Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хастар сăмах пирĕн базăра пур.
хастар (тĕпĕ: хастар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Ене аталантармалли паха шухӑшсем сӗнме пултаракан тата ҫӗнӗлле шухӑшлакан ҫивӗч ӑслӑ, пултаруллӑ та хастар яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пӗрлештерсе тӑракан ҫамрӑксен общество юхӑмне туса хума вӑхӑт ҫитнӗ тесе шутлатӑп.

Считаю, что назрела необходимость создания молодежного общественного движения, которое объединяло бы талантливых, творческих, энергичных молодых людей, умеющих мыслить креативно и предлагать новые идеи для развития Чувашии.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Ҫывӑх вӑхӑтрах вара шӑпах хастар, лайӑх пӗлӳ илнӗ ҫамрӑк ҫынсен муниципалитета тата патшалӑха тытса пырассине хӑйсен аллине илме тивет.

А в недалеком будущем именно молодым, энергичным, образованным людям предстоит взять в свои руки муниципальное и государственное управление.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Хисеплӗ хастар «трикотажсем!»

Уважаемые храбрые трикотажи!

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Алик паянхи вӑййа виҫӗ эрне хушши хатӗрленчӗ, хастар пуласса ӗмӗтленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Кайран та, унпа сывпуллашса аудиторисен кичемрех шӑплӑхне таврӑнсан, учебниксем вуланӑ май чылайччен хӗвелтухӑҫ енчи пиллӗкмӗш лавари хастар ачасене, забойӑн аслатиллӗ кӗмсӗртетӗвне тунсӑхласа пурӑнчӗ.

И после, когда пришлось расстаться с ней и сесть за учебники, он долго тосковал в скучной тишине аудиторий по славным ребятам из пятой восточной лазы, по громовому реву забоя,

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Штатра тӑман чи хастар ҫыравҫӑсем 20 ҫул хушшинче чӑваш литературине хаҫат урлӑ кӗрсе хӑйсен кӗнекисене кӑларма ӗлкӗрчӗҫ.

Самые активные писатели, не состоящие в штате, за 20 лет успели проникнуть в чувашскую литературу через газету и издать свои книги.

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

Ҫак ӗҫе хастар хутшӑннисен хушшинче: А.М.Богатов, А.Ф.Ермилов-Юман, П.П.Ургалкин, А.К.Падиаров, В.М.Репин, В.Г.Елагин, А.Н.Каштанова, А.Н.Разубаев, А.М.Цыганов, М.Н.Юхма, А.А.Алексеев, А.Г.Пешне тата ыттисем.

Среди активных участников: А.М.Богатов, А.Ф.Ермилов-Дуб, П.П.Ургалкин, А.К.Падаров, В.М.Репин, В.Г.Елагин, А.Н.Каштанова, А.Н.Разубаев, А.М.Цыганов,М.Н.Юхма, А.А.Алексеев, А.Г.Пешке и другие.

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

Ку хаҫат ӗҫне И.Юркин хастар хутшӑннӑ.

В работе этой газеты И.Юркин принимал активное участие.

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

Мажарова симӗс китель тата ҫап-ҫутӑ тасатнӑ атӑ тӑхӑннӑ ҫак хастар ҫын умӗнче мӗн пур йӗри-тавралӑх каялла чакнӑ, хӗсӗннӗ пек туйӑнчӗ; пит ҫӑмартисене вӑл ӳчӗ кӑн-кӑвак курӑнакан пуличченех яп-яка хырнӑ; хыткан пит-куҫӗ кӑнттамраххӑн хускалнинче вӑл хӑйӗн вӑйӗ ҫине хытӑ шанса тӑни палӑрать.

Все окружающее словно потеснилось перед энергичным человеком в защитного цвета кителе и аккуратных начищенных сапогах; щеки его были тщательно выбриты, в резких и грубоватых чертах сухощавого лица, в скуповатых, но властных жестах были законченность, определенность.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗр Игнат Савельевич ҫеҫ унчченхи пекех хӑйне хастар тытнӑ, ывӑлӗсем, кинӗсем ҫине кӑшкӑра-кӑшкӑра илнӗ.

Лишь один Игнат Савельевич по-прежнему держался бодро, покрикивал на сыновей, невесток.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хастар ҫынсем пурӑнаҫҫӗ кунта.

Куҫарса пулӑш

Ӑна ӗҫ ҫӗкленӗ // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.

Ҫамрӑк, хастар, политикӑна лайӑх ӑнланать, — ҫырса хатӗрленӗ характеристикӑна вуласа панӑ пек, татса каларӗ Коробин.

Молод, энергичен, политически зрелый товарищ, — словно зачитывая письменную характеристику, раздельно и четко выговаривал Коробин.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Гневышева судпа айӑпласан, Корней хӗрне, тулашса: сан хастар каччу пулман пулсан, парти енӗпе выговор панипех иртсе каятчӗ, тенӗ.

А когда Гневышева осудили, Корней раздраженно заявил дочери, что, если бы не ее ретивый жених, все обошлось бы выговором по партийной линии.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Хӑй вӑл хастар ҫын, ҫине тӑрса ӗҫлет, кирек мӗнле ӗҫе те хӗрӳллӗн тытӑнать, ӑна тӗксе пыма кирлӗ мар…

— А вообще-то он энергичен, напорист, горячо берется за любое дело, подталкивать его не приходится…

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫитменнине, Пробатов хӑй те, ҫӳҫӗсем кӑвакарнӑ пулин те, писевлӗ хастар сӑн-пичӗпе, савӑнӑҫлӑ куллипе, вӑйлӑ аллисемпе, пӗтӗм тачкарах та килӗшӳллӗ кӗлеткипе питӗ сывӑ ҫын пек курӑнчӗ.

Да и сам Пробатов в этой обстановке выглядел вызывающе здоровым, несмотря на седину, почти молодым со своим румяным, энергичным лицом, жизнерадостной улыбкой, сильными руками, всей полноватой и ладной фигурой.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Бахолдин пур, ӑна пӗчӗк ача пек ӳкӗтлет, юлашкинчен тата: «Ну, хаклӑ ҫыннӑм, шанатӑп, эсӗ улталас ҫук-ха! Ҫине тӑратӑн та — туртса тухатӑнах! Паллах, сана ҫӑмӑл мар, пӗлетӗп эпӗ, анчах эсӗ хастар ҫын-ҫке, тӑвасах тесен, хӑвӑнне пурпӗрех тӑватӑн. Тӗрӗс-и?» — тесе хушса хунӑ.

А Бахолдин увещевает его, как малого ребенка, да еще добавляет напоследок: «Ну я, дорогой мой, надеюсь, что ты не подведешь! Поднажмешь как следует и вытянешь! Конечно, тебе нелегко, я знаю, но ты у нас мужик боевой, напористый и своего, если захочешь, добьешься. Верно?»

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫамрӑк чухне пурте хастар та пултаруллӑ пулнӑ, — хӑйӗн куҫӗсене секретарӗн, шӑтарса пӑхакан куҫӗсенчен тартса, хуллен хуравларӗ Корней.

— Смолоду мы все были бравые да удалые, — уводя глаза от проницательного взгляда секретаря, тихо ответил Корней.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сӑрт ҫинче Богатырев штабӗн юланутлӑ ушкӑнӗ курӑнса кайрӗ ҫеҫ — штабс-капитан пулнӑ Вороновский хӗрлӗармеецсем унччен пӗрре те унран илтсе курман хастар сасӑпа, пырне вӑрӑммӑн чӗтрентерсе, команда пачӗ:

И едва с горы показалась штабная конная группа Богатырева, бывший штабс-капитан Вороновский еще не слыханным красноармейцами командным рыком и клекотом в горле заорал:

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Полк ҫапӑҫусенче хастар, мораль тӗлӗшӗнчен ҫирӗп пулнине тата салтаксем кавалеринчи йӗркесене чип-чипер тытса пыма хӑнӑхнипе палӑрса тӑрать.

Полк отличался боеспособностью, моральной устойчивостью и щеголеватой кавалерийской подготовкой бойцов.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Сирӗн ҫарсем хастар сӑн-сӑпатлӑ, дисциплинӑллӑ тата ҫирӗп шухӑш-кӑмӑллӑ пулни мана питӗ килӗшрӗ, — тет Краснова каялла каяс умӗн Пул генерал.

— Я очень доволен блестящим видом, дисциплинированностью и боевым духом ваших войск, — перед отъездом говорил генерал Пул Краснову.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех