кун малтан ҫеҫ ҫав шӑтӑк ҫукчӗ-ха, халӗ унта ҫын сасси те, ҫӗр айӗнче ӗҫлени те кӗрлесе кӑна тӑрать.

Это был год, когда Москва начинала строить метро, и в самых знакомых местах поперек улиц стояли заборы и нужно было идти вдоль этих заборов по гнущимся доскам и возвращаться, потому что забор кончался ямой, которой вчера еще не было и из которой теперь слышались голоса и шум подземной работы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуринчен малтан пирӗн самолета юр айӗнчен кӑлармалла.

Вот что нужно было сделать прежде всего: освободить самолёт от снега.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн динамикӑллӑ пӗчӗк фонарь пурччӗ, ӑна ҫутас тесен пӗр вӗҫӗмрен пӳрнесемпе ӗҫлемелле пулать, анчах та тӑтӑшах ӗҫлеме май ҫук, эпӗ вара пӳрнесене сарса яратӑп, — халӗ ӗнтӗ акӑ сасартӑках сивӗ пулса кайрӗ, вара малтан мӗн пулнӑ, пурте хӑйсен вырӑнне вырнаҫаҫҫӗ, эпӗ вара кабина хушӑкӗнчен варкӑшса кӗрекен тӑман хама хӳсе кайнине туйма пуҫларӑм.

У меня был фонарик с динамкой, и нужно было всё время работать пальцами, чтобы он горел; но всё время работать невозможно, и я разжимал пальцы — тогда сразу становилось холодно, и всё возвращалось на свои места, и я начинал чувствовать снег, который заносил меня сквозь щели кабины.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫил пире хӑваласа ҫитрӗ те малтан сулахай енчен, унтан умран, кайран, каллех сулахайран килсе ҫапрӗ, пире ҫав самантрах таҫта аяккинелле, каллех ҫил-тӑман ҫаврӑнса, юр ҫуса тӑракан ҫӗре илсе кайрӗ.

Ветер догнал нас и ударил сперва слева, потом в лоб, потом снова слева, так что нас сразу унесло куда-то в сторону, где тоже был туман и шёл снег.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫук, малтан кухньӑна кайӑпӑр, унсӑрӑн ирхи апатран юлма пултаратпӑр!

— Нет, сперва в кухню, а то завтрак пропустим!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Павел Петрович, малтан «Джунглие» кайса курар мар-и? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ вӑл.

— Павел Петрович, а можно мне сперва в «джунгли»? — шёпотом спросил он.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хам вырӑнтах, чи малтан кӗме хӑякана касса пӑрахма хатӗр тӑратӑп.

Я стоял на своем месте, готовясь изрубить первого смельчака.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпир хамӑр чи малтан каҫӑпӑр та, санӑн аҫӑрсем патне, вӑл — ку пуласран сыхланма, пӗр 50 гусар илсе кайӑпӑр, — терӗ вӑл мана.

Мы переправимся первые и приведем в гости к твоим родителям 50 человек гусаров на всякий случай, — сказал он мне.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Малтан такӑнма, унтан чӗлхе ҫыхланма пуҫлать.

Это запинанье сперва в ногах, потом в речи.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтан вӑл эпӗ юнашар пӳлӗмре иккенне пӗлмесӗр, чылайччен мӑкӑртатса тӑчӗ.

Сперва он долго бормотал их, не зная, что я в соседней комнате и всё слышу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ, Заполярьене таврӑнсан, парикмахерскипе мунчана кӗрсе тухсан, пуринчен малтан тухтӑр-патне ҫитме васкарӑм.

Но, возвращаясь в Заполярье, я прежде всего отправлялся к доктору, — разумеется, после парикмахерской и бани.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтан вӑл сӑмахсене тата-тата кӑна каларӗ, унтан лӑпланма пуҫларӗ: «Хамӑр пӗрле кӗрешнӗ, пӗрле ӗҫленӗ, пурӑннӑ юлташсемпе сывпуллашма питӗ те йывӑр.

Он заговорил сперва отрывисто, потом всё более спокойно: «Нам всем тяжело провожать друзей, с которыми мы сжились за два года нашей борьбы и работы.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗрле эпӗ пӗр пилӗк хутчен те бинокльпе туха-туха пӑхрӑм, кашнинчех ҫав уйӑх татӑкне пӗр вырӑнтах, малтан ӑҫта пулнӑ ҫавӑнтах, куртӑм.

Ночью я раз пять выходил посмотреть в бинокль и каждый раз находил этот кусочек луны на том же месте.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтан эпӗ ӑна уйӑх пулӗ тесеттӗм.

Сперва я решил, что это луна.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтан пӗрер сӑмах ҫеҫ вуласа кӑларкалаттӑм.

А прежде читал отдельными словами.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун чухне эпӗ гостинницӑраччӗ, манӑн малтан хулана чӗнмелле пулнӑ иккен, унтан тин номере каламалла пулнӑ.

Это было в гостинице, и нужно было сперва вызывать город, а уже потом говорить номер.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех