Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗтре айккинелле сирелӗ пуҫларӗ, ун хыҫӗнчен, куҫармалла картинка ҫинчи пек, малтан кӑшт ҫеҫ йӗрленсе, унтан ярах уҫӑлса, сӑррисем типсех ӗлкӗреймен ҫап-ҫутӑ ир тухрӗ, вара шлюз причалӗсем, шурӑ хупӑлча знакӗсем тата ытти те ешӗл ҫыран ҫинче палӑрса кайрӗҫ, Шлюз башни ҫинче симӗс сигнал ҫутӑлчӗ.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Пулас картина — пӗр кӑптӑрмӑш кӑна нимӗнпе те палӑрса тӑман ахаль ҫын ҫинчен.— Это будет картина об очень простом нашем человеке, совсем незаметном.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл тӗттӗмрех кӑвак костюмпа, пиншакӗ ҫинче икӗ орден — Ленин орденӗпе Хӗрлӗ Ялав орденӗ килӗшӳллӗн палӑрса тӑраҫҫӗ.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кунта чылайччен Мускава тӑшман аллине парасса ӗненмерӗҫ, анчах каярах, паян-ыран Наполеонӑн усал ҫарӗ авалхи столицӑна ҫитсе кӗресси палӑрса ҫитсен, тарма тытӑнчӗҫ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗлӗт ҫап-ҫутӑ, шывран та ҫутӑрах; ҫырма кукӑрӗнче, пӗлӗт анӗ ҫинче тем ҫӳллӗш башньӑсем палӑрса тӑраҫҫӗ — вӑл Кремль.Небо было светлое, светлее воды, и за поворотом реки резко на небе выделялись высокие башни Кремля.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗвӗ ҫӳллӗ, пит-куҫӗ тӗксӗмрех, ҫӳҫӗ хура, тинкерсе пӑхакан хура куҫлӑ, пысӑк та, ҫапах чипер сӑмсаллӑ, ун нацийӗн уйрӑмлӑхӗ, — тути ҫинче ӗмӗр палӑрса тӑракан салху та сивӗ кӳлли, — ҫаксем пурте ӑна ӑраскал хӑйне юлташлӑха панӑ ҫынсене хӑйӗн шухӑшӗсемпе хӑй мӗн юратнисене каласа кӑтартма пултарайман ҫын пек палӑртаҫҫӗ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Иртни пӗтӗмпех манӑн асӑмра ҫав тери уҫӑмлӑн палӑрса юлнӑ!
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл пӗрре саралса, тепре кӑвакарса кайрӗ; вӑл тарӑхни унӑн пичӗ ҫине палӑрса тухрӗ.Он пожелтел, посинел; скрытая злоба изобразилась на лице его.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав вӑхӑтра пӗлӗт уйӑха хупӑрла пуҫларӗ, тинӗсрен тӗтре ҫӗкленчӗ: ун витӗр ҫывӑхри карап ҫинчи хунар ҫути те аран палӑрса тӑрать…
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Лётчикӑн ҫирӗп вӑй-халлӑхне кӑтартакан сарлака сӑн-пичӗ ҫинче ачаш та лӑпкӑ хурлӑх палӑрса илчӗ, куҫӗсем ӑшшӑн та уҫҫӑн йӑлтӑртатрӗҫ, сӑнӗ тӳрех пӗр вунӑ ҫул ҫамрӑкланса кайрӗ, вӑл ҫамрӑк йӗкӗт пекех пулса тӑчӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах сасартӑк ҫав тусла сӑнсем хушшинчен Оля сӑнӗ — офицер гимнастёрки тӑхӑннӑ ырханкка яш йӗкӗтӗнни пек ӗшенчӗклӗ те пысӑк куҫлӑ сӑнӗ палӑрса тухса, пурне те хупласа лартрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мӗнпе палӑрса тӑрать-ха вӑл?
Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16
Кӗтеснерсем яланах ӗҫченлӗхпе, харсӑрлӑхпа палӑрса тӑнӑ.
Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16
Мересьев кӑшкӑрнӑ пекех калаҫрӗ, унӑн сассинче иксӗлми вӗри кӑмӑл палӑрса тӑчӗ, ҫавӑнпа та юнашар сӗтелсем хушшинче ларакан ҫар ҫыннисем, ҫак хурарах сӑнлӑ илемлӗ йӗкӗт ҫав тери ҫине тӑрса мӗн ыйтнине пӗлме, пуҫӗсене ҫӗклесех тӑнлама тытӑнчӗҫ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗвелпе пиҫсе тӗксӗмленсе ларнӑ тирӗ айӗнчен кашни мышца палӑрса тӑнӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫаксем пурте кӳлӗри сенкертерех, витӗр курӑнакан шыв ҫинче, кутӑн ӳснӗ пек, илемлӗн палӑрса тӑнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пурӑнӑҫа ҫӗнӗ япаласем кӗртнине курайманни Берестовӑн характерӗнче уйрӑммӑнах палӑрса тӑнӑ.Ненависть к нововведениям была отличительная черта характера Берестова.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пӗрисем пӑртак кӑна палӑрса тӑраҫҫӗ, теприсем, ҫывӑхарах паллашсан, ытларах палӑраҫҫӗ; вӗсем хушшинче те тӗрлӗрен типсем пур.
Ҫынсем тата II-мӗш марионеткӑсем (Панкрац) // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Хӗрӗн ҫӳлти тути хӗрринче кӑшт ҫеҫ турпалли хуралса палӑрса тӑнӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ирӗксӗрех хускалмасӑр пурӑнсан, мускулсем вырӑнне ҫу кӑна пулать, анчах Алексейӑн урисем ҫинчи тӗксӗмрех ӳт айӗнче мускулсемпе шӑнӑрсем ярӑм-ярӑмӑн палӑрса тӑнӑ, вӗсем татӑк урасем пек мар, нумай тата хӑвӑрт ҫӳрекен ҫынӑн лайӑх урисем пекех курӑннӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950